Тăвăртан тулхăрса тăракан тăвăла
Кăкăрта кăкарса тăтăрха1 тăллама
Хăтланни кăлăхах!
Кăшласа кăшăла
Тухатех!
Талпăнса — таптаса: тавăрма!
Тавăрма!..
Тăварманшăн2 ăна: вăхăтра,
Хăвăртрах
Хатарта3 хастарла кастарса хăтарм.
Харамран халăха!..
Тăхтасам?..
Ку хутра
Аркатса тĕпретет: ан хăтланăр тарма.