Шупашкар шавĕнчен шăвăнса тухиччен
Тăнлава тыллакан тĕллевсен тӳпинчен
Пульăсем, пульăсем, пульăсем...пур енчен
Сан çине сапнăçем сурансен çĕввинчен —
Юн юхмасть — чун тумлать: йĕркесем...йĕркесем...
Йĕрлесен?..
Йĕрсемпе йытăсем йăтăнса пынăçем
Пырăма пăявлать пĕвенленнĕ пĕвен:
Шухăшсен шурлăхне шутарать туртнăçем...
Тĕлĕк мар, тĕтĕм мар... çут тĕнче тĕнелтен
Хускалса силленет: ӳпнелле ӳкесле...
Ӳкĕтлес?
Ӳкĕте кĕтекен — тупăках кĕртекен:
Тĕрмери тимĕре тутăхпа тивеймен...
Тивтĕр вут! Виртĕм пур! Вутăмпа вĕрекен
Чун-чĕрем чĕлхемрен чĕлсе ил чĕрпĕке,
Чĕрт те яр! Чĕрĕлле-чĕрĕллех! Пĕтĕмпех!
Пĕтчĕрех!