— Эрнере шăп ултă кун, —
Тупăшсах калать Çимун.
— Йăнăшатăн, — тет Антун, —
Улт кун мар çав, пилĕк кун.
— Улттă! Улттă! Пиллĕк мар!
Ак тăнла шутланине.
— Тытăнать хăй вăр та вар
Калама кунсен ятне:
— Тунти кун, ытлари кун,
Малалла вара юн кун,
Эрне кун, кĕçнерни кун,
Улттăмĕш кун — шăмат кун.
Сехет çурă е ытла
Тупăшаççĕ халь вĕсем,
Пĕлес çук, паллах, капла
Кун шутне çак ачасем.
Пулăшар-и ушкăнпа
Тупсăмне татса пама.
Килĕр, пурте ушкăнпа
Тытăнатпăр шутлама:
Тунти кун — пĕрремĕш кун,
Иккĕмĕш — ытлари кун,
Виççĕмĕш — чăнах юн кун,
Вăл иртсен — кĕçнерни кун.
Шутпала, атьсем, çак кун
Шăп тăваттăмĕш пулать.
Тепĕр кунĕ — эрне кун.
Вăл хăш кун-ха? Кам калать?
Малалли кун — шăмат кун,
Тĕрĕс, улттăмĕш шутпа,
Пур татах та тепĕр кун,
Паллашар-и халь унпа?
Вăл, туссем, вырсарни кун,
Асра тытăр яланах.
Эрнере шăп çичĕ кун,
Атьăр шутлăпăр татах.