Кантăкран кам шаккать?
Чи-чи-чи!
Кăсăям, пулаймарĕ апатăм.
Çук ман çу та, тырă пĕрчи, –
хăнама хĕвел çаврăнăш патăм.
Пĕр сăхать те тарса тĕшĕлет,
е каллех çывхарса вĕçсе анчĕ.
Кĕреке йĕркине вăл пĕлет,
хăнари чăваш майăн хăтланчĕ.
Хула кайăкĕсем сĕре сĕмсĕр,
ямăтти пуласса çеç кĕтеç.
Вăрманта пурнакан тусăмсемсĕр
чухăн пулĕччĕ пирĕн кĕтес.
… Ир-ирех хăнана килсе кайрĕ
ман пата чи-чи-чи кăсăя.
Камăн чунĕ-ши
çав симĕс кайăк?
Кураймарĕ те пуль ман сăя?
30.10.2007. Ир кӳлĕм.