Пĕлеймерĕмĕр пуль, савнă тусăм,
Юрату тинĕс пек пулнине.
Çавăрать халь пире сивĕ юхăм...
Путарасшăн пулас хум айне!
Тайăлать, чӳхенет пирĕн кимĕ,
Сивĕ çилĕ лăскать парăсне.
Кĕрлесе çывхарать çӳллĕ хумĕ...
Çĕнеетпĕр-ши ун хăватне?
Тинкерсем малалла, савнă тусăм!
Шырасам юрату çыранне!
Тен, вĕçертĕ пире сивĕ юхăм —
Путас марччĕ-çке ун авăрне.
Пĕр-пĕччен тăвăла çĕнтереймĕн,
Хума хирĕç ишсе тухас çук!
Юрату пĕр сӳнсен — тивертеймĕн.
Кĕл çинче кĕлчечек шăтас çук!
Анланасчĕ санпа, хаклă çыннăм,
Юратма çăмăл мар пулнине.
Ан тивейтĕр пире сивĕ юхăм!
Ырă çул — юрату киммине!