Эсĕ çук. Пултăрин. Пĕчченех киленем:
Икĕ тĕслĕ тӳпе — хăйне уйрăм çанталăк.
Мĕн пурри пĕтĕмпех — хурланса савăнмалăх,
Пĕтĕмпех — тин кăна асăрханă илем.
Ĕненеймĕп текех тĕлĕксен ултавне —
Манпа пурнăç ултавĕ ытла та юлташлă.
Хăш чухне сансăрах калама çук хаваслă,
Эп пĕлмен савăк мар телейсен сăлтавне.
Чĕрне вĕççĕн тăрса темле кайăк юрлать,
Темле йывăç çулçи чĕтренет вĕттĕн-вĕттĕн.
Паянхи çĕр темме çырмари пек сĕм тĕттĕм.
Ятсăр кайăк, ман пек, телейне, тен, хурлать.
Нихăçан пирчемен асап çеç сăвăçа
Юратма вĕрентет ырлăхри пурнăçа.