Чунăма йăлт пушатрăм —
Тунсăх çеç чĕрере.
Çунтарса эп хăвартăм
Таврăнас кĕпере.
Каялла таврăнма
Майĕ çук ман паян.
Питĕ тарăн çырма...
Çук кĕпер каçайма.
Манса кайăп пуль терĕм...
Ку иккен — çăмăл мар!
Таврăнас ман кĕперĕм
Çийĕнче вут-кăвар!
Çав вута сӳнтерме
Ман пĕччен вăйăм çук.
Тунсăха çĕнтерме —
Сан патна çулăм çук.
Тен, сана та пуль йывăр,
Тен, кĕтетĕн мана?
Систерсем мана, йыхăр!
Шанчăк пар ман чуна!
Çунакан кĕпере
Сӳнтерме вăй тупас.
Эсĕ çеç чĕрере!
Таврăнма çул хывас!