Хура кĕр. Вăрманти çимĕç паракан йывăçсем çаралчĕç. Пĕр пилеш кăна аякранах хĕп-хĕрлĕ курăнса ларать. Ача-пăча унăн пĕр çупкамне татса пăхать те çырлине тутанмасăрах айккине ывăтса хăварать. Куншăн пилеш çилленмест вĕсене: «Мĕн тăвас тетĕн, çырлам йӳçĕ ĕнтĕ манăн. Никама та кирлĕ мар пуль».
Анчах пĕр ирхине Укаç кинеми вăрмана уттарчĕ... Аллинче — пĕчĕк карçинкка. Палланă йывăç тĕлне çитсен чарăнчĕ те:
— Пилешĕм, тăванăм, эпĕ çитрĕм. Мĕнле пурăнатăн? Чирлеместĕн-и? — терĕ. — Сана курманни çулталăк çитрĕ, каçар, килеймерĕм: вăхăт пулмарĕ-çке манăн, ĕç ăшне путрăм.
Укаç кинеми пилеш йывăçне ачашларĕ, унăн çулçисене пӳрнисемпе тытса сăтăркаларĕ, ун-тан сăхсăхрĕ, тутисем темĕн пăшăлтатрĕç. Юлашкинчен кинеми хĕрлĕ çупкамсене ерипен тата-тата карçинккана хучĕ. Сывпуллашнă май тепĕр хут сăхсăхса пуçне тайрĕ.
Ырă йывăç йӳçĕ çимĕç кӳмест теççĕ халăхра.