— Эсĕ-çке ку, Платон пуçана.
— Эпĕ-ха, Антун пуçана. Мĕнле çĕмĕрттеретĕн?
— Аран-аран, хул ай таран. Ху мĕнле?
— Хуллен, ерипен. Кил-ха, лар-ха тĕл пулнă чух. Калаçар. Района килес терĕн-и?
— Тупăнчĕ-ха сулланмалли. Ăçта ĕçлетĕн?
— Трактористах тесе шутлатăп-ха хама хам. Эс ăçта?
— Çав ĕçрех, монтертах. Ялтан яла чупатăн, свет юписем шутлатăп. Хи-хи-хи!
— Мĕн тата?
— Мыскара тупанчĕ ман валли.
— Мыскара тетне?
— Вăл çынна-мĕне шарламалли япала мар, пуçана. Аха. Асту, арăмна каласа ан парах.
— Мĕн мерекке вара вăл тери?
— Ялтан яла чупатăп терĕм-нç. Аха. Çĕнкасра пĕр хусах арăма свет кĕртсе патăм. Ну, пĕрмай йăлăнать те, туса парас, терĕм. Аха. Туса патăм. Унăн пурте хатĕр пулнă. Виçĕ кун тухаймарăм вĕт çакăн патĕнчен.
— Кунта санăн хăрушши ним те çук. Питĕ лайăх.
— Чим-ха, эсĕ малалла итле. Аха. Хайхи кунтан тахăшĕ пĕри маткана кайса систернĕ.
— Ну, систерсен мĕн? Манăн саннинчен хăрушрах. Эпĕ, акă, ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлтăм.
— Тăхта-ха эç, каласа пĕтерем. Аха. Хайхи тахăшĕ ман маткана кайса систернĕ те, вăл, çил-пăспа тулхăрса, ай, тамаша, ĕрĕхтерсе çитрĕ. Эпир, леш хусах арăмпа, иксĕмĕр ларатпăр.
— Эй, пуçана, каларăм-çке, ку санăн ним те мар тесе. Эпĕ ĕçсĕр тăрса юлтăм терĕм вĕт сана. Совхоз директорĕ приказпах шаплаттарса хăваласа ячĕ. Халĕ арăм, сан маткун йăмăкĕ, киле те кĕртмест.
— Аха, итле эсĕ. Арăм пырса кĕнĕ чух хусаххипе иксĕмĕрех ларатпăр. Арăм çил-пăспа пырса кĕчĕ те... Çук, пуçана, манăн ун пеккисем малтан та пулкаланă, кун пеккине курманччĕ. Аха. Ыттине каласа пама пĕлместĕп. Тĕнче пĕтрĕ пуль, терĕм. Санăн курасчĕ ун пеккине.
— Каларăм вĕт сана, манăн санăннинчен начартарах тесе. Совхоз директорĕ хушмасăрах, унран вăрттăн, хам ирĕкпе пĕр пенсионера вăрмантан вутă кӳрсе килсе патăм. Тĕнчере çук хыткукар пулчĕ вăл. Вара çиламах...
— Аха. Матка мана хусах арăм патĕнчен аçа-çиçĕмле тустарса тухрĕ. Килти пурнăç арăш-пирĕшленчĕ.. Çавăнпа килтен тухса çуллантăм мар-и.
— Эпĕ старикрен çиламах ĕçкĕ ыйта пуçларăм. Юлашкинчен чăтаймарăм, пĕр лав вуттине четвертле кайса сутрăм. Старик директор патне...
— Аха. Халĕ ман монтерта мĕнле ĕçлемелле ĕнтĕ? Ялтан яла çитмелле-çке... Матка...
— Итле. Старик директор патне кайнă та ман çинчен элеклесе панă. Директор чĕнчĕ те мана... Кăвар çине лартрĕ. Совхоз тракторĕпе вăрттăн кайнăшăн хап-п! штрафласа хучĕ...
— Пăрахмалла пуль-ши ку монтер ĕçне, пуçана? Маткаран аяккарах кайса ĕçлесе пăхмалла мар-ши пĕрре, тетĕп. Çавăнпа района килсе пăхас, терĕм...
— Директор штрафланишĕн çав тери çилентĕм. Мĕнле тавăрас кăна, терĕм. Ăш çуннипе магазина кайса ĕçрĕм. Каçхине тарăхнипе директор килĕ умĕнчи ешĕл çереме пĕр туххăмра сухаласа пăрахрăм...
— Ах, пуçана, мĕнле çавăрам-ши матка кăмăлне? Темле пырса кĕрес ĕнтĕ киле?..
— Пăрах-ха çавна! Пĕрмай «матка« та «матка»! Директор мана суда панине пĕл эсĕ. Куншăн пушшех тарăхрăм эп директора. Каллех тавăрас терĕм. Чипер çул пур çĕртенех ешĕл калча урлă тракторпа тӳп-тӳрĕ кайса таптаттарса тухрăм. Çакăншăн ĕçрен кăларса ячĕ те мана директор...
— Чарăн, мĕнле эс «директор» та «директор»! Тупнă тĕлĕнмелли. Ман матка, ав...
— Тьху! Каллех «матка»! Пуçа шăтартăн ĕнтĕ ку сăмахпа. Кай, уттар хăв çулупа!
— Эсĕ те уттар! Таси паха!