Сад пахчинчи сар чечекне
Хитре тесех татрăм-ши?
Лешкассинчи сар каччине
Хитре тесех саврăм-ши?
Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах
Ма юнашар утрăм-ши?
Тус-тантăшпа вăййа тухсан,
Ма саншăн çеç çунтăм-ши?
Сар чечекем, саркайăкăм,
Ăçта вĕçсе кайрăн-ши?
Савнă тусăм, эсĕ маншăн
Ма сар чечек пултăн-ши?
Эс те чечек, эп те чечек,
Ма ик чечек уйрăм-ши?
Эс те пĕччен, эп те пĕччен,
Ма ик чĕре уйрăм-ши?
Сад пахчинчи сар чечекне
Пĕрре курсах тăтрăм-ши?
Лешкассинчи сар каччине
Пĕрре курсăх саврăм-ши?