Рома паян каллех сӳрĕк кăмăлпа вăранчĕ. Каллех çĕрĕпе çумăр çурĕ, çил ӳлерĕ, йывăçсем шавларĕç. Ку пулăма ыттисем тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ… Вăл кăна урамри шăв-шава пула çĕрĕпех çывараймасăр канăçсăрланса выртрĕ, ир еннелле кăна кăштах куç хупса илчĕ.
Арçын ача кравать çинчен анаслакаласа тăчĕ, тумланчĕ те хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухса кухньăна утрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ халлĕхе вăранман-ха пулас. Пĕчĕк шăллĕ те çывăрать. Рома кантăкран пăхрĕ. Тул çутăлман-ха. Урамра çаплипех çил вĕçтерет. Кантăкран çумăр шаккать. Рома каçпа чӳречерен пăхма юратать. Кун пек чух ăна пĕтĕмпех малтанхи пекех, нимĕн те улшăнман пек туйăнать. Çĕрĕпех лӳшкекен çумăр ирхине чарăнĕ, хĕвел çут çанталăка çĕнĕ кун парнелĕ, кайăксем хăйсен илемлĕ юррине пуçласа ярĕç, каçхи çумăр хыççăн курăк та симĕсрех курăнĕ, урамра чупакан ачасен кулли те хаваслăрах илтĕнĕ… Хăçан таврăнĕç-ши малтанхи кунсем? Рома чӳрече умĕнчен пăрăнса утрĕ. Вăл стена çинчи календаре асăрхарĕ. Раштав уйăхĕн çиччĕмĕшĕ… Арçын ача календарь çинчен улттăмĕш числан хутне хăйпăтрĕ те ăна çавăрса пăхре. «Хĕллехи вăхăтра пахчари улмуççисене сивĕрен сыхласа хăварасси»… Мĕн тума кирлĕ ĕнтĕ халĕ çакăн йышши сĕнӳсем? Рома календарь листине чăмăртарĕ те çӳп-çап витрине вăркăнтарчĕ. Унтан вăл сĕтел хушшине вырнаçрĕ, унăн куçĕ умне каллех иртнĕ самантсем тухса тăчĕç…
Ун чухне çĕртме уйăхĕччĕ. Шăмат кун… Шăпах çав кун вĕсен çемйи Ромăн шăллĕн, Çерушăн, çуралнă кунне паллă тума палăртса хунăччĕ. Ирхине Çеруша саламласа ăна парнесем тыттарнă хыççăн вĕсем ача-пăча паркне кайма пуçтарăнчĕç. Те канмалли кун пулнăран, те кунĕ питĕ уяр та ырă çанталăклă пулнăран, паркра ача-пăча хĕвĕшетчĕ кăна. Пĕрисем карусельпе ярăнатчĕç, теприсем хаваслă кулăпа хăваламалла вылятчĕç, пĕчĕкреххисем хăйăр купи çинче кӳлепесем тăватчĕç. Тӳпе те яланхинчен тасарах та çутăрахчĕ… Хаваслăхпа çиçекен Çеруш «Эпĕ текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ», — тесе пысăк карусельпе ярăнас килни пирки каларĕ. Ашшĕпе амăшĕ ăна чарса тăмарĕç, ан тив, ярăнтăрах терĕç пуль. Çеруш васкасах карусель еннелле чупса кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ ăна валли кучченеç илме тесе лавккана утрĕç. Рома вара ватă çăка айĕнчи сак çине вырнаçрĕ. Еплерех илемлĕ кун! Шăрăхран пытанса йывăç сулхăнĕнче ларма мĕнлерех аван! Мĕн-ха ку? Çумăр çума хатĕрленет пулас. Тӳпере пĕлĕтсем шăва пуçларĕç. Рома тĕлĕнсе сак çинчен тăчĕ. Хура пĕлĕтсемпе пĕрле таçтан сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ пĕлĕтсем пуçтарăнма пуçларĕç. Кун пеккине вара нихăçан та курманччĕ… Паркри ытти çынсем те тĕлĕнсе тӳпенелле пăхкаларĕç, нумайăшĕ пепкисене çавăтса килелле васкарĕ. Кĕске вăхăтрах тӳпене хура тата сарă пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç. Çынсем пурте тенĕ пекех кам ăçта пытанса пĕтрĕç. Карусельсем çинчи ача-пăча тата вĕсене кĕтекен ашшĕ-амăшĕ кăна тăрса юлчĕ. Рома та кивĕ беседка ăшне пытанчĕ. Çумăр тумлама пуçларĕ… Тумламсем беседка тăрринчен пăт! та пат! шаккарĕç. Карусельсем çаплах чарăнмарĕç-ха. Часах шалкăм çумăр туртса ячĕ. Пĕчĕк ачасем амăшĕсене чĕнсе макăрса ячĕç. Карусельсем тавра çынсем чупкала пуçларĕç. Вĕсене чарасшăн пулчĕç вĕсем. Анчах та ниепле те май килмерĕ пулас, парк ĕçченĕсем рычагсене темле туртсан та карусельсем чарăнмарĕç. Сасартăк тӳпере çиçĕм ялкăшрĕ, унтан аслати таврана кĕмсĕртетрĕ. Ачасем каллех хăранипе çухăрса макăрма пуçларĕç. Тепĕртакран çумăр чакма пуçларĕ пулас. Шултра тумламсем сайрарах та сайрарах ӳкрĕç. Тӳпери хура пĕлĕтсем чакма пуçларĕç. Анчах та мĕн-ха ку? Çутă çумăр тумламĕсемпе пĕрлех çĕр çине юн пекех хĕп-хĕрлĕ тумламсем ӳкрĕç, çумăр каллех вăйланчĕ, анчах та хальхинче тӳперен хĕрлĕ çумăр çурĕ. Çынсем çак тĕлĕнтермĕш пулăмран хăранипе кам ăçта пытанма васкарĕç. Асфальт çинче хĕрлĕ кӳлленчĕксем пухăнма пуçларĕç. Чарăнма пĕлмен карусельсем çинчи ачасем хĕрлĕ çумăрпа вараланса пĕтрĕç. Телее, ку хăрушла пулăм нумая пымарĕ, темиçе минутранах тӳпе тасалса çуталчĕ. Карусельсене те чарма май килчĕ. Рома часрах Çеруша шырама чупрĕ. Йĕри-тавра çынсем хĕрлĕ шыва сирпĕтсе чупкалаççĕ. Карусельсем тавра тем чухлĕ çын пуçтарăннă, патне пыма та çук. Темшĕн-çке нумайăшĕ йĕрет. Рома çынсем хушшипе тухса патнерех пыма тăрăшрĕ. Ак тамаша! Карусельсем çинчи ачасем пурте тăнсăр пулса выртнă иккен. Амăшĕсем йĕре-йĕре пепкисене алă çине çĕклесе вĕсене тăна кĕртме тăрăшаççĕ. Рома хăйĕн шăллĕне шырама чупрĕ. Çеруш та ытти ачасем пекех тăнсăр выртать иккен, Рома ăна асăрханса алă çине илчĕ. Шăллĕ вăранмарĕ-ха. Унччен те пулмарĕ, вĕсем патне ашшĕпе амăшĕ те чупса çитрĕç. Вĕсем юнлă çумăртан лавккара пытаннă иккен. Çак самантра паркра васкавлă пулăшу машинисен сасси илтĕнсе кайрĕ. Ачасене больницăна илсе кайрĕç… Çав кун киле çитсен Рома тата унăн ашшĕпе амăшĕ телевизорпа хăрушла хыпарсем пĕлчĕç: тĕлĕнтермĕш хĕрлĕ çумăр пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ иккен, çак пулăма наука та ăнлантарса парайман. Çак çумăртан пытанса ĕлкĕреймен мĕн пур çын тăнне çухатнă иккен. Тĕнчере пиншер çынна больницăсене ăсатнă иккен. Халлĕхе вĕсенчен нихăшĕ те тăна кĕмен, тухтăрсем вĕсен пурнăçĕсемшĕн кĕрешеççĕ…
Кăштахран вĕсен килĕнче шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Тухтăр Çеруш тăна кĕни пирки хыпарласшăн иккен. Унăн сывлăхĕ майлансан ăна киле илсе килме май пулĕ терĕ вăл.
Çак кунтан пуçласа кашни кун тенĕ пекех хĕрлĕ çумăр çурĕ. Ку кăна мар-ха, çанталăк кашни кунах сивĕте пуçларĕ, кашни кун сивĕ çил вĕстерчĕ, час-часах пăр çурĕ. Пĕр ирхине вара Рома питĕ сивĕ пулнипе вăранса кайрĕ. Темшĕн ăна хĕллехи пекех сивĕ пек туйăнчĕ. Арçын ача васкаса тумланчĕ те чӳрече патнелле чупса пычĕ. Пулма пултараймасть! Урамра лапка-лапка юр çăвать! Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк: урамра ем-ешĕл йывăçсем, хĕрлĕ, сарă чечексем шап-шурă юрпа витĕнеççĕ. Пӳртре вара питĕ сивĕ-çке! Рома хĕллехи курткăна тупрĕ те урама чупса тухрĕ. Юр чĕркуççи таран кĕрсе лармаллах тултарса лартнă иккен. Арçын ача тарăн юр тăрăх кам ăсталла васкакан çынсем çине пăхкаласа тăчĕ те килелле кĕрсе кайрĕ. Вăл телевизор çутма васкарĕ. Кашни программăпах çак тĕлĕнтермĕш пулăм пирки пĕлтереççĕ. Кашни хуларах, кашни çĕршыврах юр çулсене хупласа хунă, машинăсем çӳреймеççĕ. Нихăçăн та юр курман çĕршывсенче те юр çуса лартнă иккен. Кăнтăр енче пурăнакан çакăн пек сивве хăнăхман çынсем нумайăшĕ чирленĕ. Рома телевизора сӳнтерчĕ те кухньăна кайрĕ. Сĕтел çинче хут татки выртать… Ашшĕпе амăшĕ ирех больницăна Çеруша илме кайнă иккен. Шăллĕне кĕтсе илме Ромăна унăн пӳлĕмĕнче пуçтарма тата лавккана кайса кучченеçсем кайса илме хушса хăварнă вĕсем. Арçын ача тумланчĕ те каллех урамалла тухса утрĕ.
Тарăн юр тăрăх аша-аша вăл аран-аран лавккана кайса та килчĕ, Çерушăн пӳлĕмне пуçтарчĕ. Часах киле ашшĕпе амăшĕ çитрĕç. Рома шăллĕне курас тесе вĕсене хирĕç васкаса тухрĕ. Анчах та Çеруша курсан вăл тăрук хăрасах кайрĕ: лешĕ питĕ ырханланса кайнă иккен, ахаль те начаркка кĕлеткинчен шăмми-шакки кăна тăрса юлнă-çке! Пичĕ-куçĕ питĕ тĕксĕмленнĕ, куçĕсем сӳрĕккĕн пăхаççĕ. Хăй нимĕн те чĕнмест. Амăшĕ те Рома шăллĕ çине еплерех пăхнине асăрхарĕ.
— Питĕ хавшанă шăллу. Тухтăрсен нимĕн те ăнлантарса параймаççĕ. Çумăр айне пулнă пĕтĕм çынна çак чир лекнĕ иккен. Больницăна çитсен хамăр та хăраса кайрăмăр: ача-пăча отделенийĕн коридорĕсем тăрăх чĕрĕ скелетсем утаççĕ тейĕн, хăйсем пĕр сассăр çӳреççĕ, нихăшĕ те пĕр сăмах та хушмасть. Çеруш та калаçмасть. Чĕлхине çăтса янă тейĕн. Тухтăрсем нимĕн калама та пĕлмеççĕ. Малтанлăха ачана лайăхрах апатлантарма тата сăнаса тăма кăна хушса ячĕç. Киле те аран çитрĕмĕр. Машинăсем, автобус-троллейбуссем çӳремеççĕ-çке, çуранах кайса килме тиврĕ, çитменнине Çеруш питĕ вăйсăрланса кайнă, питĕ хăвăрт ывăнать, кашни пилĕк минутрах канма тивет. Юрать-ха больници хамăртан инçех мар та… Шăнсах кайрĕ пулас, — терĕ вăл Çеруша хывăнма пулăшнă май. Унтан вăл пепкине алă çине илсе пӳлĕмелле йăтса кĕрсе кайрĕ.
— Атте, мĕнле-ха капла? Çеруш сывалĕ-и? — ыйтрĕ Рома ашшĕнчен.
— Кам пĕлет… Телевизорпа кашни кунах çакăн евĕрлĕ чирлĕ çынсене кăтартаççĕ, халлĕхе пĕрин пирки те сывалнине те, вилнине те илтменччĕ-ха, — хуравларĕ ашшĕ. Унтан вăл хаш! сывларĕ те пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Рома каллех чӳречерен тинкерчĕ. Лапка-лапка юр çăвать… Çĕртме уйăхĕ…
Çавăнтанпа пĕринчен тепри начар кунсем пуçланчĕç. Юр икĕ-виçĕ кунтан ирĕлсе кайрĕ, анчах та эрнерен пăр çума тапратрĕ, кашни кун тенĕ пекех тӳперен шултра хĕрлĕ тĕслĕ пăр тăкăнчĕ. Çитменнине, кашни кунах çил алхасма пуçларĕ. Тата тепĕртакран сивĕ чăтма çук шăрăхпа улшăнчĕ. Çынсем çуллахи яланхилле шарăх таврăнчĕ, çанталăк йеркене кĕчĕ тесе савăннăччĕ кăна, сивĕсем таврăнчĕç. Каллех юрпа хутăш çумăр тăкăнчĕ, çил вĕçтерчĕ. Çĕртме уйăхĕ вĕçленнĕ çĕре йывăçсен çулçисем çанталăк улшăнса тăнипе типсе тăкăнчĕç, нумай йывăç çанталăк улшăннипе хуçăлса анчĕ, хăрчĕ. Чечек-курăк пăрлă çӳмăрпа арканса пĕтрĕ. Чӳречерен пăхсан хура кĕркунне çитнĕн туйăнать: симĕс курăк хăрса ларнă, йывăçсем те хуп-хура лараççĕ, пĕрмаях çумăр çăвать…
Çапла май çанталăк мĕн раштавчченех çавăн пек алхасрĕ. Юлашки эрнере çĕр те, каç та хĕрлĕ çӳмăр çурĕ, çил вĕçтерчĕ. Акă, халĕ те пĕр чарăнми лӳшкет. Халĕ те тахçан та пĕрре çынсем çак хăрушă çӳмăр айне лекни пирки телевизорпа пĕлтереççĕ-ха. Çеруш вара çаплипех пĕр сăмах та чĕнмест, хăй малтанхи пекех имшеркке. Çынсем урама тухма ятарлă костюмсем тăхăнаççĕ: ĕçе, лавккана тухма тивет-çке вĕсен. Телевизорпа пĕрмаях выçлăх çитни пирки калаçаççĕ: çанталăк улшăнăвĕсене тата хĕрлĕ çумăра пула пĕтĕм пахча çимĕç, йывăç-курăк пĕтсе пырать, вăрмансем хăраççĕ, унти чĕрчунсем вилеççĕ. Çынсем тĕнче пĕтесси пирки пуплеççĕ. Ак часах тĕнчери мĕн пур ӳсен-тăран типсе хăрса ларĕ. Чĕрчунсем вилсе пĕтĕç. Каярахпа çынсем те выçлăхпа вилме пуçлĕç. Çĕр планета çинче пурнăç пĕтĕ. Урамра ачасен савăнăçлă кулли илтĕнмĕ, вăрмансенче тилĕ-кашкăрсем чупса çӳремĕç, çуркунне илемлĕ чечексем ешермĕç, кунĕн —çĕрĕн çумăр, юр вĕçтерĕ, сивĕ çил алхасĕ…
* * *
Раштав уйăхĕн варринче кĕтмен çĕртен ăшă та тӳлек çанталăк çитрĕ. Çумăр çума чарăнчĕ, хушăран-хушă кăна пĕрĕхкелерĕ, кун хыççăн тӳрех тӳпене асамат кĕперĕ илемлетрĕ. Кашни кунах хĕвел ăшăтса пăхрĕ. Çуркунне çитрĕ тейĕн! Шел, çуркуннехи пек кайăксем савăк юрăсем юрламаççĕ, чечексем ешермеççĕ. Тăваттăмĕш кунне çеç çĕр айĕнчен симĕс курăк вăтанчăклăн курăна пуçларĕ. Çын пурне те хăнăхать, уйрăмах лайăххине. Çак лайăх çанталăка та пурте часах хăнăхса малтанхи пекех ним хуйхăсăр пурăнчĕç. Çĕр темĕнле хăрушă чиртен сывалнă тейĕн. Çеруш вара халĕ те сывалаймасть-ха, çаплипех калаçмасть. Пĕр кун ашшĕ Ромăпа Çеруша пуçтарăнма хушрĕ, яла, асламăшĕпе аслашшĕ патне кайса килесси пирки пĕлтерчĕ.
Ялта сывлăш уçă, таса. Курăк та кунта симĕсрех пек туйăнать. Вĕсен аслашшĕпе асламăшĕ хуларан аякра пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсен патне тахçан та пĕрре кăна хăнана килкелесе кураççĕ. Ватăсем хăйсемех хуçалăхне пĕчĕккĕн тытса пыратчĕç: пахчара хăйсене тăранса пурăнмалăх пахча-çимĕç ӳстеретчĕç, икĕ качака, чăх-чĕп усратчĕç. Халĕ пахчара ĕçлесси пĕтрĕ ĕнтĕ. Ывăлĕ, Ромăпа Çерушăн ашшĕ, ватăсене килсе пулăшас терĕ. Вĕсем виççĕшĕ лавккаран нумайрах апат-çимĕç туянчĕç те ялалла çул тытрĕç.
Рома çакăнта юлашки хут пĕрремĕш класра вĕреннĕ чух килсе курнăччĕ. Унтанпа ял йăлтах улшăннă. Кивĕ йывăç пӳртсем вырăнне — урам ик айккипе те икĕ е виçĕ хутлă кирпĕч çуртсем лараççĕ. Асаннепе асаттен çурчĕ ял вĕçĕнчех вырнаçнă. Кил карти умне машина пырса чарăннине курсан асламăшĕ хăнасене кĕтсе илме урама тухрĕ.
— Салам, салам, ачамсем, тахçантанпах килсе курмастăр та, мĕнле пурăнкалатăр-ши тетпĕр. Çанталăкĕ пĕрмаях алхасать те, килсе çӳреме майĕ те çукрах пуль-ха. Иртĕр, иртĕр, мăнукăмсем, аслаçупа иксĕмĕр сирĕншĕн тунсăхласах çитрĕмĕр, — пĕр чаранми пуплерĕ вăл. — Чим-ха, Çеруш, мĕн-ха эсĕ питĕ начарланса кайнă? Çăкăр сахал çиетĕн пуль, — хушрĕ вăл куларах. Çеруш ун çине путса ларнă куçĕсемпе пăхрĕ.
— Мĕн нимĕн те чĕнместĕн? Чĕлхене çăтса ятăн-им? — кулчĕ каллех асламăшĕ.
— Асанне, Çеруш пачах калаçмасть, — терĕ Рома. — Вăл хĕрлĕ çумăр айне лекнĕ хыççăн питĕ начарланса кайрĕ, пĕр сăмах та чĕнмест.
— Ай-уй, кун пеккисем пирки илткеленĕччĕ-ха, хамăрăн Çеруша çакă пырса лекесси пирки шутламанччĕ вара, — кулянса ӳкрĕ асламăшĕ.
— Анне, эсĕ ытлах ан кулян-ха, куратăн-вĕт, Çеруш йĕркеллех, часах сывалĕ ак. Çанталăк та, ав, йеркене кĕрет, — сăмах хушрĕ ашшĕ.
— Çук, ку лăпкăлăх вăхăтлăха кăна… — пăшăлтатрĕ асламăшĕ.
— Анне, эпир сире валли кучченеçсем илсе килтĕмĕр, — терĕ ку сăмахсене илтмен ашшĕ. — Атте ăçта-ха?
— Аçу пӳртре темĕн аппаланатчĕ-ха. Ара, эсир иртĕр пӳртелле, иртĕр. Мĕн урамра калаçса тăмалли пур, — пуплерĕ асанне. Ромăпа ашшĕ багажникри сумкăсене кăларчĕç те пӳрте кĕрсе кайрĕç. Асламăшĕ пĕчĕк Çеруша çавăтса хыççăн утрĕ.
Рома пӳрте кĕрсе йывăр сумкăсене урайне лартрĕ те хаш! сывларĕ. Вăл унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Чăн та, кунта пĕтĕмпех улшăннă! Пӳртре çĕнĕ сĕтел-пукан, стенасем çинче тĕрĕсем. Чӳрече анисенче — чӳлмексем. Вĕсенче вара чечексем мар, хăяр тата помидор çитĕнет. Тепĕр чӳлмексенче — сухан, теприсенче — çĕр çырли, пăрçа, пăрăç. Пахчари мĕнпур çимĕç япăх çанталăкран пытанса пӳрте тарнă тейĕн. Диван çинче икĕ самăр кушак тăсăлса выртнă.
— Асатте! Асатте, ăçта эсĕ?! — чĕнчĕ Рома.
— Кунта-ха эпĕ, кунта! — илтĕнчĕ аслашшĕн сасси таçтан. Рома сас илтĕннĕ çĕре кайрĕ. Аслашшĕ верандăра иккен.
— Кил кунталла, мăнукăм! — чĕнчĕ вăл. Рома веранда алăкне уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Кунта чăн-чăн пахча тейĕн! Асламăшĕпе аслашшĕ çак хăрушă çанталăкра та пуранмалли май тупнă иккен. Веранда тăршшĕпех урайĕнче пысăк каткасем, чӳлмексем лараççĕ. Вĕсенчен кашнинчех пахча-çимĕç çитĕнет, ытларах çĕрулми. Рома кĕрсе тăнă чухне аслашшĕ шăпах çĕр улмине шăваратчĕ.
— Салам, салам, манукăм. Тахçантанпах сана курманччĕ, — терĕ вăл куларах. — Кур-ха, еплерех ӳссе кайнă, хамран та çӳллĕрех. Çеруш вара ăçта? Вăл та çитĕнсех кайнă пуль-ха, — пуплерĕ старик, лейкăна урайне лартса…
Çак кун вĕсем кунĕпех çанталăк пирки, Çерушăн чирĕ пирки калаçрĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Аслашшĕпе асламăшĕ ывăлĕпе мăнукĕсене хăйсен пӳртри «пахчипе» паллаштарчĕç. Каç пулсан та тăвансем çĕрлечченех калаçса ларчĕç. Çеруш часах анаслама пуçларĕ.
— Ай-уй, çурçĕр те иртсе кайнă иккен, — хыпаланса ӳкрĕ асламашĕ. — Мăнуксен çывăрас та килет пулĕ.
Ромăпа Çеруша иккĕмĕш хутри пӳлĕме вырнаçтарчĕç. Арçын ачасем çывăрма выртма хатĕрленчĕç çеç, алăкран шаккарĕç.
— Эпĕ-ха ку, кĕме юратчĕ-ши? — илтенчĕ аслашшĕн сасси. — Чăрмантармарăм пуль?
— Кĕр, асатте, эпир çывăрмастпăр-ха, — хуравларĕ Рома. Пӳлĕме аслашшĕ кĕрсе тăчĕ.
— Эх, ачамсем, епле ӳссе кайрăр-çке… Юлашки хут сире курнă чух эсир пĕчĕк ачасем кăначчĕ. Ун чухне час-часах пирĕн пата килсе çӳретĕрччĕ. Кунтах çĕр каçнă чух эпĕ сире каçпа, çывăрма выртиччен яланах юмах каласа параттăмччĕ. Çеруш ун чухне виçĕ çулта кăначчĕ те, ас тумастăн та пулĕ. Рома çиччĕре пулнă. Иксĕр те питĕ юмах итлеме юрататтăрччĕ.
— Асатте, халĕ юмах каласа памăн-ши? — ыйтрĕ Рома.
— Мĕншĕн каласа парас мар ара? Итлĕр.
Ромăпа Çеруш юмах итлеме хатĕрленсе ларчĕç.
— Ку юмаха пĕчĕк чухне эсĕ, Рома, питĕ юрататтăнччĕ, кашни кунах каласа пама ыйтаттăнччĕ. Юмахĕ — асамлă кӳлĕ çинчен… Пĕр аякри-аякри тĕнчере пĕр халăх пурăннă тет. Мĕн авалтан вĕсем туслă та пĕр-пĕрин хушшинче мирлĕ пурăннă. Анчах та пĕр кун икĕ çывăх юлташ тем сăлтавпа тавлашса кайнă тет. Утса пыраççĕ тет иккĕшĕ урам тăрăх, хăйсем тавлашнипе ялтан тухса кайса уй тăрăх утса пынине те сисмеççĕ. Чарăнса тăчĕç те хайхисем уй варринче, çаплах ятлаçаççĕ, пĕр-пĕрне вăрçаççĕ. Акă унччен те пулмарĕ, тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем пуçтарăнма пуçларĕç, аслати кĕмсĕртетрĕ. Çынсем пурте аслатиллĕ çумăртан пытанса килелле кĕрсе лараççĕ тет, кусем иккĕшĕ çаплипех тавлашса тăраççĕ. Акă тăвăл вăйлансах пычĕ, аслати сасси тата хытарах илтĕнме пуçларĕ, çиçĕм йăлт! та ялт! ялкăшрĕ, çумăр çума пуçларĕ. Кусем çаплах хирĕçеççĕ тет. Сасартăк аслати хăлхана çурса кĕмсĕртеттерчĕ, тавлашакансен çумĕнче çĕре çиçĕм çапрĕ. Хайхисем пĕр-пĕринчен ик еннелле сирпĕнсе кайрĕç. Телее, вĕсене иккĕшне нимех те пулмасть, вĕсем çĕр çинчен çĕкленеççĕ, вараланнă çи-пуçне тасаткалаççĕ те кашни хăйĕн çулĕпе уттараççĕ. Вĕсем тăнă вырăнта вара çĕр çурăлса пысăк та сарлака шăтăк пулса юлать. Çак кунтан пуçласа çынсем хушшинче харкашу пуçланать. Çĕр шăтăкĕ вара пĕчĕккĕн куççульпе тулма пуçлать. Çынсем мĕн чухлĕ ытларах хирĕçеççĕ, кĕвĕçеççĕ, улталаççĕ, вăрлаççĕ, шăтăкра çавăн чухлĕ нумайрах куççуль пухăнса пырать тет. Куççуль нумайлансах пынипе çак шăтăкран чăн-чăн кӳлĕ пулса тăрать. Çак кӳлле «Вилĕм кӳлли» тесе чĕнме пуçланă. Унти шыв тăварлă пулнипе ăна ĕçме пултарайман, кӳлĕ çумĕнче пĕр йывăç та, пĕр пĕрчĕ курăк та ӳсмен, унта никам та шыва та кĕреймен, мĕншĕн тесен вăл шыва перĕнекенех йывăр чирлесе ӳкнĕ тет. Ватăсем каланă тăрăх, кӳлĕре пĕр пулă та, пĕр кăпшанкă та пурăнман. Чăн та, вилĕм кӳллиех. Çынсем вара çаплипех усал ĕçсем тунă. Кӳлĕ куççульпе тулсах пынă. Пĕррехинче кӳлĕ тĕсне улăштарма пуçланă тет. Ун çумĕнче кĕтӳ кĕтекен ачасем шыв хĕрелме пуçланине асăрханă. Вĕсем кун пирки васкасах ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Вара ял çыннисем кӳлле час-часах сăнаса тăма пуçланă. Малтан шыв кăшт кăна кĕренленнĕ тет, кайран вăл хĕрелсех пынă. Юлашкинчен вара кӳлĕ юн пек хĕрлĕ пулса ларнă тет. «Вилĕм кӳлли» хĕлле те шăнман, ун çумĕнче юр та ирĕлнĕ. Малтанлăха çынсем тĕлĕннĕ, час-часах тĕлĕнтермĕш кӳлле курма çӳренĕ, анчах та часах ун пирки маннă. Пурăннă тет çынсем малтан пурăннă пекех. Пĕр хĕллехи кун вара хĕрлĕ кӳлĕ тавра пĕлĕтсем пуçтарăнма пуçлаççĕ, майĕпен вĕсем те хĕрелсе пыраççĕ. Темиçе кунтан çав пĕлĕтсенчен хĕрлĕ çумăр çума пуçлать. Çынсем питĕ хăраса ӳкеççĕ, çумăртан пытанма васкаççĕ. Кам пытанса ĕлкĕреймест, çумăрпа йĕпенет, çав питĕ йывăр чирлесе ӳкет тет, малтанлăха вăл калаçайми пулать тата питĕ начарланса каять. Ку кăна мар-ха, çумăр айне пулнă çын çав кӳлĕре пухăннă тарăху, кĕвĕçӳ, курайманлăх туйăмĕсене пĕтĕмпех хăйĕн çине илсе усалланать. Ку тӳрех палăрмасть-ха, çын темиçе çул хушши усалланса пырать, тăватă-пилĕк çултан вăл каллех калаçакан пулать, унпа пĕрлех ырă мар ĕçсем тăвакан пулать. Çапла вара, хĕрлĕ çумăр çунă хыççăн шăпах пилĕк çул иртсен çав усал çынсем пĕрле пухăнса ыттисене çаратма, хĕнеме, вĕлерме те пуçлаççĕ тет. Вĕсене никам та ниепле те чарайман. Анчах пĕр кун çакă çынсене йăлăхтарса çитернĕ. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнаççĕ те канашлама пуçлаççĕ: мĕн тумалла? Усал çынсене вĕлерес? Анчах вĕсем пурте такамăн ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, пиччĕшĕсем, йăмăкĕсем-çке. Нимĕн тумасан та май килмест… Çапла май çынсем нумайччен калаçрĕç, юлашкинчен такам хĕрлĕ кӳлле типĕтмелли пирки каларĕ, тен, ăна пĕтерсен тĕнчери усаллăх та пĕтĕ? Çапла вара куççультен пухăннă кӳлле епле пулсан та пĕтерме шут тытрĕç. Тепĕр куннех халăх каллех пуçтарăнчĕ, кӳлле татса ярса урăх çĕрелле юхтарса яма шут тытрĕç. Май килмерĕ! Çыран хĕрринчи тăпра чул пек хытса ларнă иккен, кĕреçе те витмест, пуртăпа та илеймĕн. Мĕн тумалла? Хальхинче кӳлле тăпрапа тултарса лартса типĕтес терĕç. Акă, пĕтĕм халăх тăпра илсе килет тет: кам витрепе, кам урапапа. Эх, тăпрана шыва сапаççĕ тет. Ак тамаша! Тăпра ниепле те хĕрлĕ шыв ăшĕнче путмасть тет, çийĕнчех ишсе çӳрет. Юрĕ, капла май килмерĕ пулсан урăх май тупас пулать. Канашласан-канашласан шутласа тупрĕç тет: шыва витрепе ăса иле-иле урăх çĕре кайса тăкас. Акă пĕри çыран хĕрринех асăрханса пычĕ тет, витрепе хĕрлĕ шыва ăсать тет. Анчах ун аллинчи чипер витренех тĕпĕ шăтать те пĕтĕм шыв каялла юхса тухать.
— Парăр мана урăх витре! — ыйтать хайхи çынсенчен. Ăна çĕнĕ витре тупса пама васкаççĕ. Мĕн япали пулчĕ ку? Иккĕмĕш витре те шăтса юхрĕ. Тепĕр витре тупса пачĕç, ку хутĕнче унăн тĕпне тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Анчах ку та шăтрĕ. Тăчĕç тет вара çынсем ĕнсисене хыçкаласа. Мĕн тумалла-ха? Çак кӳлĕ чĕрĕ тейĕн, хăйне пĕтерме памасть.
— Юрĕ ĕнтĕ, паянлăха килсене саланар, каç та пулчĕ, ыран та кун пур, — тесе çынсем саланса пĕтрĕç. Çыран хĕрринче пĕчĕк ачасем кăна тăрса юлчĕç.
— Атьăр хамăрах мĕн те пулин шутласа тупатпăр, — терĕ вĕсенчен пĕри.
— Мĕн тума пĕлĕпĕр-ха эпир, ав, аслисем те нимĕн те тăваймарĕç вĕт, — хуравларĕ тепри.
— Епле пулсан та кӳлле пĕтермелле, унран усал анчах куратпăр тет анне! — сиксе тăчĕ тет тепри.
— Манăн вара кӳлле пĕтерес килмест. Курăр, мĕнле илемлĕ вăл. Атьăр ăна пĕтересси çинчен калаçса ларас вырăнне юрă юрлатпăр!
— Атьăр, атьăр юрлар! — хаваспах килĕшрĕç тет ачасем. Çыран хĕрринче хаваслă юрă янăраса каять. Акă пĕри кӳлĕ çине пăхса илет тет.
— Пăхăр-ха, ачасем, пăхăр! Шыв пасăрхи пекех хĕп-хĕрлĕ мар, вăл тĕсне улăштарчĕ! — кăшкăрса ярать вăл.
— Чăн та, пасăр шыв самай тĕксĕмрехчĕ, — теççĕ ыттисем те.
— Кӳлĕ эпир юрланине илтсе çуталма пуçларĕ! Атьăр юрлатпăр! — кăшкăрчĕ тет вĕсенчен чи кĕçĕнни. Ачасем унчченхинчен те хаваслăрах юрласа яраççĕ. Уçă сасă аякка илтĕнсе каять. Ăна Ялта та илтеççĕ. Часах кӳлĕ хĕррине каллех халăх пухăнать.
— Пăхăр-ха, шыв çуталать! — кăшкăрчĕ тахăшĕ. Ачасем юрлама чарăнмарĕç.
— Атьăр пурте юрлар! — теççĕ çынсем. Юрă янăраса каять. Шыв татах та çуталать. Çапла вара çынсем мĕн тĕттĕм пуличченех çыран хĕрринче юрлаççĕ…
Тепĕр кун ирхине ирех ял халăхĕ кӳлĕ хĕрринче чупать. Ак тамаша! Кӳлĕ çук иккен. Вăл пулнă вырăнта пилĕк çул каялла çиçĕм çапса пулнă çĕр шăтăкĕ тăрса юлнă. Савăннипе çынсем кăшкăрма, пĕр-пĕрне ыталама пуçлаççĕ. Вĕсен сассисене илтсе çумăр айне лексе усалланнă çынсем те кӳлĕ пулнă вырăна пыраççĕ тет. Куçĕсем малтанхи пек сиввĕн пăхмаççĕ, хăйсем калаçма та кăмăллăн калаçаççĕ. Вĕсем каллех ырă пулса тăнă иккен. Вара çав çынсем пĕр-пĕрне сăмах параççĕ — малашне яланах мирлĕ пурăнас, пĕр-пĕрне хисеплес, ырă шухăшсемпе кăна пурăнас. Çавăнтанпа вара çав тĕнчере яланах ырă кăна хуçаланнă, усалли пирки яланлăхах маннă тет. Вăт çапла юмах…
* * *
Çак каç Рома питĕ япăх çывăрнă, çĕрĕпех темĕнле хăрушă тĕлĕк курнă вăл: акă вăл хĕрлĕ кӳлле шырама каять пек, утать, утать, питĕ ывăнса çитет пек. Анчах та шыраса тупатех. Кӳлли питĕ сарлака, çыранĕсем çав тери чăнкă пек. Акă вăл çыран хĕррине ларать те юрă юрласшăн пулать, анчах унăн çăварĕнчен пĕр сасă та тухмасть пек. Хăранипе вăл ура çине сиксе тăрать те кунтан кайма шутлать пек, анчах та вырăнтан та хускалаймасть пек, урисене çĕр çумне çыпăçтарсах лартнă тейĕн. Сасартăк тӳпере хĕрлĕ-сарă пĕлĕтсем пухăнчĕç те юнлă çумăр çума пуçларĕ. Рома пулăшу чĕнесшĕн, анчах вăл пĕр сăмах та калаймасть пек. Акă вăл тăракан çыран çумăрпа йĕпеннĕрен ишĕлсе анчĕ те арçын ача пăр пек сивĕ шыва кĕрсе ӳкрĕ пек… Çак самантра Рома хăйĕн кравачĕ çинче варанса кайрĕ. Юрать-ха ку пĕтĕмпех тĕлĕк пулчĕ…
* * *
Ирхине Рома ирех тăчĕ. Тӳрех аслашшĕ патне утрĕ вăл. Аслашшĕ залра телевизор умĕнче ларатчĕ.
— Асатте, кала-ха, эсĕ ĕнер каласа панă юмах — юмахахчĕ-им вăл?
— Камшăн юмах, камшăн чăн пулни. Эсĕ мĕн интересленетĕн çав?
— Енчен те пирĕн тĕнчере те çавнашкал кӳлĕ пур? Пирĕн патра хĕрлĕ çумăр çăвать-вĕт-ха, çав çумăрпа йĕпеннĕ çынсем те юмахри çынсем пекех калаçаймаççĕ тата начарланса каяççĕ. Нивушлĕ Çеруш та темиçе çултан усалланса каять? Ăна пулăшмаллах. Ăçтарах-ши çав кӳлĕ?
— Ăçтарах тетĕн-и? — тăчĕ вырăнтан аслашшĕ. — Эпĕ сана каласа пама пултаратăп. Чăн та, çав кӳлĕ пур, эпĕ ăна хам куçпа курнă. Çанталăк алхаснине чарас, Çерушпа ытти çумăр айне пулнă çынсене усалланма парас мар тесен çав кӳлĕ хĕрринче ачасен, çылăхсăр чунсен, юрăсем юрламалла, çакă кăна. Анчах та эпĕ çынсене çакăн пирки каласа парас пулсан вĕсем мана ăсран тайăлнă тейĕç. Çавăнпа та…
— Асатте, ăçта çав кӳлĕ, ăçта?! — пӳлчĕ ăна Рома.
— Ĕненетĕн-и е çук, сана каласа парăп. Ас тăватăн-и, эпир санпа пĕчĕк чухне пулă тытма аякри пĕве патне çӳреттĕмĕр? Вăт, çав пĕверен инçех мар вăрман пур. Унта тахçантанпах çынсем ура ярса пусман, темшĕн-çке вăл яланах çынсене шиклентернĕ. Çав вăрман варринче шăпах çав «Вилĕм кӳлли» вырнаçнă та. Ас тăватăп, эпĕ вунă çулта чухне мăйăр татма каяс терĕм. Хамăрăн ял çумĕнчи вăрманта мăйăр сахал пулнăччĕ те, çав аякри вăрмана çул тытрăм. Акă, кĕрсе кайрăм та, шаларах та шаларах кĕрсе пыратăп. Çын çӳремен вăрманта çулĕ те çук та, çухалса кайрăм ĕнтĕ. Тем чухлĕ çухалса çӳрерĕм, пĕлместĕп, анчах та юлашкинчен çитсе тухрăм кӳлĕ хĕррине. Йĕри-тавра пĕр йывăç та, пĕр тĕмĕ те çукчĕ. Вăрман кӳлĕрен аяккарах шуçса ларнă тейĕн. Шывĕ вара — хĕрлĕ тĕслĕ. Питĕ тĕлĕнтĕм, палах. Ывăннăскер, кăштах ларса канас терĕм ĕнтĕ. Тĕксĕм вăрманта хăранине иртерме юрлас терĕм. Юрă хыççăн юрă юрларăм, вăхăт шурĕ те шурĕ. Каç еннелле те сулăнчĕ пулмалла. Ларсан-ларсан çывăрса та кайрăм. Вăранса кайрăм та куратăп: йывăçсен тăррисем хушшинчен хĕвел пайăркисем курăнаççĕ. Ир çитнĕ пулас. Мана килте çухатнă ĕнтĕ. Вăрмантан тухмалли çул шырама каяс тесе тăтăм та кӳлĕ çине пăхса илтĕм. Тĕлĕнтермĕш! Ĕнер кăна хĕрлĕ тĕслĕ шывлă самаях пысăк кӳлĕ таста кайса кĕнĕ! Çук! Кӳлĕ вырăнĕнче курăк çитĕнмен пысăк лаптăк кăна тăрса юлнă. Юрĕ-ха, кун пирки нумай шухăшласа тăрса вăхăта ирттерес темерĕм. Часрах киле каймалли çул шырарăм. Кун çутипе хăвăртах вăрмантан тухрăм. Килелле çил пек вĕçтертĕм. Унта мана шыраса ураран ӳкнĕ иккен. Анне пĕр чарăнми йĕрет. Аттепе пиччесем мана шырама тухса кайнă. Килте аннепе пĕрле кукаçи тата пĕчĕк йăмăк кăна юлнăччĕ. Эпĕ пӳрте кĕрсенех анне ман пата чупса пырса ыталаса илчĕ, хăй татах та хытăрах йĕрет, ăçта çухалса çӳрени пирки тĕпчеме пуçларĕ. Эпĕ вăрмана мăйăр татма тесе кайса çухалса кайни пирки каласа патăм, тĕлĕнтермĕш кӳлĕ пирки вара пĕр сăмах та шарламарăм. Часах пиччесемпе атте те таврăнчĕç. Пурте лăпланса пĕтсе хăйĕн ĕçĕсемпе аппаланма пуçласан кукаçи манран çапла пырса ыйтрĕ:
— Итле-ха, мăнукăм, эсĕ çав вăрманта çухалса çӳренĕ чух нимĕнле тĕлĕнтермĕш япала та курмарăн-и?
— Тĕрĕссипе каласан, эпĕ вăрманта пĕр интереслĕ пулăм куртăм. Анчах та пĕлместĕп, те чăнниех пулчĕ ку, те тĕлĕк çеç… — хуравларăм эпĕ.
— Ара, каласа пар ĕнтĕ, манăн пĕлес килет-çке, — тет манна кукаçи. Вара эпĕ хампа мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа патăм. Кукаçи мана ку кӳлĕ мана тĕлĕкре тĕлленменни, чăн пулни пирки каларĕ, ун пирки тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ. Çавăн чухне эпĕ тĕнчене хĕрлĕ çумăртан çăлса хăварнă иккен. Хама паттăр евĕрех туйрăм вара. Кукаçи мана кӳлĕ пирки авалхи юмаха та каласа пачĕ. Тĕрĕссипе, юмах та мар ĕнтĕ вăл, йăлтах чăн пулни. Халĕ акă кӳлĕ каллех тулса çĕр çине хĕрлĕ куççульне тăкать. Кӳлле пĕтермелле те, эпĕ мĕн тума пултарăп ĕнтĕ? Кӳлли те хальхинче таçта ĕнтĕ: тен, çав вăрмантах, тен, урăх çĕршывра…
— Асатте, эпĕ çав вăрмана кайса пăхатăпах, енчен те кӳлĕ çав вырăнтах пулсан ăна пĕтермелли меслет тупатăпах, — терĕ Рома.
— Кайса пăх эппин, анчах та асăрхануллă пул, унта çын çӳремест, çул çук, çухалса ан кай.
— Юрĕ, эпĕ каятăп, — терĕ те Рома часрах килтен тухса чупрĕ.
Пĕчĕк чухне аслашшĕпе пĕрле пулла кайнине вăл питĕ лайăх ас тăвать. Вăрманне те халь пулсан халь куç умне кăларса тăратма пултарать. Ача чухне вăл унран темшĕн питĕ шикленетчĕ, яланах ун çумĕнчен часрах иртсе кайма тăрăшатчĕ. Хальхинче вара унăн шăпах çав вăрмана çул тытма тиврĕ…
* * *
Акă вăл — «Вилĕм кӳлли»… Уçланкăра çиллĕ пулин те, хĕрлĕ шыв пĕрре те хумханмасть. Вăрман усал кӳлĕрен хăраса унран каялла чакнă тейĕн. Рома ун çине пăхса тăчĕ. «Ăна часрах пĕтермелле — шухăшларĕ вăл. — Ачасем кирлĕ». Арçын ача яла таврăнма васкарĕ. Ял хĕрринчи пӳрт умĕнче хăйăр купи çинче пĕчĕк ачасем выляççĕ. Рома тӳрех вĕсен патне чупрĕ.
— Ачасем, эсир мĕн тăватăр çак?
— Эпир хăйăртан кӳлепесем тăватпăр. Пулăш-ха пире, — терĕ вĕсенчен чи кĕçĕнни.
— Эй, ку сирĕн мĕн? Атьăр похода каяр! — терĕ Рома.
— Похода? Атя, атя каятпăр! Эпир пиччепе пĕрле пĕлтĕр похода кайнăччĕ. Ăçта каятпăр? — савăнса кайрĕ лешĕ. Ыттисем те унпа хаваспах килĕшрĕç. Рома киле кайса кăштах апат илчĕ те, пĕчĕк отряд ялтан тухса çухалчĕ. Акă вĕсем вăрмана çитрĕç. Çăра вăрманта аран-аран уçланкă шыраса тупрĕç. Аякран кӳлĕ курăнма пуçласан Рома ачасене чарчĕ:
— Ачасем, халĕ эпир пĕр вăйă выляса илĕпĕр. Эпĕ сирĕн куçсене çыхса хурăп. Унтан эпир пурте пĕрле пĕр-пĕр юрă юрлăпăр. Мĕнле юрă пĕлетĕр-ха эсир?
— Эпир ача сачĕнче «Хĕвел юрри» вĕреннĕччĕ. Атьăр çавна юрлăпăр, — хуравларĕç ачасем.
— Юрĕ, малалла итлĕр. Кайран эпир алăран тытăнăпăр та малалла утăпăр. Унта вара сире пĕр тĕлĕнтермĕш кĕтет. Ăна юрă юрламасăр кураймастăн. Кам пуринчен лайăхрах юрлать, çавна канфет çитерĕп, — терĕ те Рома ачасен куçĕсене килтен илсе тухнă тутăрсемпе çыхрĕ. Унтан ачасем алăран тытăнса малалла юрăпа утрĕç. Рома кӳлĕ çинчен куçне илмерĕ. Пĕчĕк отряд шыв патнелле çитсе пынă май кӳлĕ тăрринче хĕрлĕ-сарă çутăсем ялкăшма пуçларĕç. Çил хытăрах вĕрме пуçларĕ. Рома хĕрлĕ çумăр çăвасран хăрарĕ, анчах ачасене чармарĕ, вĕсем çаплипех малалла утрĕç. Хĕрлĕ çутăсем татах ялкăшрĕç. Кӳлĕри шыв хумханма пуçларĕ, унтан унти шыв чакса та чакса пычĕ.
— Атьăр, ачасем, хаваслăрах юрлар, часах çитĕпĕр ак, — хавхалантарчĕ пĕчĕк отрядне Рома. Юрă хытăрах янрарĕ. Кӳлĕри шыв чаксах пычĕ. Хĕрлĕ çутăсем куçа ыраттармалла ялкăшрĕç. Часах кӳлĕре шыв пĕтрĕ, ун вырăнĕнче пысăк шăтăк тăрса юлчĕ. Рома ачасене чарасшăнччĕ кăна, хĕрлĕ çутăсем пĕр çĕре пуçтарăнса пĕтĕм таврана çутатса ярса ялкăшса илчĕç те çухалчĕç. Рома куçне уçрĕ те курчĕ: уçланкăра нимĕн те пулман тейĕн, кӳлĕ вырăнĕнче пысăк уçланкă кăна! Анчах та аслашшĕ каласа кăтартнă пек мар, ун вырăнĕнче симĕс курăк ешерет иккен. «Чим-ха! Кӳлĕ хăйĕн хыççăн йĕр те хăвармарĕ, апла пулсан вăл яланлăхах пĕтрĕ!» — шухăшларĕ Рома.
— Акă, ачасем, çитрĕмĕр те, тутăрсене салтма пултаратăр, — терĕ вăл савăнса. Ачасем васкаса тутăрсене салтрĕç.
— Мĕн тери илемлĕ вырăн! — терĕç вĕсем. — Атьăр çакăнта кăштах ларар!
Рома кутамккинчен апат-çимĕç туртса кăларчĕ те вĕсем çемçĕ курăк çине вырнаçрĕç. Чылайччен ларчĕç вара вĕсем кунта: юмахсем каларĕç, вылярĕç. Анчах Рома шăллĕ пирки аса илчĕ: тен, вăл сывалнă? Вăл ачасене пуçтарчĕ те вĕсем каллех килелле уттарчĕç. Ял еннелле çитсе пынă çĕре пуç тăрринче çумăр пĕлĕчĕсем пуçтарăнма пуçларĕç. Сасартăк питĕ сивĕ пулса кайрĕ. Ачасем килелле васкарĕç.
Рома киле çитнĕ-çитменех савăнăçлă амăшне курчĕ.
— Анне, эсĕ те кунта килнĕ-им?
— Мана Çеруш сывални пирки шăнкаравласа пĕлтерсенех эпĕ кунта вĕçтерсе килтĕм. Эсĕ ăçта çӳретĕн вара?
— Çеруш? Вăл калаçма пуçларĕ-и? — савăнса кайрĕ Рома.
— Çапла. Апатне те паян лайăхрах çиет. Часах сывалсах çитет ак, — тухрĕ пӳртрен асламăшĕ. Рома часрах пурте чупса кĕрсе кайрĕ…
* * *
Рома каçпа темĕнле сасăпа вăранса кайрĕ. Кушаксем пӳлĕмре выляççĕ иккен. Рома вĕсене хăваласа ячĕ те каллех çывăрма кĕрсе выртрĕ. Анчах та çывăрса кайма ниепле те май килмерĕ. Рома вырăн çинчен тăчĕ те чӳрече каррине пырса уçрĕ. Урамра вара… Лапка-лапка юр çăвать! Халĕ кăна Рома тепĕр эрнерен Çĕнĕ Çул çитни пирки аса илчĕ. Аслисем те çывăрмаççĕ пулас. Залран сасăсем илтĕнеççĕ:
— Каллех çанталăк улшăнать… Нивушлă каллех пуçланать…
Рома нимĕн те шарламарĕ, анчах вăл пелет: пĕтĕмпех лайăх пулать…