Пĕррехинче ман атте
Хăй патнерех чĕнчĕ,
Раççей карти илчĕ те
Пӳрнепе тĕллерĕ.
— Ак, ачамăм, кур ĕнтĕ:
Ку — Раççей çĕршывĕ!
Çак мăнаçлă çĕр çинче
Пур Чăваш çĕршывĕ.
Атте тĕллет ак пăнча:
— Чăваш çĕрĕ çакă вăл!
Аттене шанма манса
Картăна пăхатăп.
Ак тупатăп эп «Чăваш»,
Питĕ савăнатăп.
Аттерен ыйтап часрах
Мĕнлескер çĕршывăм?
Анне пычĕ ман ума
Ăшшăн çеç каларĕ:
— Эпир Чăваш çĕрĕнче
Пурăнатпăр халĕ!
Пысăк та пуян çĕршыв
Пирĕн Чăваш çĕрĕ.
Анлă унта уй-хирсем,
Аслă пирĕн вăрмансем.
Шурă Атăл сарăлать
Лăпкăн-лăпкăн вăл юхать.
Тĕрлĕ халăх пурăнать,
Кар тăрса ĕçе тухать.
Чăваш çĕрĕн илемне
Кунсеренех вăл туптать.
Унта пит хитре тĕрсем
Тĕрĕлеç маттур хĕрсем.
Таш ташлаççĕ каччăсем,
Пил параççĕ ваттисем.
Йывăр килнĕ вăрçă чух —
Пурте пĕрле тăнă.
Чăваш маттур пулнине
Пĕтĕмпех кăтартнă.
Санăн ватă аслаçу
Вăрçăра çапăçнă.
Мирлĕ пурнăç, ăнăçу
Вутра çунса тупнă.
Сан юратнă асаннӳ
Тухтăра вĕреннĕ,
Халăх сыв пултăр тесе
Тăрăшса ĕçленĕ.
Халĕ сумлă ватăсем
Лайăх пурăнаççĕ,
Кăкăр çине орденсем
Çакса кăтартаççĕ.
Пĕчĕк çеç мăнуксене
Пил парса тăраççĕ.
«Сыхлăр çĕр-шыва, — тесе
Тимлесе ыйтаççĕ. —
Чăваш халăх пек маттур,
Сывă ӳсĕр», — теççĕ.
Чăваш çĕрĕн каччисем
Андриян пек сывă
Ӳссе çитсе вăй илсен
Пулĕç ырă пиллĕ.
Çĕр-шыв чысĕшĕн тăма
Вĕсем ак пултарĕç.
Тĕрлĕ халăх хушшинче
Пире чапа кларĕç.
Çепĕç чĕкеç пикесем
Çĕнĕ тĕрĕ тĕрлĕç,
Мухтанмалăх парнесем
Чикĕ урлă вĕçĕç.
Пурнăç чаплă ĕнтĕ халь —
Нимĕн те калаймăн!
Несĕлсен пур пурлăхне,
Çамрăксем, сыхлар-ха.
Чечек евĕр çĕршывне
Питĕ юратасчĕ,
Кулач евĕр чĕлхине
Манма парас марччĕ.
Раççей карттине пăхса
Чăваша тупасчĕ,
Тăван çĕр пит ыррине
Каласа парасчĕ.
Чечеклен эс, мăнаçлан,
Савнă çĕрĕм-шывăм!
Аталан эс малалла,
Пул эс ĕмĕр сывă!
2014, юпа уйăхĕ