Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.
Тĕлĕксенче — чĕлтĕртетес пек сывлăш,
Çĕр çырлисем чалт пĕрхĕнес пек шывлă.
Çак тĕнчене савмасăр — кайрăн-и?
Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.
Улах — кулах! — чунсем вылянă улăх.
Ку тăрăхсем тулли турат пек тулăх.
Сыпса пăхман çĕткен пек — савăнни.
Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.
Тĕшне пĕлмен сар мăйăр ăшĕ!
Ку тăрăхра мăн тинĕссем те ăшăх,
Мĕн тарăнни — куç — авăр — тарăнни.
Çак таврана савсах — каятăн-им?
Ик тĕнчере пĕр-пĕчченех çӳретĕп.
Кĕрхи каçсен куçа çиен йӳçекĕ —
Эп икĕ тĕнчере тăр пĕчченни...