«Каçарччĕ, Турăçăм, мана.
Таса та тӳрĕ пурнаймарăм.
Тархасшăн, йышăн чуруна,
Каçар», — хăйса хуллен каларăм.
Каçар, этемлĕх те чăваш,
Чăвашлăхшăн кар! тăраймарăм.
Ульпи — вăтанчăк та йăваш,
Улькка пек харсăр пулаймарăм.
Каçар, атте, каçар, анне.
Сире нумай эп кулянтартăм.
Черченкĕ ĕмĕт çиппине,
Шел, упраймарăм, татса ятăм.
Каçар, ыр шăллăм, тен, сана
Тепĕр чухне ăнланаймарăм.
Çакна çеç пĕл — ятна, сăнна
Чĕреçĕм варринче упрарăм.
Каçарăр, савнă тусĕмсем,
Сире нимпе пулăшаймарăм.
Эсир — çап-çутă çăлтăрсем,
Сире çитме çӳле кармашрăм.
Учительсем те ăсчахсем,
Ĕмĕтĕре пурнăçлаймарăм.
Çапах ан пулăр тӳресем,
Каçарăр та ăсатăр — кайрăм.
Мана ан манăр, ыр çынсем!
Вăхăт пулсассăн — келтусамăр,
Тăпрам çине шур чечексем
Çимĕксенче килсе хурсамăр.