Каврăç касрăм, каçă хутăм
Çырма урлă, сан ятна —
Каçаймарăм, кая юлтăм,
Çитеймерĕм сан патна.
Пурччĕ ман ачаш сăмахăм,
Пĕр сана калас сăмах;
Пурччĕ ман чĕрем-ахахăм,
Упрасаттăм саншăнах.
Темшĕн эс итлес темерĕн
Ман ачаш сăмахăма,
Темшĕн эс илес темерĕн
Ман чĕрем-ахахăма.
Кам ăна пĕлет-чухлать-тĕр,
Мĕнлине савать чĕре?
Хĕрĕхрен пĕрне суйлать хĕр,
Теççĕ темшĕн тĕнчере.
Урăххи паян çӳрет-çке
Сан патна çав каçăпа,
Вăл, телейлĕскер, пĕлмест-çке
Чĕремри ман асапа.