Эпĕ таçта-таçта инçетре пĕлĕтсем хушшинче çунатсăрах — алла сарнипелех вĕçетĕп. Вĕçсе ывăнсан шурă та кăпăшка пĕлĕтсем çине ларса канатăп.
Çакăн пек урасене сулласа ларнă вăхăтра темле майпа аялалла пăхса илтĕм. Аялта пĕр кăвак çăмха. Манăн çак япала мĕн пулнине питĕ пĕлес килчĕ. Эпĕ сăнă пек аялалла вирхĕнтĕм. Çăмха патнелле çитеспе ăна сăнаса пăхма тытăнтăм. Çак çăмха шывран тăрать иккен. Хырăм выçса кайнипе эпĕ çӳлелле вĕçсе хăпартăм та пĕлĕт çине канма выртрăм. Çавах та çак çăмхана куçран вĕçертместĕп. Манăн унпа малалла мĕн пулнине пĕлес килет. Çакăн пек сăнаса выртнă вăхăтрах кăвак çăмха чĕтренсе илчĕ. Вăл пĕр самантрах чăпарланчĕ: вырăн-вырăнпа хăмăр, сарă, симĕс тĕссем курăнма пуçларĕç. Ку манна пушшех кăсăклантарса ячĕ. Эпĕ каллех аялалла вирхĕнтĕм. Васкамасăр çăмхана пăхса çаврăнтăм, кашни тĕс патĕнче чарăнса тимлĕн сăнарăм. Тĕлĕнсе пĕтерейместĕп: мĕн япали ку? Паçăр йĕри-тавра шыв кăначчĕ: халĕ вара пуш хирĕ те, вăрманĕ те, сăрт-тăвĕ те, çырми-çатри те, юхан-шывĕ те — пурте пур! Анчах çав вăхăтрах манна кичем пулса кайрĕ: йĕри-тавра пĕр чун та, сас-хура та çук — шăп! Каялла вĕçсе улăхрăм та пĕлĕт çине выртса тарăн ыйха путрăм.
Вăраннă хыççăн шухăша кайрăм: çак çут тĕнчере кампа вылямалла-ха манăн?
Темĕн те пуçа пырса кĕрет: «Чăн малтанах çак темĕнле япалана ят парас. «Çăмха» — килĕшӳллех мар пек, «чăмăр» — каллех мая килмест пек. Тен — «Çĕр чăмăрĕ» тесе ят парас? Çапла пултăр.»
Çакăн пек шухăшласа выртнă вăхăтра темĕн япала мĕкĕрсе ячĕ. Каллех аялалла тинкеретĕп: мĕн ку? Пĕрисем вĕçеççĕ, теприсем — сикеççĕ! Çывăхрах вĕçсе пыма шутларăм. Мана курсанах çак хăрушă чунсем хыççăн хăвалама пуçларĕç. Аран-аран вĕсенчен хăтăлса юлтăм! Ку мĕн-ши тата?
Кусем «динозавр» ятлă пулччăр тесе пуçа шухăш пырса кĕчĕ. Кĕçех чĕвĕл-чĕвĕл тенĕ сасăсем илтĕнме пуçларĕç. Ку чунсем пăр! туса пĕр йывăç çинчен тепĕр йывăç çине вĕçеççĕ. «Кайăксем» теес-ши?
Мĕн япали! Пĕрре куç хупса илнĕ çĕре динозаврсем вилсе пĕтрĕç. Тепĕр самантран ик ураллă чĕр чунсем чупма пуçларĕç. Тĕлĕнтермĕш! Вĕсем ман пекех-çке: хĕрарăмсем те, арçынсем те пур.
Эх, пурнăç пуçланса кайрĕ! Ачи-пăчисем выляççĕ, выльăх-чĕрлĕхĕсем макăраççĕ... Тин çеç хӳшĕре пурăнатчĕç, халĕ вара керменте. Мĕнле техника çеç вĕçмест, çӳремест пуль халь çак Çĕр чăмăрĕ çинче. Мĕнле заводсемпе фабрикăсем çеç çук. Хам куç умĕнчех ылмашăннă Çĕр чăмăрне вĕçсе çаврăнтăм та малалла уçлăха тухрăм. «Тата ăçта мĕнле пурнăç пур-ши?» — шухăшлатăп.
Аякран хĕрлĕн курăнакан чăмăр патне вĕçсе пытăм. Анчах кунта ятарлă аппаратсăр сывлама та çук.
Тепĕр чăмăр патнелле вĕçрĕм. Ку чăмăр вара пăсланса тăрать. Пурăнма кунта та пулмасть пулĕ.
Çакăн пек темиçе чăмăр патне те çитрĕм, Анчах хам малтан уçнă Çĕр чăмăрĕнчен илемли, çывăххи тĕл пулмарĕ.
Çакăн пек шухăшласа, ĕмĕтленнĕ çĕртен вăранса кайрăм. Ку ĕлĕк çеç пулнишĕн савăнтăм. Манран телейлĕ çын çукчĕ çак вăхăтра. Савăннипе хам сисмесĕрех урама çара уранах тухса кайнă. Юратнă Тăван çĕр-шыва, куçа илĕртекен чечексене, сип-симĕс йывăç-курăка, тăп-тăрă çăл куçран шăнкăртатса юхакан шыва — пурне те хам ытама илес килчĕ. Хам çак çĕр çинче çуралса ӳснишĕн чунтан савăнтăм.
Эй, çĕр çинчи çынсем! Çак тĕлĕнмелле Çĕрĕмĕре упрар, юратар! Çĕр, хĕвел, сывлăш пулсан — эпир ĕмĕр-ĕмĕр пурăнăпăр. Тав сана, Çут тĕнче, эпир Çĕр çинче пурăннишĕн!!!