Пуç тулли — сапаланчăк шухăш,
Ăçта пăхан — кун çутти палăрмасть.
Пит варкать, пит çунать яш чух ăш,
Никам та çул уççи кăтартмасть.
Вĕлтĕртетрĕ кĕрхи сарă çулçă,
Вĕлтĕртетрĕ те ӳкрĕ çĕре.
Мантан пурнăç темме хытă кулчĕ...
...Çухалс(а) юлнă телей инçетрех...
Çамрăк пуç ытлашши йăваш пулнă,
Пит юратнă тĕнчен илемне.
Çут тĕнче илемпе миме тулнă,
Юр юрланă ялан çуркунне.
Эп юратнă ялан ирĕк сăвă,
Поэт ячĕ илĕртнĕ мана.
Чунăм та ун чухне пулнă сывă,
Ĕмĕтпе хуçăлман çамрăклах...
Генрих Гейне хăват мана пӳрчĕ,
Пушкин сăвăç пиллерĕ пуçа.
Çеçпĕл чунĕ манра та вĕт пурччĕ!
Сăвăç çулĕ ман пулнă уçах.
Çук, мĕн-ма-ха, ухмах, суеçетĕп?!
— Маншăн сăвăç ăраскаллă пулман!
Вĕт хамах та пит лайăх пĕлетĕп,
Эп поэзие çывăх курман!..
...Каçхине шурăмпуç пĕлĕт çийĕн
Хĕвел хыççăн анса пытансан,
Ушкăн-ушкăн тухаççĕ ретшерĕн
Ылтăн хĕм çăлтăрсем катаран.
— Çук! Çавах çухалман-ха ман ĕмĕт!
Маншăн та кун çутти ялтăркка!
Пуçăмра чун поэзийĕн хĕмĕ
Ĕмĕр çунĕ сӳнми çулăмпа!
Эпĕ те, тен, чăваш тăван çĕршĕн
Тăван сăвăç пулайăп, чăнах?
Ян! янратĕ ун чух чĕлхем-вĕршĕн,
Чăваш хĕрĕ ăна итлĕ тăрсах...
Вĕлтĕртетрĕ кĕрхи сарă çулçă,
Вĕлтĕртетрĕ те ӳкрĕ çĕре.
Мана хирĕç пăхса хĕвел кулчĕ,
Хастарланчĕ чĕр юнлă чĕре.