Тăшман тени паян та сăхă.
Тĕнчен тискерĕсем нумай.
Хура вăя çĕнтертĕр сăвă, —
Çапла калатăп çырнă май.
Çынсем паян та тертленеççĕ
Хăрушă пусмăр айĕнче.
Çавна курмасть пулсан поэзи,
Вăл мĕншĕн кирлĕ çĕр çинче?
Час-час эп шухăша путатăп.
Илтетĕп, тивĕçĕм чĕнет:
«Этем телейĕшĕн вута та
Кĕмешкĕн хатĕр пул, поэт!»