Тен, чăнах та, Улăп тӳсеймесĕр
Таврана сапайре вут-кăвар?
Тен, туя ларма пĕркентĕн эсĕ
Çĕн пĕркенчĕк кĕçĕр, Шупашкар?
Пикесем куç хĕвнĕ пек пăхаççĕ
Тӳперен, ав, кĕвĕç çăлтăрсем.
Çăлтăртан та çутăрах çунаççĕ
Хула çийĕн Ленин çутисем.
Мăшăррăн яш-кĕрĕмсем çӳреççĕ
Илĕртӳллĕ Атăл хĕрринче.
Ĕмĕтсем чĕрисенче çиçеççĕ —
Пуласси çинчен, кун-çул çинчен.
Каç пулса çитсен те, кăнтăрла та,
Эртелпе-и е пĕччен утса
Тăранаймăн. Эс хитре ытла та,
Сан çинчен юрлатпăр янратса.
Пĕрмĕш çичĕçуллăх стройка шавĕ
Чарăнма пĕлмест каç-ирсерен.
Хĕрĕхри республика мухтавĕ
Юмахри пек ӳстĕр кунсерен!