Эсĕ ман пуянлăх, ылтăн,
Тӳпери çут çăлтăрăм.
Эсĕ ман чи çывăх çыннăм —
Чун юратнă мăшăрăм.
«Эсĕ» сăвăран.
Раштав уйăхĕн вĕçĕ. Чи вăрăм, шартлама сивĕ те пĕр çилсĕр каçсем. Çăлтăрсем тӳпере мĕлтлетсе выляççĕ. Уйăх çӳлте хунар пек çакăнса тăнă та таврана таçта çити çутатать.
Шап та лăп çакăн пек илемлĕ каç, вăтăр виçĕ çул каялла, эрешленĕ хыçлă çунапа тăпăр-тăпăр ташласа тăракан ăйăр кӳлсе эпĕ сана качча илес шутпа кӳршĕ яла пынăччĕ. Эсĕ, тин çеç вун çиччĕ тултарнă çап-çамрăк хĕр, палăртнă вăхăтра ман пата тухрăн, калаçса тăтăн, анчах çав каçах манпа пыма килĕшесшĕн пулмарăн. Питĕ витĕмлĕ сăлтав та пурччĕ санăн: çав кунсенче иккĕмĕш сыпăкри пĕр аппу вилнĕччĕ, хĕрĕх кунĕ те иртменччĕ-ха, çитменнине, аçу та килте марччĕ. Сочие çитиех канма кайнăччĕ. Паллах, эпĕ те пĕлеттĕм çакна, анчах темшĕн пĕр кун кая юлсан та чун савнине çухатасран, кам-тăр урăххи сана илсе кайма пултарасран шикленеттĕм. Пурччĕ, пурччĕ-ха пĕр каччă сирĕн ялта сан хыççăн чупаканни. Салтакра чухне те çыру çырса тăнă вăл, сана çуралнă кун ячĕпе те чаплă парне — хунар — парнеленĕ. Çав хунара паян кун та манран пытармасăрах упратăн, усă курнă чухне ăна аса илетĕн пулĕ. Ют каччă парнине кăларса ывăтманшăн çилленместĕп. Хунар — хуçалăхра кирлĕ япала, пултăрах.
Аса илетĕп-ха, пĕррехинче ман хыççăнах вăл сан килӳ умне пырса тăнăччĕ. Пĕр-пĕрне пĕлеттĕмĕр эпир, ача чухне сирĕн ялта пурăнакан мăнакка патне хăнана килсен пĕрле вылянă. Алă тытрăмăр, калаçса тăтăмăр, хирĕçме, çапăçма шутламан та. Вăл хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Хĕсметре икĕ çул тăнăскер унтах юлнă иккен. Ун чухне отпуска килнĕччĕ. Вăл яла таврăннине эсĕ те пĕлнĕ пулас — ман пата та, ун патне те тухас темерĕн. Шăхăрса та пăхрĕ вăл, çуллĕ хӳме урлă картишне сиксе кантăкран та шаккарĕ /эпĕ ун пек хăтланма нихăçан та хăяс çук/, йăмăкусене килте мар тесе калама хушнă, ху вара, эпир иккĕн кĕтсен те, ни урамран таврăннине систермерĕн, ни килӳнте те çаплах курăнмарăн. Эпĕ санпа çӳреме пуçланине вăл пĕлетчĕ, пур пĕрех санпа, пĕр санпа çеç пурнăç тума ĕмĕтленетчĕ. Урăх никампа та мар. Сана вăл питĕ юрататчĕ ахăр. Хулана хăйĕнпе пĕрле илсе каясшăнччĕ. Унта авланнă офицерсене çийĕнчех хваттер параççĕ имĕш. Енчен те çав каç эсĕ тухнă пулсан иксĕмĕртен пĕрне суйласа илме хистесшĕнччĕ вăл. Эсĕ ăна кăмăллассине темшĕн питĕ хытă шанса тăратчĕ. Эсĕ пĕр мана çеç чун-чĕререн юратнине пĕлеттĕмччĕ, пĕр пĕрчĕ иккĕленместĕмччĕ кун пирки. Апла пулсан та манăн сана хамăр ума тăратса, икĕ ухмахран пĕрне суйлама хистесе намăслантарас килместчĕ. Вăл сана клубран ăсатни пирки илтнĕччĕ, анчах çамрăк чухне кам кама ăсатмасть-ха, кунран ним тĕлĕнмелли те çук. Эсĕ ялан тантăшупа тухаттăнччĕ. Ху каланă тăрăх, сирĕн хушăрта хире-хирĕç юрату пулман, эсĕ ăна пĕртте савман. Вăл санпа темĕнле çӳрес тесен те унран вĕçерĕнсе киле кĕнĕ. Эсĕ ун чухне тата та çамрăкрах пулнă, вун тăваттă-вун пиллĕкри хĕрача кăна-ха. Юрату мĕнне те чухламан пулĕ. Вăл вара санран пилĕк çул аслăрах, шăп та лăп пурнăç çинчен шухăшлакан, çемье çавăрма пултаракан каччă. Ачаранах пĕлекенскер эсĕ çитĕнессе кĕтсе тăнă, анчах «шаннă йăвара кайăк çук» тенĕ пек пулса тухрĕ уншăн. Таçтан сан тĕле эпĕ килсе тухрăм. Темле майпа пирĕн пурнăç урапи пĕр йĕр çине кусса тухрĕ. Пĕр кĕтмен, пĕр шутламан çĕртенех.
Институтран вĕренсе тухсан манăн Эльмет районне ĕçе вырнаçмаллаччĕ, анчах чи юлашки самантра тăван ене кайма ирĕк илтĕм. Унта санпа тĕл пуласса чĕрем сиснĕ-ши? Пĕлместĕп. Çапла хам çуралса Ӳснĕ тăван яла ĕçлеме таврăнтăм. Каярах юлса килтĕм пулсан та мана шкул директорĕ ĕçе илчĕ.
Вĕренӳ çулĕ тытăнманччĕ-ха. Эпир, учительсем, авăн уйăхĕн 1-мĕшне хатĕрленеттĕмĕр. Кирпĕчрен хăпартнă çĕнĕ шкула кивĕ шкулти классенчен, пӳлĕмсенчен тĕрлĕ прибор, вĕрентӳ материалĕ куçараттăмăр. Ачасемпе пĕрле эсĕ те шкула пынăччĕ, практика тухмаллаччĕ сирĕн. Каникул вăхăтĕнче кашни ачан çу каçа икĕ эрне шкул хуçалăхĕнче тăрăшмаллаччĕ. Эсĕ çăвĕпе колхозра ĕçленĕрен кану кунĕсен вĕçĕнче кăна шкул умĕнчи тивĕçе тума пытăн.
Эсĕ пĕр ещĕкпе хими мензуркисене йăтса пыраттăнччĕ, эпĕ темле майпа сана пырса тăрăнтăм. Çамрăкскерĕн вăй-хал вĕресе тăратчĕ, яланах утас вырăнне чупаттăмччĕ. Хальхинче те алăка яри уçрăм та çил-тăвăл пек пырса перĕнтĕм сана. Аллунти ещĕк йăпăрт шуса тухрĕ те кăптăрт персе анчĕ урайне. Чăл-пар саланчĕ кĕленче, темиçе мензурки çĕмĕрĕлчĕ.
— Ай-яй! Мĕн туса хутăмăр? Халь лекет ĕнтĕ директортан, — персе ятăм пĕр шутламасăр.
Санăн айăпу пăр пĕрчĕ пулмасан та калама çук шикленсе ӳкрĕн, пĕшкĕнтĕн те кĕленче ванчăкĕсене пуçтарма пикентĕн. Эпĕ те сана пулăшрăм, хыпаланса пухнă вăхăтра пĕр-икĕ хутчен те алăсем пĕр-пĕрне сĕртĕнчĕç. Пĕрремĕш хутĕнче ăнсăртран пулсан та тепрехинче эпĕ ятарласах выляса лектертĕм. Лектертĕм те тытса тăтăм. Именекен хĕрача умĕнче хам та шухă пулнă çав! Эсĕ вăтаннипе хĕрелсе кайнине туйрăм, анчах кун çинчен çийĕнчех манса кайрăм. Кайран та асра тытман. Ун чухне хĕрачасем çине, çитменнине, шкулта вĕренекенсем çине, эпĕ пăхма шутламан та, ытларах çамрăк учительсемпе. паллашма тăрăшаттăмччĕ. Çав çул нумаййăнччĕ вĕсем, манран маларах килсе вырнаçнисем: Мускавра педучилище пĕтернĕскерсем тăваттăнччĕ. Хусантан пĕр тутар хĕрĕ, институт хыççăн килнĕ вăл. Пурте маттур, суйла кăна, анчах темшĕн урăх халăх хĕрĕсемпе пурнăçа çыхăнтарас килместчĕ манăн. Хĕрсенчен хăшĕн-пĕрин манпа туслашас кăмăлĕ те пулнă, туяттăмччĕ. Сăмахран, тутар хĕрĕ питĕ кăмăллатчĕ мана, яланах çумра пулма тăрăшатчĕ, Пирĕн пулĕмсем — манăн физика, унăн хими — хире-хирĕç пулнă пирки пушă вăхăтра ман пата пыратчĕ, эпĕ ирттернĕ уроксенче те нумай ларнă. Анчах вăл вăхăтра Турра ĕненмесен те ăшри туйăм урăх тĕн çыннипе ĕмĕрлеме хушмастчĕ.
Мана Мускаври хĕрсенчен пĕри килĕшетчĕ, анчах вăл хăйĕн çирĕп юрату туйăмне манпа çӳресе сапалас темерĕ, мĕн ачаран юратнă каччи пурччĕ унăн, çыру çӳрететчĕç. Пăхман хĕвеле пăхтараймăн теççĕ. Мана, чăваш ачине, тиркесен те питĕ хисеплеттĕмччĕ ăна, тĕрлĕ мероприяти ирттерме пулăшаттăмччĕ. Шкулти учительсен коллективĕнче пире пĕрлештерме шутлакансем те пурччĕ. Эпĕ, ялти вĕрентекен, ютран килнĕ хĕре çаклатсан, мĕн тесен те, шкулшăн малашне кадр ыйтăвĕ пулмĕччĕ. Икĕ çулта виçĕ Мускав хĕрĕпе ял каччисем, манăн юлташсем, çемье çавăрчĕç. Анчах вĕсенчен иккĕшĕ ăнăçлă пулмарĕ — уйрăлчĕç.
Пĕрремĕш çулах мана аслĕ классене вĕрентме шанчĕç, математика, физика тата астрономи урокĕсем ирттереттĕм. Кашни урока питĕ тĕплĕн хатĕрленсе каяттăм, юрататтăм хам ĕçе. Вуннăмĕш «б» класăн класс ертӳçи пултăм. Çамрăк специалистăн ăс-пĕлӳ çирĕп те чĕрĕ, вăй-халăм вĕресе тăратчĕ, пур ĕçе те ĕлкĕрме тăрăшаттăм. Ачасемпе мĕн чухлĕ кăсăк мероприяти ирттермен-ши? Ташлама, юрлама вĕрентеттĕм, концертпа çывăхри ялсене тухса çӳреттĕмĕр, Александр Пушкин, Сергей Есенин тата ытти поэта халалланă каçсем хатĕрлеттĕм. Хам ирттерекен мероприятисене паралеллĕ класра вĕренекенсене те хутшăнтараттăм. Вĕсем хаваспах пырса ларатчĕç. Эсĕ те, кайран ху каласа панă тăрăх, темиçе хутчен те пулнă иккен унта. Ун чухне темшĕн сана питех асăрхаман эпĕ, пĕлеттĕмччĕ 10-мĕш "г" класра вĕреннине, манăн астрономи урокĕсенче чи хыçалти парта хушшинче питĕ тимлĕ итлесе ларнине. Çак класра маттур та лайăх вĕренекен хĕр нумайччĕ, пурте санăн тантăшусемччĕ. Анчах эпĕ ун чухне вĕсенчен никама та уйрăм палăртса куç хывма шутламан. Сана та. Эсĕ вара пĕрремĕш хут ăнсăртран тĕл пулнă самантранах мана юратса пăрахнă иккен, манăн уроксене, эпĕ ирттерекен мероприятисене чăтăмсăр кĕтнĕ. Хăш-пĕр темăпа астрономи урокĕсене урамра ирттереттĕм, телескоппа çăлтăр ушкăнĕсене кăтартаттăм, уйăха тĕпчеме вĕрентеттĕм. Эсĕ çав каçхи астрономи урокне кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен — темшĕн тăватă паралеллĕ вуннăмĕш класран пĕринче, шăп та лăп эс вĕренекен 10-мĕш "г" класра, эпĕ ирттермен иккен. Мĕншĕн-ши, çанталăк япăхланнă пирки-ши? Ас тумастăп. Эсĕ питĕ куляннă, каçхине юратнă çынпа юнашар пулас ĕмĕтӳ пурнăçланман-çке. Эпĕ, паллах, ун чухне туйăмусене пачах асăрхаман, пĕлме те пултарайман.
Эсир вунă класс вĕренсе пĕтерсе экзаменсем тытнă хыççăн уйрăлу каçĕ çитиччен, алла аттестат иличчен вăрманта шкул валли вутă касрăр. Вуннăмĕш класс ачисем пурте пĕрле пухăнса ĕçлеттĕрччĕ. Эпир те, класс ертӳçисем, сирĕнпе пĕрлеччĕ. Эрне тăрăшса ĕçлерĕмĕр, шкул валли нумай вутă хатĕрлерĕмĕр. Канма ларнă самантсенче эсĕ вĕрене çулçинчен пуç кăшăлĕ çыхаттăнччĕ, хĕрсем темĕнле вĕренес тесе тăрăшсан та сан пек хитре эрешлеме пултараймастчĕç. Эпĕ çакна асăрхарăм, сан патна кăшăл çыхнине курма пырса лараттăм, кăсăкланаттăм санăн ĕçӳпе:
— Пикеçĕм, кам валли çыхатăн? Ăнсăртран ман валли мар-и?
Эсĕ вăтантăн, пит çăмартисем пан улми пекех хĕрелчĕç, мана хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймерĕн. Сан вырăна вара тантăшусем шăл йĕрсе хуравларĕç:
— Вăл пирĕн ку ĕçре чи ăсти, хистесе ыйтсан сире валли те пуç кăшăлĕ çыхма пултарать, — терĕç пĕр харăс.
— Апла пулсан хистесех ыйтатăп, эсĕ çыхни мана питĕ килĕшет, пуç кăшăлне мана парнелемĕн-и? — пуç тайсах ыйтрăм санран.
Эсĕ ятарласа ман валли çыхнă илемлĕ пуç кăшăлне хаваспах парнелерĕн. Мĕн ĕç вĕçлениччен эпĕ унпа çӳрерĕм, киле çитсен пăтаран çакса ятăм. Типнĕскере те нумайччен усрарăм. Çакăн хыççăн эпĕ санпа кăсăкланма пуçларăм ĕнтĕ. Темшĕн эсĕ вуннăмĕш класри пур хĕртен чи хитри, чи çамрăкки пек курăнма пуçларăн. Кайран паллă пулчĕ — чăнах та, эсĕ вĕсенчен пĕр çул кĕçĕнрех пулнă иккен. Пĕр çул аслăрах тантăшупа пĕрремĕш класа пĕрле кайнă та, çул çитмен пулин те, пит тăрăшнине кура сана 1-мĕш класра вĕренекенсен списокне кĕртнĕ. Каллех манпа курнăçтарас тесе-ши Турă сана çапла иртерех вĕренме янă? Хăвăртрах çитĕнтĕр тенĕ пулĕ. Кăмăлу та аван, калама çук сăпайлă хĕр. Кĕлеткӳ тăп-тăп, пилĕкӳ çип-çинçе. Пур енчен те мана килĕшекен хĕр. Хамран хам тĕлĕнме пуçларăм: çакна епле унччен сăнаман, куçăм ăçта пулнă?
Пĕррехинче вăрман каснă кунсенче тăр кăнтăрлах сана киле çити ăсатма шут тытнăччĕ. Хăвна та систермерĕм кун çинчен, ăнсăртран тĕл пулнă пек туса сана хамăн мотоциклпа лартса каясшăнччĕ. Çук, ĕлкĕреймерĕм. Эпĕ киле кĕрсе мотоцикла хускатса тухиччен эсир пурте машинăпа ларса кайнă. Куляннăччĕ çакăншăн. Ăнлантăм — маншăн эсĕ ют çын мар иккен. Анчах пур пĕрех юратма пуçламанччĕ-ха ун чухне. Маттур та илĕртӳллĕ хĕр куç тĕлне пулнипе кăна чун хĕпĕртетчĕ, куçăм çиçетчĕ, чĕрене ăшă туйăм ачашлатчĕ. Çитменнине манăн савнă хĕр пурччĕ ун чухне, инçетри хулара пурăнатчĕ, çурт-йĕр хăпартнă çĕрте кранпа ĕçлетчĕ. Унпа институтран вĕренсе тухиччен çур çул маларах паллашнăччĕ.
Патшалăх экэаменĕсене тытиччен пĕр чăваш ялĕнче педпрактикăра пулнăччĕ. Вĕрентекенсен туслă коллективĕнче хам валли нумай ăс-пĕлӳ пухрăм, кайран та мана унти пысăк опытлă та пултаруллă учительсен сĕнĕвĕсем кун-çулăма çутатса пычĕç.
Çамрăк пулнă, тинтерех салтакран килнĕ каччăпа клуба тухаттăмăр. Пĕррехинче юлташăм унта хăйăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе паллаштарчĕ. Маттур хĕр: йăрăс пӳллĕ, пит-куçран хӳхĕм, сарă та кăтра çӳçĕ вĕлкĕшсе тăрать. Ĕмĕр пĕр-пĕрне тĕл пулманскерсем пĕрре курнипех килĕштертĕмĕр, тул çутăличчен пĕрле тăраттăмăр. Питĕ çывăхлантăмăр пĕр уйăхра, кайран хулана кайсан та шăмат кун вăл пĕччен пурăнакан амăшĕ патне килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмччĕ. Юрататтăмăрччĕ пĕр-пĕрне, ĕмĕр пĕрле пулма сăмах панине те ас тăватăп, анчах пирĕн хушăри юрату çирĕпех пулмарĕ. Малтанхи вăхăтра пысăк та çутă ĕмĕтлĕ хулăн çырусем вĕçтереттĕмĕр, каярахпа вĕсем çӳхелме пуçларĕç, шухăш-ĕмĕтсем те тĕксĕмленчĕç. Тĕл пулусем те сайраланчĕç. Тăван шкулта ĕçлеме тытăннăранпа ун патне хулана пĕр-икĕ хут кăна çитсе куртăм. Юлашкинчен ăна курни куç умĕнчех-ха Эпĕ унпа уйрăлнă каç... эсĕ шкулпа уйрăлнă каç пулчĕ.
Тинех çитрĕ шăмат кун — шкул пĕтерекенсен каçĕ. Пысăк спортзалта йĕркипе апат-çимĕçпе тулли сĕтелсем, пĕрер шампань кĕленчи те курăнать. Тин çеç шкул саккинчен хăпса çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксен пичĕ-куçĕ çурхи хĕвел пек çиçет. Учительсем маттур каччăсемпе хĕрсем çине тĕлĕнсе те савăнса пăхаççĕ. Уйрăлу каçĕ. Пĕр енчен савăнăçлă вăл, тинех кашнин умĕнче усă çул, тепĕр енчен питĕ салхуллă — вунă çул кунсерен пĕрле пулнăскерсен халĕ самантрах уйрăлмалла. Вăтам шкултан вĕренсе тухнине пĕлтерекен аттестат алăра пулсан та чун пăшăрханать. Уйрăлас килмест. Вальс та салхуллăн илтĕнет. Çул çине ăсатас умĕн учительсем каланă сăмахсем чĕрене витереççĕ. Çемçе кăмăллисен, уйрăмах хĕрсен, куçĕнчен сисĕнмесĕрех куççуль юхса анать. Эсĕ те хаваслă маррине сисрĕм. Тен, шухăшупа юлашки хут мана куратăп, урăх нихăçан та тĕл пулаймăп тесе куляннă пулĕ. Эсĕ темшĕн мана ун чухне ытти çамрăк учитель пекех ютран килнĕ тесе шутланă.
Пурте ташлама тухрĕç. Эпĕ вырăс учительниципе юнашар лараттăмччĕ, унпа ташлама тухрăм. Çире çĕнĕ кĕпеччĕ, анне ман валли ятарласах çак кун тĕлне чечеклĕ пурçăн кĕпе çĕленĕччĕ. Мускав майри хӳхĕм тумпаччĕ. Юрататăп эпĕ майĕпен çаврăнмалли ташша. Вăл та ăста, иккĕн нумай ташланă эпир. Хальхинче те питĕ килĕшӳллĕн çаврăнтăмăр, пурте пирĕн çине ăмсанса пăхнă пек туйăнчĕ мана. Çав шутра эсĕ те пулнă иккен, анчах эпĕ ăна пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан пĕр вăтанмасăрах сан патна пырса ташлама чĕннĕ пулăттăм. Анчах эпĕ урăх никампа та ташламарăм, сирĕн савăнăçлă каçран пăнчă пек çухалтăм...
Юлашки вăхăтра хулара пурăнакан хĕртен пĕр çыру та килмерĕ. Мĕншĕн çырмасть-ши? Сивĕнчĕ-ши манран? Пин ыйтупа пуçа çĕмĕрттерсе хамăн тимĕр ут çине утланса лартăм та чукун çул станцине вĕçтертĕм, пысăк хăвăртлăхпа çӳрекен каçхи пуйăса лартăм та пилĕк сехетрен Чĕмпĕр хулине çитрĕм.
Çур çĕр иртнĕччĕ, ют хула урамĕпе пĕр пĕччен утатăп. Ăçта çĕр каçассине те пĕлместĕп. Шухăшăмпа пĕр çул ытла юратса пурăннă хĕр патне çитетĕп, хăваласа ямасан хампа пĕрле киле илсе таврăнатăп, йышăнмасан — вăл мана малтанхи пек юратмасть, эпĕ ăна кирлĕ мар. Патшалăх умĕнчи парăма татиччен тепĕр çул кĕтесшĕн пулмĕ, урăххине качча каяс тейĕ.
Вăл пурăнакан общежити патне çывхарнăçемен чĕрем хăвăртрах тапма пуçларĕ. Мĕн ухмаха ерсе çӳретĕп-ха çĕр каçа? Выпускниксен каçĕнче савăнмалли çын ют хула тăрăх çапкаланса çӳретĕп. Хама хам сасăпа вăрçасси кăна. Мĕн тăвас ĕнтĕ — ту качакин кунĕсенче çуралнă-çке эпĕ. Пĕр шутланă япалана тумасăр лăпланаймастăп. Така пек каялла чакма юратмастăп. Шав малалла утатăп, куçа хупсах, мĕн курассине курас тесех.
Çитрĕм, шаккарăм, аялти кĕпи-йĕмĕпех пĕри алăка уçрĕ. Тем мăкăртатать хăй:
— Уççине манса хăвартăн-им? — тет икĕ аллипе те куçне тăрмаласа.
Алăк умĕнче арçын тăнине курсан шап хупрĕ алăкне, «Ах, Тур!» та «Ай, пĕтрĕ пуç!» тесе çухалчĕ. Кăшт тăрсан çийне халат уртса янăскер тепĕр хут алăка уçрĕ.
— Каçарăр, тархасшăн, эпĕ пĕрле пурăнакан тантăшăм килчĕ тесе шутларăм.
Эпĕ ку хĕре ас тăватăп, вăл та мана палласа илчĕ пулас.
— Чăрмантарса çӳренĕшĕн эсир хăвăр мана каçарăр, — лăплантартăм ăна. — Ман савни çиччĕмĕш тĕлĕк курать пулĕ.
Ман çине чăр куçне вĕлтрĕ те аяккалла пăхса:
— Вăл урама уçăлма тухрĕ-ха, — терĕ тытăнчăклăн.
— Пĕчченех-и?
— Пĕлместĕп çав, — хăйне алла илчĕ хĕр. — Эсир ăна кĕтетĕр пулсан кĕрсе ларăр, килет пулĕ. Эпĕ шăпах вăл килчĕ тесе алăка уçрăм.
— Çук, кĕместĕп, мана аван мар капла. Каçарăр тепĕр хут, тархасшăн, чăрмантарнăшăн. Эпĕ ăна урамра кĕтсе тăрăп, — терĕм те общежити умĕнчи сак çине тухса лартăм.
Ларатăп, ларатăп, вăхăт шăвать, тата пĕр сехете яхăн лартăм пуль, куçсем те хупăнасшăн, пусăрăнаççĕ. Ытла тĕк ларнипе тĕлĕрсех кайма пуçланăччĕ — такам мăкăртатса калаçни илтĕнсе кайрĕ.
Куçа уçрăм та: пĕр мăшăр алран тытса ман еннелле пăрăнчĕ. Унччен те пулмарĕ ман ума каччăпа хĕр пырса тăчĕç.
Сыв пуллашса чуп тума тытăниччен эпĕ сакран хăпрăм та:
— Ырă каç пултăр, çамрăксем! — терĕм.
Паллах, тӳрех мана палларĕ вăл, шутсăр аванмарланчĕ. Каччи те пĕр сăмах чĕнеймест, çийĕнчех хĕре аллинчен вĕçертрĕ.
Пире паллаштарчĕç, вăл унпа пĕрле ĕçлекен строитель иккен.
— Каçарăр, ман каймалла, — тесе пире алă пачĕ те тĕттĕмре çухалчĕ.
Вăл кайсан пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăтăмăр, калас тенĕ сăмахсем йĕркене кĕмеççĕ, апла-капла каласан та пĕр-пĕрне кӳрентерес пек туйăнать. Кăшт лăпланнă хыçсăн вăл самантлăха хăй пӳлĕмне кайса килчĕ, тул çуталтарма Чĕмпĕр урамĕпе утса кайрăмар. Ӳпкелешӳ, харкашу, кĕвĕçӳ пулман ман енчен, юлашкинчен чуп тусах уйрăлтăмăр, анчах çав кунтанпа манăн туйăмсем сисĕнмеллех улшăнчĕç, вăл та çыру çырма пăрахрĕ. Тен, ĕнентерӳллĕ чăн юрату çырăвĕ унран илнĕ пулсан эпир пĕрле пулмалли çынсемччĕ, Çапла пирĕн хушăмăрта сивĕ çил çаврăнса тăмасан та юрату арканчĕ. Эпĕ унăн пурнăçĕ çинчен пачах пĕлместĕп. Тăван ялĕнчен амăшĕ тĕпĕ-йĕрĕпех куçса кайнă хыççăн юлташсем те ун çинчен ним те каласа параймареç. Çемьеллĕ-ши, телейлĕ-ши? Пĕлейместĕп.
Ирхи пуйăспа каялла таврăнтăм, кăнтăр тĕлне яла çитрĕм. Каçпа хамăн 10-мĕш «б» класс ачисемпе Çарăмсан çине канма кайрăмăр, пулă тытса, шӳрпе пĕçерсе, юрласа-ташласа хăйне евĕрлĕ уйрăлу каçĕ тăсăлчĕ пирĕн. Питĕ туслă ачасемччĕ ман класра, халĕ те ачаран тĕвĕленнĕ туслăх вĕсене тытса тăрать, пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, кашни пилĕк çулта пĕрре шкулта тĕл пулаççĕ, мана та хисеплесе тăтăшах йыхравлаççĕ,
Эсĕ çав каç мана питĕ кĕтнĕ, манпа ташлама, юнашар утма ĕмĕтленнĕ, анчах ман çинчен темĕнле шухăшласан та эпĕ аякра пулнă, урăх хĕрпе çӳренине эсĕ пĕлме пултарайман. Паян кунччен те пĕлместĕнччĕ-ха.
Яланхи Йăлапа выпускниксем Тимушка çăл куçĕ патĕнче тул çутăлтарнă, саланнă чухне пурин те куçĕсем шывланнă. Санăн та. Эсĕ киле таврăннă чухне çул тăршшĕпе куççуль юхтарса пынă, ĕсĕклесех макăрнă, анчах тантăшусем епле кăсăклансан та сăлтавне пĕлтермен. Сăлтавĕ вара йăлтах манра пулнă — сана юрату хĕлхемĕ çунтарма пуçланă. Çав юрату паян кунччен йăлкăшать сан чĕрӳнте.
«Телей куçа курăнса килмест, ăна пан улми пек алă тăсса тытаймăн» тенĕ ваттисем. Эпĕ те хам телее нумайччен тĕл пулаймарăм. Тĕлсĕр те, сăлтавсăр та сирĕн яла пыра-пыра кайрăм, анчах сана курма май килмерĕ. Юлашкинчен чăтса тăраймарăм, пĕррехинче каç кӳлĕм пĕрремĕш хут сирĕн кил-çуртăн алăк урати урлă каçрăм. Тӳрех шур тутăр çыхнă çаврака пит-куçлă аннӳ, сан пек темиçе хĕрача курăнса кайрĕç. Асаннӳ те кăмака умĕнчен кăштăртатса тухрĕ. Пурте ман çине, палламан çын çине, куçĕсене чарсах пăхрĕç. Çав самантпа усă курса эпĕ сăмах пуçартăм:
— Эпĕ вĕрентекен, сирĕн шкул пĕтернĕ хĕрĕр пирки пĕлесшĕнчĕ, малалла вĕренесси çинчен мĕнле шухăшсем-ши унăн?
Аннӳ нимĕн те пытарса тăмарĕ, учитель тенĕрен пуçĕпех мана шанса эсĕ Елабугăри пединститута вĕренме кĕрес шутпа тантăшусемпе пĕрле тухса кайнине, ăçта, кам патĕнче чарăннине те пĕлтерчĕ.
Çийĕнчех унта кайса сана кансĕрлес темерĕм, анчах экзаменсем тытса пĕтернĕ тĕле хам пилĕк çул вĕреннĕ хулана çитрĕмех. Хамăн та мар, ик çул кĕçĕнрех шăллăмăн мотоциклĕпе, инçе çула вуннăмĕш класа куçнă тепĕр шăллăма илтĕм. Чиперех çитрĕмĕр, вĕреннĕ чухнехи хваттерте чарăнтăмăр.
Сана ытти хĕрпе пĕрле институтра тĕл пултăм. Пурте тĕлĕнчĕç. Эпĕ мĕн ĕçпе кунта çӳренине пĕлесшĕн пулчĕç.
— Сире курма килтĕм, — терĕм. Тепĕр кунне экзамен тытнă хыççăн эсир мана хăвăр патăра чĕнтĕр. Тантăшусем пĕр чарăнми экзаменра ыйтусене епле хуравлани çинчен тăрăшса каласа пачĕç, вĕренме кĕрес ĕмĕтпе хавхаланчĕç, эсĕ кăна сăмах чĕнме хăяймасăр кĕнеке тытса лартăн, никам сисмелле мар ман çине пăхкаласа илтĕн. Пĕр минут та иксĕмĕр кăна пулаймарăмăр, анчах куçсем тĕл пулнă самантра эсĕ мана чанах та кăмăлланине туйрăм. Аллунти кĕнекӳне илтĕм те никам асăрхаман чухне малтанах хатĕрлесе хунă хут татки чиксе хутăм. Никам та курмарĕ тесе шутланăччĕ, анчах хваттертен тухсанах кĕнекӳне ыттисем тăпăлтарса илнĕ, хут таткине тупса мĕн çырнине вуланă. Мĕн çырнăччĕ-ши? Ас тумастăп, анчах сана киле кайнă чухне Чистайра аннен йăмăкĕ патĕнче çĕр каçма сĕннĕччĕ. Эпир те шăллăмпа çав каçах унта çитессе пĕлтернĕччĕ. Эсĕ итлерĕн, тантăшусем куççульлентериччен тăрăхланине шута илмесĕр Чистайра юлнă. Çĕрĕпе куç хупмасăр кĕтнĕ мана, анчах эпир çав каç унта çитеймерĕмĕр, темĕнле çитес тесе тăрăшсан та, темĕнле хыпалансан та: шăллăмăн мотоциклĕ кĕтмен çĕртен çĕмĕрĕлчĕ çул çинче. Тикĕс мар çулпа лăнкăрт-ланкăрт сиктерсе пынăран руль тĕнĕлĕ татăлчĕ. Ăна улăштармалла е сваркăпа çыпăçтармалла. Детальне туянасси пирки шухăш та пулман, çул çинче кам сутса лартăр, хулара та тупма йывăр пулнă вăл вăхăтра. Сварка тăвасси кăна юлать, анчах çывăхра пĕр ял тĕсĕ те курăнмасть, çул кăна умра хăю пек тăсăлса выртать. Пур пĕрех малалла талпăнтăмăр.
Çĕм çĕрле тимĕр купине пĕр яла тĕртсе çитертĕмĕр. Каçхи вăйăран таврăнакан яш-кĕрĕмрен ыйтса сварщика шыраса тупрăмăр. Ыйхине вĕçтерсе тăратрăмăр, анчах темĕн йăлăнсан та çĕрле ĕçлеме килĕшмерĕ. Юрать-ха ирхине ирех пирĕн мотоцикла юсама сăмах пачĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ — ялтан инçех мар улăм купи палăртса хăварнăччĕ, каялла таврăнтăмăр та унта çĕр каçрăмăр. Сварщик, пĕр палламан çын пулсан та, нушана ăнланса пире пулăшрĕ. Виçĕ сехетрен Чистая çитрĕмĕр, анчах зсĕ ирхи рейспа Аксăва ларса кайнă. Иккĕмĕш сыпăкри пĕчĕк йăмăк сан çинчен çапла каласа савăнтарчĕ мана:
— Пирĕн патра ман пукане пекех маттур сарă хĕр çĕр каçрĕ, эпир иккĕн çывăртăмăр. Сана питĕ кĕтрĕ вăл, анчах эсĕ килмерĕн, — терĕ.
Сĕтел хушшине ларса вăхăт ирттермерĕмĕр, васкасах малалла чуптартăмăр. Пур пĕрех сана хăваласа çитеймерĕмĕр. Аксура пирĕн ял еннелле пăрăнакан çул çинче пĕр автобус тăратчĕ, эсĕ унта куçса ларнă иккен. Сана асăрхамарăмăр пулин те ялунта кĕтсе тăтăмăр. Чăнах та, автобус çитрĕ те, эсĕ антăн, чупса пырса ыталасчĕ сана, калаçасчĕ санпа, анчах ял-йыш умĕнче иксĕмĕр те вăтантăмăр — нимĕн те калаçса татăлаймарăмăр. Пур пĕрех юлашкинчен санпа юнашар мотоциклпа пынă чух:
— Каçхине урама тух! — тесе систерме хăю çитертĕм.
Çак кунран пуçласа кашни каç пилĕк çухрăма хутласа сан патна çӳреме пуçларăм. Сирĕн пахчăр хыçĕнче колхозăн кивĕ кĕлечĕсем тайăнса ларатчĕç, калаçса татăлнă вăхăта эпĕ унта çитеттĕм. Эсĕ аçу-аннӳ çывăрса кайсан никама систермесĕр шăппăн пахча тăршшĕпе утса, мунча айккинчен иртсе, шăнкăртатса выртакан çырма урлă каçса ман пата тухаттăнччĕ. Хăранă та пулĕ, ытти чухне вĕлерсен те тухас çук тенине ас тăватăп. Темле майпа эсĕ тухаймасан е эпĕ пыраймăсан кĕлет пĕрени хăвăлĕнче хут татки хăвармалли вăрттăн вырăн пурччĕ пирĕн. Эпĕ час-часах унта хам çырнă сăвăсене чикеттĕмччĕ, Пушкинăн е Есенинăн сăввисене те. Эсĕ вĕсене пăхмасăр калама вĕренеттĕнччĕ.
Тĕл пулусене хамăн мотоциклпа пыраттăм. Кĕлет çумне тăрататтăм та çĕрĕпе санпа улăхра е кӳлĕ хĕрринче çуреттĕмĕр. Пĕррехинче такам манăн пуçа тăхăнмалли каскăна çаклатса кайнăччĕ. Пирĕн пек ыйхă çухатнăскерсем татах пулнă иккен. Санăн мотоциклпа чăтма çук ярăнас килнĕ, анчах эпĕ ăна ăнкарман. Кашни кун утланса çӳренипе йăлăхтарнă та пулĕ; эсĕ вара хăвăн шухăшна мана систермен, ыйтма именнĕ. Темле майпа пĕррехинче ярăнма лартса кайрам та — питĕ савăннăччĕ эсĕ.
Тĕл пулусенче çĕрĕпе калаçаттăмăр, нумайрах эпĕ сăмах тытаттăм, асĕ тăрăшса итлеттĕнччĕ. Манпа «Эсир» тесе калаçаттăнччĕ, мĕн пĕрлешиччен çак йăларан иртеймерĕн. Ăнланаттăмччĕ эпĕ сана — паллах, тин çеç хăвна вĕрентнĕ учителе «эс» тесе каламашкăн йывăр пулнă. Чуп тума та вăтанаттăнччĕ. Пĕррехинче сана ыталаса чуп тăвиччен нумай çăлтăр шутласа тупрăмăр пулĕ. Эсĕ пĕртте хирĕç пулмарăн, анчах шутсăр именнипе пуçна пĕкрĕн, ним те шарламарăн. Чарусăр каччă пулман эпĕ, çамрăк хĕр вăрттăнлăхне тĕкĕнмен. Ăс-пуçа çухатман, вăл вăхăтра йăли-йĕрки те çавнашкал пулнă. Туйччен пулас мăшăра çывăхланма ыйтма шухăш та пулман.
Пĕрремĕш каçхи тĕл пулу хыççăн çур çул иртрĕ. Эсĕ пединститута куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕн, хăв сакăр класс вĕреннĕ тăван шкулунта ĕçе вырнаçрăн. 7-8-мĕш классене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентеттĕн. Хăш-пĕр шкул ачи, темиçе çул иккĕмĕш хут ларса юлакансем, санран та аслăрахчĕ. Чунна парса ĕçлеттĕн, питĕ тăрăшса. Чăн-чăн педагог пулса тăтăн, халĕ эсĕ манпа пĕр танах. Иксĕмĕр те пĕр ĕçре. Эпĕ çунатлантăм: çынсенчен вăрттăн, кĕлетсем хыçĕпе тек çӳрес килмерĕ. Сивĕ кунсем те çитрĕç, кашни каç шăнса тăма та меллех марччĕ. Çав хĕлех санпа пĕрлешме шухăш çуралчĕ. Анчах эсĕ хыпаланас темерĕн. Ытла та çамрăкчĕ-çке, çемьепе, ача-пăчапа çыхланиччен выляса юлас та килнĕ, паллах. Каçар, тархасшăн, мана. Эпĕ ун чухне хам çинчен нумайрах шутланă. Юратнă хĕре алăран вĕçертес темен, хăвăртрах авланса çамрăк мăшăр ытамне лекес тенĕ пуль. Эсĕ ӳкĕтлесе йĕнине шута илмерĕм. Вун çиччĕри хĕре качча илме саккунпа та юраман. Мана чунтан юратнине пĕлнипе кăна сана çав шартлама сивĕ каç хистесех лартса кайрăм. Пырасшăн марччĕ эсĕ ун чухне. Шеллерĕм сана, çак сивĕре вĕри куççульпе çăвăнаканскерĕ. Хамăн чăрсăр шухăшăма пăрахăçлама та хатĕрччĕ, темшĕн каярахпа та эсĕ манăн пурнăçа кĕрессе шанаттăмччĕ. Тăпăртатса тăракан лаша хуçи, тилхепене кăрт-карт туртса ларакан юлташ мана ăс пачĕ:
— Кĕçĕр илсе каймасан кайран ӳкĕнмелле ан пултăрччĕ, тимĕре хĕрнĕ чух аваççĕ, — терĕ вăл эпĕ иккĕленнине кура.
Ырă сунса каларĕ ĕнтĕ вăл çак сăмахсене, пĕр авăрланнăскер хĕре илсех каймалла тенине пĕлтерет. Пики те çумрах, ячĕшĕн кăна турткалашнă пек туйăнать. Унччен те пулмарĕ — сана çăп-çăмăлскере çĕклерĕм те хыçлă çуна çине лартрăм, шăнасран çиелтен тăлăппа витрĕм. Сан çумна сиксе ларма ĕлкĕртĕм-и, çук-и — пуçне ухса, урисене тăрăс тапса тăракан пирĕн çил çунат малалла сирпĕнчĕ...
Унтанпа вăтăр виçĕ çул иртрĕ. Вăтăр виçĕ çул! Калама кăна çăмăл, пурăнма çăмăлах пулман пире. Тертпе килнĕ пирĕн пурнăç савăнăçĕ. Хĕн-хурне те нумай ас тиврĕмĕр.
Эпĕ телейлĕ, эсĕ мана виçĕ ывăл парнелерĕн. Нумай пӳлĕмлĕ хваттерте тулли пурнăçпа пурăнатпăр. Сад пахчи, машина, гараж та пур. Мĕн пурри йăлтах хамăрăн, Анчах çак куна çитсе те мана пĕр кăткăс ыйту сисĕнмеллех шутлаттарать: телейлĕ-ши эсĕ манпа? Çамрăк чухнехи пирвайхи туйăмусем иксĕлмерĕç-и? Сана çав сивĕ каç лартса кайса йăнăш тумарăм-ши? Тен, урăххипе эсĕ телейлĕрех пулаттăнччĕ? Кăштах пурнăç курнă ăспа, хĕр çулне çитнĕ куçпа, тен, манран лайăххине, маттуррине, чăннипех, ху ĕмĕтленнĕ пек телей кӳрекеннине тупаттăнччĕ? Санăн çамрăклăх-хăналăхна кĕскетнĕшĕн мана эсĕ каçарăн-ши?