Пурăннă тет Ласмос планета çинче пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен ывăлĕ. Çак илемлĕ планета çинче çăлтăрсем анчах пурăннă. Ашшĕ — Масян çăлтăр, çăлтăрсен шкулĕнче тĕрлĕ чĕлхе вĕрентнĕ. Амăшĕ — Засяна çăлтăр, çăлтăрсен банкĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Ывăлĕ — Касян çăлтăрчăк, çăлтăрсен шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕреннĕ.
Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе, савăнса пурăннă. Вĕсене нимĕн те кансĕрлемен, йывăрлăхра пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. Кашнин пӳрнинче йăлтăркка çĕрĕ пулнă, унсăр вĕсем çутатма пултарайман.
Пĕррехинче кĕтмен инкек сиксе тухать — Касян хăйĕн çĕррине çухатать. Çавна пула вăл тĕксĕммĕн курăнма пуçлать, ыттисем пек çутатаймасть. Пурте шыраççĕ, анчах çĕрре тупаймаççĕ.
Вăйлă çил çавăрттарса кайнă хыççăн шырани те усси пулман. Касян питĕ куляннă. Ăна юлташĕсем лăплантарнă.
— Ан кулян, — тенĕ ăна Васян тусĕ.
— Чăнах та, ан кулян, атьăр пĕрле шырама каятпăр, — тенĕ тепĕр тусĕ Осян.
Çапла вара шанчăклă туссем çула пуçтарăнчĕç. Касян ашшĕпе амăшĕ вĕсене пиллесе инçе çула ăсатрĕç. Йывăр пулчĕ вĕсене тăван çăлтăрчăкне килтен кăларса яма.
Акă виçĕ тус вăрман уçланкипе пырать. Вĕсене хирĕç ватă-ватă çăлтăр килет. Çĕрле тĕттĕм пулнă пирки вăл Васянпа Осян хушшинче пыракан Касяна курмарĕ, мĕншĕн тесен вăл çутатмасть. Патнерех пырсан тин асăрхарĕ.
— Эй, çăлтăрчăкăм, эсĕ мĕншĕн çутатмастăн? — ăнланмасăр ыйтрĕ Шур сухаллă çăлтăр-старик.
— Эпĕ хамăн йăлтăркка çĕрре çухатрăм çав, вăйлă çил çавăрттарса аякках вĕçтерсе кайрĕ пулмалла.
— Ан кулян, ачам, тупăнать вăл, тупăнать, чăнах тупăнать. Çапла каларĕ те ват çын — куçран çухалчĕ.
Сасартăк çăлтăрчăксем умне пĕр сап-сарă çăмха кусса килчĕ те вăрман чăтлăхнелле кĕрсе кайрĕ. Çамрăк çăлтăрсем ун хыççăн чупрĕç. Чупсан-чупсан кермен патне пырса тухрĕç. Керменĕ пилĕк шĕвĕр тăрăллă, варринчи — чи çӳлли. Вăл пуринчен те ытларах çутатать. Ун çинче тĕлĕнмелле сехет çакăнса тăрать. Касян хăйĕн кĕсйинчи сехетне кăларса пăхрĕ — пачах та урăхла. Кермен çинчи сехет çинче йăлтăркка çаврашка çутатса тăрать.
— Акă ăçта манăн çĕрĕ! — савăннипе кăшкăрса ячĕ Касян.
Çăлтăрчăксем ним тăхтаса тăмасăрах кермене чупса кĕрсе кайрĕç. Шалта питĕ илемлĕ: стенисене тĕрлĕ тĕслĕ йăлтăркка сăрăпа сăрланă, эрешленĕ сĕтелсем çинчи капăр вазăсене тем тĕрлĕ чечек те лартса тултарнă, ылтăн клеткăсенчи кайăксем юрă шăрантараççĕ.
— Кун пек асамлăх эпир нихçан та курман, — тĕлĕнсе калаçрĕç туссем. Виçĕшĕ те çаврăнса хăпаракан пусмапа çӳлелле хăпарса кайрĕç. Кунта тĕттĕм иккен. Чи çӳлте пĕр çутă курăнса кайрĕ те — пурте çавăнталла ыткăнчĕç. Пĕр пĕчĕк уçă кантăкран çутă ӳкет иккен. Касян çав кантăк патне хăпарса кайрĕ те аллине тулалла тăсрĕ, сехет çинче çакăнса тăракан çĕрре алла илчĕ. Такам туртса илесрен хăранă пек çĕрре часрах пӳрнине тăхăнса ячĕ — ыттисем пекех çутатма тытăнчĕ. Вăйлă çил Касянăн çĕррине çавăрттарса килнĕ те — çĕрри сехет çине çакланса юлнă. Халĕ вара хастар туссем ăна шыраса тупрĕç. Чунтан хĕпĕртенĕ ачасем пусма тăрăх асăрханса анчĕç те. керменти илемлĕхе тепре пăхса çаврăнчĕç те килелле вĕçтерчĕç. Çул çинче вĕсем ырă кăмăллă старика тепре курчĕç.
— Эсир савăнăçлă та — хамăн та савăнас килет, — терĕ вăл. Ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çĕрре епле тупни çинчен каласа пачĕç. Старик йăл кулса илчĕ.
— Туслă пулсан, пĕр-пĕрне пулăшсан, хастар та маттур пулсан — кирек мĕнле йывăр ĕç те çăмăллăнах парăнать. Эсир — чăн-чăн туссем, — терĕ çăлтăр-старик кăмăллăн.
Çăлтăрчăксем ватă çăлтăра тав турĕç те малалла утрĕç. Халĕ вĕсем виççĕшĕ те çутатаççĕ. Халĕ вĕсем тата та хăюллăрах, маттуртарах. Вĕсемшĕн нимĕн те хăрушă мар. Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн.