Пысăк кутамкка йăтнă Алюшпа аслашшĕ сăрт çине хăпарчĕç. Малалла тӳрем вырăн пуçланать, çывăхри яла çитсен хулана каякан автобус çине лармалла вĕсен.
Ваççук мучи хулара вĕренекен мăнукне тем тĕрлĕ апат-çимĕç тултарса пачĕ:
— Шупашкар пасарĕнче ял çимĕçне туян-ма хаклă теççĕ. Çăмарта, аш, чăкăт, çу, хăйма çук-им пирĕн? Пурне те хамăр тăватпăр-çке.
Утсан-утсан Алюш канса илес тесе кутамккине çĕре лартрĕ.
— Асатте, кучченеçӳ пăрçа миххи пекех йывăр вара, мĕн-мĕн чикнĕ эсĕ кунта?
— Хресчен апат-çимĕçĕ ĕнтĕ. Урăх мĕн пул-тăр?
Çула тухсан йĕп те пин пăт пулнă çав.