Тӳперен пăхать çут уйăх,
Сапалать хăй кĕмĕлне.
Темĕн анлăш çăлтăр уйĕ
Асамлать чун-чĕрене.
Лăпкăччĕ ман ял Алманчă.
Çывăрмашкăн выртиччен
Аннепе эпир ларсаччĕ
Калаçса каска çинче.
Ват аннен сăмах-юмахĕ
Кĕрсе юлчĕ чĕрене —
Тутăхми мерчен-ахахăн
Хут çине ӳкерĕнет.
Ĕмĕрсем хыçа ăсаннă —
Шухăшпа каяр унта.
Ерипен йăлтах ăнланăн,
Илтнине тыт асăнта.
Çавал тăрăхĕ. Пĕр хăтлă
Ял — Алманч — ларать унта.
Мăтьшу шывĕ вăй-хăватлăн,
Кĕвĕллĕн шăнкăртатать.
Ял хуçи — Армет алманçă —
Хырçă — урăхла алман —
Халăхран пухать мăнаçлăн
Хан валли — ыйтать Хусан.
Ял хуçи пуян, тупраллă.
Хăй пуçтарнă ясакран
Хĕстерсе те хăвармалăх
Вăл майне пĕлет аван.
Эс унран кивçен илетĕн —
Параймастăн вăхăтра,
Эс вара асап тӳсетĕн —
Памалла сан ытларах.
Ун ачи — пĕртен-пĕр ывăл,
Унăн ячĕ — Тутирек.
Вăл тĕреклĕ, çирĕп, сывă,
Халь пырать вăл çирĕмре.
Ашшĕне пăхман вăл — ырă
(Пур хаярлăх ашшĕнче...),
Тĕрлĕ ултава çук вырăн
Унăн харсăр чĕринче.
Хумлă-хумлă кăпăш çӳçĕ
Пуснă майăн аллипе
Хумханать. Çиçет ун куçĕ
Юрату вут-хĕмĕпе.
Чĕрине кам вут хыптарнă? —
Паллă, паллă вăл — Севкке!
Каччă канăçне çухатнă,
Шав тухать хĕр тĕлĕке.
Вăл ăна качча илесшĕн —
Юрату çунтарнă чух
Çак Севккесĕр Тутирекшĕн
Пысăк телей урăх çук.
Шухăшне килте пĕлтерчĕ.
Ашшĕ илтрĕ те çакна
Севккене хăртса пĕтерчĕ,
Çук, ямарĕ яхăна:
— Йĕмсĕр хĕр. Тăлăхскерĕн
Ашшĕ те çук, амăш те.
Ни тупри çук ăнманскерĕн,
Килĕшмест мана пĕртте.
Ун пирки ан уç çăвар та:
Тупнă эп тупраллине.
Эп сана илсе паратăп
Туканаш мăрса хĕрне.
Ай, ытла та тарăхтарчĕ
Ашшĕ хăйĕн ывăлне
Асилсе умне кăларчĕ
Тутирек Севкке сăнне.
Хĕр пике Севкке илемлĕ
Пиçсе çитнĕ çырла пек.
Ун çинчен куçна илеймĕн,
Тыткăнлать хӳхĕмлĕхпе.
Мăшăр куçĕ — икĕ çăлтăр —
Тек сапать хăй çутине.
Юратмасăр епле чăттăр
Яш чĕри çак пикене.
Пĕвĕ чăн та шурă хурăн,
Юмахри хĕр, пирĕшти.
Качча ил те савса пурăн,
Сасси чĕвĕл-чĕвĕлти.
Вăл хастар — ĕçе тухсассăн,
Ячĕ-сумĕ ял çинче.
Ир те каç сывлать хĕр ассăн —
Тутирек ун чĕринче.
Таврари пур чăваш ялĕ
Пăхăнать Туканаша —
Мăрсана — ун хаярĕ-халĕ
Паллă мĕнпур чăваша.
Халăхран ясак пухсассăн,
Мăрсана парать Армет.
Туканаш, килес пулсассăн,
Кашнинчех кунта кĕрет.
Ак паян та килсе çитрĕ
Туканаш хăй свитипе.
Кĕчĕ, малалла вăл иртрĕ,
Ларчĕç салтаксем ретпе.
Кил хуçи тӳрех ăнкарчĕ:
Пăхмалла хăнасене.
Ак шăрттан та çу кăларчĕ,
Ăсса кĕчĕ сим-пылне.
Хăналать пит тăрăшуллăн
Килнĕ çынсене Армет.
Калаçать япшар та çуллăн —
Пурăнма Армет пĕлет.
Туканаш мăрса хĕрелчĕ
Кăрчама ĕçе-ĕçе.
— Армет тусăм, сан пĕлесчĕ
Ĕмĕте, умри ĕçе.
Чăннипе сана калас-и? —
Эп шутлатăп авланма.
Арăм çук, — сывларĕ ассăн, —
Вилчĕ, тунсăх пурăнма.
Çак ялта эп пĕр хĕр куртăм,
Кăшт калаçрăм, вăл Севкке.
Питĕ хӳхĕм, манăн туртăм
Ун енче — эх, еплешке!
— Çамрăк вăл, тата, калас-тăк,
Чухăн хĕр, тупри те çук.
Юрĕ, юрĕ Тавлашмастăп, —
Кил хуçи калать тăрук, —
Вăл асилчĕ Тутирекĕн
Ыйтăвне. — Аван, аван, —
Сирĕлчĕ чунри сивлекĕ, —
Пулăшăп май пур таран.
— Çамрăк тетĕн, çамрăк пултăр,
Çамрăкки вăл пит аван.
Манпала ача та тутăр,
Ваттине епле саван?
Чухăн тетĕн-ха... Туприйĕ
Хамăн та вăл мăй таран.
Таврара çук ман пеккийĕ
Эпĕ вĕт çĕрме пуян.
Севккене эп тумлантарăп.
Ылтăн-кĕмĕл ун çинче
Çиçсе тăрĕ ярăм-ярăм.
Хĕвел кулĕ питĕнче.
Юратушăн,
Савăшушăн
Пурăнас пулать, тăван!.. —
Шăппăн ларчĕ те пĕр хушă
Мăрса тăчĕ вырăнтан.
— Севккене илме килетпĕр
Паян мар... ыран... Çĕрле... —
Тухса кайрĕç ĕптĕр-кептĕр
Килнĕ салтаксем пĕрле.
Тутирек çакна йăлт илтрĕ
Кăшт уçса пӳрт алăкне.
Каччă — çиçĕм. Хăвăрт çитрĕ,
Ăнлантарчĕ Севккене:
— Кайăпăр, çапах тупатпăр
Хамăр кĕтнĕ телее.
Пулмалла халь вăштăр-ваштăр,
Хăвăрт хатĕрленмелле.
Тӳперен пăхать çут уйăх,
Таврана вăл асамлать.
Темĕн анлăш çăлтăр уйĕ —
Çăлтăр витĕр çул выртать.
Лашасем çинче лараççĕ
Севккепе яш Тутирек.
Пуç сулса, ав, ăсатаççĕ
Шурă хурăн та тирек.
«Пихампар, телей парсамччĕ,
Усала сир, пӳлĕхçĕ.
Юлччăрах мăрса, алманçă», —
Çĕр сассийĕ илтĕнчĕ.
Çӳлелле кĕçех çĕкленчĕç
Лашасем — янаварсем.
Темĕнле вăй туртса илчĕ.
Пур тĕнчен хăвачĕсем.
Тӳпере пит ирĕк, çуккă
Мăрсасем, алманçăсем.
Çăлтăр пахчине те туххăм
Савнипе куран çитсе.
Ярăнса вĕçет яш мăшăр
Малалла та малалла.
Чунсенче хаваслă, ăшă,
Çут телей тупăнмаллах!
Уйăх савăнса сăнарĕ
Çывăхри хăнасене,
Вĕсене канма каларĕ,
Чĕнсе илчĕ хăй патне.
Пинеслу — çут Уйăх хĕрĕ —
Кĕвентеллĕ сар пике —
Сĕнчĕ шыв: — Ĕçсемĕр, — терĕ, —
Шывĕ вăй парать иккен...
Ывăнни те иртсе кайрĕ —
Çамрăксем каллех çулра.
Алтăр çăлтăр та пуç тайрĕ,
Саламларĕ кăмăлран!
Сисĕнмесĕр вăхăт иртрĕ,
Канăр, канăр çăлтăрсем.
Уйăх, эс те кан... Ир çитрĕ.
Таврара халь çĕн сăнсем.
«Пихампар, телей парсамччĕ,
Усала сир пӳлĕхçĕ.
Юлчĕçех мăрса, алманçă», —
Çĕр сассийĕ илтĕнчĕ.
Аяла кĕç вирхĕнтерчĕç
Лашасем — янаварсем.
Темĕнле вăй туртса илчĕ,
Пур тĕнчен хăвачĕсем.
Хир, вăрман та, Шăнкăртам та
Севккепе Тутиреке
Кăмăллăн та тараватлăн
Йышăнчĕç ĕмĕрлĕхе.
Питĕ чаплă туй та турĕç:
Вăрман сĕнчĕ сим-пылне,
Хирĕ пачĕ çăкăрне,
Шăнкăртам янратрĕ юрă.
Мăшăрта телей йăл кулчĕ.
Юратуллă çемьере
Ачисем ӳссе çын пулчĕç,
Мăнуксем те чиперех.
Ял — Алманчă — никĕсленчĕ
Çак телейлĕ çемьерен.
Вăй илсе пырса çĕкленчĕ
Пĕтĕм Аслă Пăла ен.
Халĕ паллă çак Алманчă
Районта, республикăра.
Ĕçченсем кунта пурнаççĕ,
Ĕçпеле вĕсем чапра.
Тутарсем те ирçесем,
Вырăссем те чăвашсем
Ăс илме килсех тăраççĕ,
Тав сана, маттур Алманчă!
Йăтăнса пулать тыр-пулă,
Пахча-çимĕç, пĕлĕрсем.
Кунта пурте тăрăшуллă,
Пултаруллă ертӳçсем.
Тӳперен пăхать çут уйăх,
Сапалать хăй кĕмĕлне.
Темĕн анлăш çăлтăр уйĕ
Асамлать чун-чĕрене.
Тухрĕ ял ума чиперрĕн,
Чунăм кайрĕ ăшăнса.
Эс пире телей пиллерĕн,
Саламлатăн пуç тайса.