Мĕншĕн эсĕ тĕлĕкре
Мана час-час курнатăн?
Мĕншĕн курнă тĕлĕшре
Ачаш куçпа пăхатăн?
Мĕншĕн санăн аллусем
Мана кăчăк туртаççĕ?
Мĕншĕн çӳхе тутусем
Илĕртмелле кулаççĕ?
Капла тĕттĕм каç пулни
Кун çутинчен лайăхрах.
Тăн çухатса тĕлĕк курни
Чĕр пурнăçран аванрах.
Çĕрле санпа савнатăп,
Кунра саншăн тунсăхлатăп.
Мĕншĕн тул çутăлать-ши?
Мĕншĕн тĕлĕк татăлать-ши?