Çут тĕнче тăнăçне упрама пӳрнĕрен
Пĕлĕтсен эшкерне хăвалать кунсерен
Никама пăхăнман, тăнламан, итлемен
Ĕмĕрсем хĕсметре тăракан сар хĕвел
Ирĕкре иртĕхсе кунран-кун ӳснĕрен
Ĕçпеле пиçĕхме хăраман, ӳркенмен,
Нихăçан, никамран, нимĕнех те кĕтмен
Сар хĕвел улăпла утăмлать пĕр-пĕччен.