Мархва карчăк йăранĕ çине пĕр мăкăнь вăрри таçтан килсе ӳкнĕ. Вăл шăтнă, ӳснĕ, чечеке ларнă. Йăранне ик-виçĕ хут та çумларĕ — тĕкĕнмерĕ ăна Мархва карчăк. «Илемлĕ. Лартăр», — терĕ.
Пралукпа иртсе пынă чухне мăкăне Иван Симунчă участковăй асăрхарĕ. «Наркотик. Немедленно уничтожить!» — çырса хучĕ вăл блокночĕ çине.
Ирхине урам енчи кантăк умĕнче мăнукĕ валли çăм чăлха çыхса ларакан Маюк кинемей хăйсен умĕнчен участковăй машини иртсе кайнине курса юлчĕ. Урайĕнче, ура вĕçĕнче, тĕлĕрсе ларакан кушак аçинчен такăнса кайсах кантăкран пырса уртăнчĕ. «Мархва патне кĕчĕ. Тем пулман пулĕ те. Калаканччĕ-çке», — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ вăл.
Пукан çине уртса янă тутăрне пуç тавра туртса çыхрĕ. «Турра шанса туясăр çула ан тух», — тенешкел туя тытрĕ. «Тур çырлахтăрах!» — тесе пӳртрен тухса утрĕ. Пичĕ çине юхса аннă кăвак çӳçне пуçтара-пуçтара Мархва карчăкăн мунчи кĕтессине пырса тăчĕ.
Кунтан, карта хушăкĕнчен йăлтах курăнать. Иван Çимунчă участковăй пăлтăр пусми çинче çырса ларать. Ун умĕнче Мархва карчăк тăрать. Аллисемпе хăлаçланса участковăй темскер ăнлантарать.
Хăлхине тутăр айĕнчен кăларсах итлерĕ пулин те, Мархва карчăк сăмахĕсене Маюк кинемей лайăххăн илтсе юлаймарĕ. Участковăй: «Алă пус!» — тенине пит тĕрĕс илтрĕ. «Ахальтен алă пустармасть. Мархвана илсех каять ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Унталла-кунталла пăхрĕ. Чалăшла пурăнакан Уртем мучи патне чупнă пек кĕрсе кайрĕ.
— Атя-ха, Уртем! Мархвана илсех каять пулмалла! — терĕ.
— Кам?
— Милици!
Участковăйне ăсатма кил умне Мархва карчăк та тухрĕ. Машина ăшне ларма хатĕрленнĕ Маюк кинемейпе Уртем мучирен:
— Эсир ăçта? — ыйтрĕ участковăй.
— Хуть те мĕн ту! Эпир Мархваран юлмастпăр, — терĕç хайхискерсем.