I
Çĕр иртрĕ. Ĕнтрĕк. Шуçам карчĕ
Мала кăвак шăналăкне.
Вара кĕрен хĕвел хăпарчĕ —
Яр уçрĕ кунăн алăкне.
Ак çăлтăрсем вăраххăн сӳнчĕç,
Шупкалнă уйăх тĕлĕрет,
Хыр мĕлкисем тăсмаккăн тӳнчĕç
Четренчĕк сывлăмлă çĕре.
Вăрман вăранчĕ. Чашăлтатрĕ
Чăтлăхсенче ӳсен-тăран;
Йывăçсемпе çил пăшăлтатрĕ,
Каларĕ шăппăн: «Тар, вăран».
Йĕри-тавра пăха-пăха
Уçланкăна пĕр кашкăр тухрĕ.
Кăшт тăчĕ, карăнчĕ те юхрĕ
Апат тупмашкăн чăтлăха.
Кусать çăмха пек йĕплĕ чĕрĕп;
Унта-кунта чĕр чун йăркки.
Çырать шыв çийĕнче пин çĕрĕ
Хĕвелĕн ылтăн пайăрки.
Тĕнче хускалчĕ. Унăн шавĕ
Куна тултарчĕ вăй илсе.
Шур пĕлĕт те, — тӳпе чаршавĕ —
Çухалчĕ сассăр ирĕлсе.
Мĕнле илемлĕ çут тĕнче!
Ăçта пăхатăн — ырлăх, ырлăх.
Япшар çăкалăх çумĕнче
Кашлать куллен ем-ешĕл хырлăх.
Хĕвел кулать, çанталăк ăшă,
Чĕнет тухмашкăн пахчана.
Хускалчĕç темшĕн чăшăл-чăшăл,
Ав, икĕ канăçсăр чана.
Хавасланать пур кайăк-кĕшĕк —
Хатĕрленеççĕ пек туя.
Вĕçсе çӳреççĕ кĕшĕл-кĕшĕл —
Чĕртеççĕ ыйăхлă уя.
Тăхта, итле-ха тинкерсе,
Сĕм чăтлăхра тем шатăртатрĕ...
Çĕленĕнне-мĕн, çĕнтерсе,
Пуçне ват чĕрĕп шатăрт! татрĕ.
Çӳрет, чупать ав йăрă тилĕ, —
Вĕт-шак, асту! ан пул анра, —
Сыхланмасассăн çитĕ вилĕм, —
Çурса тăкать пĕр самантра.
Курнать лăс витĕр — кăштăр-каштăр
Такам сар кĕрĕке силлет:
Уçланкăра туллать-мĕн кашкар
Пĕр хĕрхенмесĕр леш тилле.
Вăрман ларать пек тĕлĕрсе,
Анчах ку лăпкăлăх ултавлă.
Пăхсассăн шаларах кĕрсе
Куратăн: пурнăçĕ ун шавлă.
Кунта та вăйлă кĕрешӳ:
Пĕрне пĕри пач хĕрхенмесĕр
Туллать, ватать чысне пĕлмесĕр —
Пырать тем тĕрлĕ тĕркешӳ.
Йĕрке тăвать — кам вăйлăрах,
Кам вичкĕн, ăсĕпе кам анлă.
Кунта нихçан пулман тăванлăх:
Кам вăйсăр, уншăн пин хурах.
Ăна-кăна пĕлмест Чечек.
Вун çиччĕре. Каян-киленĕ
Ăна ыр ячĕшĕн пилленĕ —
Пулман никамшăн вăл йӳçек.
Çак таранччен те пурнăç çулĕ
Ăна сип-сиввĕн тĕкĕнмен,
Паян кунччен вĕри куççулĕ
Çĕре тумлам та ун ӳкмен.
Хĕр чун-чĕри таса та шурă.
Çамрăклăхра ку чи кирли.
Вăл — çамрăклăх, пулсассăн юрă,
Тасалăх, чунлăх — ун кĕвви.
Сăртран пăхать хĕр, кулкалать, —
Ыр туйăмне паян кам пуле, —
Утать... Умра тăп-тăрă кӳлĕ;
Вăл çил вĕрсессĕн шупкалать.
Юхан шывпа ав ыталаннă
Уй чӳклĕх — çӳллĕ Атăл ту,
Чечексемпе çĕр капăрланнă,
Чĕнет тавралăх: «Хапăл ту!»
Тăван çĕршыв... Вал сăрт, çырма,
Кил умĕнчи кăтра шур хурăн,
Ял пуçĕнчи хура вăрман...
Чĕнеççĕ пурте: «Кил те пурăн».
Умра — ту айĕнчи лапам.
Тĕрлĕ тĕспе вăл чечекленнĕ,
Хавассăн, çăмăллăн çĕкленнĕ
Тин шăркаланнă тулăпа.
Ял варринче ларать чиркӳ,
Ăвăссемпе вăл хупăрланнă.
Чăвашăн чунĕ пит хурланнă:
«Ах, пĕтрĕ, — тенĕ, — ирĕкӳ».
Ял хыçĕнче шырлан, çаран,
Сулахайра йӳçет мăн шурлăх.
Кĕрсе кайсассăн — пысăк хурлăх:
Ишсе тухан аран-аран.
Тура вырнаçнă Чашлама.
Ик çухрăм тăсăлать урамĕ.
Илемлĕ ял. Епле ырламăн —
Сăмах шыратăн мухтама.
Шуршу юхать илем кӳртсе;
Ик енĕпе пуçа пĕксе,
Пĕри пĕрне хулпа тĕксе
Лараççĕ лапчăк кив пӳртсем.
Ак, тыткăнлаканни умра:
Йĕри-тавра çатан та вĕрлĕк,
Пӳрт умĕнче пилеш хĕп-хĕрлĕ
Е шурă хурăн, ват йăмра.
Сăртра ларать Ухтер кил-çурчĕ,
Ларать пĕччен вал, уйрăмрах.
Ял-йыш мĕн чухлĕ хурлăх курчĕ?..
Тен, çавăнпа çӳрет сăмах:
«Нумай сын лекнĕ авăрне,
Лексен — тухман». Калаççĕ тем те:
Пĕлет Ухтерĕн таврашне
Таçти çĕр çухрăмри этем те,
Çак сĕмсĕр йăхăн чĕр тымарĕ,
Çĕн йĕркене йăлт парăнса,
Пырать, — нихçан вал татăлмарĕ, —
Çак таранччен ӳссе, ăнса.
Юрать-ха пирĕншĕн аваллăх
Кăштах хăварнă хăй йĕрне.
Хальхи ăрушăн шутсăр паллă:
Чăваш сыхланă хăй çĕрне.
Ĕмĕтленни — вăл халăх тимĕ,
Вăл шанчăкăн чĕр кӳлепи.
Чуна çĕн туйăм унсăр тивмĕ,
Çук, пулмĕ тивĕçлĕх тӳпи.
Тен, çавăнпа та упрамашкăн
Кирлех аваллăх палăкне.
Тивĕçлĕхне кĕрсе тупмашкăн
Уçар çав ĕмĕр алăкне.
Асаттесем те юратман-мĕн
Вĕçкĕнленме, чăкрашланма.
Чăваш çынни сĕм авалтан-мĕн
Юратнă лăпкăн пурăнма.
Çӳрет-ха халăхра юмах,
Йăхран йăха куçать çĕтмесĕр,
Çуралаканĕ çĕнетмесĕр
Хушмасть нихçан та пĕр сăмах.
Майне пĕлет вĕл йĕрлеме:
Хăçан, мĕн халăха вăратнă,
Ăна ура сине тăратнă,
Мĕнле пуçланă кĕрлеме.
Мăн çул Чашламана пырса
ухать ун витĕр чарăнмасăр,
Анчах та çул çӳрен, ырсан,
Ялтан иртмест хăна пулмасăр.
Çук, нихăçан та уй хапхи
Шалт! хупăнман иртен-çӳреншĕн —
Çын кӳренет канма кĕменшĕн.
Çак ыр йăла вал — авалхи.
Пулать-çке: хуçăлать турта,
Е урапа-мĕн арканать-и?
Ял-йыш тупать çукран-пуртан:
Çынна çын пулăшмашкăн хатĕр.
Хурамаран иртсен вăраххăн
Урам упаленет сăрта.
Ларать çул юппинче хăраххăн
Васса кил-çурчĕ. Çакăнта
Хăнасене савса чысланă.
Таса, типтерлĕ ăш пӳртре
Иртен-çӳренĕ выртнă, каннă,
Лаши те тăнă хӳтĕре.
Васса пурне те ырă тунă,
Кăмăлсăрлăх пулман-тăр унăн:
Пурне те вĕл хĕпĕртесе
Кĕтсе илет килех тесе.
Пĕррехинче кун килчĕ мурлă:
Хĕвел тухсассăнах ирпе
Ял хушшинче çынран çын урлă
Хыпар саланнă: тем чирпе
Васса аппа пит сывмарланнă —
Ура çине те тăраймасть,
Куçне-пуçне те уçаймасть.
Ялти çынсем ытла хурланнă.
Ял-йыш тăван пек пулнă уншăн:
Шарта ура çине тăма
Чи хаклине вăл тупнă çыншăн —
Çемçе те витĕмлĕ сăмах.
Çемçе сăмах — таса тивлет;
Вăл тарăн сурана сиплет.
Сăмах çеç мар-тăр, сыватма
Ун хатĕр яланах эмел,
Сехмет килсессĕн йăпатма
Вăл тупатех чи тĕрĕс мел.
Ĕне тепле майпа аманнă ав,
Пăрулаймасăр асапланнă,
Ура, тен, шатăрт хуçăлать,
Шăл сурнипе хытах аптраççĕ
Васса аппа патне чупаççĕ:
Вăл йăпатать те, вăл çăлать.
Салху кăра çил пек кас-кассăн
Çитсе ытла та ахăрсан,
Иккĕленни чуна кассассăн,
Ăшра ыр шанчăк çухалсан —
Имшерленет çын, тутăхать,
Пач сӳннĕ куçĕпе пăхать.
Ку ĕнтĕ сӳрĕклĕх; вăл пусĕ,
Кăлармĕ çăмăл ыйхăран.
Çав самантра ăна чăн тусĕ
Хăтарĕ путлăх шурлăхран.
Кам хăтарать? Васса аппа;
Халь хăй выртать вăл асаппа.
Чечек аслашшĕ... Шурă çӳçĕ,
Тӳп-тӳрĕ тăракан пӳ-си.
Чуна савать ун ăшă куçĕ —
Тен, çавăнпа уй-чӳк хуçи?
Вăл халăх кăмăлĕ, ун ăсĕ,
Аваллăхăн таса йăли.
Ĕçре-пуçра вăл чун хавасĕ,
Ĕçке пырсассăн — ыр хăни.
Чĕре пуянлăхĕ — пахалăх;
Хăех вăл килмĕ-ха вĕçсе.
Ăна памасть-мĕн çут çанталăк,
Пĕр пек пурне те валеçсе.
Выртан каска мăкланнă теççĕ,
Унран пулмасть çĕн валашка.
Çунатлисем, паллах, вĕçеççĕ,
Çунатсăрри — ан та хашка.
Ах, пурнăç! Пĕлнĕ хаклама
Ăна мучи. Нумай çӳренĕ,
Нумай вăл акнă, сӳреленĕ —
Пĕлет сăмах та ваклама.
Ăçта пулман вăл, хăш енче,
Ăçта туртман-ши çамрăк пуçĕ?
Ниçти çĕрте пулман вăл хуçăк,
Йемен вăл хурлăх умĕнче.
Ытла та улшăнуллă пулнă
Чечек аслашшĕн ăраскалĕ:
Ирпе йĕрсен, каçпа вăл кулнă.
Анчах Якур мучин ăс-халĕ
Ăраскала пит парăнман:
Вăл ватă йыт пек ӳлесен те,
Çил-тăвăл евĕр силлесен те,
Мучи çĕре, çук, тăрăнман.
Ах, пурнăç çулĕ! Урлă-пирлĕ
Выртать этемĕн умĕнче.
Çулпа утма хастарлăх кирлĕ;
Хастарлăх — çын чун-чĕринче.
Крым вăрçине пĕлет чăваш.
Ăçта пыман та мĕн курман вал:
Йӳçленкĕ шурлăх та вăрманлăх
Е путлăх вырăн — сив Сиваш.
Крым: анлă тинĕс те сăрт айĕ,
Хĕвел ачашласа хĕртет,
Тăвайккинчи Бахчисарайĕ
Илемĕпе пит илĕртет...
Ăçта çитмен матросăн çулĕ?
Каир, Неаполь е Марсель —
Ĕмĕрлĕхе асра ку юлĕ.
Эх, çамрăклăх! Эс иртрĕн. Шел.
Халь ĕнтĕ ватă — вăхăт çитнĕ:
Ирпе каçпа шăм-шак сурать,
Иртни çине шап-шур тум витнĕ —
Вăл, вăхăт, хăй тĕсне хурать.
Халь мĕн кĕтес-ха, мĕн тăвас?
Йăх-тĕп ĕрчет, кил-çурт типтерлĕ,
Ачасене вăл çитĕнтернĕ —
Анаталла анчах шăвас.
Хĕлле вăл каçсенче юратнă
Ларма халап хапхи çинче:
Ача-пăча ыр чĕринче
Хастарлăх туйăмне вăратнă.
Хăш чух култарнă, хурлантарнă,
Çӳретнĕ шухăша инçе.
Халап вăл — ăс сасси: кантарнă
Чун-чĕрене. Пĕррехинче
Вăл пĕркелерĕ çамкине.
Вара аса илсе, вăраххăн
Сӳте пуçларĕ пĕр юмахăн
Пит тăчă, пысăк çăмхине.
Итлет Чечек аслашшĕне
Тимленипе сăмах чĕнмесĕр.
Юмах хĕртет ун чĕрине,
Çунат хушать вăл систермесĕр.
«Таçта, тет, тинĕс леш енче
Вырнаçнă-мĕн тискер патшалăх.
Унта хĕн-хурлăх айĕнче
Пурнать телейсĕр, мĕскĕн халăх.
Вăл ăшă, çутă кун курман,
Пуяннисем пит пусмăрланă.
Патшалăх пуçлăхĕ, турхан,
Ирĕклĕхе вăл сăнчăрланă.
Тӳсес пулать, ним те тăваймăн —
Сывланă ассăн. Ним çукран
Ку тĕнчере телей тупаймăн,
Çапах та шанчăка упран.
Турхан çынна хуман шута.
Кам тăрăштăр-ха чухăнсемшĕн,
Мĕнле сатур çын мĕскĕнсемшĕн
Хăюллăн кĕтĕр-ха хута?
Халтан ӳкернĕ çак чуралăх,
Таптанă çынăн тивĕçне.
Çапах та кĕтнĕ, кĕтнĕ халăх
Ылханлă пусмăрлăх вĕçне.
Пулсан та шанăç, вăл пĕлмен
Телей тĕлне. Шутланă: «Килĕ
Тĕнче уявĕ — Çавра çилĕ».
Пурнăçлама хăй тĕллемен.
Пĕлмен çĕн пурнăç чăнлăхне.
«Ак çитĕ Чăнлăх! Вăл çухалмĕ,
Ун çивĕчĕшĕ, çук, мăкалмĕ,
Кăтартĕ хăйĕн сăнлăхне», —
Çапла шутланă халăх. Вăл
Ĕненнĕ паттăр килессе.
Ах, ĕмĕт, ĕмĕт, çыншăн — çăл:
Кам шутлĕ-ши вăл типессе.
Чăнах пĕрре сĕм вăрмантан
Вĕçтерчĕ тухрĕ юлан ут.
Çынсем шалт кайнă-мĕн ăнтан:
Лаши лашах, анчах вăл — вут!
Ак, çав лаша çинчи этем —
Пĕр сăмахпа, чĕр вăй, хевте;
Ӳт-пĕвĕпе самай кĕрнеклĕ,
Алли-урисемпе тĕреклĕ,
Ав, çурăм хыçĕнче пăшал —
Пĕр самантра пуху пуçтарчĕ,
Чуна сăмахпала уçтарчĕ,
Вĕçертрĕ тытнă шухăша.
Çынсем тапранчĕç, терĕç: «Тӳр ĕç!» —
Персе антарчĕç турхана.
Пĕр хĕрхенмесĕр кисрĕç, тӳрĕç,
Кайса пăрахрĕç шырлана.
Ах, чăнлăх çавра çил пек çитрĕ;
Вăл ирĕк пачĕ халăха.
Асапланни путланчĕ, иртрĕ,
Пĕр хурлăх юлчĕ тăлăха.
Çын ирĕкре! Çӳрет канса,
Кĕрлет, кĕрлет чун тĕпĕр-тепĕр,
Ăс-тăн та туйăм ейӳ евĕр
Тăрать асамлă хумханса.
Ăнлантăр пуль: çул тумхахне
Авалтанпах этем кăкласшăн».
Çапла вĕçлерĕ юмахне
Якур мучи, Чечек аслашшĕ.
Аслашшĕне пăха-пăха
Чечек итлерĕ пĕр пӳлмесĕр.
Ăнланчĕ: паттăр çын килмесĕр
Никам çăлаймĕ халăха.
Вăл юмахри çын çеç пулсан та
Пит хумхантарчĕ-çке чуна.
Чечек кăвак куçне хупсан та
Ăсра курса тăрать ăна —
Хĕр умĕнче вăл çутă çăлтăр.
Асра пулса çав паттăр çын,
Хĕр ĕмĕтне çутатрĕ чăлтăр,
Вăл пулчĕ шухăшăн виçи.
Çӳрет ăсра Чечек пĕр пуççăн
Халап йĕрне хăй йĕрлесе.
Тĕнче халь курăнать пит уççăн,
Тăрать вăл шавлăн кĕрлесе.
Мучи халапĕсем ăна
Систерчĕç: «Кирлĕ-çке çунат».
Тусем çине хĕр улăхса
Тĕнче сарлакăшне курасшăн,
Тавра илемлĕхне пăхса
Хăй юррине вăл ян ярасшăн.
Пуриншĕн те халь кăмăл уçă:
Халь шухăш-ĕмĕт ун çул пуçĕ.
Ăшра халь ерипен, сисми
Хĕмленнĕ туйăмĕ вырнаçнă,
Унпа вăл темиçе çĕр каçнă,
Пăлхатнă шухăша тӳсми.
Хĕр тупаймарĕ лăпкă вырăн,
Ăсра çӳрет, çӳрет — лармасть.
Чуна ним ăшăтмарĕ ыррăн,
Илемлĕ шанчăк палăрмасть.
Пĕлмест-тĕр хĕр ăçта чĕнет
Тин çеç вăраннă çамрăк чунĕ,
Мĕнле хĕлхемпеле вăл çунĕ,
Ăçта ун туйăм çиçкĕнет?
Якур мучи чунтан юратнă
Ачин пĕртен-пĕр ачине.
Çав уншăн юррине шăратнă,
Çав илемлетнĕ кун-çулне.
Шутланă вал: «Ак, çитĕнсессĕн,
Хĕр тупĕ хăйĕн мăшăрне:
Этемĕн çуркунни çитсессĕн,
Чараймăн пурнăç шыв-шурне».
Пĕлмен аслашшĕ, мĕн çуралнă
Чечекĕн хĕмлĕ чĕринче,
Ăсра ăçта кайса çухалнă,
Çӳренĕ кил-çуртран инçе.
II
Ах, çут çанталăк! Вăл асамлă,
Вĕçĕ-хĕррисĕр çӳллĕ, анлă,
Вăл, пурăнăç, анне пекех —
Ачашлĕ ĕмĕр-ĕмĕрех.
Чĕртет пурне те çуркунне:
Ӳсен-тăранĕ чечекленнĕ,
Калчи те шăтрĕ, кар çĕкленчĕ,
Кăтартрĕ хăйĕн илемне —
Çĕр çыншăн ӳстерет ăна.
Ăçта пыратăн сиплĕх, тутлăх,
Кирек хăш вырăн та халь хăтлă,
Кашни кĕтесшĕн çын — хăна.
Пĕлесчĕ, мĕншĕн-ши тĕнче
Паян Кавруçшăн уярланнă,
Вĕрет ăш çил кăнтăр енчен,
Курсам, вăрман та капăрланнă.
Паян качча вăл илĕртет,
Сап-сар хĕвелĕ те йăл кулчĕ,
Ав, кайăк-кĕшĕк хĕпĕртет.
Таçта пырсан та кăмăл тулчĕ
Уявлăн уçăлнă кунпа,
Таçта çитсен те ырă вырăн.
Кавруç унта, Кавруç кунта:
Ах, туйăнать ытла халь ыррăн.
Çапах та ватă хурама
Паян хавассăн тайăлмарĕ,
Леш ăшă үил те урама
Типтерлĕ, тăрăшса шăлмарĕ.
Пĕччен, пĕччен... Ăсра сĕнсен те
Телей лармасть Кавруç çумне,
Миçе хут шухăшра чĕнсен те
Тухмасть хĕр сăнĕ ун умне.
Ах, çамрăк канăçсăр чĕре,
Пуçа эс мĕншĕн тыткăнлатăн,
Ăçта туртатăн, хăш çĕре,
Мĕнле çул-йĕршĕн таканлатăн?
Вун саккăрта кашни çын пулнă;
Камах ку вăхăта пĕлмест.
Ыррипеле чĕре чăн тулнă —
Ăна кам ăшшăн ас илмест?
Пурин те пирĕн пулнă хуйăх,
Юратнă хĕр йăл кулмасан,
Ик-виçĕ кун тĕл пулмасан,
Кичемлĕн пăхнă çамрăк уйăх.
Мĕн тумалла паян Кавруçăн?
Чĕри ытла та хĕсĕнет.
Хĕре курасшăн куçа-куçăн,
Анчах ун шанчăкĕ сӳнет.
Чечек те тунсăхлать. Пĕлмерĕ,
Ма чун хускалчĕ çав тери,
Ма чĕрине ăс сиплемерĕ —
Ма йăпатмасть пĕрне пĕри.
Хĕр тавçăрмасть-ха, мĕн пăлхатнă
Никам тивмен ун канăçне;
Сисмест, мĕскершĕн вăл çухатнă
Таса ачалăх тăнăçне.
Ак вăхăт çитрĕ те вăратрĕ
Чечекĕн хĕмлĕ туйăмне;
Тен, çавăнпа кӳлсе тăратрĕ
Телей тупма ун ĕмĕтне.
Мĕн сăлтавпа хĕр пит салхуллă,
Чĕри ун мĕншĕн пăлхануллă,
Пит-куçĕ мĕн пирки шурать?
Сисет йăлт амăшĕ, курать.
Сисет пулсан та шарламасть:
Хĕр асапне курса тăрса,
Ют çын чĕлхи çине хурса
Чун ырлăхне вараламасть.
Пĕлет вăл: çыншăн ĕмĕрте
Килет сасартăк çурхи кун.
Çав вăхăтра чун хĕпĕртет,
Шавлать ăшра хĕмленнĕ юн.
Чĕрипеле сисет-мĕн амăш:
Чечекĕн ăшĕнче пушар.
Кулать хăй ăшĕнче: «Пуçламăш...»
Пырса вăл ларчĕ юнашар.
Аннен пĕр шухăш: пĕл, сăна.
Чĕри ялан ачишĕн чирлĕ.
Ак, халĕ те тупмашкăн кирлĕ
Асăрхануллă, чăн сăмах,
Анчах пит йывăр пуçлама:
«Чечекĕм, — тет, — кĕрен чечекĕм,
Ман темшĕн çаврăнмасть чĕлхеçĕм
Сана яр уççăн калама».
Ыр туйăмне, тен, вăл пиллесшĕн? —
Пит ăшшăн ачашлать хĕрне,
Çемçен пуплет унпа: пĕлесшĕн
Çав шухăш-туйăм çул-йĕрне.
«Асапланатăн, — тет, — куратăп,
Сан чĕрӳнте халь пăлхану.
Çӳлти Турра эп тархаслатăп —
Кайран ан пултăр ылхану.
Пурнăçу пит кăткăс, хĕрĕм,
Тивĕçлине ăсра тытар.
Хăш чух пуçа тивет йӳç сĕрĕм...
Сиплес тесессĕн ан пытар».
Чечек вăтаннипе хĕрелчĕ —
Пытараймасть чун-вартине.
Ун туйăмĕ тиха пекехчĕ,
Ватать чарулăх картине.
«Аннем, ман иртрĕ-çке ачалăх,
Паян вăл юлчĕ хыçала.
Халь яшлăха яр уçă алăк,
Анчах кĕме хăрамалла.
Ав, пĕлĕте уçа-уçа
Пăхса манран кулать пек уйăх...
Аннем, чĕрӳпеле ан шуйăх:
Эп юрататăп Кавруçа».
«Эпир те пулнă-çке яш-кĕрĕм:
Ыр вăхăт, чечеке ларни.
Яш чух чечекленни вал, хĕрĕм —
Этемĕн хакĕ палăрни.
Ӳсен-тăран имшер пулсан,
Шăркаланмасăр вăл юлсан,
Нихçан та тĕшĕ ун пулаймĕ,
Йăхне вăл малалла тăсаймĕ.
Яш чух эпир те чечекленнĕ, —
Мĕн калăн, пулнă хĕр ачах, —
Шутланă, шаннă, ĕмĕтленнĕ,
Пуçа усса ларман, анчах
Мĕн пулнă хĕршĕн? Пир, йĕке...
Ман чунăм пулнă пуль чарусăр:
Ялан вăл вăрттăн, чарăнусăр,
Чĕвеннĕ çутă ирĕке.
Чипер, илемлĕ пулнă теççĕ
Эп сан пекех çап-çамрăк чух.
Хама ырлас ман шухăш çук,
Анчах çурхи кунсем килеççĕ,
Çурлать чечек çав вăхăтра.
Сисмесĕрех кĕре эс шăвăн, —
Çынран килмест-çке-ха, мĕн тăвăн, —
Кашни кун çамрăкăн шутра.
Ачаш, çемçе çил мĕн таран.
Савать çан-çурăма йăвашшăн.
Кашни чĕр чун, ӳсен-тăран
Унпа тăванлă — çулăхасшăн.
Ах, мĕн пирки ун ăшă хумĕ
Чуна эмел пек тасатать:
Пурнатăн пек уяв кун умĕн,
Киле савни пек ăсатать.
Ытла та çăмăл, çутă, ирĕк,
Чĕнет ачашшăн шывĕ, хирĕ,
Ытла та илĕртет вăрман...
Кама вăл ăшшăн йыхăрман?
Юратнă эпĕ те. Аçу
Хĕрсемшĕн пулнă паллă каччă.
Пит ăшшăн вăл мана пăхатчĕ.
Сахал пулман пуль калаçу, —
Курсассăн, — пирĕн хушăра
Сивĕ чухне е ăшăра,
Е улăхра, е çул çинче...
Пит ырă пулнă çут тĕнче.
Аттем ман пулнă питĕ кутăн,
Аннем юлман унтан пĕр утăм —
Асап эп курнă çитĕнсен:
Пĕлмен эп, мансăрах вĕсем
Качча пама сăмах хытарнă,
Анчах та вăхăтне пытарнă.
Çак ĕç пулассине сиссе,
Эп хам вăй-халăма виçсе,
Ыр тусăм урлă питĕ вăрттăн
Часах пĕлтертĕм аçуна.
Чĕрем ман тапрĕ кăрттăн-кăрттăн,
Çунтарчĕ канăçсăр чуна.
Вара аçу ĕçе тăрларĕ:
Мана тĕл пулчĕ вăрманта,
Сая ямасăр саманта,
Хам ыйтнипе хама вăрларĕ.
Телейлĕ вăхăт! Вăл чĕнмесĕр
Хăш чух пырать-çке вашкăртса.
Çитет, иртет вăл систермесĕр,
Чупать-çке, тейĕн, ăмăртса.
Эп курнă ырлăх. Астăватăп:
Çак таранччен вĕл чĕрере.
Çук, иксĕлмест, пулам эп ватă —
Хăш чух ларап йĕре-йĕре.
Миçе çул иртрĕ, кам шутланă
Илемлĕ, çутă кунсене?
Мĕн чухлĕ тăвăл хăваланă
Ват Атăл тăрах хумсене?
Илемлĕ вăхăт... Ешĕрсе
Ларать уйра кар шăтнă тырă,
Çаран çинче те çĕкленсе
Ӳсет çĕн курăк — йăвă, ырă.
Куçа çĕр-çĕр тĕс ачашлать,
Тӳпе тăп-тăрă, сывлăш тутлă,
Çан-çурăмра чĕр вăй ташлать.
Ах, çут çанталăк! Вăл та шутлă,
Пулсан та аслă çут тĕнче:
Хĕвелĕ, пĕлĕчĕ, ăш çиле...
Вилес пулсассăн та, енчен,
Кăштах пурнаçшăн шанчăк юлĕ.
Ах, кам чĕри ун чух хускалмĕ,
Кам утмĕ уççăн юрласа,
Мĕнле яр ирĕкре чун канмĕ,
Сăмах каламĕ ырласа?
Анчах тăмасть иккен пĕр евĕр
Çак пурнăç урапи, ачам:
Тайлатăн та ӳкен сисмесĕр,
Анчах çын çăласса эс шан.
Телей этемшĕн — шухă кайăк,
Хăйне вăл тыттармасть питех.
Ĕмĕтленни этемшĕн лайăх:
Мĕн шырани тупăнатех...»
III
Çĕн уйăха кĕте-кĕте,
Вăраххăн сӳнчĕ хĕвел анăç,
Тем тĕттĕмлетрĕ пĕлĕте,
Шăв-шавĕ кăнчĕ-выртрĕ канăç.
Шевле самантлăх йăлтăртатрĕ,
Вăл çиçрĕ, сӳнчĕ васкаса,
Лăп çил юлхавлăн йăшăлтатрĕ,
Тĕме кăшт илчĕ лăскаса.
Вара выртса канма вăл утрĕ.
Нӳрленчĕ сывлăш, пĕлĕт туртрĕ,
Кĕç чарăнчĕ ял кашлама —
Лăпланчĕ аслă Чашлама.
Ял-йыш çыврать. Çук сас-хура...
Чĕр чунĕ те çавна кура
Шăпланчĕ. Ватă хурама
Кăшт тĕлĕрет, ларать пĕччен.
Вăл ыйăхланă урама
Сыхлать çут уйăх тухиччен.
Пĕртен-пĕр шăпчăксем анчах
Каçхи ыр канăçа пĕлмеççĕ:
Сĕм тĕттĕмре чĕвĕлтетеççĕ —
Канмашкăн вăхăт çук. Пачах.
Хускав çук сывлăшра; ирччен
Вĕрет йыт аслăк айĕнчен.
Тӳлек. Çапах та çилсĕрех
Нӳрленнĕ сывлăш хумханать...
Кĕтет, кĕтет хĕр тем тĕрлех,
Чĕри йăвашшăн пăлханать.
Хавха самант! Тен, аслати пек
Персе çитет вăл хĕр патне,
Тен, вăл хăр çил — вĕри те типĕ —
Аркатĕ чунăн сăвапне.
Вăл тип çĕре, тен, ислентерĕ
Сипетлĕ çумăр пек килсе,
Хавшанине чĕртсе ӳстерĕ,
Çӳле хăпартĕ вăй илсе?
Кĕтет хĕр каччине, кĕтет,
Ак, куççульне вăл типĕтет.
«Ăçта вăл?» — чунĕ лăпланмасть.
Леш шăпчăкĕ те йĕкĕлтерĕ,
Витленĕ пек вăл чĕвĕл! терĕ.
Çĕр тĕттĕм — нимĕн курăнмасть.
Сисмен те, ерипен шуса,
Вăрман çине çĕн уйăх тухрĕ:
Шуранкă çутă меллĕн юхрĕ,
Хĕре илет пек чуп туса:
Ăна вăл саврĕ, ачашларĕ,
Анчах та канăçлăх памарĕ.
Эс, çамрăк хĕрĕм, ан амант
Хăв чĕрӳне; ăна ан ваттăр
Час иртекен хур; ан ыраттăр
Килсен те çакăн пек самант.
Çурхи кунсем пек улшăнуллă
Вăл çамрăклăх: ун çук виçи.
Тĕнче ялан вăл çаврăнуллă:
Сив çумăр хыççăн — ăшă çил.
Ирхи шыв-шурсенчи тĕтре
Хĕвел тухсассăн сирĕлет,
Вăл хăпарать те пĕлĕтре
Хуллен, пĕр сассăр ирĕлет.
Каç путрĕ тарăн ыйăха,
Çыврать Кавруçăн пысăк ялĕ,
Вăл маннă хуйăх-суйăха...
Анчах ăçта кайса çухалĕ
Пуçри чĕр шухăш? Хăвалаймăн
Ăспа пĕрле вăл вырнаçсан;
Вăл йывăç мар-çке — савалаймăн,
Çуса яраймăн çыпăçсан.
Илемлĕ туйăм лăпкăн-лăпкăн
Чуна ачашшăн перĕнет,
Ăна вăл ăшшăн сĕртĕнет —
Çемçе сăмах калать пек шăппăн.
Тĕнче, тавралăх, кам хайламĕ
Пĕр саншăнах чун юррине,
Мĕнле-ши çынăн юн шавламĕ
Сиссессĕн ырлăх пуррине?
Ах, юрату — вăл чĕр сĕткен;
Пурне вăл чĕрĕлĕх парать-çке
Яштак пулмин те кĕлетке,
Çапах чунра хĕм кăларать-çке.
Çук, çук тесе тупа ан ту.
Мĕнле чĕре-ши çулăмланĕ,
Мĕнле сăрпа илем сăнланĕ,
Çуралмасассăн юрату?
Кавруç нихçан кун пек пулманччĕ:
Çĕр шухăш тăвăннă ăсра.
Ку таранччен вăл шарламанччĕ,
Хăй те илтмен сăмах тусран.
Çапла паян та калаймарĕ:
Пĕлмест тем çыхăннă ăшра,
Те ун сăмахĕ тухаймарĕ
Вăтанчăкпа тим хутăшран.
Анчах илемлĕ çут çанталăк
Тăрать хаваслă пиллесе;
Тавра, тĕнче халь — уçнă алăк,
Пурте чĕнеççĕ кил тесе.
Каç тĕлĕрет — сывларĕ ассăн,
Канса выртать çил сак çинче...
Анчах та çамрăклăх ян саслăн
Çӳрет, юрлать ял картинче.
Эй, çамрăклăх, эсех упратăн
Этемĕн ырă туйăмне,
Ăна вараласран сыхлатăн,
Хумастăн çичĕ ют умне.
Нимпе çил-тăвăл салатаймĕ
Илемлĕ туйăмăн вăйне.
Мĕнле этем ăна пуç тайме:
Унпа вăл хăпартать хăйне.
Ват хурама. Ун айĕнче
Пырать-мĕн калаçу пит шăппăн.
Ав, ăвăссем тăраççĕ тăппăн —
Юри сыхланчĕ пек тĕнче.
Тытса тăмарĕ хĕр текех, —
Именчĕкне аран çĕнтерчĕ, —
Вал туйăмне вĕçерĕнтерчĕ,
Ăсне кăларчĕ ирĕкех.
Ун кăмăлне каç ирĕлтерчĕ:
Йăлтах вăл кайрĕ ăшăнса.
Хăй туйăмне тусне пĕлтерчĕ,
Ăна ача пекех шанса:
«Пытараймастăп эп санран:
Пĕл, канăç çук; тем, кунĕн-çĕрĕн
Пуçра тăрать пек сĕрĕм, сĕрĕм...
Тухмастăп пулĕ-çке ăнран?
Çӳретĕп эпĕ юмахра —
Таçта пурах пек урăх пурнăç.
Тен, вăл мĕлтлетекен нухрат,
Тен, вăл суя илемлĕ курнăç —
Вылять анчах халь ĕмĕтре,
Апла так тытайми тĕтре?
Эп пытармасăр каланишĕн,
Ыйтатăп, ан кулсам манран.
Хăш чух, пĕлетĕн, шывсăр ишĕн,
Нимĕн тума аптранăран.
Нумай пулмасть, — чăнах та кулăн, —
Санпа эп пултăм тĕлĕкре:
Кун янкăр пек, унтах тĕтре;
Такам ӳлет: сасси пит хулăн.
Пыратпăр пек шăп иккĕн çех.
Кĕтмен çĕртен упа! Хăй хăмăр...
Сасартăк аслатиллĕ çумăр
Çума пуçлать пек, ак, кĕçех —
Хуçать çил йăвă хăмăша.
Хайхи пуçланчĕ тамаша!
Вăрман шавлать. Тĕп кĕрешсем
Çĕре укес пек тайăлаççĕ.
Тем çӳллĕш çамрăк чăрăшсем
Хĕненĕ пек, — х-хурах-х! — кашлаççĕ.
Тапранчĕ çил кĕтмен çĕртен:
Персе вăл çитрĕ инçетрен.
Ак, çавра çил сана çĕклерĕ —
Вĕçетĕн эс пĕтĕрĕнсе,
Çĕре те çаврăнса ӳкмерĕн —
Пыратăн-çке сĕтĕрĕнсе.
Ах, чун юнланчĕ ăшăмра.
Хăранипе сиксех чĕтретĕп,
Ытла ĕсĕклесе йĕретĕп.
Курап: тăратăн ман умра.
Анчах сăну? Сăну сан урăх —
Йăлтах эс кайнă улшăнса:
Сан пит-куçу пир пек шап-шурă,
Чĕтретĕн, кайнă пек шăнса,
Ăшра ман темĕн хĕсĕнет,
Чун хăпăнать пек сийĕн-сийĕн...
Кавруç, мĕн пулĕ, мĕн сĕнет
Сис-чӳллĕ чунăм? Тĕлĕк тейĕн,
Анчах пăсать вăл канăçа,
Тĕтрелетет ман пурнăçа».
«Лăплан, Чĕкеçĕм, тĕлĕкре
Пулса иртни, çук, хăратаймĕ,
Пурăнăçа вăл хуратаймĕ.
Пырать юмахĕ ĕлĕкрен:
Çытар çинче курсан куян —
Пулатăн пуринчен пуян,
Курсассăн урнă упана —
Качча каятăн юпана,
Куçу умне тухсан эсрел —
Çăвать тет çумăр чĕресрен,
Тухсассăн тăвăл, вăйлă çил —
Пулать çĕн каччă, çĕнĕ кил».
«Кавруç, Кавруç, манран кулатăн,
Эс ĕненместĕн тĕлĕке,
Анчах каланă ĕлĕкех:
«Мĕне куран — ăна тупатăн».
Хушаканни пуласчĕ манăн,
Ларасчĕ çутă тĕпеле,
Ыр ĕç тăвасчĕ асăнмалăх,
Кӳресчĕ çынсене телей.
Çитинччĕ тĕнчере ыр канăç —
Никам хăйминччĕ хускатма.
Ан иксĕлтĕр нихçан та шанăç,
Ан мантăр ĕмĕт васкатма.
Эп сапăр халь — ăша кантартăм
Хам шухăша вăй вылятса.
Чун-чĕреме эп лăплантартăм,
Ăна пит çепĕç йăпатса».
«Чечекĕм, тусăмçăм, куратăп:
Сан пур-тăр хăвăн пĕлĕтӳ.
Сана унта, — чунтан туятăп, —
Чĕнет çунатлă ĕмĕтӳ.
Ах, ĕмĕт, — ырă курăну!
Тен, пач суя сăн-сăпату?
Çук, çук, ан пултăр пăрăну —
Сан пултăр шанчăкпа тату!»
Сăмах хушмарĕç тек, анчах
Хĕмленнĕ чĕрисем хыт тапрĕç.
Сывларĕ ассăн укăлча,
Çил ачисем тем пăшăлтатрĕç.
Ултавлă, пуш сăмах пулмарĕ,
Çук, сивĕнмерĕ чун ăшши.
Анчах качча хĕр чуп тумарĕ
Шутларĕ пулĕ: ытлашши.
Чăнах, чи тасине ăвса,
Чун-чĕрене вăл çӳплентерĕ,
Паян çитĕнеймен ăса
Асра юлмалăх кӳрентерĕ.
Асамлă каç — выля, шуйла,
Тӳпе — пин çăлтăр: ил, суйла.
Сасартăк ак пĕри тапранчĕ,
Çуталчĕ те çĕре йăванчĕ,
Ярт тăсрĕ авăк хӳрине,
Хăварчĕ хыçала йĕрне.
Анчах çĕре вăл çитеймерĕ,
Вăраххăн сӳнчĕ тĕпренсе.
Ак ыттисем ним тĕлĕнмесĕр,
Чĕл-чĕл çунаççĕ чĕтренсе,
Чĕнеç пек акăш-макăша...
Кама çак ямĕ шухăша?
IV
Çĕн уйăха кĕте-кĕте,
Вăраххăн сӳнчĕ хĕвел анăç,
Тем тĕттĕмлетрĕ пĕлĕте,
Шăв-шавĕ кăнчĕ-выртрĕ канăç.
Шевле самантлăх йăлтăртатрĕ,
Вăл çиçрĕ, сӳнчĕ васкаса,
Лăп çил юлхавлăн йăшăлтатрĕ,
Тĕме кăшт илчĕ лăскаса.
Вара выртса канма вăл утрĕ.
Нӳрленчĕ сывлăш, пĕлĕт туртрĕ,
Кĕç чарăнчĕ ял кашлама —
Лăпланчĕ аслă Чашлама.
Ял-йыш çыврать. Çук сас-хура...
Чĕр чунĕ те çавна кура
Шăпланчĕ. Ватă хурама
Кăшт тĕлĕрет, ларать пĕччен.
Вăл ыйăхланă урама
Сыхлать çут уйăх тухиччен.
Пĕртен-пĕр шăпчăксем анчах
Каçхи ыр канăçа пĕлмеççĕ:
Сĕм тĕттĕмре чĕвĕлтетеççĕ —
Канмашкăн вăхăт çук. Пачах.
Хускав çук сывлăшра; ирччен
Вĕрет йыт аслăк айĕнчен.
Тӳлек. Çапах та çилсĕрех
Нӳрленнĕ сывлăш хумханать...
Кĕтет, кĕтет хĕр тем тĕрлех,
Чĕри йăвашшăн пăлханать.
Хавха самант! Тен, аслати пек
Персе çитет вăл хĕр патне,
Тен, вăл хăр çил — вĕри те типĕ —
Аркатĕ чунăн сăвапне.
Вăл тип çĕре, тен, ислентерĕ
Сипетлĕ çумăр пек килсе,
Хавшанине чĕртсе ӳстерĕ,
Çӳле хăпартĕ вăй илсе?
Кĕтет хĕр каччине, кĕтет,
Ак, куççульне вăл типĕтет.
«Ăçта вăл?» — чунĕ лăпланмасть.
Леш шăпчăкĕ те йĕкĕлтерĕ,
Витленĕ пек вăл чĕвĕл! терĕ.
Çĕр тĕттĕм — нимĕн курăнмасть.
Сисмен те, ерипен шуса,
Вăрман çине çĕн уйăх тухрĕ:
Шуранкă çутă меллĕн юхрĕ,
Хĕре илет пек чуп туса:
Ăна вăл саврĕ, ачашларĕ,
Анчах та канăçлăх памарĕ.
Эс, çамрăк хĕрĕм, ан амант
Хăв чĕрӳне; ăна ан ваттăр
Час иртекен хур; ан ыраттăр
Килсен те çакăн пек самант.
Çурхи кунсем пек улшăнуллă
Вăл çамрăклăх: ун çук виçи.
Тĕнче ялан вăл çаврăнуллă:
Сив çумăр хыççăн — ăшă çил.
Ирхи шыв-шурсенчи тĕтре
Хĕвел тухсассăн сирĕлет,
Вăл хăпарать те пĕлĕтре
Хуллен, пĕр сассăр ирĕлет.
Каç путрĕ тарăн ыйăха,
Çыврать Кавруçăн пысăк ялĕ,
Вăл маннă хуйăх-суйăха...
Анчах ăçта кайса çухалĕ
Пуçри чĕр шухăш? Хăвалаймăн
Ăспа пĕрле вăл вырнаçсан;
Вăл йывăç мар-çке — савалаймăн,
Çуса яраймăн çыпăçсан.
Илемлĕ туйăм лăпкăн-лăпкăн
Чуна ачашшăн перĕнет,
Ăна вăл ăшшăн сĕртĕнет —
Çемçе сăмах калать пек шăппăн.
Тĕнче, тавралăх, кам хайламĕ
Пĕр саншăнах чун юррине,
Мĕнле-ши çынăн юн шавламĕ
Сиссессĕн ырлăх пуррине?
Ах, юрату — вăл чĕр сĕткен;
Пурне вăл чĕрĕлĕх парать-çке
Яштак пулмин те кĕлетке,
Çапах чунра хĕм кăларать-çке.
Çук, çук тесе тупа ан ту.
Мĕнле чĕре-ши çулăмланĕ,
Мĕнле сăрпа илем сăнланĕ,
Çуралмасассăн юрату?
Кавруç нихçан кун пек пулманччĕ:
Çĕр шухăш тăвăннă ăсра.
Ку таранччен вăл шарламанччĕ,
Хăй те илтмен сăмах тусран.
Çапла паян та калаймарĕ:
Пĕлмест тем çыхăннă ăшра,
Те ун сăмахĕ тухаймарĕ
Вăтанчăкпа тим хутăшран.
Анчах илемлĕ çут çанталăк
Тăрать хаваслă пиллесе;
Тавра, тĕнче халь — уçнă алăк,
Пурте чĕнеççĕ кил тесе.
Каç тĕлĕрет — сывларĕ ассăн,
Канса выртать çил сак çинче...
Анчах та çамрăклăх ян саслăн
Çӳрет, юрлать ял картинче.
Эй, çамрăклăх, эсех упратăн
Этемĕн ырă туйăмне,
Ăна вараласран сыхлатăн,
Хумастăн çичĕ ют умне.
Нимпе çил-тăвăл салатаймĕ
Илемлĕ туйăмăн вăйне.
Мĕнле этем ăна пуç тайме:
Унпа вăл хăпартать хăйне.
Ват хурама. Ун айĕнче
Пырать-мĕн калаçу пит шăппăн.
Ав, ăвăссем тăраççĕ тăппăн —
Юри сыхланчĕ пек тĕнче.
Тытса тăмарĕ хĕр текех, —
Именчĕкне аран çĕнтерчĕ, —
Вал туйăмне вĕçерĕнтерчĕ,
Ăсне кăларчĕ ирĕкех.
Ун кăмăлне каç ирĕлтерчĕ:
Йăлтах вăл кайрĕ ăшăнса.
Хăй туйăмне тусне пĕлтерчĕ,
Ăна ача пекех шанса:
«Пытараймастăп эп санран:
Пĕл, канăç çук; тем, кунĕн-çĕрĕн
Пуçра тăрать пек сĕрĕм, сĕрĕм...
Тухмастăп пулĕ-çке ăнран?
Çӳретĕп эпĕ юмахра —
Таçта пурах пек урăх пурнăç.
Тен, вăл мĕлтлетекен нухрат,
Тен, вăл суя илемлĕ курнăç —
Вылять анчах халь ĕмĕтре,
Апла так тытайми тĕтре?
Эп пытармасăр каланишĕн,
Ыйтатăп, ан кулсам манран.
Хăш чух, пĕлетĕн, шывсăр ишĕн,
Нимĕн тума аптранăран.
Нумай пулмасть, — чăнах та кулăн, —
Санпа эп пултăм тĕлĕкре:
Кун янкăр пек, унтах тĕтре;
Такам ӳлет: сасси пит хулăн.
Пыратпăр пек шăп иккĕн çех.
Кĕтмен çĕртен упа! Хăй хăмăр...
Сасартăк аслатиллĕ çумăр
Çума пуçлать пек, ак, кĕçех —
Хуçать çил йăвă хăмăша.
Хайхи пуçланчĕ тамаша!
Вăрман шавлать. Тĕп кĕрешсем
Çĕре укес пек тайăлаççĕ.
Тем çӳллĕш çамрăк чăрăшсем
Хĕненĕ пек, — х-хурах-х! — кашлаççĕ.
Тапранчĕ çил кĕтмен çĕртен:
Персе вăл çитрĕ инçетрен.
Ак, çавра çил сана çĕклерĕ —
Вĕçетĕн эс пĕтĕрĕнсе,
Çĕре те çаврăнса ӳкмерĕн —
Пыратăн-çке сĕтĕрĕнсе.
Ах, чун юнланчĕ ăшăмра.
Хăранипе сиксех чĕтретĕп,
Ытла ĕсĕклесе йĕретĕп.
Курап: тăратăн ман умра.
Анчах сăну? Сăну сан урăх —
Йăлтах эс кайнă улшăнса:
Сан пит-куçу пир пек шап-шурă,
Чĕтретĕн, кайнă пек шăнса,
Ăшра ман темĕн хĕсĕнет,
Чун хăпăнать пек сийĕн-сийĕн...
Кавруç, мĕн пулĕ, мĕн сĕнет
Сис-чӳллĕ чунăм? Тĕлĕк тейĕн,
Анчах пăсать вăл канăçа,
Тĕтрелетет ман пурнăçа».
«Лăплан, Чĕкеçĕм, тĕлĕкре
Пулса иртни, çук, хăратаймĕ,
Пурăнăçа вăл хуратаймĕ.
Пырать юмахĕ ĕлĕкрен:
Çытар çинче курсан куян —
Пулатăн пуринчен пуян,
Курсассăн урнă упана —
Качча каятăн юпана,
Куçу умне тухсан эсрел —
Çăвать тет çумăр чĕресрен,
Тухсассăн тăвăл, вăйлă çил —
Пулать çĕн каччă, çĕнĕ кил».
«Кавруç, Кавруç, манран кулатăн,
Эс ĕненместĕн тĕлĕке,
Анчах каланă ĕлĕкех:
«Мĕне куран — ăна тупатăн».
Хушаканни пуласчĕ манăн,
Ларасчĕ çутă тĕпеле,
Ыр ĕç тăвасчĕ асăнмалăх,
Кӳресчĕ çынсене телей.
Çитинччĕ тĕнчере ыр канăç —
Никам хăйминччĕ хускатма.
Ан иксĕлтĕр нихçан та шанăç,
Ан мантăр ĕмĕт васкатма.
Эп сапăр халь — ăша кантартăм
Хам шухăша вăй вылятса.
Чун-чĕреме эп лăплантартăм,
Ăна пит çепĕç йăпатса».
«Чечекĕм, тусăмçăм, куратăп:
Сан пур-тăр хăвăн пĕлĕтӳ.
Сана унта, — чунтан туятăп, —
Чĕнет çунатлă ĕмĕтӳ.
Ах, ĕмĕт, — ырă курăну!
Тен, пач суя сăн-сăпату?
Çук, çук, ан пултăр пăрăну —
Сан пултăр шанчăкпа тату!»
Сăмах хушмарĕç тек, анчах
Хĕмленнĕ чĕрисем хыт тапрĕç.
Сывларĕ ассăн укăлча,
Çил ачисем тем пăшăлтатрĕç.
Ултавлă, пуш сăмах пулмарĕ,
Çук, сивĕнмерĕ чун ăшши.
Анчах качча хĕр чуп тумарĕ
Шутларĕ пулĕ: ытлашши.
Чăнах, чи тасине ăвса,
Чун-чĕрене вăл çӳплентерĕ,
Паян çитĕнеймен ăса
Асра юлмалăх кӳрентерĕ.
Асамлă каç — выля, шуйла,
Тӳпе — пин çăлтăр: ил, суйла.
Сасартăк ак пĕри тапранчĕ,
Çуталчĕ те çĕре йăванчĕ,
Ярт тăсрĕ авăк хӳрине,
Хăварчĕ хыçала йĕрне.
Анчах çĕре вăл çитеймерĕ,
Вăраххăн сӳнчĕ тĕпренсе.
Ак ыттисем ним тĕлĕнмесĕр,
Чĕл-чĕл çунаççĕ чĕтренсе,
Чĕнеç пек акăш-макăша...
Кама çак ямĕ шухăша?
V
Ял-йыш килте. Акса пĕтернĕ:
Калчапала шăртланчĕ уй.
Кив кунтăка халь ӳпĕнтернĕ —
Вăраххăн çитрĕ Акатуй.
Çак уява пин çул упраççĕ:
Пусаççĕ выльăх — ку парне,
Ватти, каччи те хĕр-упраçĕ
Каяççĕ Атăл ту варне.
Кунта ик-виç тĕлте вут хунă,
Апат пĕçернĕ хуранта,
Хăватлă пӳлĕхе чӳк тунă,
Чӳк пуçĕ ыйтнă пил унтан.
Ак авалхи пекех паян та
Пуçтарăнчĕ пур Шуршувар.
Чӳк тунă хыççăн вырăн янтă:
Выля, ташла — тусан кăлар.
Ку вырăн паллă ачаран.
Лăк тулчĕ халăхпа çаран:
Çынсем хурт-хăмăр пек сĕрлеççĕ,
Ут чуптарма тим хатĕрлеççĕ
Яш-кĕрĕмсем; пурте — улшуç:
Хаклаççĕ утсене чикан пек.
Якур юмахĕсенчи хан пек
Ухтер тихи çинче — Кавруç.
Кĕç ăмăрту пуçланмалла.
Утсем пĕр йĕркере тăраççĕ;
Вĕсем хускалнă — шăмараççĕ:
Ĕçне пĕлеççĕ пулмалла.
Хайхи пуçланчĕ! Ак тапранчĕç!
Ухтер тихи пырать малта.
Утсем çул тăрăх тапăрланчĕç,
Нумайăш юртрĕç хыçалта.
Кавруç карт! туртрĕ чĕлпĕре:
Тихи ун ыткăнчĕ мала.
Пит савăнать Ухтер, хĕрет;
Пĕр май ĕрлет вăл: «Хăвала!»
Кĕрлет, сĕрлет халь Атăл ту.
Çынсем ăмăртнине сăнаççĕ,
Шутлаççĕ: çук, пулмасть тату.
Кавруç ятне час асăнаççĕ.
Чечек ĕç-пуç вĕçне картмасăр
Хĕрсе кайсах-мĕн хумханать,
Çапах ăшра çех, кăтартмасăр,
Чĕрипеле пăшăрханать.
«Кавру-уç!» — йыш çĕлĕк ывăтса
Шавпа тултарчĕ çарана.
Чечек телейлĕ; аранах
Вăл тăчĕ куççульне тытса.
Кавруç çĕнтернине курма
Çул хĕррине ял-йыш лăк тулчĕ,
«Вĕçле-ет! — шавлать. — Тăхта, мĕн пулчĕ?»
Тиха парт! пăрăнчĕ; урма
Пуçланă ахăр: вăл сикет,
Пĕр чарăнать те пĕр ӳкет;
Сиксе тăрса çул урлă чупрĕ,
Сасартăк чарăнчĕ те утре,
Енчен енне кăнн сулланса,
Вара йăванчĕ тăлланса.
«Кавруç! Ах-х! — илчĕç ахăрса, —
Тиха вĕлерчĕ пусарса!»
Çак ăнсăртран сиксе тухни
Акатуйрисене хăратрĕ,
Тăнран ярса шалтах аптратрĕ:
«Ах, тем кăтартĕ шуйăхни».
Тăна кĕрсессĕнех васкавлăн
Пĕр харăс ыткăнчĕç çынсем.
Чечек те чупрĕ... Араскаллă
Пулмарĕç унăн çак кунсем.
Кавруç выртать, ури аманнă,
Курнать, ытла та вăйсăрланнă.
Вăл йынăшмасть — çыртать шăлне:
Çук, кăтартмарĕ хăмшăлне.
Чупать Ухтер, васкать хуçа,
Чĕтрет, хăй кайнă талăрса.
Тискерленсе сиксе пырса
Вăл çапрĕ, тапрĕ Кавруçа.
Ахлатрĕ халăх: «Мĕншĕн, мĕншĕн
Вăл кӳрентерчĕ каччăна,
Тиха чупса çĕнтерейменшĕн
Ма айăплас вара ăна?»
Кавруç чăрт! кайрĕ тилĕрсе,
Ăшра халь ахăрать çил-тăвăл!
Анчах çук тавăрма — йĕрсе,
Куççульсĕрех йĕрсе утать вăл.
Чечек пурне те лайăх курчĕ;
Курни вырнаçрĕ чĕрере. —
Унта тем татрĕ вăл, тем çурчĕ.
Туять хĕр: вăрттăн чун йĕрет.
Те шухăшлав пуртти мăкалнă:
Ăс чул туне ишĕлтермест.
Çапах Чечек пĕлет: çухалнă
Ыр тивĕçлĕх — чĕре сисет,
Кавруç пулманччĕ уншăн хăртăк,
Анчах паян вăл чи йӳнни.
Çапах килсе тухни сасартăк
Ан пултăр ĕмĕчĕ сӳнни.
VI
Кун шавĕ сӳнчĕ. Тахçанах
Хĕвел арман хыçне пытаннă.
Тӳпе шуранкă-ха, çавах
Çут çăлтăрсем кар сапаланнă.
Тăрать пит лăпкăн çурхи каç:
Çил вăйĕ те вăраххăн хухрĕ,
Шур уйăх тунсĕхланăн тухрĕ —
Уйра вĕçтерчĕ, ак, мулкач.
Каçра сĕнк пулчĕ çут çанталăк,
Тăрать тӳлеккĕн тĕлĕрсе.
Тем пăшăлтатрĕ сĕм çăкалăх,
Лăпланчĕ ыйха кĕрсе.
Кавруç çӳрет, çӳрет вăл çулсăр,
Ăçта каяс, хăть лар йĕрсе.
Ун чунĕ тулашать халь шутсăр,
Ăшран тухасшăн çĕмĕрсе.
Ах, çухалас килет Кавруçăн
Çын кĕрейми сĕм чăтлăхра.
Пит йывăр: чĕрере ун хуçăк,
Ларса канасшăн хăтлăхра.
Ăçта-ши хăтлăхĕ, кам калĕ,
Ăçта вырнаçнă, хăш тĕлте?
Явапĕ çук — те ăраскалĕ
Ăна халь вăрттăн йĕкĕлтет.
Пуçра пĕр шухăш: «Тим çитмерĕ,
Ытла вăл пулчĕ лечеке;
Хам ăс, хам тăн хамран иртмерĕ...
Çав кӳрентерчĕ Чечеке».
Асапланать Кавруç сăлтавсăр,
Паян хăйне халь айăплать.
Ара, пĕлет-çке-ха вăл: тавсăр
Иртмест ку ĕç; çак тăлăлать.
«Курасчĕ, — шухăшлать, — курасчĕ,
Савни умне чуна хурасчĕ...
Кĕтсе илеп-ши ырлăха?»
Кавруç çул тытрĕ хырлăха.
Чечекшĕн канăç çук ниçта та,
Пĕр хăтлă вырăн тупаймасть.
Вăл тархаслать: «Чĕрем, ан татăл».
Анчах чĕри ун ăнланмасть,
Вăл халĕ парăнмасть хĕре.
Сурать, сурать, ним те тăваймăн,
Ах, чĕрене тайăлтараймăн —
Тăкаймăн ун чирне çĕре.
«Ăçта Кавруç?» Чечек шырать:
Вăл пусарасшăн хурлăха.
Çул тăрăх васкаса пырать.
Ак çитрĕ тухрĕ хырлăха.
«Чечекĕм...»
«Çук эп тĕнчере.
Мана эс пĕр сăмах та ан чĕн».
Ах, суранланнă чĕрере
Кавруçăн шанчăкĕ путланчĕ.
«Чечекĕм...»
«Ан чĕн... Кăларасшăн
Тӳрре, куратăн, хăвна ху.
Ăман пулса, тен, пурăнасшăн?
Апла эс хырăмпала шу»;
«Чечек теп!» Ялт! ăшра вут хыпрĕ,
Куçран ун сирпĕнчĕ хĕлхем,
Самантлăха чун чул пек хытрĕ,
Чĕнленчĕ, çыхăнчĕ чĕлхе.
Ик кăмăл çапăнчĕ — чĕнмерĕç,
Пĕр вăхăт пăхрĕç пĕр-пĕрне.
Чун савнине, тен, çĕнеймерĕç,
Курмарĕç чăнлăхăн йĕрне?
Ах, çав тери хĕмленнĕ туйăм!
Вăл çут çанталăкăн парни.
Санра пулсан вăл, çын, эс пуйăн:
Хĕрӳлĕх пулă, ăнкарни.
Ăçта этемĕн чун хăвачĕ?
Ăна илеймĕн сывлăшран.
Тен, туйăма ăс ирĕк пачĕ? —
Сăмах кăларчĕ хĕр аран:
«Кавруç, мана эс тĕлĕнтертĕн
Сатурлăх чĕптĕм çуккипе.
Юратăва вĕçерĕнтертĕн —
Манран вăл тарчĕ сиккипе.
Кала-ха, ма эс ирĕк патăн
Çав ирсĕре хăвна çапма,
Ма тавăрмасăр эс хăвартăн?
Пĕлетĕп, сан вăй-хал çук мар.
Анчах эс чĕрӳпе сӳслентĕн,
Асу-тăнупала тӳлентĕн...
Ах, ма ухмах-ши ман шăпа?
Çук, вĕрентеймĕн пушăпа.
Ах, намăс, намăс... Ăш çунать.
Чи тасине паян çĕтертĕм.
Сисетĕн-и? Халь ман чуна
Пĕр хĕрхенмесĕр кӳрентертĕн».
Чĕтрет хĕр, кайнă пек шанса,
Анчах ăна пит пăчă, пăчă...
Нумайчченех салхуллăн тăчĕ
Юман çумне вал тайăнса.
Çапах та çуйкăн туйăмне
Вăл ниепле тытса чараймĕ,
Халь çĕнтереймĕ хуйăхне.
Кавруç ăнланчĕ: вăл каçармĕ.
Асламăш Кавруçа чăр! пăхрĕ,
Ăнланчĕ: çамрăк тулашать,
Чунне инкек çĕлен пек сăхрĕ,
Те кăмăлĕ халь туртăшать.
Анчах сисет вăл, куç хĕлхемĕ
Самант сӳнет те чĕрĕлет,
Чĕри кăваррăн çуннăçемĕн
Пит-куçĕ нар пек хĕрелет.
Ах, чун ытла та тулашсассăн,
Çук, пытараймăн хупласа,
Чĕре ытла та ыратсассăн,
Ăна чараймăн уласа.
Кавруçăн ăшĕнче кашларĕ
Çил-тăвăл кашкăр пек урса...
Асламăш лăпкăн ачашларĕ
Пуçне алли çине хурса.
Анчах Кавруçăн тăвăнни
Шĕрлерĕ, сикрĕ татăлса,
Пырта ун чăтăм пăвăнни
Шăнкав пек тухрĕ катăлса:
«Каçар, ман кăмăл пăтранать,
Халь чунăм касăлса кӳренчĕ,
Тумламăн пухăнни кӳлленчĕ,
Вăл Атăл евĕр хумханать.
Паян хама эп кураймастăп.
Хуралчĕ маншăн çут тăнче.
Хама йыт вырăнне хумастăп,
Анчах эп мăшкăл айĕнче.
Ман кăкăрта халь тулашу,
Халь пурнăç вилĕмпе тĕл пулчĕ:
Пырать хаяррăн тавлашу.
Сив çилĕпе ăш-чикĕм тулчĕ.
Аманнăран ман сӳнчĕ хал.
Ухтер мана питрен хыт çапрĕ.
Хастарлăхăм сасартăк чакрĕ...
Ах, тавăрмашкăн вăй сахал.
Эх, асаннем, телейĕм, ырлăх
Таптанчĕ выльăх айĕнче,
Ĕмĕрлĕхе пит таран шырлăх
Юлать чĕремĕн варринче.
Ку мăшкăла курассăм марччĕ...
Ах, намăс, намăс çунтарать.
Ма çав тери шăпам хăмсарчĕ,
Телейĕм мĕншĕн юнтарать?
Вăл ман пата тепле чĕнсен те
Ача пек пымĕ йăл кулса.
Çук, хăпараймăн чун сĕнсен те
Çӳле, телейсĕр çуралсан».
«Ухтер-и? Пирĕн тĕп ăрушăн —
Синкер, вăл ĕмĕрлĕх инкек, —
Ах, калама та пит хăрушă, —
Тахçан вăл кăларать тинке.
Нумай çул йывăра чăтса,
Хам хурлăха ăшра эп тытрăм,
Хам куççуле эп хам çăтса
Çын умĕнче чуллантăм, хытрăм.
Паян кунччен те, çук, никам та
Хурланнине пĕлмен, курман,
Ашра вут-çулăм пек çунсан та
Ума тухса вăл палăрман.
Эпир киревсĕр ĕç туса
Пулман çын умĕнче усал,
Çук, вараланнă çын пулман,
Йăхран нихçан та ял кулман —
Эпир — таса. Эс каялла
Ан чак, ан пăрăн! Ĕненместĕп,
Халех кассассăн та алла,
Эс мĕскĕнленнине. Сисетĕп
Сан ăшунти шел кăвара.
Кала, инкекĕ витлесессĕн,
Е пурнăçра хĕн-хур килсессĕн,
Пуçна эс усăн-ши вара?
Кĕтместĕн, хурлăх çине хурлăх
Килет, çитет — тупать çулне.
Ун чух сехмет пĕр пурлăх-юрлăх,
Вăлах çиет-çке чун мулне.
Ухтер аслаçуна ăсатрĕ
Ним айăпсăр сив Çĕпĕре.
Ман ыр телейĕме çав татрĕ...
Ытла ыратрĕ-çке чĕре
Аран ура çинче эп тăтăм:
Ăш типрĕ ман, çемçелчĕ ал.
«Парсамччĕ, Туррăм, — терĕм, — хал,
Парсам, тархасшăн, тӳсĕм-чăтăм».
Илтмерĕ Туррăм кĕллĕме,
Памарĕ кирлĕ чух вăл сывлăх.
Курмарĕ, тен, ман тĕллĕме,
Те пулнă манăн пысăк çылăх
Е айăплă ун умĕнче?
Чун алăкне çынсемшĕн хупрăм;
Тарса пытантăм. Канăç тупрăм
Çапах та тусăм çумĕнче.
Вăл, хурлăх çулĕ, анлă, вăрăм.
Пит хĕн вăл тыткăна илсен.
Калаççĕ çавăнпа: «Ан пăрăн
Çынран эс, йывăрлăх килсен».
Имшер çын ĕмĕчĕ — хыт çăкăр,
Вăл унăн пурнăçĕн виçи.
Уничерен тухман çын — вăкăр:
Камра патак, çав ун хуçи.
Ах, пурнăç — кĕрт вал: аш та аш,
Ашма пĕлсен тухан чапа.
Мĕн чул хур курнă-ши чăваш?
Вăл парăнман ăна çапах —
Чура пулман-тăр. Унăн çулĕ,
Тен, Атăл урлă та каçман,
Ун пултăр тăкăннă куççулĕ,
Чыссăрлăхпа вăл хаклаçман.
Ан мĕскĕнлентĕр çын, ан ӳктĕр
Çак çут çанталăк умĕнче,
Нихçан та ĕмĕчĕ ан çĕттĕр,
Юлсан та тăлăххăн, пĕччен.
Нумайăш этемрен килмест
Çак аслă, çутă тĕнчере,
Анчах çын шанчăкĕ сӳнмест,
Чĕнет вăл тулăхлă çĕре.
Ах, шанчăк, шанчăк, çурататăн
Эс ырă туйăма ялан,
Чун хурлансассăн йăпататăн,
Хăш чух анне пек ыталан.
Анчах сана, вут çуннă чух
Час-час вут-шанкă хумасассăн,
Вучах сӳнет — ун вăйĕ çук.
Ун тĕтĕмĕ те кассăн-кассăн
Çилпе вăраххăн вакланса
Пĕтет хир тăрăх саланса.
Çапла этем те юратусăр
Юлать, — шăп хывăх, — пушанса
Пырать çын пурнăç тăрăх унсăр
Çут тĕнчерен те ютшăнса.
Хĕлхем пулсассăн чĕрере
Çын халĕ сӳнмĕ ĕмĕрех.
Пулса иртни ма пит хăратрĕ
Хавшак чĕреллĕ ял-йыша.
Мĕн-ма ун канăçне аркатрĕ,
Ытла çунтарчĕ халь ăша?
Сăлтавĕ пур-тăр: ыраттарчĕ
Курни ытла та чĕрене,
Сĕме илни ăна ваттарчĕ
Кив йăлапа хăнăхнине.
Хăнăхнине юлхавлăх теççĕ,
Калаççĕ хăшĕсем — тӳсни
Тӳссе ирттернисем пĕлеççĕ:
Вăл хытă пурнăçра ӳсни.
Иртет вăл вăхăт: вăй чакать,
Килет çĕн шухăш, çĕнĕ ĕмĕт,
Кĕç мукалать, этемĕн сĕмĕ
Вара, пĕл, ватă сăн çапать.
Çапла ялан ĕмĕрхине
Паянхипе хыт тупăштарĕ.
Кара самант çеç улăштарĕ
Çак çут çанталăк йĕркине,
Пур пуçĕ, вĕçĕ япалан,
Шалти те пур ун, пур ун тулĕ,
Эс çавăнпа ан сапалан:
Хăвна ху пуçтарма хĕн пулĕ.
Шăпу, — пĕлместĕп эпĕ, — темшĕн
Асап кăтартрĕ-ха сана.
Шăпу та мар, тен, самана?
Асра тыт: тăрăшмасть этемшĕн
Турри, хуçи те... Курении те
Çакна туймашкăн кансĕрлет.
Çын тухмасассăн çулăм витĕр.
Пĕлмест вăл чăнлăха — ĕрлет
Ĕрлет, анчах та çут çанталăк
Пырать-мĕн хăйĕн йĕрĕпе:
Вилекентен юлать амалăх,
Çĕн йăх татуллă ĕмĕрле.
Телейсĕр кунсенчен тараймăн —
Тĕл-тĕл тустарĕ пурнăçна.
Ун чух унран эс хăтăлаймăн,
Асам айне чиксе пуçна.
Чуна вăрă-хурахлăн тирĕç,
Усал çын тăрĕ тăрăнса.
Унпа пулсассăн хире-хирĕç,
Ан тăр çултан эс пăрăнса
Йăпăлтатмашкăн ан хăтлан,
Ун умĕнче ан ыйăхлан.
Ялан эс пуринчен ытла
Ултавлă чĕлхерен сыхлан».
Кавруç пĕлет: асламăш куçĕ
Сăнарĕ туйăм ейĕвне.
Кавруç сисет: вăл çеç халь уçĕ
Ун тăвăнланнă кăмăлне.
«Йăпат мана, — тет, — асаннем,
Йăпат, ман кăмăла эс çавăр.
Ах, çăтрĕ-çке пăтраннă авар
Телейĕме халь манăнне.
Чун-чĕрере ытла та хăвăл,
Ăш-чик çунать — вал типĕре...
Килсе туларĕ вăйлă тăвăл,
Вăл вĕрĕлтерчĕ ман чире».
Итлет асламăш шарламасăр,
Пӳлмест вăл шухăш юхăмне,
Хăй кăмăлне вăл кăтартмасăр
Хистет халь туйăмăн хумне.
Сăмах хушмасăр чăтаймарĕ —
Хумхантарать пулни-иртни,
Чуна вăл хытă çунтарни.
Вăл çавăнпа сăмах пуçларĕ:
«Ах, çичĕ çул ăшра чул пек
Мана тăрать-çке пусарса
Хăяв Вĕри чĕр куççульпе
Нумай хут макăрнă ларса.
Ăшра кăвар. Халь кам сӳнтерĕ,
Терте кам чун çинчен тӳнтерĕ?
Тăрать куç умĕнче тăшман...
Пуç янăрать, пит тăвăр, хĕсĕк,
Ытла саланчăк шухăш ман.
Куçран çухалчĕ уйăх тĕсĕ —
Тӳпе хуралчĕ. Васкама
Мана, куратăн, çитрĕ вăхăт.
Ах, пурнăçшăн пулсан та сăхă
Кама-ха сапăрлас, кама?
Куçра тĕттĕмленет тĕнче...
Ухтер ман куçăм умĕнче».
VII
Ухтерĕн канăç çук. Пуçран
Хăр шухăшна туртса илеймĕн,
Унран, çук, хăтăлма пĕлеймĕн,
Кайса ыйтсан та юмăçран.
Ун халĕ канăçсăр пулма,
Пăшăрханма сăлтавĕ пысăк.
Тен, çавăнпа çӳрет вл усăк,
Тен, çавăнпа ăш-чик тулма
Пуçлать ун? «Эх, ниçта тараймăн,
Çук, тасатаймăн пулнине,
Усравăн хырăм юлнине,
Халь ниепле те пытараймăн».
Пĕлет хуçа: чечен усравăн
Пĕртен-пĕр пиччĕш пур; вăл та
Çӳрет пĕр çич çул Атăлта.
Тăван яла сайра-хутра вăл
Килсе каять те çухалать.
Пуçланнă пӳрчĕ те çĕрме,
Пушах ларать вăл. Ят çĕрне
Ухтер кашни çул сухалать.
Усрав хĕре те çавăнпа
Мăн аккăшĕ патне ăсатнă.
Кăна вăл тунă ăс-тăнпа:
Аскăнлăхне шăлса тасатнă.
Ухтер шутлать: «Мĕн тумалла?»
Аптратмăш шухăш, çук, тухмарĕ
Ун пуçĕнчен; çăварлăхларĕ
Ун пурнăçне. «Ман пухмалла, —
Тет вăл хăйне, — мĕн пур вăя,
Ан кайтăр ватлăхăм сая».
Анчах чĕри ун пушă, пушă...
Хăех пĕлет, ăна хăрушă
Ача усрав хĕр çуратсан:
Усал сăмахсемпе ял тулĕ,
Пуçланĕ мăшкăл. Ах, мĕн пулĕ
Ун йăх чапне халь хуратсан?
Мĕн пулнине ял-йыш пĕлсен,
Паллах, ун шутлă ячĕ çĕрĕ.
Пĕрре усал ят илĕнсен,
Каймасть — асра ялан вăл чĕрĕ.
Çав хăратать-мĕн Ухтере,
Паян çав шухăш унăн терчĕ,
Çав пусмăрлать-мĕн ӳт-тире,
Анчах хăйне вăл ĕнентерчĕ:
Ма эп çӳрем, — тет, — катăклăн,
Ма пурăнас чух, тĕлĕрес?
Тӳрех шутларĕ татăклăн:
«Çĕрле каяс та вĕлерес».
Ят вараланнипе ун чунĕ,
Çук, килĕшмест-мĕн ниепле.
Йӳçсе кăпăкланать ун юнĕ,
Çилли тăрать йĕпле-йĕпле.
Вăл шухăшлать: «Асап сăлтавĕ —
Усрав хĕр. Пĕттĕр паянах.
Сăхма йăпшăнакан çĕлен пек
Сис-чӳллĕ вăл: чĕтрет янах.
Курайманни ăшра ĕрлерĕ,
Лăплантармарĕ нимĕскер.
Вăл вăрттăн пуртă хатĕрлерĕ —
Паян ун шухăшĕ тискер.
Сĕнк кайнă аслă Чашлама.
Ухтерĕн ыйăх çук; пĕччен.
Каçхи лăпланнă урама
Вăл вăрттăн тухрĕ килĕнчен.
Таçтан вăй тухнă ват шăм-шакăн —
Утать шырланăн хĕррипе,
Утать çемçен, чее кушакăн;
Тӳлеккĕн, шăппăн, ерипен.
Ак ял хапхи. Чĕри ун хытрĕ,
Час-час илет вăл çӳçенсе.
Пĕр сас тумасăр, шăппăн утрĕ,
Хăр чун шикленнине çĕнсе.
Унта-кунта вăл пăхкалать:
Теме шырать-ха витĕр куçĕ.
Сĕм-тĕттĕмре ун шурă пуçĕ
Ие мелки пек кускалать.
Турикасран Анаткаса
Пырать пĕртен-пĕр тӳр сукмак.
Ик енĕпе çара тумхах.
Сăрта утать вăл васкаса,
Тăрать кăшт сывлăш çавăрма.
Çĕр чалăшра карта, вăрман...
Тăрать эсрел-и е мĕлке?
Ухтер пулсассăн, вăл — ĕлке.
Усрав хĕр çурчĕ. Сассăр, шавсăр
Ухтер чунтан хăра-хăра, —
Чĕри тапать ытла тăрлавсăр, —
Кĕрет тĕп-тĕттĕм пăлтăра.
Пӳрт алăкне пăха-пăха,
Вал сăх сăхать: «Турă каçартăр,
Мана вăл ĕç тума ан чартăр», —
Хурах шанмасть-мĕн шăплăха.
Ухтер шаккарĕ те итлерĕ.
Усрав хĕр ыйтрĕ: «Кам унта?»
Çур саспала Ухтер: «Эп», - терĕ,
Вăл хушрĕ шăппăн: «Тух кунта».
Палланă сас илтсе хĕр уçрĕ...
Сасартăк сĕм-каçхи тăпа
Кĕмсĕртетни хаяррăн хуçрĕ —
Ухтер-мĕн çапрĕ пуртăпа
Хĕре пуç урлă. Кăшкăрса
Яма хĕр ĕлкĕрчĕ: «Пичче!»
«Мĕн пулчĕ?» — ыйтрĕ леш тăрса.
«Ухтер вĕлерчĕ... ах, тĕнче...»
Хăй йăнăшне Ухтер ăнкарчĕ:
«Пĕлмерĕм пиччĕш килнине;
Халь вăл пĕлни чĕр йĕр хăварчĕ,
Пĕлме хĕр мĕншĕн вилнине».
Ухтер чупать. Ăшра ун вĕчĕ —
Вăл халь те кашкăр, те хĕрен.
Ак хăй килне хурах пек кĕчĕ,
Шырарĕ тĕттĕмре вĕрен...
Хĕвел хăпарчĕ. Тарçисем
Хуçа килменнинчен хăранă,
Паян ял-йыш те шалт аптранă,
Пит пăшăрханнă кӳршисем.
Çырма-çатра, уй тăрăх чупрĕç —
Шыраççĕ тĕплĕн Ухтере.
Хăй килĕнчех сасартăк тупрĕç:
Ун чунĕ тухнă витере.
Ах, çĕр, ытла хăрушă çĕр!
Асра хăварчĕ тарăн йĕр.
Вăл хĕр ăсне, чунне амантрĕ
Ĕненнине пач сӳнтерсе;
Тен, çавăнпа вилме вăл антрĕ,
Хăравçăлăхне çĕнтерсе.
Анчах чĕрийĕ айĕнче
Тапăлтатать-çке чĕрĕ чун.
«Ма-ха çанталăк умĕнче
Пулас ман айăплă? Халь ун
Çак тĕнчере пур хăй шăпи.
Вăл пурăнтăр, Тур патăр пил».
Шăлне çыртать хĕр; йынăшса вăл
Мĕскĕнленесшĕн мар — чăтать,
Çăвар сĕткенчĕкне çăтать.
Путмар çине тăрса ларса вăл
Хăюлăхне халь тайтарать,
Вăйне-халне хĕр пуçтарать.
«Мĕн тăвăпăр, — тет пиччĕш, — ĕнтĕ?»
«Шарламăпăр, пирех вăл тĕнтĕ».
Ăнланчĕ çын: «Ыр мар йĕрне
Вăл пĕтерме сăлтав шырать.
Вĕлернĕшĕн усрав хĕрне
Мана, пĕлетĕп, айăплать».
«Пиччем, тăмастăн пуль ирччен.
Ухтер чее, асăрхануллă
Тата, хăвах пĕлетĕн, муллă.
Тытсан, ваттарĕ виличчен».
«Пĕлетĕп, мул вăл чул касать.
Ухтер вăл кашкăр: чунĕ хытĕ;
Пире хуçма тара та тытĕ.
Вăл урнă: урнă çын асать.
Пуçтарăн, йăмăкăм, васка;
Юлсассăн, пулăпăр каска.
Хăвна çăлма эс шухăшла.
Ирччен çитесчĕ Атăла».
VIII
Уяр кун килнĕ аслати пек
Ирех пит ахăрчĕ хыпар.
Ăш çуннипе чĕлхе те типĕ —
Ахлатрĕ пĕтĕм Шуршувар.
Ял-йыш аптранă: ĕмĕрне
Кӳрши-арши пĕр-пĕрине,
Ыррисĕр, нимĕн те сунман.
Хăш чух кӳрентерни пулсан та,
Çилленнипе ăш-чик тулсан та
Çул урлă вăрттăн юнаман.
Усал ĕç. Вăл чуна хăратрĕ;
Пулса тухни яла хумхатрĕ.
Калаçура — çав çын шăпи —
Унран иртеймĕн нихăçан.
«Çапла пул, ку пул» — хушăп-и?
Çук, çук: ялан эс курнăçан.
Вилетĕн те выртан каска пек;
Çынсен вара пĕр калаçу:
«Çапла этемĕн ăраскалĕ —
Паян сывлать, ыран, тен, — çук».
Тăраççĕ йышĕсем, пуç уснă.
Пит ылханаççĕ хураха.
Ак ял-йышне те шухăш пуснă;
«Таса пулсассăн çеç паха».
Тăмасть ял-йышĕ кăнн кăнса.
Сĕрлет, шавлать: «Вĕлернĕ, ах!»
Кураççĕ: витере чăнах
Ухтер тăрать-мĕн çакăнса.
«Пит йăсăрланчĕ тĕтĕм пек,
Шăлт чыхăнтарчĕ ял-йăхне.
Тен, çак илемсĕр вилĕмпе
Халь каçарттарчĕ çылăхне».
Усал ĕç питĕ тĕлĕнтерчĕ;
Вăл хуçрĕ ялăн кăмăлне.
Килтисене вăл çӳçентерчĕ:
«Мĕнле калас-ха ывăлне?»
«Кавруç, — йăсларĕ ватă карчăк, —
Никам та унсăр пултарман!»
«Сăлтавсăр мар пуль ят кăларчĕ, —
Шутлать ял-йыш. — Ма-ха тарман?»
Каллех ăсра вăл иккĕленĕ:
«Тен, хур тунишĕн тавăрать?
Пулмарĕ вилĕм тĕлленӳ».
Пуçа леш карчăк çавăрать:
«Çавах! Ăнпа вăл чалăш-тĕлĕш,
Унпа вăрман хурахĕ пĕлĕш!»
Ял-йыш тăрать шăлт аптраса:
«Кавруç ял умĕнче таса».
Çынсем ак кайрĕç хумханса,
Кашни этемĕн кăмăл тĕрлĕ:
Пĕри ак аслати пек кĕрлĕ,
Тепри ахаль тăрать, канса.
Кавруçшăн чухăнсем тăраççĕ:
«Хураймăр, — теççĕ, — кăкарса!»
Ухтер майли те пур — ураççĕ,
Хапха пек çăварне карса:
«Тытса килес те тăратас
Ăна халь халăх, тур умне!
Хурах, вĕлерекен — ватас!
Тăкас ун йĕрĕнчĕк юнне!»
Хыпар — юмах-сăмах апачĕ:
Пуçлаç, пĕлсе тăр, ваклама.
Паян та вăл, ак, йӳтĕм пачĕ
Шăп тултармалăх урама.
Ирхи хыпар ăша çунтарчĕ,
Сӳнмерĕ çулăм чĕрере.
«Каллех, каллех телей юнтарчĕ,
Йăванчĕ шанчăк та çĕре...»
Ял ыйăхра; сĕм каç; лĕп çилĕ
Питрен йăвашшăн ачашлать.
Анчах куç умĕнче ун... вилĕ.
Чуна салху кăшлать... кăшлать.
Чечекĕн хурлăх; кăкăрта
Тăрать чул евĕр: пысăк, йывăр.
Ниçта тухма çук — пăчă, тăвăр:
Йĕри-тавра хӳме, карта.
Кавруç умра. «Ах, мĕн калас,
Мĕнле сăмах тупсан чун канĕ?
Савни... Куçран мĕнле пăхас,
Те макăрсан чĕре лăпланĕ?»
Кавруç чĕнмест. Вăл тупаймарĕ
Хĕре йăпатакан сăмах.
Çук, ниепле те хайламарĕ,
Уçмарĕ тĕрĕс тупсăма.
Сӳсленчĕ чунĕ хурлă хĕрĕн;
Халь çук пек пурнăçра тĕллев, —
Çавна сиссессĕн вăрттăн йĕрĕн, —
Пуçра вырнаçнă пек вĕлле.
Анчах чун сӳсленни самантлăх —
Вăл тăтăш мар-ха, вăл иртет.
Çынна ялан мĕн илĕртет? —
Илемлĕ пурнăç: канăç, хăтлăх.
Çапах та суракан чĕри
Ăс хушнине халь парăнмарĕ:
Кӳреннĕ кăмăл çаврăнмарĕ,
Пăлханчĕ чунĕ çав тери.
Ăшра йĕксӳ Чечекĕн тулчĕ, —
Çук, çук, пулмарĕ ятлаçу, —
Тен, çавăнпа вĕсен халь пулчĕ
Хĕрӳллĕ, тӳрĕ калаçу.
«Кавруç, — тет хĕр, — кала, кала,
Мана эс мĕншĕн хĕрхенмерĕн,
Кăшт та пулин аса илмерĕн,
Сăмах тытмарăн манпала.
Тен, кăварланнă чĕрӳпе,
Ытла чарусăр хĕрнипе
Усал ĕç турăн? Çырлахма
Шутларăн имĕш. Эс ухмах!
Ман ятăма ан варала,
Тискерлĕхе çăварлăхла.
Ял-йыш пуплет: «Кавруç туслашнă
Халь аскăн вăрă-хурахпа».
Йĕри-тавра яту сан кайнă
Ылханлă, йывăр сăмахпа.
Кайсам кунтан, эс кăлăх килнĕ,
Эс маншăн пĕтнĕ, çуннă, вилнĕ.
Итле, ман ĕмĕт, манăн шанчăк
Килми çухалчĕ. Уласа
Йĕрет чĕрем. Ман хурлăх — анчăк:
Чуна юнларĕ туласа».
Кавруç курать: хĕр пит пăлхавлă, —
Тăрать куççуль халь юхтарса, —
Вăл çавăнпа пит асăрхавлă
Каларĕ ăс-тăн пуçтарса:
«Сăлтавĕ пур сан çилленме.
Пĕлетĕп, пин хут пуç çапсан та,
Сан умăнта эп макăрсан та,
Эс пултараймăн ĕненме.
Çапах пĕлсе тар: çук ман айăп, —
Хăвах эс пăх-ха шутласа, —
Тен, çын пĕлмен çĕре эп кайăп,
Анчах ман чун-чĕрем таса».
Сăмах чунран тухать — вĕри,
Анчах та Чечеке чĕртмерĕ.
Ытла та хытă-çке чĕри —
Сăмах хĕлхемĕ çемçетмерĕ.
Ах, хĕр чĕри пит тараватлă:
Ялан ыр вырăн тупăнать.
Ĕненекен этемшĕн хăтлăх,
Иккĕленсессĕн, хупăнать.
Хĕре, куççульсĕр йĕресрен,
Хăй тивĕçлĕхе çеç хăтарчĕ...
Кавруç сăнне асра хăварчĕ —
Таса, чи вăрттăн кĕтесре.
Чуна халь хурлăх çĕмĕрет;
Кавруç çулне вăл урлă пӳлчĕ,
Вăрларĕ çамрăк ĕмĕре,
Асапланма ăна вăл кӳлчĕ.
Кам курĕ санăн инкекне,
Пырса ларса кам лăплантарĕ,
Кăтартĕ ырлăхăн сăнне,
Ыр хыпарпа кам савăнтарĕ?
Ку çын — пĕртен-пĕр асламу;
Çав çех халь чăнлăха пĕлтерĕ.
Вăл саншăн чикĕсĕр тĕп мул;
Ăшри пăрна çав ирĕлтерĕ.
IX
Васса сыв пуллашать ялпа;
Сăмах вĕçлет вăл халалпа:
«Чĕрӳсене ан ыраттарăр,
Чуна ан пăсăр хурланса.
Ан кайăр ман хала манса:
Ман пурнăç вĕçленсен, вырттарăр
Упăшкампа шат юнашар —
Пĕрле лере те танлашар.
Пĕлетĕп, манăн вилĕм çитрĕ.
Мĕн тăвăн-ха, эп йышăнатăп.
Тепле пулсан та пурнăç иртрĕ
Таса, типтерлĕ. Ăшăнатăп
Çав шухăшпа паян, Каçарăр
Сире кӳрентерни пулсан.
Ах, Туррăм, кăмăлна эс çавăр
Ман шăлăнмасăр çӳп юлсан.
Куççульсĕр хупăнать ман куç —
Эп çырлахап, анчах пĕччен
Тăрса юлать-çке-ха Кавруç...
Ăна курасчĕ виличчен».
Сас илтĕнчĕ: килет хайхи;
Хапха, ак, уçăлса шалтлатрĕ.
Кавруç чĕнмест... Ăна хуйхи,
Тен, хĕрхенмесĕрех çаклатрĕ?
Кĕтет асламăшĕ, кĕтет,
Куçне вăл вăрттăн типĕтет.
Тăрсан-тăрсан Кавруç йăл кулчĕ —
Чунне вăл ячĕ çемçетсе.
«Кавруç, Кавруç, кала, мĕн пулчĕ,
Ăçта эс пурăнтăн çĕтсе?»
«Ах, асаннем, йăлтах аташрăм...
Пит ылханаççĕ, хăв пĕлетĕн.
Пĕр эс кăна мана пиллетĕн.
Телейĕмпе эп сыв пуллашрăм.
Ял-йышшăн эп паян — хурах...
Тухас пулать ман Атăлах».
«Мăнукăм, çамрăк эс, тĕреклĕ,
Сан пĕтĕм пурнăçу малтан
Ялан хăвна хăв тыт ĕретлĕ
Эс çын çинче, ĕçре, çулта.
Пулать вăл: хуçăлĕ сан кăмăл,
Чуна, тен, пуçлĕ пăлхатма.
Çумра чăн тус пулсассăн çăмăл:
Вăл çеç пултарĕ йăпатма.
Нихçан та туслăх ан хуплантăр,
Чăн пултăр хушăрта тату.
Сан чĕрӳнте ялан упрантăр
Таса, илемлĕ юрату.
Ашра тапраннă тăвăла
Юратупа ачашлăх чарĕç,
Вĕсем ыр пурнăçа пуçарĕç,
Çынсемшĕн уçĕç кăмăла.
Хăвах пĕлетĕн: хĕл иртсессĕн
Килет çурхи кун йăл кулса,
Сип-симĕспе çĕр витĕнсессĕн
Янрать кун ырлăхпа тулса.
Анчах та пурăнăç — сукмак.
Хăш чух вăл палăрса та выртмĕ.
Утма пĕлеймесен — ухмах.
Ун чух сана такам та çыртĕ.
Хăш чух вал пурнăç — хур та терт:
Ăçта пăрнатăн — çул тискер.
Чуна вăл касĕ, çӳçентерĕ.
Лăпланăн ăс-хална пухса,
Тен, урăм-сурăм тĕлĕнтерĕ,
Сасартăк умăнта тухса.
Юри кӳрентерме шăл йĕрĕç
Ăçтиçуксем; ахаль ан хирĕç —
Хăв ăсупа хăв пул хуçа.
Эс тĕтрене сирсе ан хăшкăл,
Сăлтав пулса ан тăтăр мăшкăл,
Сая яма хастар пуçа.
Санпа ман пурăнăç тивлетлĕ —
Эс пултăн маншăн йăпану...
Эс чирлесен пулман кану.
Мĕн чухлĕ минтере йĕпетнĕ
Вĕри куççульпеле çĕрле
Эп тулнă уйăхпа пĕрле?
Сахал-и ыйăха курмасăр,
Эп сăпкунтан самант хăпмасăр,
Куçа хупмасăр, сиктерсе
Çĕр каçиччен-çке лăплантарнă,
Усалсенчен те хӳтерсе,
Телейлĕ тĕлĕкпе кантарнă.
Ялта хăрушă халь... Çӳре,
Ăраскална шыра, тен, тупăн.
Ун хыççăн эс тем чухлĕ чупăн,
Анчах тĕл пулăн-ши тӳрех?
Сисеп, пĕлетĕн: эсĕ тимлĕ —
Санра ман юн, санра ман хĕм.
Çулне кăтартĕ пӳлĕхĕм.
Таçта та пултăр саншăн пиллĕх.
Пĕл, асламу нихçан та манмĕ.
Халь ватăлтăм, кĕтет масар.
Сан телее эп курмасан,
Леш тĕнчере те чунăм канмĕ...»
Каллех Кавруç юлать пĕччен.
Ăшра асаплăх: йывăр чул пек
Вăл пусарать. Ах, хăш енчен
Çитсе, халь перĕнĕ те чупĕ
Ун ăраскалĕн пайăрки,
Ăçта Кавруç ун хыççăн кайĕ,
Ăçта çитсе пуçне вăл тайĕ,
Ăна кам парĕ çул курки?
Пуç çаврăнать; умри тĕссем
Иртеççĕ тарăн картланмасăр...
Шат юнашар пырса лармасăр,
Шăпи кулать куçа хĕссе.
Вăрман асамлăн тĕлĕрет...
Хускалчĕ те сывларĕ ассăн.
Сĕм тĕттĕмре тӳлеккĕн, сассăр
Каçхи çил сӳрĕккĕн çӳрет.
Ват хурама, ак, тăнк тăрать пек,
Сăнать пек вăрттăн, пытанса,
Таçта ват ӳхĕ ӳхĕрет пек,
Те хурланса, те ылханса.
Каçра мăш-мăш: чуна та илĕ...
Шевле вылять çут хĕçĕпе.
Пите шăлать пек кăнтăр çилĕ
Çемçе тĕк тутăр вĕçĕпе.
Вăрман чăн тус; вăл хӳтĕлесшĕн —
Ыйха каймасăр хураллать.
Иртнисене Кавруç йĕрлесшĕн.
Ăс алипе ăна аллать.
Анчах нумайăшĕ, — мĕн тăвăн? —
Юлмарĕ шăтăк алăра.
«Çапах та, ĕмĕтĕм, ан ывăн,
Чупах хамран та маларах».
Кавруç çыврать... Сывларĕ ассăн,
Вăл канăçланчĕ-мĕн тинех...
Вăранчĕ те, хĕвел тухсассăн,
Вăл тухрĕ Аслă çул çине.
Ак çитрĕ ир; сĕм тĕттĕм кайрĕ —
Кĕрсе вырнаçрĕ çурăка.
Çил йывăç тăррине лăскарĕ,
Йĕпетрĕ сывлăм курăка.
Кавруç утать; çап-çутă кун
Ăна ыр кăмăлпа пиллерĕ,
Анчах ун хуйхине сисмерĕ —
Сӳнмерĕ çулăм ăшĕнче.
Çăл куçĕнчен выртса шыв ĕçрĕ:
«Тен, сивĕнĕ хĕмленнĕ чун».
Ăçта-ха шухăшĕ ун вĕçрĕ.
«Чĕрем, — тет вăл, — ытла ан çун».
X
Çурхи кун лăпкă, типĕ, шăрăх;
Лашасене çыртать пăван.
Тусанлă алтăклă çул тăрăх
Пырать юлхавлăн караван.
Çапла-çке вăл çул-йĕр тăрлавĕ:
Силлет таттисĕр кӳмине,
Янрать чарусăр шăнкăравĕ,
Сирет ырашăн хӳмине.
Куç умĕнчи тавра ула —
Тĕнче уявлăн капăрланнă.
Паян тӳлек вал, сапăрланнă,
Çав çеç халь кĕскетет çула.
Çапах та барона кичем:
Раççей çул-йĕрĕсем пит вăрăм.
Курать вăл: ял та униче,
Пӳрчĕсенче хупланă хăрăм.
Çăва вырнаçнă айлăмра, —
Баронăн чунĕ кăшт сӳлетрĕ, —
Çăва çинчи пĕччен йăмра
Ун чĕринче салху тивертрĕ.
Анатăн-и е улăхатăн —
Пĕр тĕс, пĕр сăнлăх яланах.
Ирĕксĕрех шута каятăн:
«Пулать-ши урăх самана?»
Шухăшлама ун пур сăлтавĕ
Тин çеç вăл килнĕ инçетрен.
Халь те пуçра Париж шăв-шавĕ,
Халь те ун пуçĕнче тĕтре.
Сăлтав пулмарĕ паянччен
Илемлĕ пурнăçа манма.
Час-час ыйтать вăл хăйĕнчен,
«Хăçан кун çитĕ савăнма?»
Асра Санкт-Петербург, лицей,
Анчах чуна вăл кантармарĕ.
Сухаллă ямшăк та, Ваçлей,
Юррипеле лăплантармарĕ.
Кичем... Утсем те, ав, салхуллă
Утаççĕ типĕ шăрăхра.
Мĕн пулнă? Темшĕн пăлхануллă
Вĕçет хур акăш шурлăхра.
Кускаласа вĕçни ун кăлăх —
Ăна караппăл хăвалать.
Çăлмарĕ çăп-çăра хăвалăх —
Караппăл акăша ватать.
Курни чуна тем чăрмаларĕ,
Вăл çӳçентерчĕ çурăма.
«Ах, çавă урăм-сурăма
Мĕнле чĕр чун çапса антарĕ?»
Тĕлĕнтерет тĕнче: кам вăйлă,
Çав çӳлерех çĕклет пуçа.
Чĕр чунăн пурнăçĕ ик майлă —
Е вал чура, е вăл хуçа.
Тĕнче тирпейсĕр те йăлт хăтсăр:
Пĕриншĕн вилĕм е асап,
Теприншĕн пурнăç çăмăл шутсăр —
Çӳрет ĕç-пуçсăр, юрласа».
Баронăн пуçĕнче пăтравлă,
Канас килет ун пĕр хутран.
Ишут хăтарчĕ шухăшран;
Вăл барона чĕнет пит шавлă:
«Хелло, барон, ытла та пăчă,
Эс ирĕлмерĕн-и паян?
Ларса эп ывăнтăм-çке лăчă,
Пуç янăрать ман ян та ян».
«Çук, ирĕлмен, анчах тусан
Мана питех те тарăхтарчĕ.
Юрать çул урлă çил: хăтарчĕ,
Аванччĕ юхан шыв пулсан».
«Ав, тăвайкки; ун айĕнче
Кăвакарса выртать тăр кӳлĕ.
Унтах арман; ун патĕнче
Шыва кĕме те вырăн пулĕ».
Ĕшеннĕ çамрăксем, пашкаççе;
«Чăнах та тухăн, — теç, — ăнран».
Утсем те хĕрнĕ-мĕн: хашкаççĕ,
Кайса выртасшăн сулхăнра.
Çаран, юманлăх, пысăк кӳлĕ,
Ӳсеççĕ хурăнсем кал-кал,
Тăраççĕ ăвăссем пит çӳллĕ,
Иленнĕ кайăк кăвакал.
Эх, сулхăн, сулхăн, кам сумламĕ
Ăна пит пăчă шăрăхра?
Вăл ырăлăх: кашни тумламĕ
Ун пахарах-çке ахахран.
«Мон шер ами, шывран хăратăп,
Ача чухне, тен, путнăран.
Çавна эп халь те астăватăп.
Юлташăм çăлнăччĕ аран».
«Ăçта вăл?» «Ăçтине пĕлместĕп».
«Ун умĕнче эс парăмра».
«Курсассăн, ним те шеллеместĕп,
Вăл ыр туни ялан умра.
Ачалăх, çук, пулмасть илемсĕр;
Тен, пулнă вăл тăрлавсăр, сĕмсĕр,
Ашкăнасси ялан ăсра...
Тен, çавăнпа та вăл асра.
Ирпе, каçпа-и, кăнтăрла
Эпир Кавруçпала пĕрле.
Ăçта çӳренĕ? Ан йĕрле.
Çын улттăра так ан хурла».
Барон сăмах хушать: «Этем
Ачалăхра çеç ирĕкре.
Ах, ирĕклĕх! Вăл маншăн тем...
Курăнкалать халь тĕлĕкре.
«Каларĕç, эп шыва-мĕн ӳкнĕ,
Тӳрех çухалнă тет путса.
Кавруç иккен ман хыççăн сикнĕ,
Мана кăларнă вăл туртса».
Чылайчченех шывран тухмарĕç,
Пач çăвăнман пек халиччен.
Хăйсем ĕшеннине пăхмарĕç —
Чӳхенчĕçĕ чун каниччен.
Утсем çаран çинче çӳреççĕ.
Ик ямшăк тунă та ӳпле
Ниме пăхмасăр ĕрлешеççĕ —
Пырать-мĕн тулăклă пуплев.
Ик çамрăк çын шывран тухса
Сăрт еннелле вăраххăн утрĕç, —
Çӳле курасшăн улăхса, —
Кĕçех чечен уçланкă тупрĕç.
Хырсем лараççĕ; вĕриленнĕ —
Те çапăçмашкăн тупнă мел.
Кур, тураттисемпе тĕлленĕ —
Кĕç тейĕн пуçланать дуэль.
«Хелло, барон, кур-ха, кунта
Ик йывăç пĕр-пĕрне чĕнеççĕ,
Чăн, туйăнать, кĕç перĕнеççĕ.
Халь эп те, эс те секундант.
«Калатăн тĕрĕс, çав манерлĕ, —
Вĕсен те пур-ши пысăк эрлĕк? —
Эп курнă хам; унтан вара
Курас килмест çав кавара».
«Каçар, барон. Ман тăн çемçе:
Тавçăраймарăм. Ун çинчен,
Юрать, тапратмăпăр текех.
Каяр, тухар-ха ирĕке.
Тăхта, куратăн-и? Ката,
Унта ав çӳллĕ тунката.
Пистолета эп тĕрĕслесшĕн,
Вăл çĕнĕ; мĕнлине пĕлесшĕн.
Кунпа, шанатăп, килĕшен?»
«Эп хатĕр; пĕчĕк палăк юлтăр».
«Эс ху та авăрла. Хăй пултăр
Çак çӳллĕ тунката — мишень».
Мишеньпеле мишень хушши,
Дуэлĕн йĕркипе, чат шутлă:
Вун икĕ утăм. Виçрĕç хутлăх,
Тумарĕç шит те ытлашши.
Барон перет. Мишень ӳкмерĕ —
Етре çатлатрĕ чăтлăхра.
Ишут кулать: «Шел, шел, лекмерĕ:
Тен, вилчĕ ăнсăртран тăхран?»
Ишут перет. Мишень йăванчĕ, —
Перекенни пит хавасланчĕ.
«Маттур, — ырлать барон, — маттур;
Куратăп, сан хастарлăх пур».
Сăрт тăвайкки; кĕр кĕрлесе
Тапса тухать тăп-тăр çăл шывĕ;
Ак Аслă çул; пит тĕркĕшсе
Каçать ун урлă ял кĕтĕвĕ;
Çырма, кĕперĕ хăртăк-хартăк...
«Асту! Мĕн пулчĕ?» Тем сасартăк
Утсем хар-хартлатса чĕвенчĕç,
Тарпа ӳт-тирĕсем йĕпенчĕç.
Пĕр вырăнта ак тăпăр-тапăр
Ташлаççĕ, пĕр-пĕрне тĕксе.
«Мĕн пулнă-ши?» Пырать-мĕн вăкăр
Кӳме патне пуçне пĕксе.
Утсем çул айккине тарс! сикрĕç.
Самант, шарт! хуçăлчĕ турта.
Утсем шур кăпăка чăм ӳкрĕç —
Хăраççĕ урнă вăкăртан.
Тапранчĕç, чупрĕç, чарăнмасăр;
Сĕтĕрĕнсе пырать кӳми.
Барон аптранă анаймасăр:
Аманнă-мĕн ура туни.
Умра шырлан! Вăл çывхарать...
Ăсра чĕнет: «Аннем, ман килĕм...
Ах, мĕн тăвас? Умра халь вилĕм!»
Питне аллисемпе хуплать...
«Анчах мĕн ку?» Шырлан хĕрри,
Утсем тăраççĕ — купаланнă,
Чĕр куçĕсем чăл-чал вутланнă;
Хашкаççĕ: хĕрнĕ çав тери.
Тапăртатаççĕ-çке чăтусăр —
Тӳрех сӳнмерĕ талăрни.
«Утсем ытла та тулхăрни
Çул çӳрене хăварĕ сусăр;
Тытса чарас пулать», — хăравсăр
Ют сын, хăрушлăха курса,
Варт! хирĕç ыткăнчĕ; тăрлавсăр
Утсем чĕвенчĕç чарăнса.
«Кам сирчĕ вилĕме, кам харсăр?» —
Барон курать çын тăнине.
Пырса пуç тайрĕ; пĕр сăмахсăр
Вăл чăмăртать ун аллине.
Хăй куççульне халь пытарасшăн:
Шăлса илет çын куриччен.
«Тава халь йышăнăр, тархасшăн,
Сире эп манмăп виличчен».
Леш ютшăнмасть; сывларĕ ассăн,
Каларĕ: «Хирчĕç урана.
Пĕр пĕчĕк пир татки пулсассăн,
Туртса çыхасчĕ сурана».
Пăлханнине барон çĕнтерчĕ,
Анчах ăшра вăл лĕкĕ пек...
«Мĕнле этем ку? Тĕлĕнтерчĕ
Вăл хăйĕн паттăр ĕçĕпе».
Çитменнине татах инкек,
Кĕтмесĕр те ыйтмасăр пулчĕ.
Барон кулать: «Тухать тинке;
Те çылăхшăн шăпа халь тулчĕ?»
Чун тулашсан та ятламарĕ
Вăл хăйĕн мĕскĕн кучерне.
Те хĕрхенсе вара шутларĕ:
«Юрать татмарĕ ĕмĕрне».
Ваçлей чĕнмест ним: шалт аптранă,
Вăл шалкăм çапнă пек тăрать.
Те вăйсăрланнă, те хăранă,
Те халь ытла вăл хуйхăрать?
Шутлать пуль: «Кам мана хӳтерĕ?
Сехмет çитет-çке ăнсăртран...»
Кӳми выртать. Ишут Ухтеров
Кĕпер патне васкать сăртран.
Ак çитрĕ çил пек вĕçтерсе,
Ваçлей енне усаллăн пăхрĕ,
Чăр! куçĕпе хĕм çиçтерсе
Инçетренех çăханнăн сăхрĕ.
Ишут çан-çурăмĕ чĕтрерĕ,
Силлет вăл Ваçлее лăс-лăс...
«Ак эп сана!» — туя çĕклерĕ.
«Не сметь!» — янрарĕ çирĕп сас.
Самант! Алли Ишутăн тăчĕ
Турат пек, сывлăшра хытса...
Ун пуçĕ урăлчĕ: «Ах, пăчă.
Мана кам чарчĕ-ха тытса?»
Курать вăл: унăн умĕнче
Тăрать патмар çын; хăй илемлĕ,
Кĕрнеклĕскер. Ытла ӳпкевлĕ
Çунать хĕлхем ун куçĕнче.
«Барон, кала, пĕлтер, тархасшăн,
Ăçтан-ха тупăнчĕ ку çын;
Тен, Атăла тарса тухасшăн,
Пĕлесчĕ, кам-ши ун хуçи?»
Тӳрккес сăмах юта йĕплерĕ.
Барон кĕресшĕн-ши хута?
Тусне çемçен вăл ӳпкелерĕ,
Çапла каларĕ Ишута:
«Зачем же так, мон шер ами?»
Кунта никамăн та çук айăп.
Эп çак çынна ялан пуç тайăп;
Пулман пулсассăн вал, — Аминь».
Йăл кулчĕ паттăр çул çӳрен —
Хĕвел пит-куçĕпе вылярĕ,
Хăйне хăй хушрĕ: «Ан кӳрен».
Йĕркеллĕ, çепĕççĕн каларĕ:
«Улпут, ăнлантăм, тавтапуç
Сана тивлетлĕ, ыр сăмахшăн.
Каланă: чĕрери ахахшăн
Ăсна та, туйăмна та уç.
Сан юлташу пӳплет пĕлмесĕр,
Курман чăн пурнăçа пачах,
Ун калани йăлтах тĕллевсĕр —
Хуçи пур выльăхăн анчах».
«Хăюллăскер, — Ишут çӳçенчĕ, —
Ăçтан вăл килнĕ, хăш енчен?»
Пăтранчĕ кăмăлĕ; çилленчĕ,
Ăшра чашларĕ: «Быдло, чернь».
Ак халь ик вичкĕн ăс хĕреслĕ
Пулса кĕрешрĕç — пур-тăр хал.
Ишут шутларĕ: «Интереслĕ;
Кампа тĕл тумĕ ăраскал».
Ют çын хăйне тытма пĕлни
Ишут чунне пит туллаштарчĕ.
Барон шутлать: «Чун иксĕлни».
Хак панине çак ылмаштарчĕ».
Çук, çул çӳрен шартах сикмерĕ,
Курнать, хăпмарĕ ун сехри.
Те хăлхине йăлтах чикмерĕ,
Те тапранмарĕ ун ăшри?
Вăл Ваçлее чеен куç хĕсрĕ —
Пĕлтерчĕ вăрттăн: «Ан хăра».
Пулман пек нимĕн те, шыв ĕçрĕ,
Йĕпетрĕ типнĕ çăкăра.
Шур енчĕкрен тăвар кăларчĕ,
Вăл илчĕ иккĕшне чĕнсе.
Апат çиме барон та ларчĕ,
Хăймарĕ хирĕçме сĕнсен.
Кӳме выртать; барон аптранă —
Йĕри-тавра çӳрет, пăхать.
«Ак кускăч çук, епле тапранăн?»
Ăшра çеç, вăрттăн тарăхать.
«Ан пăшăрхан, — тет çул çӳренĕ, —
Пулать, тăватпăр, ним те мар.
Ĕç тухмасассăн, тур кӳренĕ.
Ваçлей, эс утсене тăвар».
Пуçланчĕ ĕç: пĕри татать:
Тепри чутлать — çиçет ун пуртă.
Хай çул çӳренĕ кăтартать:
«Кăна çĕкле, ăна ак туртăр».
Çур кун иртмерĕ, хай кӳме
Çула тухма юсанчĕ тăчĕ.
Барон ак ывăнсан та лăчă,
Пин çухрăм хатĕр çӳреме.
Ăна-кăна илсе пуçтарчĕç,
Сӳнтерчĕç чĕртнĕ вутсене,
Туртасене кар тытăçтарчĕç,
Типтерлĕ кӳлчĕç утсене.
Ĕç пĕтнĕ хыççăн пулчĕç сапăр —
Ĕç-пуç ăнсассăн пит аван.
Утсем ташларĕç тăпăр-тапăр —
Каллех тапранчĕ караван.
«Ăçта эс, тусăм, çул виçетĕн?
Пĕлетĕп: ирĕклĕ тăрна.
Тен, ăшă çĕрелле вĕçетĕн,
Шыратăн хăвăн çăлтăрна?»
Çук, çул çӳренĕ васкамарĕ
Сăмах тума та юптарма.
Хăй шухăшне вăл лăскамарĕ,
Ăсне ултавлăн чуптарма.
«Куратăп, — тет барон, — юласшăн,
Сунсан та пымăн, хăть ĕрле.
Анчах сана эп тав тăвасшăн,
Ларар-ха кӳмене пĕрле».
Çурхи кун лăпкă, типе, шăрăх;
Пит сĕмсĕр явăнать пăван.
Тусанлă, алтăклă çул тăрах
Юртать тӳлеккĕн караван.
Кĕрет-тухать ялтан яла...
Вăл тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулчĕ.
Çул, — çухрăм хыççăн çухрăм, — юлчĕ
Юрттарнă майлăн каялла.
Самант та тĕлĕрме памасăр,
Кисретрĕ кӳмене тумхах.
Çулта тухать-çке васкамасăр
Уни-куни пирки сăмах.
Пуçра пĕр шухăш сăхă, кутăн;
Барон ăсра хушать: «Вĕçерн!»
Çиллентерет ăна Ишутăн
Аристократ сăмахĕ - чернь.
Вăл чун хускалнине çĕнтерчĕ,
Анчах кӳрентерни асра.
Вăл ирĕксĕр-мĕн ĕнентерчĕ:
«Çав чăнлăх сучĕ пуласра».
Ик кăмăл пулчĕç хире-хирĕç,
Ик шухăш — вăрттăн тавлашу.
Йăла картланине, тен, сирĕç?
Çук, ĕмĕр пулмĕ шайлашу.
Барон пуçларĕ: «Çул çӳренĕн
Йăли: сана, тĕнче те кур.
Эп çавăнпа кăштах тĕпчерĕм,
Пĕлес килет мĕн çук, мĕн пур.
Эп куртăм та арпашрĕ шухăш,
Ман кăмăл кайрĕ саланса.
Курни пулмарĕ маншăн тупăш,
Ăнлантăм: пурăнмăн канса.
Кала-ха, тусăм, пытармасăр,
Мĕнле халь пурнăç, мĕн паха?
Çынсем иртмеççĕ пуç таймасăр,
Анчах... тем пулнă халăха».
«Ĕçлет вăл кунĕ-кунĕпе,
Çак çут çанталăка курмасăр,
Пурнать кулмасăр, савăнмасăр
Хăй пусмăрланнă чунĕпе.
Тен, пурнăç пулĕччĕ самай,
Анчах чинри çынсем кăклаççĕ,
Аптратрĕ питĕ куланай.
Ялан тытас пулать асра:
Кашни хĕл йывăç турттараççĕ,
Çу кунĕнче кĕпер тăваççĕ,
Чиркӳ лартаççĕ вулăсра.
Ăçта тухас, ăçта кĕрес?
Ниçта та пурнăç улшăнмасть-мĕн.
Ăнланчĕ чухăн: пулăшмасть-мĕн,
Çаксан та ирĕккĕн хĕрес.
Нумай пулмасть ытла алхасрĕç,
Тăмарĕç ял-йышран ыйтса:
Юри улпут валли çĕр касрĕç —
Çĕр илчĕç, темелле, туртсах.
Шăпи юртать-ши лĕстĕк-лĕстĕк:
Ăçта пыран, унта хысна.
Пĕр керенке тăвар илес тек,
Кайса сутас пулать сысна».
Те пулнăран вăл пит сăпайлă? —
Кĕмен хăйне хăй тупăша,
Анчах юта итленĕ майлăн,
Барон халь кайрĕ шухăша:
«Мĕн сăлтавпа çак мĕскĕн халăх
Вĕреннĕ сассăр пĕшкĕнме?
Паллах, киревсĕр çак чуралăх,
Анчах кирлех-ши тĕкĕнме?»
Явап пулмарĕ; хăйне хăй
Вăл ăслă-тăнлă калаймарĕ.
Тен, çавăнпа та тупаймарĕ
Чун-чĕринче хăватлă вăй.
Хускалчĕ чунĕ çул çӳренĕн,
Çуралчĕç шухăшсем пуçра.
Ах, шухăш! Ирĕксĕр ĕненĕн, —
Пулман вăл ĕмĕтшĕн усрав.
Вăл ĕмĕт этемпех çуралнă;
Ун ашшĕ: тивĕçлĕх те чыс,
Анчах та тивĕçлĕх хуралнă.
Ирĕксĕрех халь чăт та тӳс.
Çак сусăр пурнăçăн сăнарĕ
Ытла тулаштарать ăна.
Нимпе те чунĕ ăшăнмарĕ,
Калать вал шăппăн барона:
«Килет инкекĕ çулсерен —
Пырса кĕме ярт уçă алăк.
Мĕн кале те мĕн тăвĕ халăх?..
Çынран пăрнатăн та йĕрен.
Мĕн тупăн халĕ халăхра?
Ăна кушак çури хăратĕ,
Вăл халĕ тарăн ыйхăра,
Анчах мĕн те пулин вăратĕ.
Вăратĕ унăн тивĕçне,
Вара çĕкленĕ хĕмлĕ вăйĕ:
Хăшин валли пулатчĕ сăйĕ,
Хăшне тăратĕ хăй умне».
Ют çын сăмахĕ çӳçентерчĕ,
Вăл чиккелерĕ чĕрере.
Хăй тĕллевне, тен, сисĕнтерчĕ?
Барон каять хĕре-хĕре.
Курни-илтни ăсне чар хирчĕ —
Туянчĕ «чир» çак этемрен.
Хăй шухăшне барон хăй сирчĕ:
Хăрать хăрушă хĕлхемрен...
Чĕр шухăшран Ишут хăтарчĕ:
Кӳми йăваннă, кăшкăрать.
Ваçлей лашасене чуптарчĕ.
Ишут сăртра кĕтсе тăрать.
«Улпут, — тет çул çӳрен, — тăхта,
Кунта ман юлмалла: эп çитрĕм.
Хăрушă вырăнтан ак иртрĕм,
Мана тек чармĕ кутлăх та».
«Ах, питĕ шел! — барон кӳренчĕ, —
Пулать мана ытла кичем.
Ман чĕрере сăну йĕрленчĕ,
Асра эс юлăн виличчен».
«Кала, — тет çын, — эс хăш çĕртен,
Тусу сан кам? Вăл быдло терĕ».
«Вăл камергер. Ишут Ухтеров.
Эпир килетпĕр Питĕртен».
«Чашламаран? Ишут Ухтеров?»
«Курап, тăратăн тĕлĕнсе».
«Ятне илтсен шартах сиктерĕ,
Нумайăш илĕç çӳçенсе».
«Илтсеччĕ: паллă йăх, мухтавсăр
Пулман нихçан та тенине».
«Чăнах, чап сарăлмасть сăлтавсăр,
Курман пăшалсăр пенипе».
«Эс калаçатăн юптаруллă —
Часах илеймĕн тавçăрса.
Уçмастăн шухăшна хăюллă:
Ăна тăратăн пытарса».
Юпленчĕ çул. Пĕччен. Пуçра
Тĕтре... Курни ăса вăратрĕ;
Çав пурнăç пăхрĕ халь куçран,
Ун юншăхни чуна хăратрĕ.
Пĕлет: çак таранччен ăна
Упранă çут çанталăк пилĕ.
Ӳссессĕн илнĕ тыткăна
Илемлĕ пурнăç çавра çилĕ:
Салон, театр, тĕл пулу,
Таçта пырсан та, йăл кулу.
Барон хăйне ятран чĕнтерчĕ,
Асри пит ыррăн çӳçентерчĕ.
Вара Париж! Вăл тĕлĕнтермĕш.
Таçта та ирĕк тĕрлеттер.
Тата Парижан пур тӳнтерĕш:
Жан-Жак Руссо, Дидро, Вольтер.
«Раççей... Пăхатăн, пурнăç уйрăм —
Çук вырăн ăс-тăнпа канма.
Ах, таврăнсан кăна-çке туйрăм —
Эп ĕлкĕрмен-мĕн вăранма.
Тен, ахалех чунпа амантăм,
Этемлĕх мăнлăхне манса.
Тен, çутă пĕлĕтрен эп антăм —
Ман ĕмĕт кайрĕ саланса?
Чуралăх — пурăнăç сехмечĕ;
Çапах та пурăнан тӳссе.
Ах, ирĕклĕх! — этем тивлечĕ.
Унпа вăл çитĕнет ӳссе...
Ан сирĕл-ха, тĕтреллĕ шанчăк,
Хăть эсĕ ырлăха кĕттер.
Пуçра ыйту; вăл сапаланчăк...
Кунта çуралĕ-ши Вольтер?
Мĕн-ма тăрать ыйту сӳнмесĕр,
Ма кăсăклантарать сана?»
...Барон, Ишут патне кĕмесĕр,
Тӳрех çул тытрĕ Хусана.
Тăван çĕршыв! Ял çумĕнче
Туспа тус ăшшăн сыв пуллашрĕç.
Кăшт пăчăртанчĕ куçĕнчен
Тумлам Ишутăн. Ах, тулашрĕ
Баронăн чунĕ: «Фарисей...»
Каларĕ: «Ну, тапрат, Ваçлей!»
Вун çул тусланнă Ишутпа,
Çапах пĕлмерĕ, мĕн шутпа
Ак, халь, сасартăк салхулланчĕ.
Чăнах, тен, чунĕ ун хурланчĕ? —
Çĕр хут та ыйтрĕ хăйĕнчен.
Тавçăраймарĕ,хăш енчен
Сăмах килсе халь ĕнентерĕ
Ишут куççулĕ чăннине,
Мĕнле сăнар ăшра çĕнтерĕ
Халь туйăм иккĕленнине.
Барон ас илчĕ: Рим, Париж...
Ишутпала пĕрле çӳренĕ.
Ăнланнă: пурнăçăн тӳремĕ
Çуках, вăл тинĕс — иш те иш.
Анчах пĕрин карапĕ пысăк,
Нимле хумран та хăрамасть.
Теприн çук кимĕ те — йăлт усăк.
Вăл кĕрекаç та шырамасть.
Тĕнче вăл кăткăс; ыталаймăн
Куçпа çеç, тупсăм çук пулсан.
Çук, туйăма чултан тăваймăн,
Чунпа хăр чухăн çуралсан.
Мала анчах курать ун тусĕ —
Кай енĕ уншăн çук тĕнчен.
Ун ăсĕ те аяккăн ӳсĕ
Пулсан вăл паллă çын, енчен.
Тарасапа Ишут турттарнă:
Мĕн усăллă, мĕн усăсăр.
Курни-илтнийĕ ăнлантарнă:
Ним уçăлмасть-мĕн уçăсăр.
Кавруçăн та çав вăхăтра
Пуçра çĕр шухăш — пĕр кĕтӳ.
Халь лар та хăтлăха пăтрат
Е чарăнмасăр тӳ те тӳ.
Улпутсемпе пулни паян
Асра пит таран йĕр хăварчĕ.
Ĕнер юлнисене кая
Ӳсме çĕн туйăмпа шăварчĕ.
Никам пĕлмест-çке, мĕн сĕнет
Çынна вылянчăк ăраскалĕ —
Пĕррехинче çул тăваткалĕ
Тен, тĕл пултарĕ вĕсене.
Кавруç шур витĕр тĕл туса
Тӳрех хĕвел енне çул тытрĕ.
Янк пĕлĕтрен хастарлăх ыйтрĕ:
«Ах, хăптăр, сирĕлтĕр усал».
Сайра вăрман, çырма, уçланкă,
Ак, кукăр çулĕ лăнкă-ланкă,
Тилли ун урлă вăрт та вăрт,
Умра, хыçра та тайлăм, сăрт:
Ăçта пăхатăн — илĕртет,
Илет те тыткăна йĕртет...
Пурте çынна тăваççĕ хапăл.
Умра выртать, ав, аслă Атăл.
Ах, Атăл, Атăл! Кам чунне
Илемӳпе эс парăнтармăн,
Кам чĕрине эс, кам юнне
Вĕрилентермĕн, хумхантармăн!
Выртатăн ирĕккĕн юхса;
Тӳлек, типтерлĕ эс, сăпайлă,
Анчах мĕн чухлĕ санăн айлăм
Кисреннĕ тăвăлсем тухсан?
Эс тивĕçлĕхе ялан вăратнă
Этемĕн хĕмлĕ чĕринче,
Эс çыннăн вырăнне кăтартнă
Çак аслă, тертлĕ çĕр çинче.
Нумай çул иртнĕ; Атăл тăрăх
Çӳренĕ Разин утаман.
Вăл улпутсемшĕн пулнă вăрă,
Анчах ĕçчен çынна — тăван.
Улпут çуртне вăл çунтарсассăн,
Киммисене те çаратсассăн,
Каланă халăх: «Пирĕн тар,
Çунтар, тĕп пултăрах, çунтар».
Сахал этем-и унпала
Çӳренĕ ирĕк шыраса?
Тĕл пулнă тĕксĕм кунпала,
Тăман нимрен те хăраса.
Ĕçчен ват Атăл! Хĕррипе
Выртать çатма пек такăр юшкăн.
Унпа утса пырать пĕр ушкăн.
Çамки пурин те йĕп-йĕпе:
Çынсем лаша пек кӳлĕнсе,
Умра йăлмак çыхса хĕреслĕн,
Пурте пĕр харăс ӳпĕнсе,
Кимме вăраххăн сĕтĕреççĕ.
Вĕсем патне Кавруç, ак, утрĕ...
Малта çĕн пурăнăç; кивви
Ас кӳллине самантлăх путрĕ.
Тен, пуле те ăшши, сивви...
XI
Кĕçех, — усал ĕç пулнă хыççăн, —
Ял-йыш кĕтет-мĕн Ишута.
Ун пурлăхне пăхмасть вăл выççăн —
Çын халăх йăлине тытать.
Ухтер вилсен те арканман
Ун пысăк çуртĕнче йĕркелĕх:
Картишĕнче ялан тирпейлĕ, —
Кил-йышĕ ĕçсĕрех ларман, —
Пусне-хирне акса хăварнă,
Выртман-мĕн çумланса йăран,
Çитернĕ выльăхне, шăварнă,
Сыватнă çамрăк ăйăра.
Карета çитрĕ те вăратрĕ
Тăп-лăпкă ялăн урамне;
Ухтерĕн кил карти умне
Пырса тăрса тусан хăпартрĕ.
Лашан çăварĕ кăпăкланнă,
Сывлать вăл тарăн хашкаса.
Ун чакăр куçĕсем вутланнă,
Тăрать, — вăл хĕрнĕ, — ташласа.
Ял-йыш, — йăли пур, — хисеплерĕ:
Ярт уçрĕ анлă хапхана.
Иртнисене вăл ас илмерĕ —
Паян эс, — терĕ, — пул хăна.
Ишут кӳме çинчен анса
Йĕри-тавра пит тимлĕн пăхрĕ,
«Тăмарĕ, — терĕç, — вăтанса —
Куçĕпеле çăхан пек сăхрĕ»;
Часах-мĕн кайрĕ сĕврĕлсе
Ял-йыш хисепĕ. Халь кĕтеççĕ
Ишут мĕн каласса; тĕпчеççĕ:
«Мĕн пулĕ чăнлăха пĕлсен?»
Вăл ашшĕне кĕтет... Леш карчăк
Ишут патне утса çывхарчĕ,
Пĕлтерчĕ вăл йĕре-йĕре
Ун ашшĕ кĕнине çĕре:
«Сан аçуна Кавруç вĕлернĕ,
Çавах, çавах, тĕнче пĕлет».
Çапла ват тарçă ĕнентернĕ
Ишут вăраххăн ас илет:
«Кавруç? Тăхта, вăл кам таврашĕ?..
Эп унпала ача чухне
Ялан çӳренĕ уй чӳкне...
Аха, вăл çавă-çке, юлташĕ;
Вĕсен кил-çурчĕ Леш касра.
Пĕр кун иртмен пĕрле пулмасăр,
Юлман Шуршуварне чупмасăр...»
Ачалăх таврăнчĕ асра.
Ку таранччен чун тарăхман,
Хура нихçан куçран пăхман.
Паян умра вăл: ашшĕ çук.
Мĕн тăвăн-ха, кама мĕн калăн
Чĕре ытла ыратнă чух?
Ирĕксĕрех пуçпа çухалăн
Пăрахнă тăлăх пек пулсан;
Хăвна ху пĕр-пĕччен юлсан.
Вăл, пурнăç тинĕсĕ, пит тарăн,
Вăл хумханать ытла хаяррăн;
Ăс çухатса путсан, енчен,
Тухаймăн унăн тĕпĕнчен.
Халь çамрăк çыннăн пуçĕнче
Кумать çĕр шухăш умлăн-хыçлăн,
Анчах выртмасть ун умĕнче
Пулса иртни тӳр çул пек уççăн.
Вăл çавăнпа шутлать, виçет:
Вăраххăнах хуçа пиçет.
Ухтер хăварнă пысăк пурлăх:
Çаран, вăрман та ăшăх шурлăх,
Улт-çич арманĕ улăхра
Пайта параççĕ кунĕн-çĕрĕн.
Ку ырлăхпа таçта та кĕрĕн —
Ишутăн вăйĕ пурлăхра.
Вăрман. Çул кĕчĕ чăтлăха.
Кунта уçланкă, шывлă вар...
Аса илтерчĕ Шуршувар
Ачалăха та яшлăха.
Вун саккăрти çынна мĕн кирлĕ?
Муштра, француз чĕлхи те бал
Е сив сăра пĕр-ик бокал,
Тата ун учĕ чуптăр вирлĕ.
Куçа хупсассăн чĕрĕлеççĕ
Асри илемлĕ сăнарсем:
Тĕтреллĕ Питĕр — хĕрелеççĕ
Сĕм витĕр пĕчĕк хунарсем.
Иртни — мĕлке пекех, чĕлхесĕр,
Ялан малта вăл е хыçра,
Анчах хăйне вăл систермесĕр,
Тăман нихçан та пурнăçра.
Пулман пулсассăн çыннăн хурлăх,
Пĕлеймĕ савăнăç мĕнне,
Каçман пулсан хĕн пурнăç урлă,
Сисеймĕ унăн сĕткенне.
Ишут пĕлмен хура куна,
Вăл иртнĕ, кайнă тĕкĕнмесĕр.
Хастар чĕрĕлекен туна
Пулса вăл ӳснĕ пĕрĕнмесĕр.
Вăл, пуçламасăр тĕкленме,
Илет çак пурнăçра ыр вырăн.
Тепришĕн, çук, тем чухлĕ шырăн,
Анчах май пулмĕ çĕкленме.
Ишутăн пулнă май: Ухтер
Çын тарĕпе пуçтарнă пурлăх,
Çынна нумай кăтартнă хурлăх,
Унран нумайăш курнă терт.
Çапла Ишут пĕр ал хумасăр
Халь пулчĕ пурлăхăн хуçи.
Нуша курмасăр, тар тăкмасăр,
Вăл халĕ муллă, чаплă çын.
Паян хăй ашшĕсĕр юлни
Чунне кăкларĕ, ыраттарчĕ.
Ăшра çилли ун тăп-тулли —
Памарĕ канăç: ыйăх тарчĕ.
Ырришĕн чĕринче çук анлăх,
Йăлт пуш çĕре ăс хыпашлать,
Ашри ун хĕмлĕ курайманлăх
Ялан кăшлать чуна, кăшлать.
Пуçра, пуçра вăрман шăв-шавĕ.
Хăçан ăна Ишут хăварĕ?
Хаярлăхăн сӳнми кăварĕ
Хистет тискеррĕн тавăрма.
XII
Çитет, каять кун хыççăн кун,
Иртет вăл вăхăт сисĕнмесĕр.
Кавруçшăн сисĕнчĕ: хĕрмесĕр
Тăмасть самант та çамрăк чун.
Сӳнмест, сӳнмест-мĕн кăкăрта
Ашри вучах чăл-чăл хĕлхемĕ.
Ах, юрату! Кама çĕклемĕ,
Кама пăрахмĕ вăл хăрта?
Ирĕксĕрех каç ас илтерчĕ,
Каллех хумхатрĕ Кавруçа,
Уй хуйăхне кăшт сӳрĕлтерчĕ
Вăл канăç пачĕ кăшт пуçа.
Пит йывăр пурнăç пурлаксен:
Ĕçлеççĕ ут пек кунĕн-çĕрĕн.
Ăçта кайса, ăçта эс кĕрĕн,
Нушаллă пурнăçа лексен?
Кавруç пĕрлешрĕ ушкăна.
Паяв парса пĕрле тăратрĕç,
Тӳлек, сăпайлăшăн юратрĕç —
Тăван пек йышăнчĕç ăна.
Кавруç курать: тĕреклĕ халăх, —
Кăлармĕç, çук, пăрахăçа, —
Вĕсен кил-çурчĕ — çут çанталăк,
Вĕсен мĕн пурлăхĕ пĕр çав.
Кампа кунта эс тĕл пулмастăн,
Мĕнле еккиллĕ этемпе,
Кама курса эс паллашмастăн,
Мĕнле ăспа, мĕнле тĕнпе?
Кам çук кунта: сар çӳçлĕ вырăс,
Чăваш та, çармăс та, тутар.
Тус йăнăшсан параççĕ ыр ăс,
Чун тулашсан ан та пытар.
Вĕсемшĕн ирĕклĕх — чăн Турă,
Вĕсемшĕн пусмăрлăх — тăшман.
Ĕçчен çынна мĕн кирлĕ урăх —
Усал ĕçе вăл хутшăнман.
Сехмет килсессĕн асапланăн:
Чăтас пулать-çке хăвăнах.
Пит хаклă çывăх тус каланă
Чуна пусаракан сăмах.
Вăл хырăм выçнă чух апат,
Ăш хыпнă вăхăтра — çăл шывĕ.
Кам сан умна парне пек хывĕ
Сăваплă шанчăк, вăй-хăват,
Кам хăйне пĕртте улăштармĕ,
Кам тăмĕ икĕ питленсе?
Пĕртен пĕр тус. Санран вал тармĕ
Пит йывăр вăхăтсем çитсен.
Кавруç курать, шур çӳçлĕ ватă
Сăнать ун вăрттăн асапне.
Ӳкмен пĕрре çеç пăтăл-патăл —
Пĕлет вăл пурăнăç хакне.
Сăнать те чĕптĕм шарламасть.
Тепле ĕçе явса сӳтсен те,
Тепле юмах-сăмах илтсен те,
Нихçан хăй тĕллĕн тăрламасть.
Ах, тыткăнри ăс-тăн вăл — чĕлĕх:
Вĕрсессĕн хушăкран калать;
Юратакан чĕре вăл - хĕлĕх;
Ытла туртсассăн татăлать.
Пĕррехинче, — те ăнсăртран, —
Пырса вăл ларчĕ юнашар.
«Кил, — терĕ ватă, — пĕр хутран
Сăмах ваклар та паллашар.
Ăçтан эс, çамрăк тус, пĕлтер:
Тухăç енчен е анăçран,
Мĕнле эс çакă пурнăçра
Тупас тен вырăн?.. Сирĕлтер
Куç умĕнчи сĕм тĕттĕме.
Вара куран: хури хĕп-хĕрлĕ;
Ӳсен-тăран, чĕр чун та тĕрлĕ —
Пĕр хак ан пар пур этеме».
Çĕр каçиччен сăмах вакларĕç,
Пулса иртнисене хакларĕç,
Тĕплерĕç, пăхрĕç тавăрсах,
Сăнарĕç, виçрĕç çавăрсах.
Ку таранччен Кавруç ăнпа та
Хăй ялĕ пуссинчен иртмен.
Анчах халь сисрĕ: çавăнпа та
Ăна нихçан ним илĕртмен.
Ниме курмасăр пурăннă çын,
Мĕн пур — пуç çапнă туррине,
Нихçан пĕлмен вăл пурăнăçăн
Икхирĕçле ен пуррине.
Хăçан Кавруçăн чунĕ канĕ,
Мĕнле, мĕнпе вăл халь лăпланĕ?
Куçне хупать вăл — хĕр умра,
Чĕнет пек урамри йăмра.
Куçне уçать вăл — анлă Атăл
Выртать вăраххăн чӳхенсе,
Калать пек шăппăн ӳкĕнсе:
«Хăвна эс мĕншĕн пусмăрлатăн?»
Анчах асра савни сăмахĕ —
Ăшра вăл юлнă варăнса.
«Тупать-ши вăхăт асăнма хĕр,
Ларать-ши хырлăха тухса?»
XIII
Миçе ир, каç, миçе эрне
Асра йĕр хăвармасăр иртрĕ?
Иртни пулма пĕри пĕрне
Çула çул ĕмĕрлĕхе витрĕ.
Çулсем иртсен те çут çанталăк
Çухатмĕ хăйĕн йĕркине:
Хĕвелшĕн шуçăм пулĕ алăк,
Унтан кĕрет вăл ирхине;
Шап-шурă уйăха шупкатĕ,
Сĕнк кайнă вăрмана ирпе
Кăштах нӳрленнĕ лăп çилпе
Ачашшăн, амăш пек хускатĕ.
Пырать йăли ун ĕмĕртен:
Ытла тулашнă тăвăл хыççăн.
Сасартăк, тем таçти çĕртен
Çитсе, ыр сывлăш лăпкăн, уççăн,
Кĕç ăшă хумăн сарăлать.
Йăлт ирĕлет хăп-хăмăр пĕлĕт —
Тӳпе çăл шыв пек тăрăлать.
Пулман пек нимĕн те: хĕвелĕ
Каллех хавассăн йăл кулса
Сапать артаклăн ăшшине,
Тавралăх ырлăхпа тулса
Ярать илемлĕ ташшине.
Тар çуркунне. Ян сассемпе
Яр уçă çут çанталăк тулчĕ;
Тавралăх тĕрлĕ тĕссемпе
Хавассăн пăхрĕ те йăл кулчĕ.
Пур чĕрĕлĕх ĕçре: чĕр чунĕ
Иртен каçчен ав тăрмашать;
Çерçишĕн те кун ырлăх кӳнĕ:
Сикет, вĕçет вăл, тăрăшать.
Чун савăнать, çĕкленчĕ кăмăл.
Ах, пур-ши ырлăхăн виçи?
Анчах та пурнăç — çамрăк хăмăл,
Хуçма пултарĕ шухă çил.
Каç. Тӳпене ак хĕвел анăç
Пĕветрĕ хĕп-хĕрлĕ сăнпа.
Вăл сыв пуллашрĕ те кунпа
Вăраххăн сӳнчĕ — çитрĕ манăç.
Систерчĕ хăйĕн сăвапне,
Анчах та çук: кĕпер патне
Хĕр анчĕ, тăчĕ, калăн, тăлăх.
Ах, мĕн пирки ун пичĕ тăрăх
Куççуль, йăр-йăр чупса, тумламăн
Çĕре чĕр сывлăм пек ӳкет-ши,
Пуçне хĕр хурлăхлăн пакет,
Тен, ĕмĕтне шăпи тăлланă?
Ăçта каяс пуç анрасассăн,
Мĕнле чăтас чĕре сурсан,
Умра хура инкек тăрсассăн,
Пĕрле, юлмасăр, вăл пырсан?
Тулашăн, чирлĕн, асапланăн...
Çемçелĕ чун-чĕрӳ йĕрсен;
Ытла та тим чĕрре кĕрсен
Эс ăс хушнипеле лăпланăн.
Вăраххăн кăмăлу çĕкленĕ,
Эс тухăн чун асапĕнчен,
Çĕнелĕ шанчăк, чечекленĕ,
Эс юлмăн ĕмĕтпе пĕччен.
Чечекшĕн çут тĕнче хупланнă:
Йĕри-тавра шыв-шур, карта.
Памасăр канăç кăкăрта
Хавшак чĕри ун асапланнă:
«Ăçта-ши хăтлăх, хăш енче?»
Вĕçет ăспа вăрман, хир урлă.
Пулсан та çулĕ сăртлă, шурлă,
Ун пысăк шанчăк хăйĕнче.
Анчах хăçан та кам кантарĕ
Ăсне, хĕрӳллĕ чĕрине,
Кам паре ăс, кам ăнлантарĕ,
Кам уçĕ чăнлăх çăрине?
Чĕри хускалчĕ çамрăк хĕрĕн...
Тен, кулăн та, тен, вăрттăн йĕрĕн,
Туйсассăн шиклĕ шанчăка.
Анчах ăçтан тĕлне пĕлетĕн,
Тен, шухăшра эс йĕркелетĕн
Пуçра тăран саланчăка.
Кам тухрĕ çул сине? Ишут...
Те чухăнланĕ хĕр, те пуйĕ
Те халĕ вăл хăйне хăй суйĕ? —
Тавлашрĕ ăс тимпе çĕр хут.
Чечек, эс камшăн, мĕн упран,
Иртни сан тухрĕ-им шутран?
Анчах та кăмăлĕ пăлханнă —
Чечекĕн пуçĕ усăнать.
Кам йӳтĕмсĕр ăна ылханнă,
Кам халь ăна усал сунать?
Йышра хăйне тытман йĕркесĕр,
Ват çын сăмахĕнчен тухман,
Чĕнсессĕн çын пулман чĕлхесĕр,
Çук, çĕн тĕне те çулăхман.
Çапах çĕнни вăл илĕртӳллĕ,
Пыраканни курман тиркӳ...
Каçхи чĕр сывлăшра чĕнӳллĕн
Сапать чан сассине чиркӳ.
Чечек халь утре ун патне.
Хĕр чун-чĕри таса та тăрă,
Ăс йăнăшсан, çырлахтăр Турă,
Кăтарттăр хăйĕн хăватне...
Пусма, чул паперть, тимĕр алăк,
Тивлетлĕ сĕмлĕх тăнн тăрать:
Тен, вăл илĕртекен пахалăх,
Анчах чун çӳçенет, хăрать
Шала кĕрсессĕнех вăл темшĕн.
Курать хĕр: халăх чиркӳре.
Мĕнпе паха ку çурт этемшĕн,
Тен, шанчăк халăха кӳрет?
Пĕччен... Курмасть таврарине;
Çумра никам та çук пек уншăн.
Халь тур умне пулас кун-çулшăн,
Сирес пуçри шыв çаврине,
Хăй шухăш-туйăмне хурасшăн.
«Ах, Туррăм, пӳлĕхĕм, тархасшăн,
Илтсем мана, курсам çӳлтен,
Эс ан кайтар мана сӳлтен.
Парсам мана халь чăтăм, тӳсĕм
Кĕтсе илме ыр кунăма;
Сая ан кайтăр манăн ӳсĕм,
Çул такăр пултăр пынă май».
Хĕр чул пек хытнă; хускалмасăр,
Тăрать вал лăпкă, тĕлĕрсе.
Тен, куççульне халь кăлармасăр, —
Вăл вăрттăн, ăшĕнче йĕрсе, —
Хăйне паян лăплантарасшăн,
Ăсра хăй тунă тĕнчене, —
Унта йăпаннă пĕчченех, —
Никам сисми тухса тарасшăн?
Çӳçенчĕ, ыйхăран вăранчĕ.
Ах, тин кантарчĕ кăшт чунне.
Те ырлăхран? — хĕр çупăрланчĕ
Хăй çĕнĕ ĕмĕчĕ çумне.
XIV
Хуçа килни виç уйăх иртрĕ;
Ялан ĕçре е кантурта.
Калайпала çуртне халь витрĕ —
Вăл типтерлерĕ кил-çурта.
Ишут ниçта каймасть чĕнмесĕр:
Ак, Хусана тумарĕ йĕр.
Анчах пĕррехинче кĕтмесĕр
Каç умĕн çитрĕ ват курьер.
О, йыхăрать-мĕн кĕпĕрнаттăр,
Çырать: шанатпăр килессе.
Ишут шутларĕ: «Тура патăр,
Шанманччĕ эп вăл чĕнессе».
Тĕллевлĕ шухăш — ĕç тăрлавĕ;
Телей, çав шухăш çитĕнсен.
Туйни — телейĕн шăнкăравĕ,
Иккĕленмесĕр пыр илтсен,
Йăла, йĕрке — вăл никĕс; унсăр
Пымасть-тĕр пурăнăç ăнса.
Йĕрки-йăли пулсан та сумсăр,
Тăрас пулать-çке пăхăнса.
Ишут тăмасть çакна пĕлмесĕр,
Вăл çавăнпа ним тĕллемесĕр
Тухман. Шутлать: «Ку йыхăрав
Халь пултăр маншăн шăнкăрав».
Каçпа пуçланмаллаччĕ бал,
Анчах паян Ишутăн траур.
Пĕлет вăл: ашшĕсем авал
Вилнисене манман. Халь авăр,
Шыв çаврăнни ун пуçĕнче,
Пин шухăш пăтранса тăрать-мĕн:
Мĕнле усал вăй пур енчен
Килсе кĕрсе чуна хăратмĕ?
Çапла, этем вăл хăйшĕн хăй
Йăла тăвать, йĕрке çырать.
Кайран шутлать: «Ăçтан ку сăй?
Хăш чух, тен, ăсĕ çывăрать?»
Калас пулать, Ухтер вилни
Пулман Ишутшăн пит салхуллă,
Хăйне тытман вал пăлхануллă,
Шутланă: пултăр тур илни;
Çапах ютра, çын умĕнче
Хăйне хăй тытнă лăпкă, мĕскĕн;
Вăл аслăрах çын çумĕнче
Пулман типтерсĕр, шухă, вĕçкĕн.
«Сив çил вĕрсессĕн хӳтĕре тăр,
Пулсассăн ăшă — яр тымар...» —
Тесе шутланă. Кĕпĕрнаттăр
Чĕнсен пĕлтерчĕ: хирĕç мар.
Кӳми вĕçтерчĕ тусана.
Ăçта Ишут халь тĕрлеттерчĕ —
Тин çех вăраннă вăрмана
Вăл янлăн, шавлăн кĕрлеттерчĕ?
Хусан, шур Кремĕл... Кĕпĕрнаттăр
Пит ăшшăн йышăнчĕ ăна.
Ишут тӳлек, яка: сăна тăр.
Паян вăл кирлĕ çын, хăна.
Хисеплĕн пачĕ ал хуçа,
Курнать, ун кăмăлĕ уçах:
«Эп сирĕнпе, — тет, — хуйхăратăп...
Мана пĕлтернĕччĕ пĕр кун.
Мĕн тăвăн-ха, кашни çĕн кун
Кӳрет çĕн ĕç, хыпар. Хăратăп
Эп сирĕншĕн; тен, пулăшу
Сире манран халь кирлĕ пулĕ?»
Ах, пурнăçăн тумхахлă çулĕ:
Ума тухать е сăрт, е шыв,
Паян, ак, вăл ытла та такăр,
Ыран, тен, пулĕ тĕпсĕр какăр.
Çемçен те ăшшăн йышăнни
Телей пурри çине шантарчĕ,
Кĕтмесĕр пурнăçĕ ăнни
Паян ăна йăлт парăнтарчĕ.
Сĕрлет кил-çурт: пуçланчĕ бал.
Юхать кĕвви илемлĕ вальсăн.
Хăнасемпе тăп тулнă зал
Хускалчĕ: пурçăнĕ, атласĕ
Пуçларĕ çил пек вĕлкĕшме.
Арçыннисем ташласшăн талăк,
Хĕрсем те хирĕç мар. Пит савăк
Çав иккĕн сывлăшра ишме:
Эс ярăнатăн хуммăн-хуммăн,
Хĕре пит çăмăллăн тытса.
Пурте пăхаççĕ ырă суннăн —
Юпа пек тăмăн-çке хытса.
Ишут кунта та мĕскĕн мар:
Ун куçĕсем ытла хĕлхемлĕ,
Хул-çурăмпа яштак, патвар,
Пăхма вăл савăк çын, илемлĕ:
Чăр куçĕ, çӳçĕ — ан тура.
Вăл камергер, çавна кура
Паян çире ун çĕн мундир.
Пит килĕшет-çке çак тумтир.
Ишут сăнать: курать вăл витĕр,
Анчах та хатĕр паллашма.
Ăсра шутлать вăл: «Вăхăт çитĕ
Ак пуринпе те танлашма».
Ишут юлмарĕ палăрмасăр —
Ăна куç хыврĕç ырласа.
Юлмарĕ вăл çавна курмасăр,
Писмерĕ вăрттăн хурласа.
Вăл курчĕ, виçрĕ те тайтарчĕ:
Пăрахăçлать тăкаклине;
Мĕн курнине вăл сăрăхтарчĕ,
Хăварчĕ хăйшĕн хаклине.
Илемлĕ, кăмăллă, яттак;
Нумайăшне вăл парăнтарчĕ.
Ара, хастарлăхпа — салтак:
Шут тытнине самай ăнтарчĕ.
Ак, çитрĕ вице-кĕпĕрнаттăр
Илемлĕ çамрăк хĕрĕпе.
Мĕнле çын ку? — Ах, тур сыхлатăр! —
Вăл çывăрман пек çĕрĕпе
Аран, пит ывăннăн утать, —
Хăй самăр, çӳллĕш пилĕк аршăн, —
Каска; урай та авăнать.
Ăçтан, камран, мĕнле хаяршăн
Вăл çутă тĕнчере çуралнă?
Ун çӳçĕ шăрт пек те сайра,
Пит-куçĕ кăпăш та хуралнă,
Пит мăкăрăлнă ун кайра.
Вице, чăнах, мăнаçлăн кĕчĕ
Пуçне тĕве пек каçăртса.
Хĕрарăмсен ялан пур вĕчĕх:
Тĕпчеççĕ кӳршинчен ыйтса.
Ниçта та вĕсенчен тараймăн,
Юлатăн ĕмĕр тыткăнра;
Начаррине, çук, пытараймăн —
Ара, ăс-тăн ялан сăнра.
Вăлтса пĕлеççĕ пуринчен:
Ăçта çуралнă хĕрĕн ашшĕ,
Мĕнле йăх-тымартан аслашшĕ,
Ăçтан асламăш, хăш енчен?
Ах, хĕрĕ, калăн, пирĕшти, —
Калаймĕ сиввĕн кӳрĕш те, —
Пăхсассăн, çук, куçна илеймĕн,
Ăçта ху пулнине пĕлеймĕн,
Пачах çухатăн ĕс-тăнна,
Юрать, курмастăн ху сăнна.
Курсан, паллаймăн хăвна ху —
Йăлт улшăнать пахалăху.
Ишут шутлать: «Чун тулнине, —
Аван-ха, — тусăм сăнамарĕ»...
Чĕри çĕкленнĕрен курмарĕ
Унран леш вăрттăн кулнине.
Юлмаççĕ амăшсем курмасăр
Качча хĕр вăрттăн виçнине,
Мĕнле, — хăмлаллă ыр сăрасăр, —
Куçра хĕлхем чăл çиçнине.
Кам амăшĕн чĕрийĕ çунмĕ —
Кĕтсе илесшĕн туй кунне.
Мĕнле хĕрарăм ырлăх сунмĕ
Тăван хĕрне, тăван юнне.
Йĕрки çапла-çке: çитĕнсессĕн
Яш-кĕрĕм хăпарать тăва.
Вара, хăй вăхăчĕ çитсессĕн,
Ун çавăрас пулать йăва.
XV
...Çур çул ытла Ишут çӳрерĕ,
Вăл кĕлмĕçленчĕ ăшĕнче,
Хăй çамрăкшăн нумай тӳлерĕ,
Çапах пĕлмерĕ, хăшĕнче,
Камра пурнать кĕтмен инкекĕ,
Ăçта тăрать вăл витлесе.
Карни нумай: шăна пек лекĕн,
Çук, хăтăлаймăн силлесе.
Те тĕтреленчĕ-ха тулман ăс,
Чун халĕ пулчĕ-ши мăран? —
Виçме пĕлмерĕ: курчĕ намăс.
Тен, çиелтен çеç пăхнăран?
Тăман хĕр ашшĕ йышăнмасăр,
Чарман хĕрне вăл калаçма.
Ишут тухман чун ăшăнмасăр
Хĕр патĕнчен, анчах каçма
Хăйман йăла сăмахĕ урлă:
Хĕлле шутланă çураçма.
Мĕне кĕтес, çитет ун пурлăх,
Ыйтсассăн хулăм, хаклашма.
Ишут тимне-мĕн сӳрĕлтернĕ,
Калана ашшĕ: «Çук васкав».
Çемçен сăмахпалах пĕлтернĕ:
«Ман хĕрĕн урăх ăраскал».
Иртни асра тахçан хуралнă,
Пергаментра та тĕрленмен.
Мĕнле йăхран, ăçта çуралнă —
Нихçан, ниçта та йĕрленмен.
Камран ыйтас, кам уççăн калĕ,
Кам пĕлĕ йăхăн кĕл-тăмне,
Мĕнле асра тупса пахалĕ
Ял-йышĕ унăн тытăмне?
Ишут шутлать: «Мĕнле йăла
Хуплать мана, мĕнрен кая эп,
Мĕнле сăлтав, ăçта ман айăп,
Эп мĕншĕн юлнă аяла?»
Ишут кӳреннĕ — чун çунать.
Ĕмĕрлĕхе палăрса юлĕ
Çак ирсĕр вăхăт. Çак куна
Асран тасатмĕ тăр куççулĕ.
Кӳрентерни паянчченех
Тăрать ыраттарса хаяррăн.
Никам та çук пек — пĕчченех
Халь туйăнать ăна. Уяррăн
Çуралнă ĕмĕт çитнĕччĕ,
Çунатлă шанчăк витнĕччĕ,
Анчах та хуçрĕ кăмăла
Киревсĕр, юрăхсăр йăла.
Чун туллашсан тĕксĕмленет
Курни-илтни — пурте усал.
Ах, мĕншĕн чун пит ĕсленет
Ăспа чĕр ĕмĕт тĕл пулсан?
Чĕр ĕмĕт, эсĕ хускататăн
Асра суран пек юлнине,
Чуна, юна эс васкататăн
Тăкма вăраххăн тулнине...
Вĕрерĕ, пиçрĕ шухăшри,
Çул хучĕ ĕмĕт пурнăç тăрăх,
Вăй-хал пуçтарăнчĕ: ăшри —
Типмен çăл пек... Çапах çын тăлăх.
Ăна туртать илемлĕ ĕмĕт,
Курман çĕре вăл йыхăрать,
Анчах умри — хуралнă пĕлĕт:
Çул а тухма чĕре хăрать.
Çапах юна тим çитĕнтерчĕ,
Шăварчĕ хыпăннă аса.
Тен, çутталла вăл чĕвентерчĕ
Иртнисене йăпт хупласа?
Ишут, — чĕри хускалнă майăн, —
Таçта халь утрĕ аптраса:
Арманăн мĕлкине пуç тайăн,
Пуçу ытла та анрасан.
Пулассине малтан пĕлсе
Кам калĕ-ши: «Суя» е «Тĕрĕс».
Кĕтмен çĕртен вăл кĕрĕс-мерĕс
Анать-мĕн лаштăр ишĕлсе.
Паян, ак, çавăн пек Ишутăн
Кисренчĕ ĕмĕт пурнăçра.
Авалтанах калаççĕ: «Утăн —
Инкек те пырĕ сан хыçран».
Пуçран тухмасть пĕр шухăш-савăл:
Халь типтерлеймĕн ăсрине.
Тен, çавăнпа пĕччен ларса вăл
Паян пăлхатрĕ асрине.
XVI
Асра Санкт-Петербург та тинĕс:
Ялан е çумăр, е тĕтре.
Паян ăна ас илтĕн тин эс,
Вăл курăнать пек тĕлĕкре.
Урам, туссем те юлташсем...
Пĕрне пĕри аван пĕлеççĕ,
Пĕрне пĕри пит хисеплеççĕ —
Пĕрле вĕреннĕ çамрăксем.
Таçта патшалăхра саланчĕç,
Пăрçа пек шапăр сапаланчĕç.
Чĕпсем тăмаççĕ çитĕнсен
Чĕп амăшĕпе витĕнсе.
Паян ак вĕсенчен пĕри
Тĕлех барон фон-Айсберг пулчĕ.
Ун титул пур, çапах чĕри
Ишутăн уçă; кăмăл тулчĕ:
Шăпа телейсĕрри çинчен,
Ăслай тумасăр пуçĕнче,
Пĕр пытармасăрах пĕлтерчĕ.
Барон ытла та тĕлĕнтерчĕ.
Ăспа пулман пулсан та вичкĕн,
Тухман пулсан та тимлĕ çиçкĕн, —
Сĕмрен вăл чĕннĕ пек çутта, —
Каларĕ уççăн Ишута:
«Пĕлетĕп, чаплă сирĕн йăх,
Пулман пуль ĕмĕрте те мулсăр.
Çапах хăвах йĕрле те пăх:
Пурăнăçра аташăн çулсăр.
Эс ăссăр мар-тăр, пĕлмелле:
Çак тĕнчере кам çирĕп, вăйлă
Çавах шутлать: выртсассăн майлă,
Пĕр шикленмесĕр илмелле.
Тăман илмесĕр сан аçу.
Еткер вăл хăварман вилсен...
Еткер — дворян ята илсен
Тинех сан уçăлĕ тӳр çул.
Анлан, Ишут, сана пĕлетĕп,
Эс ăслă-тăнлă çын, пуян.
Хăш чух курап та тĕлĕнетĕп:
«Мĕн чухлĕ тĕнчере суя!»
Калатăп тухнăран сăмах, —
Эп йăлăнатăп, ан кӳрен, —
Эс пулăн маншăн тусăмах,
Тен, кирлĕ пулăп ӳлĕмрен.
Итле, илемлĕ эс, типтерлĕ,
Ямастăн нимĕне сая,
Пулман сан пурнăçра сиктерлĕк,
Юлман эс никамран кая.
Анчах, пĕлетĕн, тĕнчере
Тытса тăмасть ялан ăс-тăнлăх.
Тăрать унтан та çӳлерех
Йăла, ăру тымарĕ, мăнлăх.
Кам панă мăнлăх, кам пилленĕ,
Ак, халĕ, калăпăр, мана,
Мĕне кура ялан силленĕ
Çак çăмăл пурнăçпа, кала?
О, Петербург, — паян асра вăл, —
О, унзер мон коллегиум.
Пуçа куллен çапатчĕç савăл, —
Асра пуль? — привиллегиум.
Ман мĕн пурри те — пысăк юрлăх:
Юлман пĕр пус та аттерен.
Ах, унсăр мар ман пурнăç — шурлăх:
Утан, путан... Пĕччен йĕрен,
Ан куртăрччĕ никам тесе
Сахал ларман хĕссе-пĕссе.
Çапла май çитĕнет панккав,
Уншăн ялан е çил, е шăрăх.
Ăс пулмасан вара танкка
Ыйткалакан пек пурнăç тăрăх.
Куллен вăл кирлĕ авăртма.
Ним çук пулсассăн пăвăртма
Пит кирлĕ, намăс вăрансан та.
Ах, чухăнлăх... Вăл хыт тăллать.
Тепле çĕн шухăш шăрансан та
Мул çук тăк, ĕмĕт татăлать.
Анчах мана илме Харон
Халь Ахерон-шыв урлă каçмĕ.
Пĕлетĕн эсĕ, эп — барон.
Сана, манпа халь кам калаçмĕ?
Барон! Мĕнле вăл чаплă ят,
Мĕнле ян сас, мĕнле вăл паллă,
Манран кулма халь кам хăять?
Пĕлеççĕ, йăхăм ман мухтавлă.
Барон! Çак чыслă ят анчах,
Тен, маншăн уçтарать çĕр алăк.
Пурте мана параççĕ алă,
Никам каламĕ: тупăлча.
Пĕлсем, ыран юлсан эп ятсăр, —
Пулам эп темĕн пек пуян, —
Юмартлăн чĕнмĕç... Ах, сăпатсăр
Пӳрни этемĕн: кĕç туя —
Кĕтмен çĕртен пуçран вăл çапĕ
Е ачашланĕ те ача пек
Пач икĕ питлĕ тус пулса
Сана вăл пăхĕ йăл кулса».
...Барон фон-Айсбергăн сăмахĕ
Паян вырнаçрĕ шухăшра:
«Ытла хăрушă çул тумхахĕ;
Тен, ун сăлтавĕ йăнăшра?
Çук, çук, ку йăнăш мар — шăпа.
Аса кĕртеймĕн пушăпа.
Ах, çав шăпи те, тен, еткер?
Мĕскер тăвас-ха ман, мĕскер?..
Ман пӳлĕхĕм, пĕлтер, пĕлтер
Ăçта ман йăхăн чĕр тымарĕ,
Ма ĕмĕр тăрăх вăл пымарĕ,
Тен, йăх пуçлаканни Хултер?»
Кӳрентерни каймасть асран:
Качча памарĕç. Çав çунтарчĕ, —
Те йĕрленмесĕр юласран, —
Ăшра суран вăл туянтарчĕ —
Унта вăл чĕрене хăртать...
Тĕсне çухатĕ пăхăр та,
Ăна тăварлă шыв лексессĕн.
Мĕн тăпăлмĕ тымар татса,
Мĕн хăпăнмĕ чула ватса,
Хирсе хаяррăн çĕклесессĕн?
...Кӳрентерни тăрать асра —
Тĕнче халь çаврăнать ăсра.
Куна-çĕре пĕлмен Ишутăн
Тăрать ăшра тим чĕвенсе.
Ăс суккăрланнă: тĕлсĕр утăн,
Аташăн, ӳкĕн чикĕнсе.
Ишут нумай халь шухăшларĕ:
Шырарĕ, виçрĕ тăрăшса,
Чула кăшланă пек кăшларĕ,
Çулларĕ, пăхрĕ тĕнласа.
Вăл сисрĕ: кашкăр — çын юлташĕ,
Вăл туйрĕ: пурнăç улшуçра —
Сутать-илет ăна пайташăн...
Ăс-тăнĕ çитĕнет пуçра.
Тинех, тинех Ишут ăнкарчĕ
Тĕнчен икĕ енĕ пуррине.
Хура тĕсрен вăл шуррине
Вĕренчĕ уйăрма. Мĕн чарчĕ
Ăшра çуралнă туртăмне?
Ун тăлăх та пăшлак таланĕ.
Хыçра юлса, тен, муталанĕ
Хăйса тухмасăр çын умне,
Ун ятсăр, сăнсăр ят сăпачĕ.
Çук, ӳсмĕ, çитĕнмĕ хăвачĕ
Ашра хастарлăх тулмасан,
Вăл ятлă, муллă пулмасан.
Ишутăн пуçĕнче вара,
Курнать ăна тĕнче тĕтреллĕн:
Ах, курчĕ намăс хăнара,
Барон сăмахĕсем етреллĕн,
Пуçа чалт! шăтарса кĕрсе
Аса ытла суранлантарчĕç,
Пур шанчăка та йăвантарчĕç.
Çук, лăпланаймăн халь йĕрсе.
Анчах барон нумай ăс пачĕ,
Нумай вăратрĕ вăл ăнра.
Пулас çĕн пурнăçăн сăпачĕ
Тухса халь курăнчĕ умра.
XVII
Ах, шухăш, шухăш! Вăл — вăрман:
Çĕр çул, çĕр юп те çĕр сукмак.
Никам та паллă хăварман —
Пĕлеймĕн тӳр йĕрпе тухма.
Те шухăшран тарса çӳресшĕн,
Те канăçлăх хăйне кӳресшĕн,
Ишут çӳрерĕ вăрманта.
«Ах, пӳлĕх, туррăмçăм!» — унта
Путек пекех сике-сике
Утса çӳрет-мĕн пĕр пике.
Ишут кулать: «Тиха пек элчĕ».
Çӳçенчĕ: чунĕ, тен, çĕнелчĕ?
...Кĕтмен çĕртен халь куçа-куç
Чиркӳ алкумĕнче тĕл пулчĕç.
«Ман мĕншĕн сĕрĕмленчĕ пуç?» —
Те куççульпе ун куçĕ тулчĕ:
Умра хуралчĕ, çĕтрĕ сăн...
Хĕре сыхлаççĕ харăс: ăн,
Хăй тивĕçĕ, йăла, хĕр ячĕ,
Ун кăмăллăхĕ те сăпачĕ.
Ах, çамрăк, сисĕмлĕ чĕре,
Мĕн-ма сасартăк карт! хускалтăн,
Хăвна тытса чарма эс мантăн,
Ма иментертĕн-ха хĕре?
Каймарĕ шырани сая?
Тăрать хĕр паперть умĕнче,
Пуçне хуллен тая-тая
Вăл сăхсăхать çын хушшинче.
Ăна пăхса тăма халь майлă, —
Пит килĕшрĕ хăйне тытни, —
Мĕн чул чеченлĕх те сăпайлăх!
«Тен, ку хĕр çухалса кайни?»
Ишут та хăй тăн сукмакне
Часах нимле те тупаймарĕ...
Пырса пуç тайрĕ — чăтаймарĕ,
Аран пуçларĕ сăмахне:
«Пике, нумай çĕрте çӳрерĕм
Йĕри-тавра пăха-пăха;
Нумай çĕрте эп йĕр йĕрлерĕм —
Шырарăм хамăн ырлăха.
Анчах та тупрăм эп кунта,
Тăван ялта, сана курсассăн.
Сан ман валли ним пулмасассăн,
Сивле, эп санăн умăнта».
Ишут курать: хĕр куçĕсем
Курăнмалла чăлт! хĕлхемленчĕç,
Çак сумлă вăхăтра вĕсем
Татах асамлăн илемленчĕç.
Хĕр шухăшлать: «Чăнах та пур-мĕн
Илемлĕ пурнăç инçетре,
Анчах тăрать пуçра тĕтре —
Инçетрине ăс-хакăл курмĕ.
Çав тĕтрене сирсе тухасчĕ, —
Унта тухма тӳр çул тупасчĕ, —
Емĕтрине курма, пĕлме,
Тĕп вырăнне пат тĕллеме.
Ишут... Ман ĕмĕтĕн сăпачĕ,
Вăл çĕнĕ пурнăçăн латти.
Ах, антăр пĕлĕтĕн хăвачĕ,
Ӳссем, телейĕн çунатти».
Куç умĕнче ĕмĕтленни:
Ун сăн-сăпачĕ, пĕвĕ, туме,
Кăтра çемçе сар çӳçĕн хумĕ,
Ик йăлтăр куçĕ хĕмленни —
Чăнах çак илчĕ тыткăна.
Çак тĕнчере халь вăл кăна,
Унпа халь çут çанталăк тулнă,
Унпа ăсра пĕччен вăл юлнă...
«Ăçтан вăл килнĕ, хăш çĕртен?»
Хĕр чунĕ чĕннине ĕненчĕ,
Сасартăк чĕрипе çĕнелчĕ,
Сывалчĕ пусмăрлă чиртен.
Ишут та канăçне çĕтернĕ,
Лармасть ун нимĕн вырăна,
Ытла та савăк çӳçентернĕ,
Пит хумхантарнă вăл юна.
Хавал ун çук: сăра, апат
Паян пĕр тутăсăр пек уншăн,
Вăл пурăнать пулас мăнкуншăн:
Куç умĕнче пĕр сăн-сăпат
Ялан тăрать — чуна вăратрĕ;
Вăл савăнтарчĕ те хăратрĕ
Куç умĕнчен кĕç каясран.
Анчах та тухĕ-ши асран?
Туять, курать: куç хăрпăк витĕр
Сӳнмесĕр сапăнать хĕлхем.
«Ах, алăкна, чĕрем, ан питĕр,
Ан çыхăн тăлă пек, чĕлхем».
Ик куç харши — чĕкеç хӳри,
Чĕвеннĕн çăмăл авкаланнă.
Ăçтан пĕлетĕн, тен, юри
Илем кӳресшĕн хавхаланнă.
Умра хĕр пĕвĕ, çав сăнах...
Ишут илтмест, курмасть ним урăх.
Хĕр питĕнчи илемлĕ шурăх
Йăлтах-мĕн илчĕ тыткăна.
Ас илчĕ вăл: Хусан та бал...
Çак таранччен сӳнмен-мĕн эрлĕк,
Анчах та иксĕлмен ун хал,
Упраннă кăкăрта типтерлĕ.
«Ах, Лиза, Лиза, пĕр самантлăх
Тухса тăратăн ман ума.
Курап: юлман-мĕн асăнмалăх,
Пулман телейĕм сан çумра».
Халь ирĕксĕр вăл танлаштарчĕ,
Шайларĕ икĕ сăнлăха.
Ĕненнине вăл улăштарчĕ,
Шырарĕ тимлĕ чăнлăха.
Шутлать: «Кӳрентерни — чун терчĕ,
Анчах май пачĕ уяма
Ăс-хакăла; пачах çĕнтерчĕ
Вăл тăвăлланнă туйăма.
Çапах та типнĕ, хытнă кăмăл
Тиме тăратрĕ кăкарса.
Чĕрем ман чирлĕ: пушă, хăвăл,
Ăна сиплеймĕн макăрса».
Ун чунĕ асрипе тăртаннă,
Пуçа пуçларĕ çавăрма...
Каллех кӳрентерни вăраннă,
Хистет, хистет вăл тавăрма.
Çĕкленчĕ тимĕ; çĕнĕ çуйкăн
Хĕмленчĕ халĕ кăкăрта.
Çие вăл тухрĕ чĕррĕн, шуйхăн
Хăварчĕ йĕр карта-карта
Ăсра, чунра та чĕрере.
Хĕлхемленсе тăран эрех
Пекех пуçа вăл çавăрать,
Аса, чуна та тапратать.
Тен, çитрĕ чăн-чăн юрату?
Шутлать: «Ăнсăртлăхран ан тар эс,
Ăс-хакăлна пач парăнтар эс,
Пур меслете те чура ту».
Ишут ăсра халь тайтарать,
Анчах пĕлмест: унта те кĕвĕç,
Те вĕчĕ пӳлĕнсе тăрать.
Ах, сӳсленсессĕн сӳс пек тĕвĕç
Ӳксен пулмасть тет каçару.
Çавна пĕлсе хăйне вăл тытнă
Патша пекех — пулман чару.
Ял-йышшăн чĕрипе вăл хытнă:
Хăть вил, хăть пурăн; уншăн çех
Çурхи хĕвел иккен йăл култăр,
Пĕр уншăн çех çак Атăл тултăр —
Пĕр уншăн пултăр çут тĕнче.
XVIII
Кĕтмесĕр çитрĕ пысăк хурлăх,
Кĕрсе вăл тухрĕ пур киле.
Паян кунччен çын ас илет:
Ял-йыш пурăнаймарĕ пурлă,
Хăтăлаймарĕ выçлăхран.
Пулмарĕ çумăр: çĕр — тăхлан,
Пĕр шит те суха пуç илмерĕ.
Хĕвелĕ тăчĕ пит хĕртсе:
Ӳсен-тăран ларать типсе.
Хиртен пĕр пĕрчĕ тыр кĕмерĕ.
Чăнах, йыша мĕн çитерен
Тыр пулмасассăн пӳлмере?
Йĕпе çанталăк: сивĕ çил
Кумать ял тăрăх каллĕ-маллĕ —
Ара, халь вăл урам хуçи.
Юлашкине вăл силлĕ, аллĕ —
Хĕрхенмĕ пурнăç юхăнсан.
Этемĕн ĕçĕ пит ăнсан,
Кунран-кун пурлăх хутшăнсассăн,
Унран инкекĕ ютшăнсассăн,
Кĕтмесĕр çитĕ ăшă çил:
Кĕрсе тух, тейĕç, ĕç те çи,
Ан пăшăрхан, ан тунхăслан,
Кунта нимрен те ан сыхлан.
Ытла аптрарĕ мĕскĕн халăх,
Ăçта пырса эс мĕн тăван?
Йĕри-тавра пĕр пек çанталăк:
Е тар, е ут эс, е йăван.
Ишут пуян; ун йăтăнаççĕ
Тыр-пулпала ампар, кĕлечĕ.
Çӳлтен, тен, пӳлĕхĕн тивлечĕ
Пĕр уншăн çех анать? Тăмаççĕ
Кĕреш çынсем услапланса,
Анчах мĕн тăвăн çĕр çунсассăн,
Хăр çил пус-хирсенче кумсассăн,
Уйри тыр-пулă ăнмасан?
Ишутăн çитрĕ майлă вăхăт
Хăй шухăшланине тума.
Вăл ашшĕнчен те хытă, сăхă:
Пĕлет мулне ăçта хума,
Ăçтан илме, кама пама —
Каймасть ун ним те харама.
Тавра аптранă, халăх выçă, —
Тăранаймастăн хывăхпа.
Ишут кивçен парать — вăл уçă;
Курас тет усă пурлăхпа.
Çак чыслă хăтланни пит тавсăр,
Анчах пулман вăл пĕр сăлтавсăр.
Авалтанпа ял хыçĕнче
Выртать илемлĕ шурлă лакăм.
Вăл карталаннă пур енчен
Вăрманпала — тăмасть варакăн.
Пăхсан, куратăн-ха сăртран:
Кунта илемлĕх, тулăх, хăтлăх,
Анчах чĕр чунĕ ăнсăртран
Кĕрсен, тухман-мĕн — çăтнă путлах.
Сăмах-юмах пур: «Хан чури те
Кĕрсен, ун витĕр тухайман.
Пĕччен юлсассăн арçури те
Шур тăрăх çӳреме хăйман».
Ишут шутлать: «Çĕн çурт тăватăп,
Чесменский граф пек, кирпĕчрен:
Балкон, мансарда, коллонада,
Аглицкий сад пырать вĕçрен.
Халь пурлăх пур, — камран кайра эп? —
Тарçи те, выльăх та, утсем...»
Пĕлет вăл: ырă çăтмахри пек
Пурнаççĕ вырăс улпутсем.
Çын крепостла тăк — япала;
Улпут — хуçа: сутать, илет,
Çын пурнăçĕ унран килет:
Улпут сунарçă, çын — пăлан.
Пуçра хĕлхемленни Ишутăн
Халь кăварланнă кăкăрта.
Шăпи тăрсан та уншăн кутăн,
Çине тăрса вăл çавăртать
Ăна хăй майлă. Шухăш пысăк,
Асра йĕркен вқл ӳкерет:
«Кунта шырлан ан пултăр урăх,
Çăл алттарас кăшт леререх.
Чул çурт уявсенче кĕрлетĕр,
Чĕртес аллея тип варта,
Ют çын, ют сас пырса ан кĕтĕр —
Йĕри-тавра тытас карта».
Аптранă халăх; хăтăласшăн
Вăл ĕнтĕ выçă вилĕмрен.
Пĕр хуйăх, пĕр-пĕрне çăласшăн —
Йăли пырать-çке ĕлĕкрен.
Ах, пурнăç, пурнăç, эс пур çыншăн
Е чи йӳнни, е чи хакли.
Тен, çавăнпах пуль ĕнтĕ уншăн
Ялан тухать çул тумхахли.
Пул сан та хурлăх кăкăрта,
Хăй шанчăкне этем салатмĕ...
Чĕри çеç тулашса тăрать-мĕн
Ытла ĕшеннĕ тапхăрта.
Шуралчĕ пĕлĕт; ир тĕтри
Иртмест-çке кун сути çĕнмесĕр...
Ишут киленнĕ: «Ĕмĕтри
Пулать-ха; килчĕçĕ чĕнмесĕр», —
Лăк тулнă халăхпа çурт умĕ:
Ирпе ирех пырса кĕрр! ларнă.
Ишут пĕлет — кам, мĕн кăларнă
Çынна килтен çак ыр çу кунĕ.
Вăл шухăшлать: «Пĕр хирĕçмесĕр
Пырать телейĕм хам умра —
Ман сăмахпа халь килĕшмесĕр
Тăрас çук — пурте парăмра».
Çынсем кĕтеççĕ: хупă алăк...
Ак çитрĕ вăхăчĕ аран.
«Ишут, Ишут!» — шуйланчĕ халăх.
Вăл тухрĕ сăрлă хапхаран.
«Эсир кунта, — тет, — иртенпех;
Эп сирĕн сехмете сисетĕп,
Паян вăл маншăн та усал.
Эп сирĕнпе пĕрле тӳсетĕп —
Тăрать мана та хупласа.
Пĕлетĕр, пур ман сутлăх тырă:
Пуçтарнă Атăла леçме.
Сире тăвасшăн эпĕ ырă —
Тырра халь хушрăм валеçме».
Пуç тайрĕ халăх. Парăма
Кĕрес пулать ĕнтĕ — ан савăн.
Чулпа тултармăн хырăма.
Каллех итле, каллех халь авăн.
Вăл, пурнăç, — çул. Ытла сĕвеккĕн
Пырать-çке шутсăр юхăнсан.
Утсассăн та унпа тӳлеккĕн,
Çĕре лач ӳкĕн эс шуса.
Шăпи ырхан çав, пит çинçе,
Вун çичĕ саплăклă кĕпи.
Алла çак пурнăç тилхепи
Паян Ишутăн аллинче.
Чашламара халь Ишута
Пĕр çын та парăмсăр юлмарĕ.
Кашни ун патнелле утать —
Тырри çимелĕх те пулмарĕ.
Ишут пĕрне укçа парать, —
Тӳлемелле ун куланай, —
Вăл теприне шалт кăкарать:
Çĕрне тара илет çав май.
Çапла вăраххăн парăнтарчĕ:
Вăл хушнипе е тар, е ут.
Ял-йыш Ишутшăн халĕ тарçă,
Ишут ял-йышшăн — чăн улпут.
Пырать Ишутăн пысăк ĕç:
Вăл пуйрĕ халь — ун пурнăç тулăх,
Ӳсет вăй-хал; пулать ун кĕç
Юман кати, çăл куçĕ, улăх.
Тин ашшĕ халалне вăл уçрĕ:
Кăларчĕ ылтăн арчаран,
Ун аллине саккунлă куçрĕ
Леш Атăл варринчи çаран.
Çынсем ал пусрĕç: çуркунне
Ишут çĕрне акма шантарнă.
Çулла çул утă; кĕркунне —
Çӳлтен мăн сулăсем антарнă.
Авалтанпах хура çĕре
Юратасси хисеплĕ, чĕрĕ.
Ял-йышшăн ĕмĕр-ĕмĕрех
Тăрантакан чи лайăх çĕрĕ
Выртать сĕткенлĕ улăхра.
Унпа ял-йышĕ тулăхра —
Вăл пурăнăç, пуянлăх, ырлăх.
Илемлĕ вырăн: шыв, вăрман,
Сăрт айккипе пырать сĕм хырлăх,
Ак таран кӳлĕ, шыв армань,
Хурамасем тип айлăмра,
Ав, хăвăлланнă ват йăмра.
Ку вырăна Ишут сăнанă,
Вăл сиснĕ унăн ырлăхне.
Шутланă вăл: «Хăва хунанă;
Вăл усăсăр; леш шурлăхне
Тасатмалла; çĕн пĕвине
Кăшт хăпартас — çăл шывĕ тултăр
Е тӳрлетес те киввине —
Кунта «Ишутăн шурĕ» пултăр.
Йĕри-тавра чие чĕртес,
Шур пултăр хир пек — тем сарлакăш,
Вун тĕрлĕ пулă ĕрчетес,
Шурта йышлантăр шурă акăш».
Те ăмăрту ку, те хастарлăх,
Шутланипе, тен, йăнăшать,
Анчах та халăхшăн — чуралăх:
Шăла çыртать те йышăнать.
Ăна курмасть Ишут, илтмест:
Этемлĕхне сӳнтернĕ пилĕ —
Ун çурăмне халь тар витмест,
Сурмасть ĕç хыççăн алă, пилĕк.
Вăл кунсерен хĕвел тухсассăн,
Шура пырать: çынсем пур-и?
Чĕри тапать-çке пит хавассăн,
Ун кунĕпе ырмасть ури.
Пуçланчĕ ĕç; кун-кунĕпе
Шурта тар юхтарать ял халăх:
Çамка та çурăм йĕп-йĕпе,
Пит-куç çума çук вăхăт халĕ.
Ĕçлеççĕ: çаралать ката,
Тӳнеççĕ юмансем салхуллăн,
Кунта кăклаççĕ тунката,
Лере этем сасси çĕр хумлăн
Çитсе шур тăрăх янăрать.
Унта çын кăткă пек: алтаççĕ,
Купа тăваççĕ, салатаççĕ...
Пăхсассăн куç та алчăрать.
Ишут, — пулсан та чаплă çын, —
Тытать хăйне ытла та сапăр.
Хыпар çӳрет-мĕн: кĕпĕрнаттăр
Ăна парасшăн пысăк чин.
Кăна пĕлет вăл, çавăнпа
Васкать — пуласшăн дворянин.
Кунта ун çуккă хăрани.
Ишут сисет: мулла, ăнпа
Улпутсенчен кая юлман,
Нихçан хăравçă çын пулман...
Анчах та кирлĕ çав тепри —
Патша ал пусна Манускрипт.
XIX
Хĕр чĕринче халь пăр тапраннă,
Унта ем-ешĕл çуркунне,
Каллех чун туртăмĕ вăраннă,
Вăл илнĕ тыткăна ăнне.
Халь туйăнать: тĕнче пит çутă,
Ытла илемлĕ янкăр кун.
Паян епле çăп-çăмăл утăм,
Епле çĕнелнĕ тимĕ ун.
Пит-куçĕнче хутран-хутран
Çиçет шевле пек вăрттăн кулă.
Тухать-и вăл килтен-çуртран —
Чĕнет ăна вăрман та улăх.
Чечек çӳрет, çӳрет... Умра
Çут çăлтăрăн тăрать çав чăнлăх —
Вĕри çĕрте те сулхăнра
Унран хăпмасть пĕр сăн, пĕр сăнлăх.
Çапах кĕтмен çĕртен пуçа
Кĕрсе тухать пĕр шухăш; вăл
Çиçет васкавлăн чăл та чăл,
Ас илтерет, ак, Кавруçа...
Асри сăнарăн чĕр хăвачĕ
Чуна хускатрĕ кăшт; анчах
Тĕтреллĕ, тĕксĕм сăн-сăпачĕ
Çухалчĕ, ирĕлчĕ пачах.
...Вăрман, çаран, — чуна чĕртет, —
Шуршуварне ав пĕвеленĕ.
Чăнах та çакăн пек çĕрте
Çăхан сасси те кĕвĕленĕ.
Катмар кермен; илемĕпе,
Курсассăн, илĕртĕ те тĕнтĕ.
Тен, çыхĕ тĕвĕленĕ пек,
Тен, чĕрене çунтарĕ, ĕнтĕ.
Анчах чĕнет, туртать — тараймăн,
Тăратĕ тăлласа кунта.
Чăнах, хăвна эс хăтараймăн
Ишут пулсассăн сан умра.
Ах, юрату, эс чун асапĕ,
Чĕре рехетлĕ киленни.
Эс пысăк тимĕн чăн сăвапĕ,
Эс шухăш-кăмăл çĕкленни.
Юратакан этем телейлĕ,
Вăл ăраскалăн чи савни.
Чун хускални пулсан тĕллевлĕ,
Вара ку - ăс-тăн савăнни.
Ытла та юрату паха —
Виçесĕр вăйлă вăл пулсассăн.
Чун иккĕленнипе тулсассăн
Тăрса юлать вал тăлăха.
Çук, сук, Чечек иккĕленмест,
Вăл йышăнать мĕн курнине.
Таса ун чунĕ — ĕненмест
Ултав, чеелĕх пуррине.
Вăл савăнать çап-çутă куншăн:
Килентерет тӳпе те çĕр.
Ырри те, усалли те уншăн,
Тем каласан та, пурĕ пĕр.
Канать, ĕçлет-и — унăн ăнĕ
Шырать; тĕллевĕ — тупасси.
Ăçта пăхать — Ишут чĕр сăнĕ,
Ăçта пырать хĕр — ун сасси.
XX
Кавруç çӳренĕ Атăл тăрăх
Анаталла та тăвалла.
Ĕçре-пуçра пулман вăл хăрăк,
Анчах лекмен телей алла.
Ăна шыранă темĕн чухлĕ —
Çук, тупайман. Тепри пулсан,
Хăйне хăй пĕр-пĕччен юлсан,
Уяр çулхи çăл куç пек хухĕ.
Кавруç паллашнă пурнăçпа,
Ун пăрăçне, пылне тутаннă,
Курни-илтнисене ăнланнă —
Пулман вăл туслă курнăçпа.
Вăл пурнăçра тем тĕрлĕ ашнă,
Кĕресшĕн пулнă ун шайне.
Тен, çавăнпа ырми хаклашнă
Пурăнăçпа вăл: хăй пайне
Пĕтĕмпелех туртса илесшĕн,
Анчах пĕччен-çке, мĕн тăван.
Вăй çук тăк хырăмпа шăван —
Никам та тăрăшмасть вилесшăн.
Кавруç шутлать: «Ăçта пăхатăн,
Çак çут çанталăк тыткăнра.
Ак, Атăла тарса тухатăн —
Куратăн: вăл та хурлăхра».
Асра тăван кил-çурт, асламăш —
Пĕртен-пĕр хаклă çын, ăна
Вăл ырă суннă яланах,
Епле-ха уншăн тунсăхламăн?
Ак ял кӳлли, шырлан, хăва.
Каллех çут сăн умран каймарĕ;
Пĕлмест: юратнă çĕршыва
Унран хăй мĕншĕн уйраймарĕ.
Ах, шухăш! Шухăш сапаланчĕ,
Ăс-тăнĕ кайрĕ пăтранса.
Ытла та чунĕ салхулланчĕ,
Тăван яла халь асăнсан.
Салху вăл шухăшăн апачĕ,
Салхусăр ĕмĕт çитĕнмест.
Çĕтсессĕн ĕмĕт чĕр хăвачĕ,
Чăн-чăн тим хĕмлĕн çиçĕнмест.
Анчах та пулмасан теллев,
Салху пылаклăхне тупаймăн, —
Чăн, темен чухлĕ пĕвеле, —
Тип çырмана шыв тултараймăн.
Кураймăн пурнăç кĕрнекне,
Хавасланса çӳле вĕçеймĕн,
Эс ырă туйăм шерпетне
Пĕлсе, ăш каниччен, ĕçеймĕн.
Аса илни каллех хумхатрĕ
Аран лăпланнă чĕрене,
Ĕшеннĕ ăс-тăна вăратрĕ,
Ума кăларчĕ иртнине.
Лăплантăр, çывăртăр пулатчĕ —
Ыйăхрине ма вăратас:
Кайса пат ӳкнĕскер выртатчĕ —
Ӳпĕннине ма тăратас.
Анчах сӳнмен чĕре хĕлхемĕ,
Пурăнăçран чун сивĕнмен:
Ăшра кăвар пулсан этемĕн
Нихçан шикленмĕ инкекрен.
Асапланать пĕччен юлсассăн,
Пуçне усса ларать Кавруç.
Ах, камăн чунĕ хурлансассăн,
Куççульпеле капланмĕ куç?
Салхуллăха пĕр çав анчах-мĕн
Сирсе ярать кирек хăçан.
Эмеллекен пахалăх чакмĕ
Куççуль тумламĕнче нихçан.
Кавруç пĕччен... «Кам парĕ ыр ăс,
Кампа ыр ĕçшĕн туртăшар?»
Чĕнмесĕр пычĕ вата вырăс,
Каллех вăл ларчĕ юнашар:
«Каçар, тен, эпĕ кансĕрлетĕп!»
«Çук, çук, пачах ан пăшăрхан.
Ахаль ларап; асра йĕрлетĕп
Иртнисене. Сисеп: ырхан
Шăпам лаши — вăл чупаймасть,
Урин суранлă мăкăрĕ
Чарать, — канмасăр утаймасть.
Те сарăлмасть ун кăкăрĕ —
Памасть вăл уççăн сывлама.
Мĕнрен эп хăраса тăратăп?
Пуçа кăна пуль пултаратăп,
Пит аптрасассăн, суллама».
«Асапланатăн. Пур сăлтав, —
Тет ватă вырăс. — Сан çулта
Эп хам та пулнă-çке; паллатăп
Шăпан пит хытă аллине.
Тен, çавăнпа та ăнланатăп
Ăçта илсе вăл кайнине.
Эх, шанчăк — чун-чĕре тĕллевĕ!
Çынна ялан вăл илĕртет,
Анчах пĕлетĕп: вăл шевле-мĕн —
Час палăрать те, час иртет.
Çӳлте чĕкеç пек ярăнатăн,
Çапах çĕре анса ларатăн.
Ах, пурнăç — тинĕс: пĕл ишме.
Вăл сарлака та питĕ тарăн.
Ун хумĕсемпе кĕрешме
Вăй-хал пулсассăн çеç пултарăн.
Ачам, итле, телей — ĕнче.
Ăна тупма кам ĕмĕтленмĕ,
Анчах вăл тинĕс тĕпĕнче,
Хăй тĕллĕн вăл нихçан çĕкленмĕ.
Хăш чух ытла та ывăнатăн,
Пит туллашать чун тарăхса,
Анчах выртан та йăпанатăн,
Çут кун илемлĕхне курса.
Иртет çав вăхăт. Çук, кĕтсен те
Вăл таврăнаймĕ каялла.
Иртни вăл — кĕл: вут тивертсен те
Текех вăл çунмĕ. Ан алла
Асра çех капăр юлнине,
Тен, нехекрен çеç пулнине.
Вăл шыв: юлмасть унта пĕр пĕрчĕ.
Вăл, пĕл, çуркуннехи юр кĕрчĕ —
Кĕç ирĕлет те ишĕлет.
Ан вырттăр шухăш урлă-пирлĕ,
Ан пултăр чун-чĕрӳ сан чирлĕ.
Эс çамрăк пурнăçна шелле».
Хĕвел пытанчĕ сăрт хыçне,
Çăлтăрсене çутса хăварчĕ, —
Паян пĕтерчĕ хăй ĕçне.
Каç тӳпене шăналăк карчĕ.
Вăранчĕ çил, хумханчĕ Атăл —
Шыв кăтраланчĕ ак хумпа.
Йĕри-тавра сас — çăтăл-çатăл:
Каç сыв пуллашрĕ çут кунпа.
Кавруç канать: ăсне пуçтарчĕ,
Вăл йĕркелерĕ шухăшне.
Хăшне тӳрлетрĕ те, хăшне
Салтмалла мар çыхса кăкарчĕ.
Вĕçет пĕр шухăш çеç инçе,
Анчах пымасть вăл тĕл тытмасăр,
Иртмест-мĕн тĕплĕн çул ыйтмасăр:
«Ма халĕ халăх хушшинче
Арпашнă çыхăну йĕрки,
Ма çакă пурнăçăн тĕрки
Таптаннă çум пек муталаннă —
Мĕнпе этемлĕх улталаннă?»
Ыйту — мăн шыв. Кавруç пĕлет:
Лăплантараймăн ун хумне.
...Хускалнă шухăш юхăмне
Ăс-тăн анчах-мĕн йĕркелет.
Çыврас килмест — сăлтавсăр кумăн...
Каç сулхăн, Атăл леш енчен
Нӳрленнĕ сывлăш хумăн-хумăн
Касса чуп турĕ питĕнчен.
Çĕкленнĕ уйăх çутипе
Тĕмрен тухать шалти шур хурăн.
Нумай пин çулçă тутипе
Пăшăлтатать: «эс пурăн, пурăн».
Эй, пурнăç — хистекен йыхрав.
Ăçта чĕнет, ăçта ун пылĕ.
Этемшĕн, тен, чăн канăç пулĕ,
Вăранмасассăн ыйăхран.
Анчах çук канăç — сас-хура
Вăратрĕ Атăл таврашне:
Вĕрет, кĕрлет-мĕн ват Урал.
Илтни хăратрĕ хăш-пĕрне:
Хыпкаланать тӳре-шара,
Килтен тараççĕ улпутсем;
Курман-тăр кун пек пушара
Хуçа таврашĕ е пупсем.
Таçтан пин çухрăм аякран, —
Те улăх тăрăх, те шывпа, —
Килсе ак çитрĕ Яикран,
Хускатрĕ халăха хыпар.
Тухмасть сăлтавсăр пысăк çулăм —
Ярса илет вăл тивертсен:
Хĕрсе выртать-выртать те улăм,
Хыпса илет чăлт! хĕм ӳксен.
Çапла Кавруçăн чунĕ хĕрчĕ:
Кӳрентерни ялан асра.
Унта упраннă пĕчĕк пĕрчĕ
Халь ӳсрĕ, çитĕнчĕ ăсра.
Тен, çавăнпа, çитсессĕн тăвăл,
Кайсассăн вăйлăн ахăрса,
Ун шухăшне, вăйне-халне вăл
Йăлт илчĕ хыттăн çавăрса.
XXI
Хыпар асар-писер çӳрерĕ,
Вăраххăн çитрĕ Чăваша.
Килсе ĕмĕтрине çĕклерĕ,
Кăсăклантарчĕ ял-йыша.
«Пулать, сăмах пур, çĕн патша;
Ун ячĕ император Петĕр.
Кăна кĕтӳçĕ Ахматша
Ĕнер, теç, пасарта илтсе-тĕр».
Ашра хĕлхем-мĕн тивертмесĕр,
Иртмест пĕр сисĕм, пĕр хыпар.
Юлмарĕ шанчăкне чĕртмесĕр.
Темне те курнă Шуршувар.
Ах, шанчăк, шанчăк... Вăл сӳнсессĕн
Пурнас килни те нӳсленет;
Ĕмĕтленсе тăни тӳнсессĕн
Юлать çын халсăр — сӳсленет.
Ял-йыш пĕр шанчăксăр юлман,
Анчах шанни Ишут пулман.
Ишутăн тĕллевне вăл сисрĕ,
Çавна туйса унран халь писрĕ.
Ак, çавăнпа та пухура
Ĕçне-пуçне унне сивлерĕ.
Пурмис тухма чĕнсен шура,
Сăмах та юрăхлăн чĕнмерĕ.
Пурмис курать: ял-йыш хускалнă,
Çынсем ытла та кăмăлсăр.
Шутлать вăл: халăха пăтратнă,
Тытса чараймăн тăлăсăр.
«Ирпе, — тет, — çапăр сарăма
Парса татмашкăн парăма.
Куратăп, кайнă иртĕнсе,
Асту, ан шыçăнтăр ĕнсе».
Те пур кашнишĕн тур палли,
Те çын шăпи çапла: хĕмленĕн...
Пит хытă пурнăçăн алли —
Хăв ирĕкпе хăв йĕвенленĕн.
«Улпут тарçи...» Ишут таптанă
Çын ирĕкне, ун тивĕçне.
Анчах ун тимлĕхне туптанă,
Хăйранă тимлĕхĕ хĕçне.
Пусмăрлани те мăшкăл; çав —
Чуралăх, чухăнлăх сăлтавĕ.
Çак пăчăхтаракан каçа
Тăсать чиркӳ те тĕн ултавĕ.
Ăçта-ши тарăн тыткăнран —
Йĕри-тавра йăлт карталанă.
Ăçта-ши вырăнĕ таланăн,
Тен, ун йăвийĕ ылтăнра?
Хăй хуçине пурмис пĕлтерчĕ
Пуху мĕнле шавланине,
Ял-йыш мĕн-мĕн калаçнине.
Ку Ишута пит çĕтĕлтерчĕ:
«Нимех те мар; ял-йыш — кĕтӳ;
Хăш чух вăл йытă пек лăрккать...
Ăна кăтарт çеç чăпăркка,
Патак — вĕсемшĕн ăн кĕртӳ».
Пурмис шутлать: «Йыш кăмăлне
Паян вăл тĕрĕс хак памарĕ, —
Мăнаçлă тытнăран туймарĕ
Пуçланакан çил-тăвăлне».
XXII
Ишут хăй пурнăçĕпе сапăр:
Шурне чавтарнă, лартнă пӳрт.
Пуянлăх пур, кил-çурчĕ капăр,
Çураç та çĕнĕ çын халь кӳрт.
Пӳртне вара кермен пек лартрĕ —
Ĕмĕтленни пулса пырать.
Кив çурт-йĕре вăл йăлт салатрĕ,
Тутарчĕ çĕнĕрен пура.
Кирли ун пур: тарçи-тĕрçи,
Чĕнес пулсассăн — шăнкăрав.
Пурнăç пехетлĕ — ĕç те çи.
Кунта пурнать-мĕн, тейĕн, граф.
Ишутăн пур ĕçре те ăнăç,
Çитет ун пур ĕçре те ал.
Ун килĕнче ан пултăр тăнăç:
Вăл ирттересшĕн чаплă бал.
Сăлтавĕ пур: ун ĕç вĕçлвннĕ, —
Вăл кăмака çинче ларман.
Ырми-канми хĕрсе ĕçленĕ
Пĕр уншăн вунă шыв армань.
Хатĕрленет Ишут, памасăр
Пĕр чĕптĕм канăç кил-йыша,
Ватти-вĕттисене пăхмасăр
Вăл васкатать чыша-чыша.
Ишут хăй пурнăçĕпе сапăр:
Шурне чавтарнă, лартнă пӳрт.
Пуянлăх пур, кил-çурчĕ капăр,
Çураç та çĕнĕ çын халь кӳрт.
Пӳртне вара кермен пек лартрĕ —
Ĕмĕтленни пулса пырать.
Кив çурт-йĕре вăл йăлт салатрĕ,
Тутарчĕ çĕнĕрен пура.
Кирли ун пур: тарçи-тĕрçи,
Чĕнес пулсассăн — шăнкăрав.
Пурнăç пехетлĕ — ĕç те çи.
Кунта пурнать-мĕн, тейĕн, граф.
Ишутăн пур ĕçре те ăнăç,
Çитет ун пур ĕçре те ал.
Ун килĕнче ан пултăр тăнăç:
Вăл ирттересшĕн чаплă бал.
Сăлтавĕ пур: ун ĕç вĕçленнĕ, —
Вăл кăмака çинче ларман.
Ырми-канми хĕрсе ĕçленĕ
Пĕр уншăн вунă шыв армань.
Хатĕрленет Ишут, памасăр
Пĕр чĕптĕм канăç кил-йыша,
Ватти-вĕттисене пăхмасăр
Вăл васкатать чыша-чыша.
Телей, телей... Вăл аллăмраччĕ.
Çунса та кайрĕ пуль вутра.
Çĕрме пуянлăх палăратчĕ,
Халь пушă, пушă кил-çуртра.
«Кам айăплă, камран килет?»
Ыйтупала хăйне хускатрĕ,
Унпа хăй чĕрине пăлхатрĕ.
Халь те чирлет чун... Ас илет:
Ах, кĕпĕрнаттăрăн кил-çурчĕ
Пит кӳрентерчĕ-çке ăна.
Кунта Ишут чĕр намăс курчĕ —
Качча памарĕç Лизăна.
Ах, юрату та курайманлăх...
Вĕсем-мĕн иккĕш те кăвар:
Е ăслăлăх, е йăлт айванлăх,
Е пысăк ырлăх, е хур-шар.
Ишутшăн юрату шар пулчĕ,
Вал лӳп! сӳнтерчĕ туйăма,
Ĕмĕрлĕхе пулса вăл юлчĕ
Илемсĕр, сĕрĕмлĕ сăмах.
Вăл чĕрене касса амантрĕ;
Мăнаçлăха тӳнтерчĕ тӳп!
Ĕмĕтрине салатрĕ, ватрĕ.
Ун вырăнне хăварчĕ çӳп.
Чĕнесшĕн халь вăл Хусантан
Пит чаплă çынсене: ку тупăш.
Ишутăн пĕр тĕллев, пĕр шухăш:
Пуласшăн вĕсемпе пĕр тан.
Пĕлет: карьера вăл — пусма,
Пуçтах пулсан кăна хăпарăн.
Кунта та пулăшĕ тус мар,
Майлаштарни: эс пăхăн, парăн,
Йĕрес килсессĕн те, ту кулăш,
Тупма пĕл кирлĕ чĕлĕне,
Нихçан мала тухма ан тăрăш,
Сăмахсăр пултăр вăл чĕлхе.
Ишут барон патне çыру
Çырать хаваслăн, туслăн, ăшшăн.
Пуçларĕ вырăсла: «Мой друг...» —
Хушать, — «Майн херц». Кĕпер хурасшăн
Баронпала хăй хушшинче.
Шутлать вăл: çыхăну çинçе,
Анчах... анчах, тен, пулĕ усă,
Тăрăшнине путармĕ пусă:
Çурт-йĕр тăваççĕ анлă, çӳллĕ;
Пуçламăш — малтанхи пăта.
Кил хушшинче, теç, кирлĕ пулĕ
Кивелнĕ катăк пуртă та.
Пуçра ун шухăшсем кĕтӳ пек,
Памаççĕ канăçлăх ăна.
Анчах пуласшăн мар вăл сӳтĕк:
Парăнтарасшăн барона
Халь дипломатиллĕ ăспа,
Пĕркентересшĕн шур пăспа:
Аваннине сăнатăр, куртăр,
Начаррине курсан ан култăр.
Чеелĕхне вăл чаршавларĕ
Пĕлессинчен асăрханса.
Ик-виçĕ каç ун пуç шавларĕ,
Сăмах, сăнар, тĕс шыраса.
Çырать вал: «...Пысăк ĕç пуçларăм.
Эс калани ялан асра.
Мĕн кирлине халь ывăçларăм,
Çапах телей пуласлăхра.
Кунта эп халь хушаканни —
Мана тăраççĕ пăхăнса.
Анчах пулать ман чун канни,
Мундир, перчатка тăхăнса
Балра мазурка ташласассăн.
Сисетĕн пуль: сывлатăп ассăн...
Мĕнле халь Лиза пурăнать,
Качча тухасшăн, курăнать?
Барон, пĕлетĕн, йăпататăп
Хама хам сан патна çырса;
Пуçа çĕн шухăшпа вататăп...
Калас теп сан пата пырса.
Ыйтатăп, маншăн çул йĕрле-ха, —
Телейĕм пулĕ-ши умра? —
Эс пысăк шанчăк хатĕрле-ха,
Эп саншăн юлмăп парăмра.
Çӳле тухмашкăн кирлĕ, теттĕн,
Сĕреплĕ ят та пысăк чин.
Халь хăпарас тесен, пĕлетĕн,
Пулас пулать ман дворянин.
Кампа ларса ман канашлас-ха?
Никам та çук, эп пĕр-пĕччен.
Кампа çӳп-çапсене шăлас-ха?
Хăварăп эсĕ киличчен.
Эп çавăнпа сана кĕтетĕп...
Ялта чечек çурать çăка.
Çук, юлмĕ кăмăлсăр вăл тетĕп,
Çухатмăп эп çав шанчăка.
Пуçа çурать пĕр шухăш манăн, —
Хăймастăп ун çинчен çырма, —
Ăна пĕлсессĕн эс хумханăн,
Эс васкăн сăпатне курма.
Курсассăн калăн: «Чăн та фея,
Ăçтан-ха тупнă эс ăна?»
Сисетĕп хам: вăл ман телейĕм,
Вăл тыткăнларĕ ăс-тăна.
Пĕлетĕп: çӳлелле ухмашкăн
Пулатчĕ Лиза пĕр пусма,
Анчах шăпам калать, ан ашкăн —
Ман лекрĕ пуçăма усма.
Калаçмалли нумай, чĕнетĕп...
Уяр çанталăк, çул кĕске;
Эс килессе эп ĕненетĕп.
Чарса мĕн тăрĕ-ха, мĕскер?»
XXIII
Кĕтет хăнасене Ишут.
Шутлать: «Килет барон фон-Айсберг —
Пулать, кĕтсе тăр, тавлашу;
Пĕрне-пĕри ăнланаймастпăр:
Эп тĕрĕслетĕп, вăл вăлтать.
Ялан сăмахĕ ун тĕтреллĕ,
Хăш-пĕр чухне ытла етреллĕ,
Çапах урма ман çук сăлтав.
Тата вăл кӳнтелен: хăй курнă
Ман мăшкăла, эп ӳкнине;
Пĕлет вăл ман çине кам сурнă,
Пĕлет кам сиввĕн пăхнине».
Сахал-и ĕмĕт тертлентернĕ, —
Пурнăçланман пирки, — ăна...
Чĕнсен, килмесĕр тĕлĕнтернĕ
Хисеплĕ, тупăшлă хăна.
Паян килет. Нумай кĕттерчĕ.
«Тен, кĕттерме сăлтав пур ун?»
Ишут килте тĕпĕртеттерчĕ —
Пуçланчĕ вĕткеленчĕк кун:
Чылай вăл уншăн ăшталаннă,
Кĕтсе илме те йышăнма
Лаçра ялан сăра чашланă,
Юн сивĕнсессĕн, ăшăнма.
Пăшăрханать Ишут: «Килмерĕç, —
Çӳрет вăл кайнă пек ăнтан, —
Мĕнле сăлтав-ши? Ĕлкĕрмерĕç
Каçчен çитмешкĕн Хусантан».
Ишут кĕтет, кĕтет... Кун иртрĕ.
Кичем ăна кĕтме ирччен.
«Мон шер ами!» Тинех, ак, çитрĕ.
«Барон, эс мĕншĕн пĕр-пĕччен,
Ма ыттисем пĕрле килмерĕç?
Тен, ютшăнаççĕ халь манран?»
Барон ал сулчĕ: «Ерĕçмерĕç...
Пурне те калăп-ха кайран».
...Барон фон-Айсберг шарламасăр,
Çӳрет шур тăрăх Ишутпа.
Курать йăлтах — мĕнле майпа
Хуçи, хăй кăшт та тарламасăр,
Чул çурт тăвать, арман лартать,
Шура, ак, анлă пĕвеленĕ, —
Ку ĕç ял-йышшăн чун иленĕ
Пулни пур тĕл те кăтартать, —
«Сатрап, сатрап...» тет; шухăшне
Халь çиеле вăл кăлармарĕ,
Анчах çынсен тарăхăвне
Тавçăраймасăр пач тăмарĕ.
Барон курать: Ишутăн куçĕ
Унран халь ыр сăмах кĕтет.
Калаймăн: «Ырăлăх çăл куçĕ,
Пĕр саншăн халăх хĕпĕртет».
Тупас пулать мĕн те пулсан.
Ырлать — кӳрентерме юрамĕ.
«Аван, аван, — тет вăл кулса, —
Эп тĕлĕнетĕп. Кам хăрамĕ
Сан пултарулăхна курсан?
Анчах сыхлан, Ишут, пĕл, анчăк
Ыр вăхăтра этемшĕн — шанчăк,
Тăшман та вилĕм вăл, урсан.
Аристократи пурнăçне
Эс хăвăн ăсунта ӳкернĕ,
Анчах сан ĕмĕтӳн вĕçне
Курмастăп эпĕ. «Чир-чĕр» ернĕ
Мĕскĕнлентернĕ халăха:
Вĕсем пĕрне-пĕри пăхса
Тытаççĕ сенĕк, сăнă, пуртă.
Ăнлан, Ишут, эп тем те куртăм
Çак çутă, анлă тĕнчере.
Пĕлетĕн, эпĕ хĕрхенместĕп,
Этемлĕхе çăлас теместĕп,
Анчах ман хĕсĕнет чĕре.
Ну, юрĕ, юрĕ, ун çинчен
Паян калаçмăпăр, ыр тусăм.
Çук, ан çӳплетĕр манăн утăм
Хисеплĕ çыннăн килĕнче.
Малтан ыйтса пĕлме хăймарăм,
Тин çех ас илнĕшĕн каçар,
Кил, сан çинчен халь калаçар.
Ăçта пулас илемлĕ арам?
Эс ун çинчен ман патăма
Пит хĕмлĕн çырнăччĕ. Ыйтатăп,
Кăтарт мана. Пăшăрханатăп:
Юрать-ши умĕнче тăма?»
Ишут хăй ăшĕнче шутларĕ,
Пĕлесшĕн тарăн шухăшларĕ:
Кулать-ши, тет, барон манран
Е кĕвĕçет курайманран?
Калатчĕ çамрăклах: «Фортуна,
Пĕлетĕп, маншăн çуралман,
Ман шăпама васкавлă тунă —
Телей чечекĕ çурăлман».
Сĕм хӳтĕре юри ларса,
Ик çамрăк сахал мар калаçрĕç;
Çул тăрăх утрĕç, урлă каçрĕç...
Асра кун юлчĕ палăрса.
Хĕвел ансассăнах лăпланчĕ
Ялпа пĕрле курак, чана.
Ик çамрăк тухрĕç пахчана.
Тин тӳрĕ калаçу пуçланчĕ.
«Ак халĕ, — тет барон, — сана
Хыпар эп хатĕр пĕлтермешкĕн.
Ку чăн сăмах: васкать илмешкĕн
Леш самозванец Хусана.
Пĕл, Пугачевăн çыннисем
Улпутсене тытса çакаççĕ,
Çĕрĕсене пĕр шай пайлаççĕ.
Çакна эс тавçăрса илсем».
«Пăлхав, пĕлетĕн, аслати пек:
Çитет, кĕрлет вăл, йĕпетет.
Вара иртет, шăй-шай пĕтет —
Каллех уяр, паллах тип-типĕ».
«Ишут, ĕç пысăк, пархатарлă,
Ырламалла сана, анчах
Эс хăтланнă ытла кăварлă.
Шутлатăп: «Пулмĕ-ши вучах?»
Иртмест пĕр кун та манăн уссăр —
Вăй-хал ан пĕттĕр ман харам.
Пĕлетĕн: çын юлсан пĕр пуссăр,
Ăна никам памасть тарам».
«Ишут, сăмахшăн каламастăп, —
Упкелеме ман çук сăлтав.
Ĕçе-пуçа часрах тăвас тăк,
Ăспа пырас пулать малта.
Курни, илтни — хăрушă тĕслĕх,
Пăлхав тума аван меслет.
Çын тарăхсан алхасĕ, йăслĕ.
Ăна пĕлсе кăна ĕçлет.
Ку тĕслĕх — Пугачевăн ĕçĕ.
Ахаль пултармĕ тустарма.
Тухать вăрă-хурахăн вĕçĕ,
Анчах май пур ун астарма».
«Пĕр чĕптĕм вăхăт çук ман, тусăм,
Хыпарпала аппаланма.
Кашни ман утăм патăр усă.
Ку ман девиз. Çакна ан ман.
Эп ăнăçсăрлăхпа вырхантăм,
Анчах та сӳсленмен ман ăс.
Эп хам ăраскала ылхантăм
Юлхавлăн чупнăшăн — лăс-лăс.
Ман хаклă тусăм, ан хăра,
Ак, курăн нимĕн те тăваймĕç,
Сăмах та калама хăяймĕç —
Вĕсем пурте ман алăра».
XXIV
Çу кунĕ янкăр та тӳлек,
Лăп сывлăш ачашлать пит ăшшăн, —
Тӳнче, тен, хăй те йăпанасшăн?
Тăлт-талт, ав, сиккелет путек
Çаран çинче. Сĕткенлĕ курăк
Выртма тӳшек пек илĕртет.
Илемлĕ кун! Мĕн кирлĕ урăх:
Чуна савать, юна чĕртет.
Инçе-инçе тӳпе кăваккăн
Тăрать чаршав пек карăнса.
Ав, пĕлĕт таткисем хăяккăн
Çӳреççĕ çăмăл ярăнса...
Ишут ĕçре. Ун килĕнчен
Хăни те тухрĕ уçăлма:
Пылпа вĕри чей ĕçиччен
Хăйне кичемлĕхрен çăлма.
Уçланкă. Илтĕнчĕ шăй-шай.
Барон утне туртса тăратрĕ.
Итлет: çынсем çухрашнă май
Ян сас çăкалăха хускатрĕ.
«Аха, кунта ĕçлеттерет-мĕн, —
Илейрĕ тавçăрса хăна, —
Вăл халăха ахаль тăратмĕ,
Ыйтмасăр «кĕртĕ» ăс-тăна».
Баронăн туйăм çивĕчленчĕ:
«Халех ак «фея» килмелле».
Сăлтавĕ пысăк: ăс хĕçленчĕ -
Хĕре кĕтсе ун илмелле.
«Пикантно, — шухăшлать барон, —
Чăн этнографи элеменчĕ.
Курассине эп тĕлленменччĕ.
Ишут кам?.. Пĕчĕк фараон.
Чечек кам?.. Пукане Ишутшăн.
Ăна вăл кирлĕ выляма.
Е пулĕ пысăк çĕн кил-çуртшăн
Çĕн вĕллери пек çĕн ама».
Вăрман, уçланкă... Тăпăр-тапăр
Вĕçтерчĕ тухрĕ юланут;
Чечек? Вăл тăхăннă пит капăр,
Шăп арăслан пек шурă ут.
Вăрман тăрать пек йăпшăнса:
Паян вăл Чечеке кĕтет пек —
Тăман унран вăл ютшăнса.
Хĕр савăнать, чĕри путек пек
Вылять сывалнă кăкăрта, —
Ун салтăннă халь тим тӳлемĕ, —
Ах, çут çанталăкăн илемĕ
Чуна сăваплăн хăпартать.
Ташлать ну, — чуптарма хăрушă, —
Лăплантараймăн çийĕнчех,
Анчах хĕр аллинче чĕн пушă;
Ытла каяймĕ ĕрĕхсех.
Сукмакпала шур еннелле
Хĕр лашине пăрса уттарчĕ,
Ăсра хăйне васкав чуптарчĕ.
Юратнă çын! Вăл аслă пӳлĕх,
Вăл чун, вăл пурнăç, юрату...
Çак вăхăтра çула кам пӳлĕ?
Пӳлсессĕн, пулĕ çухату.
Куçа хупать хĕр: умĕнче
Ишут тăрать пек яш та хӳхĕм.
Мĕн чухлĕ пурлăх тумĕнче:
Укапала йĕрленнĕ ::пӳхĕм:зонт::
Шап-шур перчатка аллинче,
Сар пиçиххийĕ ярапаллă, —
Вăл уйрăм курăнать, вăл паллă, —
Пит килĕшӳллĕ ун çинче.
Куçа уçать хĕр — янкăр, çутă,
Пурте тухать пек курăнма,
Йĕри-тавра рехетлĕ тутă —
Тĕнче хушать-мĕн пурăнма.
Чĕре тапать, тапать хаваслăн,
Сиксе тухасшăн ăшĕнчен...
Чим-ха, мĕн пулнă?! Шур енчен
Шăй-шай-мĕн илтĕнет çĕр саслăн.
Чечек карт! туртрĕ чĕлпĕре —
Ут вырăнта чĕвенчĕ, хытрĕ.
Вара шур еннелле çул тытрĕ.
Аран-аран хĕр ĕлкĕрет
Пуçне пĕкме ут сикнĕ майăн.
Кĕрет ут чăтлăха чăмса.
Хĕр ун çинче пырать пуç тайăн,
Çилхе çумне çат çыпçăнса.
Те туйнипе чĕре шуйханнă,
Сисни чуна, тен, чĕпĕтет,
Васкать хĕр. Учĕ кăпăкланнă,
Вăл çавра çил пек вирхĕнет.
Çулçисемпе çупать пите
Юман кати, сайра çăкалăх.
Инçе те мар, çитет... çитет.
Курать: уçланкă, шурлăх, халăх.
Кĕтмен çĕртен сиксе хĕр тухрĕ
Çил-тăвăл пек пĕтĕрĕнсе,
Çул тăршшипе тусанĕ юхрĕ
Хӳре пекех сĕтĕрĕнсе.
Баронăн куçĕнче шур ункă —
Курмасть çут кунăн сăпатне.
Сасартăк шуйăх!.. Ун патне,
Ак, çавра çилĕн амазонка
Вĕçтерчĕ тухрĕ чăтлăхран —
Шăпа вăратрĕ ыйхăран.
Барон çӳçенчĕ: «Боже мой,
Что делает она со мной?»
Пĕр саманта хытса вăл кайрĕ,
Илем кĕлеткине курса.
Вăл ирĕксĕр пуçне халь тайрĕ,
Васкавлăн çĕлĕкне хывса.
«Чечек»... Тĕлĕнтерет тĕнче».
Барон пуçне ыр шухăш кĕчĕ:
«Ăçта çуралнă, кам тивлечĕ
Тăрать ман куçăм умĕнче?»
Барон илемлĕхе тинкернĕ
Италипе паллашнă чух.
Вăл шухăшлать: «Аван ӳкернĕ.
Шел, Рафаэль чăвашăн çук.
Кĕлеткине юри шăратнă:
Кĕрнеклĕ, пилĕкĕ çинçе;
Вăл хăйне хăй тытма юратнăн
Ларать халь элчĕ ут çинче».
«Каçарăр, мадемуазель.
Эп шутламан кунта курассăн.
Çак ут çинче курман пулсассăн,
Калаттăм, туршăн та: пит шел.
Ута хистевлĕ-çке сиктертĕр,
Ăна арçын пекех тытса.
Хăюлăхпа шалт тĕлĕнтертĕр,
Ĕненĕр, кайрам эп хытса.
Кăна курассине кам пĕлнĕ —
Ут хĕр вăййи пек шутланман.
Тархасшăн калăр, кам вĕрентнĕ
Сире илемлĕ утланма?»
Пуç тайрĕ хĕр, йăл кулчĕ ăшшăн,
Кăштах именчĕ, курăнать.
Сăпайлă пăхрĕ вăл, йăвашшăн,
Анчах, — сисет барон, — сăнать.
Вăл тĕлĕнет: миçе пахалăх
Хĕрте пуçтарнă çут çанталăк.
Кунта илемлĕ сăн-сăпат,
Ăс-тăн та тивĕçлĕх, хăват.
Ах, куçĕ, куçĕ! — ик хĕлхем,
Пăхать асамлă та хĕрӳллĕ,
Çиçет сăн-пичĕ хĕпĕртӳллĕ...
Тек ырлама хăймасть чĕлхем.
«Эп ыр сăмахшăн тав тăватăп;
Пĕлеп: ырларăн ытлашши.
Пĕр вăтанмасăрах калатăп:
Мана тивертрĕ чун ăшши.
Чи çывăх тусăм манăн — ут;
Ăна хамах пăхса ӳстертĕм.
Вăл халь, хăвах куратăн, вут!
Вăл ман савни, вăлах ман тертĕм».
«Савни те терт? Эп тĕлĕнеп».
«Вĕсем ялан-çке юнашар,
Ăçта телей, унтах-мĕн шар».
«Чăнах ку. Эпĕ ĕненеп».
Барон халь чăннипе пĕлесшĕн, —
«Хăех хĕр уççăн калĕ, тен, —
Хăй шухăшне вăл тĕрĕслесшĕн,
Сăмах хушать ытахальтен:
«Эп тусăмшăн пит савăнатăп,
Пурнăçĕ унăн тĕпеле
Тухать. Чунтан ăна сунатăп
Пит çирĕп сывлăх та телей».
Хĕрелчĕ хĕрĕн сăн-сăпачĕ,
Кĕçех вăл кайрĕ çуталса.
Барон шутлать: «Турах-ши пачĕ
Çак чечеке халал туса?»
Тăхта, мĕн ку? Çынсем ĕрлеççĕ:
«Çитет, ĕçленĕ, тарçă мар!
Пугачевсем халех килеççĕ!
Енчен, ак, тытăпăр чукмар!»
Çӳçенчĕ хĕр, сасартăк тăчĕ
Йĕнерĕн пускăчĕ çине.
Ăна халь темшĕн пăчă, пăчă...
Туртсах вĕçертрĕ çухине.
Анчах мĕн ку, мĕн курчĕ-ха
Çак çиçĕм куçлă вичкĕн хĕр;
Сасартăк мĕншĕн урчĕ-ха
Тискеррĕн ут? Кисренчĕ çĕр...
Сас-чӳ, шав еннелле пĕр çулсăр,
Çырма-çатрасене пĕлмесĕр,
Чупать ут хăвăрт, сиккипе.
Çамки Чечекĕн йĕп-йĕпе.
Хĕр хыçĕнчен барон васкать, —
Вăл та шура пĕрле тухасшăн, —
Итлет, итлет: Ишут йăслать.
Барон халь хăй тусне курасшăн.
Шурти сассем чуна хăратрĕç —
Çынсем шавлаççĕ: алала!
Лашисене чарса тăратрĕç
Пăхма: мĕн пулĕ малалла?
XXV
Пуху пуçтарăнчĕ йыхравсăр
«Ишут тар шурĕ» хĕрринче.
Паян вара иртмерĕ шавсăр —
Вĕрет кашни çын чĕринче
Кӳрентерни, мăшкăллани,
Сăлтавсăрах айăплани.
Ирĕксĕрех Ищут çӳçенчĕ,
Анчах ăш вĕçнине çĕнтерчĕ.
Вăл шухăшлать: «Халь парăнсассăн,
Кăтартмасан хуçа вăйне,
Мĕскĕнленсе ята ярсассăн,
Пуçа эп хурăп чул айне».
Шавлать ял-йыш: пит йăлăхтарнă
Тар юхтарса шав ĕçлени.
Ăна ытла та тарăхтарнă
Ишут, эс парăмра тени.
Хуçа пит чĕмсĕр; халь ăна
Нимле ĕçпе те тăрантаймăн,
Çын парăмра — ниçта тараймăн,
Халь ун шăпи Ишут кăна.
Паян чун хĕрчĕ уйрăмах:
Халь пултăр татăклă сăмах.
Мучи ăсне пĕле-кура,
Мала тăратрĕç Якура.
Якур хисеплĕ çын; ӳнран
Никам илтменз пĕр сив сăмах та.
Пулать вăл хĕсĕк кун, çапах та
Йӳнеçтерсе, унтан-кунтан
Тупса, вăл çынсене ыр тунă —
Çынран тарса вăл пытанман.
Çынна ялан хисеп ту, унсăр
Нихçан та чунĕ ун канман.
Ачасемпе вылять ача пек,
Ваттисемпе пулмасть айван.
Таçта малта пырать ун чапĕ —
Вăл ăсшăн кивçене кайман.
Якур мучи хĕлхемленсе
Ял-йыш хутне кĕме шутларĕ;
Чун чаракне халь çĕнтерсе
Мала тухса сăмах пуçларĕ:
«Ишут, ытла та кӳрентертĕн:
Вăрларăн пирĕн вăй-хала,
Эс халăх тивĕçне тӳнтертĕн.
Çакна асту, ан мăшкăлла
Тӳлек те ăслă ял-йыша.
Пĕлсем, пире ку йĕрĕнтерчĕ,
Пулса эс тăтăн халăх терчĕ,
Яту та пăтратать ăша.
Пире выльăх вырне хуратăн;
Шутлатăн: хупăп картана.
Ял-йыш йĕрки çине суратăн.
Тухать, пĕлсе тăр, вартанах
Сана курайманни. Манмастпăр:
Эпир паян та парăмра,
Анчах та халăх, астуса тăр,
Выртмасть кĕлте пек сарăмра.
Хăвна ху çеç юратнăран
Паян ăс-хакăлна та мантăн —
Çын терчĕпе пуйма васкатăн...
Калатăп чун ыратнăран».
Вĕрерĕ тивĕçлĕх; хăйне
Якур маттуррăн тыткаларĕ,
Пуçтарчĕ хăй халне, вăйне,
Мăн кăмăллăн пуçне çĕклерĕ,
Куçран чăр пăхрĕ Ишута, —
Çилленнĕ куçĕпе йĕплерĕ, —
Çунтарчĕ ăшĕнчи вутта.
Ишут хĕрет: чарма хăймасăр
Итлет хĕмленнĕ Якура,
Тăрать сăмах та калаймасăр,
Асра юлмалăх пухура.
Асать пурмис, шăлне вăл çыртрĕ,
Вăл Якура чăртмаххăн тытрĕ:
«Ĕçлесшĕн мар, лӳппер, юлхав,
Эсех пăтратрăн халăха!
Эс ухмаха перетĕн, кай,
Шутларăн пуль, вĕсем тăмпай.
Чее хăтланнине куратăп,
Сан вăрттăн шухăшна туятăп!»
Мĕн илтрĕ сисĕмлĕ хăлха?
Чуна лăплантарма пĕлеймĕн,
Ăсна шăрçа пек йĕркелеймĕн,
Илтсен çак ирсĕр сăмаха.
Ишут хăйне шеп тытаймарĕ —
Чĕтрет. Вăл кайрĕ тулхăрса, —
Тăртанчĕ пулĕ йăх тымарĕ, —
Эткерлĕх тухрĕ тăпăлса.
«Çук, çук, ман ĕмĕте салатĕ,
Ишсе антарĕ шанчăка,
Çурса суранлантарĕ, ватĕ,
Кăкармасассăн анчăка».
«Çитет! — уларĕ вăл, — эс тарçă!
Мĕнле хăятăн эс, каварçă?»
«Çук, тарçă мар — Якур сасси
Янрарĕ хыт. — Эс йыт асси!»
Тĕлĕннипе Ишут кăнн хытрĕ.
Вара самант патак вăл тытрĕ.
«Эс анчăк! — урипе тарс! тапрĕ, —
Эп, пĕл, сунарçă, эс — куян!»
Чупса пырса пуç урлă çапрĕ
«Ак ме!» Шат хуçăлчĕ туя.
Çук, хускалмарĕ ват Якур,
Каларĕ тивĕçлĕн: «Ан ур!»
Пĕл, халăх — шыв. Тен, эс сумламĕн,
Шыв пухăнать тумлам-тумламăн,
Ейӳ пулать те — вăйланать,
Вăл пĕвене татса каять»
«Мĕн ку?» Барон, çук, ĕненмерĕ
Хăй куçĕпе хăй курнине,
Вăл тавçăрса час илеймерĕ
Хĕр учĕ мĕншĕн урнине.
Ăна ытла та тĕлĕнтерчĕ:
Хĕр мĕншĕн кайрĕ-ха шурса?..
Чечек утне çапса сиктерчĕ,
Шăв-шав енне тӳр çул хывса.
Барон хĕр хыççăнах васкарĕ,
Вăл хăваларĕ хăй утне.
Сикет-сикет ут: пит хашкарĕ,
Илсе çитерчĕ шур патне.
Фон-Айсберг умĕнче уçланкă, —
Йĕри-тавра вăрман, ката, —
Ял-йыш та... тем пирки пăлханнă.
Ун патĕнче Ишут — патак
Ун аллинче... Самант çĕклерĕ...
«О, майн Гот!» Мĕн турĕ вăл?
Барон сăнать, пахать чăл-чăл -
Вăл витĕр куçĕпе йĕплерĕ.
Силленчĕ вăл: барон тем курчĕ:
Асамлă вăхăт! - Ишута
Хĕр çурăм урлă-пирлĕ çурчĕ
Тĕреклĕ, пиçĕх пушăпа.
«Чечек?»
«Ак ме!» Çапать татах...
Çĕлен пек пушă авкаланчĕ.
Ишут халь тĕлĕнчĕ шалтах,
Вăл такăнса çĕре йăванчĕ.
«Кăпшанкă...» — терĕ хĕр тути...
Тек пĕр сăмах та шарламарĕ.
Ик куçĕ, çăлтĕрăн çути,
Самантлăх сӳннĕ — палăрмарĕ.
Чĕвенчĕ ут, чул урлă сикрĕ,
Кăларчĕ çиçĕм таканпа.
Куçран çухалчĕ хĕр; каç витрĕ
Вăрман тăрне кăвак сăнпа.
XXVI
Салхуллă кун Ишутăн пулчĕ,
Çӳрерĕ кашкăр пек урса.
Пулса иртни асра ун юлчĕ —
Тăрать суран пек палăрса.
Вăл çех те мар, ах, намăс, намăс
Ăна барон, тус умĕнче.
«Суеçтерет çирĕпленмен ăс.
Эп халĕ мăшкăл айĕнче.
Ас çук так чăнлăха кураймăн,
Çук, ниепле те уйăраймăн
Чăн ыррине эс усалран...
Вĕçерĕнет телей алран».
Ишут шутларĕ те ăнкарчĕ,
Тин курчĕ пурнăç тумхахне,
Вăл тимлĕх юхăмне хăй чарчĕ,
Пĕлмесĕр улшăну хакне.
Ытла пăтраннă пĕтĕмпех
Ăшра халь унăн: намăс, эрлĕк —
Тăрать пит йӳçĕ тĕтĕм пек.
Вăл явăнать усал, тискеррĕн...
Тапранчĕç чĕрере хаяррăн
Курайманни те çилленни.
Куç умĕнче карма çăваррăн
Тăрать тин çеç йыш кĕрлени.
«Ман тусăм, — тет барон, — лăплан,
Ан шухăшла, ан асаплан.
Паян хам пурнăçа турттартăм,
Хама ют куçпала пăхтартăм:
Пĕри — барон, тепри — улпут.
Чысра пурнатпĕр çав ăнпа.
Анчах эпир, пĕл, сăрă хурт, —
Кам хисеплетĕр? Çавăнпа
Кунсем пырсан та пирĕн ыррăн,
Пĕл, ирттеретпĕр çех черет.
Анлантăм хам, мĕнле халь вырăн
Эп йышăнатăп тĕнчере.
Пăлхавлă вăхăт; патшана
Хăратмĕ Пугачев сăлтавсăр.
Эп вăл пĕтессине шанап,
Анчах бокал çĕклемĕн тавсăр,
Пулсан та, калăпăр, мужик.
Хăш чух эп хамран хам ыйтатăп:
«Ăçтан вăй-хал вăл тупнă-ши?»
Шутлаççĕ улпутсем: «Вăл катăк».
Вăл, ак, кăтартĕ «катăкне».
Вăл тăвăл пек — тытса чараймĕç.
Çитсессĕн тăвăл, пуçтараймĕç
Хăйсен ӳт-тирĕн татăкне.
Пĕл — иксĕмĕр те улталаннă,
Пĕлмесĕр чăн-чăн пурнăçа.
Шăпи те пирĕншĕн таланлă —
Ансаттине çех курнă çав.
Ӳсес тек, теççĕ, кирлĕ пиçĕм,
Вара пулать-тĕр ăс та тим.
Пĕлетĕн ху: çиçсессĕн çиçĕм,
Кĕтсех тăр, кĕрлĕ аслати.
Мĕн тес, эс кам тесе ыйтсассăн
Хĕвеллĕ кунсенчи хевте,
Каç тĕттĕмпе йăлтах тулсассăн,
Чăл-чăл çеç çиçекен шевле.
Чечек вăл — çиçĕм; вăл чĕртсе,
Вăл çунтарса яма пултарĕ
Е чĕрене хĕм тивертсе
Çын пурнăçне тимпе тултарĕ.
Вăл — çын! Эп ун умне халь хатĕр
Выртма палас пек сарăлса.
Кам чĕрине, ăсне пăлхатĕ,
Ăна кам пăхмĕ савăнса?
Пурах-мĕн Турă. Çук, тухмастчĕ
Çĕн уйăх унсăр пĕлĕте,
Вăл пулмасассăн çуралмастчĕ
Турă сăнарлă çак этем».
Ишут тăрать пĕр шарламасăр, —
Ним тĕкĕнмест пек халь ăна, —
Пĕр сăмахне те ăнланмасăр,
Итлет, итлет вал барона.
Пуçне çурать ыйту: «Ăçта
Тӳрре кăларакан сăлтав;
Тен, тус сăмахĕ те вăлта?
Ăна калаймĕ юмăç та...»
Сӳсленнĕ чунĕ халь Ишутăн,
Ах, туйăнать-мĕн: чул айнех
Вырттарчĕç пек; халь лекрĕ кутăн,
Çапма пĕлмен пушши, хăйнех.
XXVII
Чечек, Чечек, ăçта васкатăн,
Ăçта унта эс сиктерен,
Ма эсĕ ун халне лăскатăн,
Ăна тарпа халь витерен?
Ут кăпăкланнă пит; юртать
Вăл чăтлăх витĕр çулсăр-йĕрсĕр.
Çилленнĕ хĕр: ытла та сĕмсĕр
Туртать вăл чĕлпĕре, туртать.
Анчах, — тен, асапне пĕлсе, —
Ут чарăнчĕ. Хĕр сулкаланчĕ...
Йĕнер çинчен аран вăл анчĕ;
Кĕç типтерленчĕ вăй илсе.
Чĕре... Мĕнле халь йăпатас-ха?
Вăл ĕсĕклет-çке кăкăрта.
Мĕнле тӳсес, мĕнле чăтас-ха?
Хуйхă ăшра чул пек выртать.
Кӳрентерни асран каймасăр,
Тăрать, ак, çил пек вăшкăртса.
Пыра пăвать вăл... Чăтаймасăр
Ăшра йĕрет хĕр кăшкăрса.
Вăрман итлет, тăрать вал тăппăн,
Сикмеç хĕвелĕн урисем.
Аран сăмах кăларчĕç шăппăн
Чечекĕн шурнă тутисем:
«Ман пӳлĕхĕм! Ултав, ултав...
Каллех ман ĕмĕтĕм тăлланчĕ.
Ах, чун ытла та суранланчĕ.
Виçмесĕр ĕненни — калта:
Паян вăл çыртрĕ. Йăлăнатăп,
Ыйтатăп чăтăм-тӳсĕм пар.
Эп пĕр сана анчах шанатăп.
Итлетĕн-ши эс, Пихампар?»
Йĕрет хĕр. Учĕ йăпатасшăн
Ун патĕнче çӳрет, çӳрет...
Вара пырса ăна йăвашшăн
Тутипеле кăшт тĕрткелет.
Лăп каç яр уçă; çил тӳлеккĕн
Хускатрĕ нӳрлĕ сывлăша
Тавра пусарăнчĕ шăй-шай.
Хĕвел ури анса сĕвĕккĕн, —
Ырса сĕнк кайнă чăтлăхра, —
Çутатаймасăр сапаланчĕ.
Так-так таккарĕ те тăхран,
Каçа кура канма лăпланчĕ.
Хĕвел хĕп-хĕрлĕ; ерипен
Вăрман хыçне анса пач путрĕ
Çĕн уйăх унăн йĕррипе
Вăтаннă пек вăраххăн утрĕ.
Çӳрет, теç, тĕрĕслĕх çурран,
Утать-мĕн атăсăр — çарран.
Пулман-ши унăн çулĕ такăр,
Е тăсăлать-ши кукăр-макăр,
Кам вăл килессине кĕтмен?
Нихçан вăл вăхăтра çитмен.
Ултавĕ çӳремест-мĕн утсăр,
Вăл тумлăскер, вăл чаплă шутсăр,
Тăвать пурне те уншăн мул,
Таçта кайсан та такăр çул.
Ан чĕн, ан кĕт: хăех шырать,
Хăех, кĕтмесĕрех, пырать.
...Пуçланчĕ çил; вăл харкашать —
Хура вăрман тăрри чӳхенчĕ.
Те чирлĕ тимлĕх арпашать:
Чечек пит ĕнтĕркет — çӳçенчĕ.
Вĕри куççуль юхать; ун витĕр
Тĕтреллĕн курăнать тĕнче...
Асапланни вăл — юратни-тĕр:
Çын тарçă унăн умĕнче.
Хускалнă хурлăхпа чĕре,
Салхулланать ытла асаплă.
Ах, тарăн касăлнă çĕре
Ут илтерме лартаймăн саплăк.
XXVIII
Шăпа — вăл çумăр, юр хӳни:
Екки ярса та ĕлкĕреймĕн.
Ырри, хурри, чăрмав кӳни —
Вăл пурăнăç; тытса переймĕн.
Ăçти çĕре те хăш енне
Илсе кайса мĕн кăтартмарĕç,
Ниме тăман ĕç сиенне
Çапах ниçта асра картмарĕç.
Ах, пурнăç! Кам сумланă, виçнĕ
Ун тĕрлĕ-мерлĕ тăкакне.
Ăнлав, çук, çитĕнеймĕ, пиçмĕ,
Палăртмасассăн ун хакне.
Хакне халь палăртрĕ Кавруç:
Пĕлет, ăçта ултав та чăнлăх.
Çук, хĕрнĕ туйăм мар, ăс-тăнлăх
Шаккать пĕлмен çĕре халь: «Уç!»
«Пĕлменлĕх вăл — уçман пуянлăх;
Пĕлес тĕк, тăррине висте.
Илмен тĕк тыткăна айванлăх,
Хăвна эс тĕпчеме хисте», —
Тесе калатчĕ-çке асламăш, —
Пулман-тăр ăсĕ ыйăхра, —
Сăмахĕ пулчĕ, тен, пуçламăш,
Халь те çавах, тен, йыхăрать?
Пăлхавлă вăхăт... Мĕн сĕнет,
Мĕнле сукмак, мĕнле çул хурĕ
Кавруçшăн çутă кун? Чун урĕ,
Е юн тулашĕ. Тĕсленет,
Куса хупсассăн, пуласси,
Тĕнче шăв-шавлăн туласси.
Асра çĕн шухăш халь йĕрленчĕ,
Вăл асамат пек кĕперленчĕ,
Вăл уçрĕ çĕнĕ тĕнчене.
Вăранчĕ чун, çухалчĕ канăç.
Пĕлет Кавруç, ăçта чĕнет
Ăшра çуралнă хĕмлĕ шанăç.
...Килтен киле, ялтан яла
Кĕрсе тухса çӳрет хыпарĕ.
Мĕн тамаша, мĕн япала,
Кам каласа кам ăнлантарĕ?
Чап сарăлчĕ кĕç Атăл тăрăх, —
Ăçта çитсе вăл хутăшман, —
Пуяннисем калаççĕ: вăрă,
Пупсем чиркӳсенче — тăшман.
Суя хыпар — çĕлен сăнни:
Сăхсан чуна вăл шыçăнтарĕ;
Сив сăмахпа-мĕн асăнни
Хакне хумашкăн чăрмантарĕ.
Ак, чĕлтĕртетрĕ шурăм пуçĕ
Кăвак сенкерлĕ çутăпа.
Лăпланнă çут çанталăк уçă,
Ним те халь хускалмасть — шăпах.
Анчах та ыйăх çук Кавруçăн,
Пуçра çĕр тĕс: тухать, кĕрет, —
Улăштарать унта улшуçăн, —
Çитсе чĕтретрĕ — çĕмĕрет.
Янк иршĕн пурĕ пĕр: ăна
Кавруç хуйхи кăшт та тивмерĕ,
Вăл тасатмарĕ ăс-тăна,
Пуçри йӳç сĕрĕме сирмерĕ.
Анчах мĕн тухрĕ-ха сиксе?
Кавруç пăхать халь тинкерсе, —
Пулман пуль çакăн пек пăлхавăр, —
Утсем ташлаççĕ тăпăр-тапăр.
Хурамал ту курман-мĕн ыйăх:
Памарĕ канăç вĕçсĕр çуйăх.
Ир-каç-мĕн Атăл хĕрринче, —
Пĕтет пек çакă çут тĕнче, —
Çынни, лаши, ак, вĕçсĕр-хĕрсĕр,
Кайра, хыçра та леш енче
Йăлт пăтрашаççĕ: пĕр йĕркесĕр
Лăк тулнă каçă тĕлĕнче.
Ăçта васкать __Хусан__ кил-йышĕ,
Ăçта вăл чăрсăр вирхĕнет:
Пĕри шавлать тухас пек пыршă,
Тепри лашисене хĕнет.
Кавруç пĕлет: пĕр сассăр-шавсăр
Нихçан этемĕн ĕç пулмасть;
Екки юнра: нихçан сăлтавсăр
Пĕр харăс халăх тапранмасть.
Дворян, чинри, купца-мăн хырăм,
Час улăштарчĕç пурнăçа:
Чыс-чап валли юлмарĕ вырăн,
Хисеп тухать пăрахăçа.
Пурте паром çине кĕресшĕн, —
Кунта кĕрлет çухăрашу, —
Пĕри ав тепринчен иртесшĕн:
Пырать пит сĕмсĕр харкашу.
Тӳре-шара та хуçасем
Аптранă: вĕçĕмсĕр кумаççĕ.
Ĕç çыннисем çеç шăп; вĕсем
Ниçта кайма та васкамаççĕ.
Ытти тиеннĕ кăпăр-капăр, —
Ыран пĕтет пек самана.
«Çав Пугачев пирки пăлхавăр,
Вăл çитмелле-мĕн Хусана».
Кур, каçă патнелле кӳме
Пырать, — васкать-мĕн. Пăрăнаççĕ
Ытти лавсем. Курьер мăнаçлă:
Ботфорт, сар кивер, çут тӳме
Хисеплеме самай хистеççĕ;
Ан пăрăн-ха — тире сĕвеççĕ.
«Тăхта, кам ку?» Кӳми çинче
Ларать палланă çын — Ваçлей!
Кавруç курать: те хăраса,
Утсем ытла та турткаланчĕç.
Кавруç карт! илчĕ çавăрса:
Утсем вăраххăнах лăпланчĕç.
«Ваçлей!»
«Ах, Турă, Тойтирек?!»
«Чăнах та çав. Ăçта каясшăн?»
«Кил-ха, лар юнашар, тархасшăн,
Вăй-хал Тур патăр-ха пире».
«Эс чăн полковник! Лартăн-ши?»
«Эй, Тойтирек, манран кулатăн,
Эп кучер мар халь, эп — денщик».
«Тăхта, полковник халь пулатăн».
Хĕвĕшнине Кавруç хакларĕ,
Ун кайрĕ ăсĕ уçăлса.
Чеен вăл пăхрĕ те кулса,
Куçне мăч турĕ те каларĕ:
«Халь çӳлерех çĕкле пуçа,
Хăранă пек ан пăх хыçа,
Пĕр вăхăт эсĕ лар хытса,
Хăвна полковник пек тытса».
...Çапла ыттисенчен малтан
«Полковник» кĕç шыв урлă каçрĕ.
Кăштах хăпсассăн Атăлтан
Пулни-иртни пирки калаçрĕç:
«Ман командир барон фон-Айсберг
Хăналанать халь Чăвашра.
Пăлхавлă вăхăт... Чуптарас пĕр,
Çитсе кил, терĕç, вăш-вашрах.
Чашламана эп çул тытатăп;
Барон канать халь çав енче
Ишут Ухтеров патĕнче».
«Ишут Ухтеров?.. Астăватăп».
Кавруç, Ваçлей денщик ыйтсассăн, —
Шикленнине хăваласа, —
Хăй шухăшне-мĕнне хавассăн
Йăлтах пĕлтерчĕ каласа,
Ваçлейĕн чунĕ юрламасть.
Каларĕ: «Ăс çук мар весен те...
Тăван яла сан, тем тесен те,
Пымашкăн халĕ юрамасть».
«Сив кун пекех тăрать ял-йышăн
Телейсĕр пурнăçĕ. Кама
Эс калăн-ха хушса: «Ан йышăн,
Паян ан парăн никама».
Хăвна эс шанчăкпала сăйлăн —
Апла-тăк эс путек-çатак.
Пĕлместĕн: тĕнчере çав вăйлă,
Кам аллинче вылять патак.
Кавруçăм, пĕл, чуна кăларчĕ
Ухтерĕн ывăлĕ Ишут.
Вăл нимсĕр халăха хăварчĕ:
Çĕр çук — шыва халь сик те пут».
«Мĕнле çĕр çук? Эп ăнланмастăп.
Ма пулăшмарĕç пĕр-пĕрне,
Ма, ял-йыша вăл пăхăнмасть тăк,
Туртса илмерĕç-ха çĕрне?»
«Кавруç, хăрушă выçлăх пулчĕ:
Ял-йыш ун чух тыр-пулсăр юлчĕ.
Ишут акма кивçен парса
Яла йăлт илчĕ çавăрса.
Пит сĕмсĕр, тытăнчĕ асма:
Вăл çапрĕ патакпа... мана.
Паян та, ак, юман касма
Вăл хăваларĕ вăрмана».
Кавруçăн та тăван яла
Çитес пулать, утать мала —
Килет лав Чашлама енчен;
Лавçи пăхать ал айĕнчен.
«Якур мучи! Ăçта каятăн: —
Ялтан тухман-и хушăран?
Утне ытла хыт чуптаратăн,
Курнать, таратăн нушаран».
«Ах, тур! Кавруç, эс мар-и çав?..
Кашни çынтан эп çул ыйтатăп.
Сана халь шыраса каятăп,
Тата пит кирлĕ Пугачев».
«Якур мучи, кала, мĕн пулнă?
Кала йĕркеллĕ, ăнлантар.
Пĕлеп: манран хура ял юлнă.
Ман чĕрене эс лăплантар».
«Хура сăмах сана ермен, —
Ялти çынсем тахçан пĕлеççĕ, —
Пĕр айăп çук Кавруçăн теççĕ.
Çук, Ухтере эс вĕлермен».
«Ах, Турă! Маншăн ку пит хаклă,
Эп савăнатăп тупата.
Ман пурнăç çулĕ пит тумхахлă —
Хуратрĕç ахалех ята».
«Ылханлă çын! Ман чăтăм çук.
Хăçан эпир тĕл пулăпăр,
Кам айăплă, пĕл, курăпăр —
Унпа ман пур-ха калаçу.
Çук, Пугачев кĕçех килмест.
Тĕл пулăн-ха кунта çитсессĕн.
Ун шухăшне пĕлес тесессĕн,
Ялта вулатпăр манифест».
Сисет, туять-мĕн хĕр аслашшĕ, —
Ун хăйĕн çуннă-çке чĕре, —
Тăшманпала яш тавлашасшăн,
Юнĕ каять хĕре-хĕре.
Калаçрĕç иккĕшĕ чипер,
Кавруç итлерĕ пĕр пӳлмесĕр.
Вăл тавçăрчĕ: шута илмесĕр
Ишут лартман-мĕн серепе.
Кивçен парать те сĕлĕ, тулă
Ытла та пурнăç хĕсĕк чух,
Ун аллинче çаранĕ, улăх —
Унта никам ан кĕр, ан тух.
Ниçта пуçа чикме — хăть макăр:
Мăй таранччен-çке парăмра.
Çăва çине анчах çул такăр...
Йĕрет куççульпеле йăмра.
XXIX
Пит пăлханать, теç, Энĕш, Сăкăт,
Паян хускалчĕ Шуршувар.
Ытла та канăçсăр ку вăхăт:
Куплен хăр-хар та çĕн хыпар.
Пуплеççĕ: айăпсăр çынна
Ишут патакпала хĕненĕ.
«Ах, ырă пӳлĕхĕм, çырлах,
Тем каласассăн та ĕненĕн».
Паян çынсем, ак, тем кĕтеççĕ —
Пĕлмесĕр халăх ăн илмест.
Леш, çĕн патша, кăларнă теççĕ,
Чăваш çыннишĕн манихвес».
Чашламара ял варринче
Пуху пуçтарăнчĕ каç умĕн.
Шавлать вăл, калăн, Атăл хумĕ —
Кĕрлет-сĕрлет шыв хĕрринче.
Кавруç курать халь: тимĕр хĕрнĕ —
Тин вăхăт çитнĕ туптама,
Ишут Ухтеров ячĕ çĕрнĕ,
Пуçлас пулать халь таптама.
Кавруç каска çине хăпарчĕ,
Сăмах пуçларĕ пит хĕрсе.
Ял-йыш чунне вăл вут хйптарчĕ,
Вăратрĕ чĕрине кĕрсе:
«Эй, халăх — терĕ, — мĕн кĕтетĕр?
Камран тăратăр хăраса?
Е тăшмана халь хĕрхенетĕр,
Шанатăр ырлăх парасса?
Сире вăл ырлăхне кăтартмĕ,
Ăна ан кĕтĕр усалтан,
Никам та выçлăхран хăтармĕ,
Çитеймĕ ырлăх Хусантан.
Ма шикленес? Халь вăл хăратăр,
Çук, тарçă пулмăпăр текех:
Паян-ыран, ак, император
Çитсе кăларĕ ирĕке.
Вулар-ха акă васкамасăр,
Йĕркеллĕ, тĕплĕн, чарăнса, —
Никам ан юлтăр ăнланмасăр, —
Тӳрех эп парăп куçарса».
Шăп... «Божиею милостью
Мы Петр третий, император
И самодержец всероссийский...»
«Чăн çул çине Турри тăраттăр,
Усал ан пăстăр ун ăсне.
Ах, савăнтарĕ-ши çут ĕмĕт?
Ан кӳрентер пире янк пĕлĕт —
Курасчĕ ырлăхăн тĕсне».
Хăрушă каç; ав, илтĕнет
Ик-виç енчен шăр-шар çĕр саслăн.
Те çил, те тăвăл иртĕнет:
Ĕрлет тем, туйăнать алхаснăн.
Пăлхавлăн чан янрать; чупаççĕ
Çынсем ялта чĕрес тытса —
Аптранă, кăткăн кускалаççĕ,
Таçта вут илнĕ пек хыпса.
Мĕне кура ку япала?
Пăхса тăрсассăн чун тӳсеймĕ:
Пĕри сулать çавапала,
Тепри çĕкленĕ тимĕр сенĕк.
Ишут кил-çурчĕ — шур кермен,
Йĕри-тавра сыхлать çăкалăх.
Унта никам та кĕреймен,
Пуçтарăнчĕ çапах та халăх
Пĕр хăрамасăр ун умне.
Нихçан та манмĕç çу каçне.
Ишут тухмасть — «Хуçа пытаннă».
Чăтма çук халăх тăвăлланнă, —
Чĕре хыт тапрĕ кăкăрта, —
Паян аса юнпа шăварчĕ,
Асра, куплен карта-карта,
Чун йӳçнине манми хăварчĕ.
Кĕтмен çĕртен тĕнче шуйланчĕ:
Ял-йыш хавассăн çухăрать,
Çухатнă ыйăха çĕр анчăк,
Лаша хăранă — тулхăрать.
Чим, чим! Çуталчĕ ял! Мĕн пулчĕ?
Ак, курнать Кив Хурапха...
«Çунать! Çунать Ишут кил-çурчĕ!»
Ярт уçăлчĕ кайри хапха,
Ампар, кĕлечĕ ӳпĕнет,
Ӳлеççĕ тарçисем хаяррăн...
Çĕкленчĕ çулăм, ав, вăр-варрăн,
Çутатрĕ тĕксĕм тӳпене.
Тапранчĕ халăх. Тăпăлтарчĕ
Нумай çул мăшкăл тӳснине.
Вăл ирĕксĕр асран кăларчĕ
Хĕн пурнăçне, хĕн ӳснине.
Тӳнтерчĕ, çапрĕ, касрĕ, ватрĕ, —
Çуралчĕ халăхра халь вĕчĕ, —
Чун пусмăрне паян аркатрĕ —
Хăй тивĕçне тинех вăл пĕлчĕ.
Пăлханчĕ тĕтĕм каçĕпе...
Отряд Хусан çĕн çулĕпе
Персе те çитрĕ ахăрса.
Яла вăл илчĕ çавăрса.
Пăшал пени хускатрĕ: «Ах!»
Шăпланчĕ, пӳлĕнчĕ сăмах...
Кавруç сасартăк вăйсăрланчĕ,
Çĕре вăл ӳкрĕ хуçăлса.
Хура тĕспе умри сăрланчĕ,
Вăл тасалмарĕ çутăлса.
Кавруç выртать; çĕре юн сапрĕ,
Хастар чĕри ун тапрĕ, тапрĕ...
Анчах ăс-тăнĕ ун çухалчĕ —
Вăраххăн ларчĕ вăл сӳнсе;
Пуçра ун шухăш муталанчĕ,
Асри тăп тăчĕ пӳлĕнсе...
...Ваçлей пĕрне те систермесĕр,
Васкать барон патне — чупать.
«Сехмет, — тет вал ăна, — вилмесĕр
Вăл юлĕ-ши? Чĕре çунать».
«Мĕн пулнă, — тет барон, — мĕн пулнă?»
Пăхать вăл тимлĕн, тĕлĕнсе:
Куççульпеле ун куçĕ тулнă,
Сăпачĕ кайнă кĕлленсе.
«Леш, Тойтирек... Çук, хăтăлаймĕ —
Никам та çук, пĕччен кăна.
Сатур пулсан та çăлăнаймĕ —
Кавруç кĕç лекрĕ тыткăна».
Баронăн чĕринче пăлхавăр;
Пуçне çурать, касать ыйту:
«Мĕнле çăлас, ытла та йывăр?»
Чĕри хушать: май туп, май туп!
Кавруçăн ячĕ ас илтерчĕ:
«Вăл манăн чунăм çĕнелни...»
Тивĕçлĕхне туйни, пĕлни
Ăна хăй умĕнче ӳстерчĕ.
«Тăхта! Май тупăнчĕ сасартăк —
Чăнах та ĕçĕ тĕветкел,
Анчах пуçтах чуна масар та
Нихçан хăратмĕ ::ĕрескел:чрезмерно; внезапно::».
Пăшăрханать Ваçлей: «Мĕн тăвăн,
Каяймăн хăвăнтан иртсе».
Барон хăюллăн хушрĕ: «Хывăн,
Самантлăх пулăн офицер».
Хăй тумтирне вăл тăхăнтарчĕ,
Хырать Ваçлейĕн сухалне.
Пулас ĕçе пит ăнлантарчĕ,
Хыт тĕрĕслерĕ ун халне.
«Пулас пулать сан чăрсăр, харсăр:
Ан хăйччăр, — йăрă пул, — ыйтма.
Тойтиреке ним шарламасăр
Илсе тух. Пĕл хăвна тытма.
Çула тухсассăн хăвăрт утăр,
Кăштах кайсассăн, хăвала.
Сылтăмалла ялан çул тытăр,
Вара кĕç тухăр Атăла.
Эс ан хăвар ĕçне тумасăр,
Вăл ĕмĕр асăнĕ сана.
Сухалсăр ан кил. Таврăнмасăр,
Кай, — ан шиклен эс, — Хусана...»
Денщик мĕн пуррине йăлт пухрĕ,
Сăх сăхрĕ вăл — пуçтарчĕ вăй.
«Хăрушă-çке». Анчах ĕç тухрĕ —
Çул тытрĕ вăрмана конвой...
XXX
Çĕрле. Тӳлек. Ĕшеннĕ Атăл
Канма выртман-мĕн — çывăрмасть,
Пĕр шавсăр, канăçлă выртмасть.
Хумсем пĕр çилсĕр: шăпăл-шапăл —
Сăмах ваклаç пек тем çинчен.
Тӳлек... Ним те шиклентермест пек,
Нимле усал çӳçентермест пек...
Чим! Йăлăм айлăмĕ енчен
Аран-аран сас илтĕнет:
«Васка, васка, шыврах ан çывăр!»
Çынсем, утсем сывлаççĕ йывăр,
Ват Атăл вăрттăн чӳхенет.
Нерядово пач çывăрмарĕ —
Ял-йыш лăп вырăн тупаймарĕ,
Пăшăрханать, ыйтать: «Мĕн пулĕ?
Тен, савăнса хĕвел йăл кулĕ,
Çитсе, тен, çапĕ аслати.
Çăлсам пире эс, васпати».
Çурма çĕрте шыв урлă каçрĕ
Хăй çарĕ хыççăн Пугачев.
Ĕшеннĕ çар канма вырнаçрĕ
Çак вырăс ялĕ çумĕнче.
«Ах, иртрĕ-мĕн хăрушă каç» —
Çынсем хавассăн сăх сăхаç.
Ытла та вăйсăрланнă çар:
Хусан панче телей пулмарĕ.
Халь Пугачевăн ĕç начар.
Вăл малалла кайма шутларĕ.
Çар ыйăхра. Ак тăтăшах
Выртать çерем çинче пĕр ушкăн:
Ав ыталанă чăваша
Ват çармăспа пĕр çамрăк пушкăрт.
Кунта, кур, вырăс çумĕнче
Тутар кукленнĕ, çывăрать...
Те ӳхĕ, те?.. Сасси инçе —
Те мăшкăллать, те йыхăрать.
Ăçти çынсем, ăçта çӳренĕ,
Ăçтан-ши, хăш енчен илмен?
Кам кутăнланĕ, кам кӳренĕ —
Пĕрне те ирĕксĕр илмен.
Пĕрне улпучĕ пусмăрланă,
Кăна-мĕн сутнă салтака
Е хĕр чысне куштан вăрланă,
Чинри тĕп тунă алмака.
Ах, ирĕклĕх! Вăл чăн та Турă,
Уншăн вăрçа тухни — телей
Ниме те пуç çапмаççĕ урăх,
Ниме лартмаççĕ тĕпеле.
Çук, çывăрмарĕ Пугачев;
Пуçра çĕр шухăш сапаланчăк.
Тен, тĕксĕмленчĕ янкăр шанчăк
Ун Атăл урлă каçнă чух,
Шиклентерет, тен, паттăр çарăн
Малашĕ, уçăмсăр шăпи?
Шутлать: «Çиле калаймăн, чарăн!
Е тăвăла эп хушăп-и
Хĕвел тухсассăн лăпланма?
Çук, çук, Раççей мана ăнланĕ,
Пулас кунсем те аванланĕç,
Халь йӳтĕм çук ман авăнма».
Кавруç ирех çитме васкать, —
Хăй ушкăнне канма памарĕ, —
Утне васкатрĕ, хаваларĕ —
Чарусăр çилхине ласкать.
Хĕвел хăпариччен вăл çитрĕ,
Ак, пуринчен те иртерех.
«Кам?» — Пугачев хавассăн ыйтрĕ.
Хурал пĕлтерчĕ: Тойтирек.
Кунтах Негей, Саркуш, Якур.
Пурте Пугачева курасшăн,
Хăйсен вăйне-мĕн кăтартасшăн:
«Ак, пирĕн паттăрсене кур».
Хутшăннисем «патшашăн» ĕнчĕ —
Паллашрĕ ал пара-пара.
Хăнисене кĕмешкĕн сĕнчĕ
Самантлăх карнă чатăра.
Патша... Çак таранччен вĕсемшĕн
Вăл ларнă Турă çумĕнче.
Халь юнашар тăрать; этемшĕн
Асап курать çак çĕр çинче.
Виçшер курка сăра ĕçсессĕн,
Çемçелчĕ кăмăл: пыл та çу.
Килнисене пĕлсе çитсессĕн
Патша пуçларĕ калаçу:
«Пупсем ялан, хурах вăл теççĕ,
Путлантăр теççĕ, Турă пар.
Эп хушнипе çĕр валеçеççĕ,
Парап пĕр пуссăрах тăвар.
Мана пăхăнакан çынсем,
Сире калатăп пытармасăр:
Манран пĕр çухрăм та хăпмасăр
Мана йĕрлеççĕ çăхансем.
Пĕлетĕр ĕнтĕ: илеймерĕм
Тӳре-шараллă Хусана.
Çĕнме вăй-халăм çитеймерĕ —
Çук, парăнмарĕ вăл мана.
Сахалланать ман çар; ӳкеççĕ
Ытла та ывăннă утсем.
Сисетĕп эп: çакна пĕлеççĕ
Пупсем те сăхă улпутсем.
Ман ĕмĕт пысăк, вăй çитмест...
Анчах çил-тăвăл, çук, иртмест.
Хăюллă çынсене пуçтарăр,
Улпутсене тĕпрен тустарăр.
Ĕç халăх йынăшать, пĕлетĕр,
Пин çул вăл пусмăра тӳсет.
Вăратăр халăха: çĕклетĕр
Вăл пуртă, сенĕк те кӳсек».
XXXI
Чăваш çĕршывĕ кĕр кĕрлерĕ
Çурхи ейӳ пек тапранса.
Ĕмĕрсенчи ăшра вĕрерĕ...
Паян вал тухрĕ пăтранса.
Тапранчĕ Энĕш, Сăр та Ункă,
Пăлханчĕ канăçсăр Çавал,
Выла çĕкленчĕ, ункăн-ункăн
Çĕпре пек йăтăнчĕ Кавал —
Юхтарчĕç пухăннă çӳпе.
Хĕп-хĕрлĕ тĕссемпе тӳпе
Час-час унта-кунта сăрланчĕ,
Сем тĕтĕм йăвă йăсăрланчĕ...
Вăраххăн çитрĕ йывăр вăхăт,
Хăрушăлăх тăрать умра.
Тăшман ытла та юншăн сăхă —
Тăрать тискеррĕн вăл çумра.
Çара алпа тухаймăн хирĕç.
Апла пулсассăн парăнас,
Е çул çинчен халь пăрăнас?
Пуçра пĕр шухăш: ватĕç, сирĕç,
Сунарçăсем пек хупăрланă,
Çул урлă çакнă шăнкăрав:
Çав Михельсон пит хăваланă,
Йĕрне ӳкернĕ Панин граф.
...Мал енĕ шурчĕ; Алтăр çăлтăр
Çĕре шыв тăкрĕ ӳпĕнсе.
Тумлатрĕ çумăр чăлтăр-чăлтăр —
Çаран нӳрленчĕ йĕпенсе.
Пĕр сас та çук; çăра юманлăх
Ир умĕн лăпкăн тĕлĕрет.
Шырланлă вар та уçă янлăх
Ир сассипе кăшт ĕнерет.
Тӳлек те шăп, анчах та чăтлăх
Мăкăртатать пек çур саспа.
Кунта такамшăн пулнă хăтлăх:
Çӳпленнĕ вырăн турпаспа.
Кавруç çӳренĕ каллĕ-маллĕ, —
Канман-мĕн çĕрĕпе сукмак, —
Хускалнă ăс пин пăт чул аллĕ
Ахах пĕрчисене тупма:
Нумай вĕрсе, çапса алларĕ,
Тасатрĕ, пăхрĕ уйăрса.
Пуçтарчĕ, тăкрĕ, сапапарĕ,
Çĕр хут суйларĕ сăвăрса.
Пĕр ăс тумлам; вăл кĕç типет.
Пĕр тумлампа çеç кӳлĕ тумăр,
Анчах та халăх ăсĕ — çумăр.
Вăл çуратать те, вăл сиплет.
«Мĕн тумалла, — тет вăл, — пĕлместĕп,
Ăспа ниме те тĕллейместĕп.
Те пуç каска пек хăвăлланнă
Те кăкăрта тем тăлăланнă? —
Тăрать ăшра чун пусăрнса,
Ăна касса ыраттарать пек. —
Тахçантанпа туяп: пырать пек
Ман мĕскĕн пурнăç юхăнса.
Хăш чух шутлатăп савăнсан та:
Ытла юлхав-тăр ман шăпа.
Тепле ăна хăваласан та,
Çук, васкатаймăн пушăпа».
Хăйне мĕн пусмăрланине
Кавруç, ак, куç умне кăларчĕ;
Пĕччен ларса хурланнине
Асра виçме анчах хăварчĕ.
«Кама хам ĕмĕтĕм çинчен
Шанса калам — вĕри чун кантăр.
Каясчĕ тусăмпа инçе —
Пулни-иртнисене ăс мантăр.
Чечек! Вăл çăлтăр... Яланах
Куç умĕнче тăрать сӳнмесĕр.
Ас илейместĕп çӳçенмесĕр —
Чĕре чĕнет, шырать çавнах».
XXXII
Ытла та Кĕтерне шикленнĕ —
Пĕлет вăл: Атăл кар çĕкленнĕ;
Курать: хăрушлăх çывхарать.
Вăл çавăнпа ытла хăрать.
Анчах тухасшăн мар нихçан
Европа умĕнче шутран, —
Тăвасшăн мар ятне сиен, —
Вольтер патне çырать чеен:
«Тумашкăн тăрăшатăп ыр ĕç, —
Ара, Европа ним ан сис, —
Тăшман нумай... Тăрать, ак, хирĕç
Пăлхавçă Пугачев маркиз».
Фон-Брант, Ступишин, Панин граф
Пугачева пӳлме шутларĕç,
Пĕрин патне тепри хутларĕç:
Ăна тытасшăн ункăра.
Хусан, Мускав та Чулхула
Хĕçпе, ак, чĕрĕп пек шăртланчĕç,
Кӳреннисем пит ăншăртланчĕç —
Кун çук Пугачева пула.
Чăвашшăн Пугачев пит хаклă —
Ăна кĕтет, вăл пит хавас,
Анчах та халăх вăйĕ чакнă.
Пĕччен юлсассăн мĕн тăвас?
__Шупашкара__ васкать отряд, —
Шыв урлă каçнă самозванец, —
Хыпар пур: вăй халь пуçтарать
«Мужицкий царь»... «Ах, мĕн тăван эс?
Пĕлместĕн, йăнăш çул тытан.
Вăй çук так Яикра пытан...»
Барон çапла халь шухăшлать —
Хыпар иртен пуçа кышлать,
Памасть вăл канăçлăх пĕр чĕптĕм.
«Крамольный дух»... Вăл туртăнать,
Анчах умри хура, сĕм тĕттĕм...
Çĕн Аслă çул яка ытла та,
Ялтан тухса яла пырать.
Юртать ун тăрăх кавалькада,
Тăвайккине вăл хăпарать.
Ак юланутçăсем пыраççĕ:
Шӳт, мыскараллă калаçу
Е туслăн йĕплеме шыраççĕ...
Вĕсен халь урăх шухăш çук.
Анчах та ашкăнни, кулни те
Хăранине, тен, пытарни,
Тен, мыскараллĕ шӳт туни те
Халь шиклĕ шухăшран тарни?
Барон фон-Айсберг систермесĕр,
Вăраххăн юлчĕ уйрăлса.
Ĕçмесĕрех паян вăл ӳсĕр,
Анчах çӳресшĕн урăлса.
Пуçра ыйту: «Ăçта каятăп,
Ăçта тĕртет ку самана,
Ăçтан-ха пĕлĕн, тен, пуятăп,
Тен, ватĕ туласа мана?»
Утне чарать — кая юласшăн.
Ун темшĕн кăмăл пăтранать.
Çак тĕнчере пĕччен пуласшăн,
Чĕри ун темшĕн вутланать.
Пырать фон-Айсберг пĕр-пĕччен.
Хĕвел хĕртет, çил çук — пит лăп.
Тавра тĕлĕнмелле чечен —
Тĕнче тăрать пек канлĕ, тăп.
Барон вăрçать халь хăйне хăй:
«Мана систерчĕ: итлемерĕм,
Алла тыттарнине илмерĕм.
Пулать, ак, маншăн тутлă сăй».
Баронăн куккĕш кĕпĕрнаттăр —
Фон-Брант, калаççĕ, нимĕçрен.
Апла пулсассăн ма аптратăр:
Фон-Айсберг хăрамасть «ĕçрен».
Çыру вулать вăл: «Киле кил,
Васка, асту, ан турткалаш.
Хальхи самант, пĕл, çавра çил.
Пурнас килсессĕн ан тавлаш.
Леш Пугачев Хусан патне
Ыран-паян-и çывхарать.
Пĕлетĕн унăн хăватне:
Пĕри тарать, тепри хăрать.
Ку вăхăт усăсăрах юлмĕ;
Паян вăл саншăн, пĕл, ĕнче.
Сисен: мана та намăс пулмĕ
Императрица умĕнче».
Барон кулмасăр чăтаймарĕ
Çак çырăва халь вуласан.
Мĕскершĕн кăмăла каймарĕ
Е илĕртмест ăна Хусан?
Ун умĕнче, ак, çул юппи:
«Е пуласса шăпам тăрлатăр,
Апла пулсан, ан варалатăр
Чуна çак пурнăçăн çӳппи;
Е кив йăласене халь хирĕç
Тăрас та йĕркине ватас?
Çут тĕнчере ман пултăр пĕр ĕç,
Унпа хама хам тасатас».
Иккĕленни — вăл йӳçĕ лĕкĕ,
Юлать чĕре тĕпне ларса.
Пăтрат, парах та кăларса,
Вăл тăрăлсан, текех ан тĕкĕн.
Чăнах, ăçта ун утмалла,
Ăçта-ши ырă ăраскалĕ,
Мĕнле ăсчах халь тĕрĕс калĕ,
Хăш еннелле çул тытмалла?
Кӳлсе тăратмăн телее,
Тилхепине тытаймăн кăрăн,
Çула пӳлсессĕн те ие,
Ăна хушаймăн: «Сирĕл, пăрăн!»
Асапланать барон; чĕри
Вăркать ун канăçлăх памасăр.
Иртмест пĕр кун та асăнмасăр:
Хĕре курасшăн çав тери.
Куç умĕнчех тăрать: Чечек,
Уçланкă, шурлăх, юланут,
Мĕнле сасартăк çиçĕм пек
Пырса чĕвенчĕ элчĕ ут,
Мĕнле асамлă çӳçентерчĕ
Çилленнĕ хĕрĕн куç йĕтри...
Çав вăхăтра, тен, тĕрĕсленчĕ
Хĕр тимĕ, вăйĕ, ĕмĕтри.
«Ишут, — чĕнет вал, — кăшт тăхта,
Пĕрле пырар-ха васкамасăр,
Тарна сăлтавсăр ан юхтар,
Утсем те утчăр васкамасăр.
Ялан, чармасăр чуптарсассăн,
Пĕлетĕн, ут вăл ывăнать,
Ытла киревсĕр суптарсассăн,
Вăл такăнать те йăванать».
Ах, пирĕн пурăнăç ултавлă,
Тем васкататпăр хамăра.
Пурнасчĕ ирĕк, ырă, шавлă,
Нихçан курмасăр сăтăра.
«Эс сибарит, барон, пĕлетĕп:
Тăрас тăк тăр, выртас тăк вырт.
Хăш чух эп хам та кĕвĕçетĕп:
Ан шухăшла, ан сăх, ан çырт.
Сана кирли кашни кун хатĕр:
Çиме, ĕçме те тăхăнма;
Мĕнле çӳп-çап чунна хумхатĕ,
Чĕнсен кам пымĕ пăхăнма.
Сана халь нимĕн кирлĕ мар:
Утна çитернĕ те шăварнă.
Авалтанах, пĕлен, хăварнă
Дворян ятне. Ку чĕр тымар.
Пĕлетĕн эсĕ, эп тымарсăр;
Тымарсăр йывăç — вăл юпа.
Тем чухлĕ пулăп эпĕ харсăр,
Çапах та вăрманти упа.
Нумай эп илтрĕм, пĕлтĕм, куртăм.
Вăл маншăн пулчĕ çĕн çĕпре.
Селем чуста пекех хăпартăм,
Анчах... вал юлчĕ тĕлĕкре.
Ман тăрăшни, туни, пулни
Кĕтмен çĕртен, самант саланчĕ.
Ман мĕн пурри те мĕн юлни, —
Ир-каç вĕрет пуль, — тăлăх анчăк.
Эп каçармастăп çак сиеншĕн,
Хам виличчен, пĕл, тавăрап,
Юри, мана шута илменшĕн,
Телей утне эп çавăрап.
Эп шуйттана чуна халь сутăп,
Çул çех ман пултăр тап-таса,
Ача-пăча, çын урлă утăп,
Пĕр хĕрхенмесĕр таптаса.
Мĕн калĕç-ши мана курсассăн?
Пĕл, Пугачев вăл ман тăшман.
Пăлхавçăсем!.. Тирне çурсассăн,
Каламĕç: «Эпĕ пулăшман».
XXXIII
Кĕр каçĕ сĕм, нӳхреп пек нӳрлĕ,
Çӳçентерет кăшт сиввипе.
Çапкаланать çил урлă-пирлĕ,
Пĕр йăлтăр пăнчăсĕр тӳпе.
Вăрманăн вăхăт çук канма:
Шавлать, кĕрлет теме туйса пек.
Хăçан вĕçленĕ-ши асапĕ,
Хăçан кун киле савăнма?
Пырать Чечек, ак, чăтлăх витĕр;
Вăл тархасларĕ пынă май:
«Ах, Пӳлĕхĕм, çула ан питĕр,
Ман унсăр та инкек нумай».
Асран çухалмĕ тĕттĕм çĕр:
Çунмарĕ тӳпере пĕр çăлтăр,
Сайра-хутран шевле çеç йăлтăр
Вылярĕ те хывайрĕ йĕр.
Пĕччен... Те ăнĕ ылмашать:
Утать вăл чарăна пĕлмесĕр:
Малта ниме те тĕллемесĕр,
Çăтать çех нӳрĕ сывлăша.
Тăрса итлет пырсан-пырсассăн,
Ларса канать ытла ырсассăн.
Кĕрхи çĕр вăрăм; тĕттĕмре
Хăратăн палăрнă тĕмрен.
Сукмак çухалчĕ; хĕр çапах
Ват Атăл еннелле çул тытрĕ.
Турат-тĕрет питрен çапать —
Утма пит хĕн: шăлне хĕр çыртрĕ.
Асри умра... Ах, чун хурланчĕ, —
Курмасть никам та куççульне.
Çапах та ăсĕ янкăрланчĕ,
Сирет кичемлĕхĕн чулне.
Утать хĕр, малалла утать;
Пырсан-пырсан ура путать...
Чим! ӳсĕрчĕ таçта такам.
Тăп... ыйтрĕ чăтлăх шăппăн: «Кам?»
Чечек мĕнле? Сехри хăпмарĕ,
Тăмарĕ сĕмсĕр тăрăнса,
Чĕри ун шиклĕн татăлмарĕ,
Анчах кăшт тăчĕ пăрăнса,
Итлерĕ, пăхрĕ тинкерӳллĕ —
Çав, кам текен пит илĕртӳллĕ:
«Те ырă çын ку, те тăшман?
Çук, çук, ăнран эп аташман.
Арçын сасси вăл пулчĕ, илтрĕм,
Анчах ăçтан-ши, хăш енчен,
Тен, тарăн варăн тĕпĕнчен?
Пĕлесчĕ ман, ăçта эп çитрĕм?
Ак, ак, каллех ыйтать: «Эс кам,
Кама шыратăн е аташнă,
Кампа çак çул-йĕрте юлташлă,
Çĕрле ăçта эс çул тытан?»
«Чашламаран. Тиха шыратăп.
Çĕр тĕттĕм — пăрăнтăм çултан.
Пĕлместĕп-çке, таçта пыратăп,
Мĕнле тухас-ши ман кунтан?»
«Чашламаран? Чечек, эс мар-и?»
«Чечек, Чечек. Ăçта Кавруç?»
«Ах, паттăр хĕр, ах, чăрсăр пуç.
Кăкăрунта сан шел кăвар-им?»
Ак пĕлĕт ерипен шупкалчĕ,
Тĕссĕрлентерчĕ уйăха,
Çут Алтăр çăлтăр та çухалчĕ,
Йĕпетрĕ сывлăм улăха.
Çыврать хĕр киленӳллĕ, канлĕ,
Выртать вăл уççăн сывласа.
Илемлĕ ыйăх! Ир саламĕ
Чечек тыттарĕ суйласа.
Хĕр çывăрать... ах, ытараймăн...
Тăрать тавралăх тĕлĕнсе.
Ăна курсан мĕнле пуç таймăн —
Пахать юман та пĕшкĕнсе.
Янк ир, вĕçет чечек шăрки...
Турат çинче лĕп çил ташларĕ,
Хĕре хĕвелĕн пайăрки
Асăрхануллăн ачашларĕ.
Вăранчĕ хĕр; йăл-йăл вăл кулчĕ,
Çĕнтерчĕ ыйăхне йăлтах,
Ытла та кăмăлĕ ун тулчĕ —
Хĕн-хурĕ юлчĕ хыçалта.
Çĕнелчĕ кун, çуралчĕ юрă
Йăлтах сипленнĕ чĕрере.
Пуçне пĕксех чечен хĕре
Пит тинкерсе итлерĕ хурăн.
«Каçхи тăп янкăр тӳпере
Пуласчĕ манăн çутă уйăх.
Юратнă каччăпа хĕре
Пиллесчĕ ман: ан пултăр хуйăх.
Тӳлек каçра пуласчĕ шăпчăк,
Янăратасчĕ юррине.
Хĕр чĕрине ман вăратасчĕ —
Вăл систĕр ырлăх пуррине.
Ах, юрату! Ан килтĕр лăпкăн,
Çӳретĕр шуххăн вăратса.
Ыр каччăна каласчĕ шăппăн:
«Хĕре чуп ту-ха юратса».
Чечекшĕн çав, пулса иртни —
Асар-писер хăрушă тĕлĕк,
Вăл вут хурса чун а хĕртни,
Чĕре асапĕн шурă кĕлĕ.
Кам сăвăрса ăна вĕçтерĕ
Ним юлмиччен йăлт тасатма?
Хурне хĕр çул курки ĕçтерĕ,
Ялтан та тухĕ ăсатма.
Иртни асра... Ах, чун тулашрĕ,
Хыт тытăçрĕ вăл тӳсĕмпе.
Ĕмĕрлĕхе, тен, сыв пуллашрĕ
Çав иртнĕ йывăр кунсемпе.
Шырлан, ешерекен ката,
Юман, мăкланнă тунката.
Асамлă вырăн — чун канмалăх,
Юри, тен, тунă çут çанталăк, —
Çын хурлансассăн йăпанма,
Ытла чĕре суранлансассăн,
Ытла та шухăш салансассăн,
Пĕр тав кĕтмесĕр сыватма.
Пыл шăршине сарать çăкалăх,
Чечексемпе çаран çунать,
Ыр кăмăллăн тăрать тавралăх,
Вăл сывлăх, канăçлăх сунать.
Ах, пăшăрханнă чун-чĕре,
Ма эс ытла та хĕсĕнетĕн,
Ма çав тери ĕмĕтленетĕн
Тухмашкăн ирĕклĕ çĕре?
Кăкăрĕнче Чечекĕн тăвăл,
Унта халь çук-тăр килĕшӳ.
Ытла та пăтранать ун кăмăл —
Ăшра пырать-мĕн кĕрешӳ.
Чĕре хушать: «Эс йышăн,
Куратăн юрату çиçет».
Ăс килĕшмест: пулса иртнишĕн
Вăл çав таран-мĕн хирĕçет.
«Кавруç!» Тем хĕрчĕ кăкăрта;
Сăмах шырать, анчах тем тытнă.
Çук, парăнмасть чĕлхе — вăл хытнă,
Вăл хускалмасть халь çăварта.
Куçпа курсан та ĕненмесĕр,
Тăрать Кавруç хĕр умĕнче.
Самант иртет, иртет чĕнмесĕр —
Асăрханса тăрать тĕнче.
«Чечекĕм! Тĕлĕк мар-ши ку?
Те куçăм манăн улталанчĕ,
Те ман ăс-тăнăм муталанчĕ...
Тĕнче, çут кун, манран ан кул.
Пĕлсем, эс килессе туйса,
Ирпе-каçпа сана эп кĕтрĕм,
Хам чĕрене хам шанчăк кĕртрĕм,
Çĕр тĕрлĕ мелсемпе суйса.
Пĕлетĕп: пĕтĕмпе ку кăлăх,
Ку — ĕмĕтпе кăшт йăпанни.
Çут ĕмĕт шанчăксăр та тăлăх...
Ман шанчăк çук — ку чун ванни.
Сăлтав сан пулнă улшăнмалăх;
Халь урăх шухăш, урăх ăс.
Ман чĕрере кĕрхи çанталăк —
Çăвать пек çумăр лăс та лăс».
«Эс йăнăшан, Кавруç; пĕлетĕн:
Чĕре кĕлет пек пушанса
Юлмасть нихçан — теме кĕтетĕн, —
Шанăçпала, тен, ăшăнса?
Чăнах та, шанăç — тим сĕткенĕ.
Мĕн юлĕ çыннăн вăл пĕтсен?
Çу кунĕнче ӳсен-тăранĕ
Хăрсах ларать çав шыв типсен.
Турра мухтатăп пĕтерменшĕн
Вăл манăн пурнăç техĕмне,
Çак таранччен те сӳнтерменшĕн
Ман канăçсăр чĕрем хĕмне».
Кавруç шутлать: ахаль кисренмĕ
Чечекĕн чунĕ. Мĕн пулать?..
Юратнă хĕр ӳпкелесрен-мĕн
Вăл хӳтĕленнĕ пек калать:
«Килте лармасть вăл, ял хыпарĕ,
Хăех çӳрет — ан хăвала.
Пĕррехинче ытла васкарĕ,
Чупсах вăл тухрĕ Атăла.
Пулса иртнисене пĕлтерчĕ, —
Пит тĕлĕнтерчĕ сас-хура, —
Ман шанчăка йăлтах сӳнтерчĕ...
Çухатрăм канăçа вара».
«Кавруç, Кавруç, ун чух хурлантăм,
Ман чунăм кайрĕ чĕтренсе
Çав ĕçпеле. Эп улталантăм,
Ниме пăхмасăр ĕненсе.
Эп хам çилле аран пусартăм, —
Хама хамран ма сивĕтес? —
Эп саншăн чĕрере хăвартăм
Чи вăрттăн, тап-таса кĕтес.
Çын юратать вăл çĕр çулта та:
Вĕри чĕрешĕн çук чару.
Ман халĕ çук нимле сăлтав та
Санран ыйтмашкăн каçару.
Пĕлместĕп: ма чĕрем тиркевлĕ —
Кирек кама вăл йышăнмасть,
Пулман пулсассăн та ӳпкевлĕ,
Суя хĕмпе вăл ăшăнмасть.
Кавруç, пĕл, тамăк тĕпĕнче те
Никам каяймĕ таптаса,
Такам, тепле çын умĕнче те
Чун-чĕремпе эп тап-таса.
Чĕрем... Вăл çакрĕ тимĕр алăк:
Никам уçаймĕ çĕмĕрсе.
Упрантăр яланах тасалăх,
Çук, ан çӳплетĕр ют кĕрсе».
Кавруç курать: хĕр хăрамасăр
Пырать хăрушлăх хĕррипе.
Аптранă вăл. Пĕр палăртмасăр,
Хĕре çăласшăн ерипен.
«Пулмарăм, — тет вăл — саншăн ретлĕ.
Ах, мĕн тăвас-ха — çитĕнмен.
Тен, çавăнпа пулман тĕреклĕ,
Тен, ăсăм-тăнăм та çитмен.
Курап: сăлтавсăрах кӳреннĕ;
Туяп: чун сисĕмĕ начар;
Ухмах ача пек иккĕленнĕ.
Мана эс çавăншăн каçар».
Юратакан чĕре ĕлккен;
Вăл кушăрханă, типнĕ улăм:
Хыпеа илет сасартăк çулăм,
Ӳксессĕн ун çине хĕлхем.
Çуралчĕ, çиçрĕ пысăк ăрăм,
Качча вал илчĕ тыткăна.
Ах, пултăрччĕ ун кунĕ вăрăм,
Ялан вăл тăтăр ыткăнса.
Çан-çурăм çăвăннă пек çăмăл
Енне йăванчĕ пек тиев.
Чун савăнать, çăкленнĕ кăмăл
Тен, ку — асапĕшĕн тӳлев?
Кавруç хăймасть хăй туйăмне
Уçса памашкăн пĕр сăлтавсăр,
Çапах та туйăнать: пĕр халсăр
Юлать тăрсассăн хĕр умне.
Иккĕленни ăсра юлмарĕ,
Вăл кăлармарĕ хăй йĕпне,
Вăл юшкăн пек анса лармарĕ
Пит пăшăрханнă чун тĕпне.
Пĕлет: чул мар-çке хĕр чĕри, —
Тупаймăн çыншĕн пĕр пек калăп,-
Этемĕн пурнăçĕ çанталăк:
Пулать е сивĕ, е вĕри.
Çынсем кураç: Кавруç «чирленĕ»,
Пĕлеççĕ — чунĕ «ыратать».
Вăл шухăшпа халь вĕриленнĕ,
Чĕрипеле вăл юратать.
Ах, юрату! Ăс шикленсен,
Эс чир — чĕрен иртми асапĕ,
Анчах та шанчăк çĕкленсен,
Вăл чĕрлĕх шывĕпеле сапĕ.
Ак, çут çанталăк чĕрĕлет,
Пурте хĕвел патне чĕвенчĕ,
Ӳсен-тăранĕ кар çĕкленчĕ —
Тавра юрлать, тавра кĕрлет.
Çук ытарма çак сĕм каçа,
Вĕсемшĕн çеç пек пӳлĕх панă:
Тӳпе тăп-тăрă янкăр янă.
Анчах пĕр хӳтĕлĕх — асам.
Хĕр каччăна, ак, ыталать,
Калать ачашшăн: «Манăн мăшăр,
Сан çумăнта пит савăк, ăшă,
Ман чунăм ырлăхпа тулать».
«Чечекĕм, манăн савнă арăм,
Пире пиллерĕ çак тĕнче.
Сана çухатасран хăрарăм
Эп хамăн хурлă кунсенче.
Пиллентĕр çак илемлĕ каç:
Çак янк тӳпе, çав евĕк шăплăх —
Хырсем пит шăппăн калаçаç,
Хурал тăрать пек сĕмлĕ чăтлăх.
Кунта ик чун та ик чĕре
Пĕрле çунаççĕ те тапаççĕ.
Чăн туйăм çамрăк ĕмĕрех,
Унпа çеç пĕр-пĕрне саваççĕ.
Хăй йăлипе пурнать тĕнче,
Ăна нихçан ним улăштармĕ,
Хĕрӳллĕ тимлĕх аташтармĕ,
Вăл пурнăç кунĕ-çулĕнче.
XXXIV
Вăраххăн çитрĕ кĕр: çил сулхăн,
Ӳкет çĕре вил тăм ирпе,
Иртет сив çумăр пуш хирпе...
Тавра çапах тăрать пит сумлăн.
Сар чĕнтĕрпе пĕркенчĕ хурăн,
Ав, çулăмланчĕ вĕрене;
Йăванчĕ пĕлĕт урăм-сурăм,
Хупларĕ тарăн тӳпене.
Вăрман итлет тăра-тăра,
Унта-кунта çеç пайăк-пайăк!
Пусра çара, тапранчĕ кайăк —
Çул тытнă ăшă кăнтăра.
Каяççĕ кайăксем... Этем
Салхулланса куçпа ăсатрĕ, —
Ытла та хумхантарчĕ тем, —
Тăрна карта чуна хумхатрĕ.
Кавруçăн шухăшĕ пит йывăр:
«Çитет-мĕн хĕл... Халь мĕн тăвас?»
Тен, кун та хурланать: кас-кас
Çăвать вĕт çумăр шăпăр-шăпăр.
Паян Кавруçăн хурлăх килнĕ, —
Те систерни, те йыхăру, —
Юлташĕнчен кĕçех вăл илнĕ
Чуна хумхатакан çыру.
Саркуш çырать: «Чи малтанах
Сана эп ырă кун сунатăп.
Сана курасшăн пит çунатăп.
Хăвах пĕлетĕн, пĕр танах
Халь пирĕн пурнăç ăраскалĕ:
Паян вăл ăшшăн йăл кулкалĕ,
Ыран кĕтмен çĕртен юнтарĕ
Е чĕрене хурпа çунтарĕ.
Сан кăмăлна хуçас теменччĕ
Усал, илемсĕр хыпарпа.
Çук, чăтаймарăм, чун хĕмленчĕ
Пайлас теп шухăша санпа.
Иртмест, иртмест сехмет, мĕн тăвăн -
Хăваласан та çулăхать.
Тем чухлĕ куççульпе эс çăвăн,
Вăл тасатаймĕ хуйăха.
Пугачева укçасăр сутрĕç,
Сутăнчăксем вăй-хал пухса,
Этемĕн чыçĕнчен тухса,
Ултавлăх çулĕпеле утрĕç.
Этемлĕх — тавçăрма çук сăн,
Унра упраннă çирĕп пĕрлĕх:
Ачашлăх, юрату, ăс-тăн, —
Хăйне хӳтĕлеме, — тискерлĕх.
Ыр чап хăварчĕ Емельян,
Вăл тыткăнра та парăнмарĕ,
Ăраскалне те пуç таймарĕ —
Вăл пулчĕ чунĕпе пуян.
Ĕнер ăсатрĕç Мускава.
Ах, намăс! Паттăр çине сурчĕç...
Леш çăхансем ытла та урчĕç,
Кĕç пĕтересшĕн хускава.
Ман шанчăклă, юратнă тусăм,
Ăсра пулсан та ыталам.
Юман пул, хурăн пек ан усăн.
Тен, юлашки çыру... Салам».
Кавруç ăнланчĕ: çĕн хыпар
Ĕмĕтленнишĕн вичкĕн çĕçĕ.
«Ах, суранланĕ Шуршувар,
Юнланĕ-çке хускавăн вĕçĕ.
Чăнах та сӳнчĕ-ши вара
Пăлхавлă кун-çĕрсен хĕлхемĕ?..
Çунса кĕлленнĕ кăвара
Тепле вĕрсессĕн те чĕртеймĕн».
Салхуллă кун... Мĕн пулĕ кĕçĕр?
Хускалчĕ чун, ăс-тăн, чĕре.
«Мĕнле пулать-ши пурнăç вĕçĕ?
Ахаль ирттертĕм ĕмĕре...»
Кĕрхи пăч тĕттĕм нӳрлĕ каç,
Хăйне хураллакан сив шăплăх...
Ним сасă-чĕвĕ кăлармасть.
Çырма, уçланкă, тăчă чăтлăх —
Теме кĕтеççĕ. Вырттармарĕ
Ыйха çĕтернĕ тарăн вар —
Тин çитнĕ ырă мар хыпар
Куçа пĕрре те хуптармарĕ.
Кӳрсе мĕн парĕ шиклĕ ир,
Çитес çут кун мĕнле тăрланĕ,
Мĕн илтĕ сисĕмлĕ вăрманĕ,
Мĕн курĕ аслă, анлă хир?
Çӳрет çăхан пек Череватов
Тин çеç «лăпланнă» ялсенче.
Пĕлмесĕр — çамрăк-и е ватă,
Илет вăл «парăм» вĕсенчен.
Ĕнер татах-мĕн Панин пачĕ
Хăрушă, вăрттăн пĕр хушу:
«Тумашкăн кирлĕ улăшу...
Прокофьев капитан отрячĕ
Каять пăлхавлă Чăваша...»
Ашра баронăн юн чӳхенчĕ:
Вăл пурăнăçлама пикенчĕ
Хăй çитĕнтернĕ шухăша.
Ĕмĕтленсе кĕтни ӳт-пӳсĕр,
Ялан вăл юмăçла пăхни,
Суя тимпе пулсассăн ӳсĕр,
Вăл чун канмашкăн антăхни.
Анчах Кавруçăн чун асапĕ —
Вăл халăх чирĕ, чĕр суран.
Вăл çавăнпа пĕчĕк ача пек
Кĕтмест пач ырлăх Турăран.
Каллех çыру ак. Кӳрекенĕ —
Чăн-чăн тус, шанчăклă Ваçлей.
Хутне таса пирпе чĕркенĕ,
Çине тем çырнă нимĕçле.
XXXV
Барон — çĕн ĕмĕрĕн ачи;
Ун йăлипе вăл калăпланнă.
Çĕн шухăша шутланă: чир;
Иртсессĕн шухăш, вăл лăпланнă.
Тухман ун тимлĕх çитĕнсе,
Çук, тăрланман ăс, çиçĕнсе
Чĕр тавлашусемпе. Пĕр пуслăх
Паман ăна ăс çăмăл туслăх,
Чун ăшшине те вăл пĕлмен-тĕр...
Ачашлаканĕ те — хĕвел.
Кӳрентерсен, — чун ан тĕллентĕр, —
Йăла пур тавăрма — дуэль.
Мĕн курнă вăл? Ялан уяв, —
Ăçта пырать унта хăна вăл.
Çын ӳснĕ ирĕклĕ хунавăн,
Пĕлмен: мĕн тĕрĕс, мĕн суя.
Анчах та пурнăç паллаштарнă,
Пылаккипе те йӳççипе,
Пĕлмен çĕре кĕме аштарнă,
Памасăр алăк уççине.
Барон туять, Чечек халь уншăн —
Тĕнче сасартăк уçăлни.
Чĕрипеле хускалнă çыншăн
Телей — тен, кăмăл хуçăлни?
Барон пĕлет: нихçан та уншăн
Чечек чун алăкне уçмасть —
Çуралнă тĕнчене çак куншăн
Вал урăх пурнăçа куçмасть.
Чечек вăл ырлăх сăн-сăпачĕ,
Чун-чĕрене хĕвел кӳртет,
Вăл ырă пурнăçăн хăвачĕ,
Пурне эрех пек ӳсĕртет.
Пит кăткăсланнă пурнăç хĕрĕн:
Çине тăрса Ишут шырать.
Ах, çавăнпа-çке кунĕн-çĕрĕн
Барон пит тĕплĕн шухăшлать:
«Мĕнле çăлас?.. Ах, йывăр, йывăр,
Тем шутласан та, май тупма».
Хăйне хушать: «Асту, ан çывăр».
Паян самант та куç хупман.
«Мĕнле çăлас?» — ыйту пуçран
Тухмасть. Тăраймăн антăхмасăр,
Ирттермĕн пурнăçра пăхмасăр,
Хура хăрушлăха куçран.
Барон çыру çырать. Чечекшĕн
Вăл пулăшасшăн Кавруçа.
«Вĕсем çуралнă пĕр-пĕриншĕн...»
Çыру ун туйăмне уçать.
«Тĕлĕнтерет, пĕлетĕп эпĕ,
Сана çыру илни манран.
Тен, сисĕнмĕ халь ун хисепĕ,
Анчах вăл курăнĕ кайран.
Эс туман йăнăш, — эп шанатăп, —
Ăс хушнине халь итлесен.
Çак çырăва юри яратăп,
Кăшт ăнланатăн пуль тесе.
Сана калаймăп: «Ырă тусăм».
Тăшман теме сан пур сăлтав...
Чул катнă чух парать-тĕр усă
Пĕр пĕчĕк тимĕр савăл та.
Пуласшăн савăл эп, ăнлан,
Анчах ман кăмăлăн тивлечĕ
Сăваплă ĕçшĕн ансăр, пĕчĕк —
Вăл аслă тинĕсри тумлам.
Тен, илмĕн эс шута, тен, хурлăн
Каланине чунтан-вартан,
Çапах пĕлсе тăр, усă курмăн
Нӳрленнĕ, сӳннĕ кăвартан.
Паян нумай эп шухăшларăм,
Чĕре лармарĕ вырăна.
Хапь сан патна çырма шутларăм
Эп хăвармасăр ырана.
Пĕлен: эс маншăн такам мар;
Тен, юлмĕ ман сăмахăм тăлăх.
Çакна ăнлан: çунни сан кăлăх.
Эс çак ĕçе паян хăвар.
Сан чун-чĕрӳ ыраншăн кантăр,
Пулса иртнисене вăл мантăр.
Сан ушкăн вăйсăр, пĕр-пĕччен...
Çил пек саланăр тытиччен.
Гаврил, эс ăçтине пĕлеççĕ.
Çитет отряд ыран-паян.
Сана тытса çакма тĕллеççĕ.
Эс ансăр сукмакпа пыран.
Ăнлан эс, Пугачев хĕвелĕ
Анса ларать, — тем чул кулян, —
Пĕл, хăтăлмашкăн çук ун мелĕ.
Ак, эсĕ те пĕччен юлан.
Ниçта тарма çук Пугачевăн.
Хăв шухăшла, ан пул ухмах, —
Ăс-тăну çитет сан хăвăн, —
Меслет туп вăйăран тухма.
Тытсассăн кам сана хăтарĕ?
Пĕл, тыткăн вилĕмпе пĕр тан.
Чăн çын пĕтет, хăравçă тарĕ,
Пытанĕ çăткăн тăшмантан.
Ах, пурăнăç! Ялан вăл ырă,
Анчах хăш чух лаши ырхан.
Ăна пĕр хут парать-çке Турă,
Тен, çавăнпа та çырлахан
Ун вак-тĕвекĕпе, пĕлмесĕр
Чăн ырăлăхпа килĕнме.
Çӳренĕрен-ши пĕр тĕллевсĕр,
Эпир вĕреннĕ именме.
Курайманни пулать сан кăлăх,
Тивĕçлĕхне эс ан вакла.
Мăнаçланни — ултавлă хăлăх...
Чечекĕн пурнăçне упра».
XXXVI
Нимле хускавсăр, темле пушшăн
Тăрать халь сивĕннĕ тĕнче...
Пуçтарăнчĕ, ак, чаплă ушкăн
Пĕр тайлăк хурăн айĕнче.
Пĕр шухăш, пĕр ыйту çурать-мĕн
Пуçа этемĕнне çак каç.
Миçе çĕр туйăм чун çуратмĕ,
Вĕсем ăшран тухма васкаç:
«Çук, ӳкĕнни ăшра ан юлтăр,
Вилетпĕр намăс куриччен.
Куçран пăхса тăшман ан култăр,
Халь çапăçатпăр виличчен».
Çĕр тĕлĕрет: канать ир умĕн,
Кăшт анаслас килет тĕнчен;
Çӳçентермест-тĕр сывлăш хумĕ
Касса халь Атăл леш енчен.
Кавруçăн ыйăх çук. Чечек
Çĕр каçиччен те куç хупман:
Пуçра пин шухăш — чун кӳтет.
Мĕн чухлĕ çĕр каçа утман
Вĕсем вăрман тӳр çулĕ тăрăх,
Мĕн-мĕн илтмерĕ-ши ката?..
Ыр туйăм юратушăн — вăрă:
Вăрлать илемлĕ вăхăта.
Чăнах та вăхăчĕ кĕске,
Кăвакарма пуçлать кĕç шуçăм.
Вара тулать кар янкăр уçăм
Шупка-шупка сенкер тĕспе.
Анчах та Чечекпе Кавруçшăн
Çитес ир савăнăçлă мар.
Вăл пулĕ икĕ çамрăк пуçшăн
Вутран юлайнă шел кăвар:
Пĕр саманта анчах телей
Хӳреллĕ çăлтăр пек çӳрерĕ,
Хăна пулма та ĕлкĕрмерĕ,
Иртсе лармарĕ тĕпеле.
«Чечекĕм, эс хăвах куратăн:
Хура кунсем, ак, сан умра.
Пĕлетĕп: эс пуçна хуратăн
Пĕрле пулмашкăн, ман çумра,
Мĕн чухлĕ савăнăç паратăн —
Эс манăн пурнăç, ман талант.
Манпа пĕрле пĕрмай утатăн,
Çапах, пĕлетĕп, улталан
Хăвна ху çутă кун кĕтсе.
Пĕлетĕп: ĕмĕтӳ сан хăвăн,
Анчах, хăратăп эп, мĕн тăвăн,
Илемлĕ шанчăку пĕтсен?
Чĕкеçĕм, кай, пытан: ыйтатăп,
Çухал кунтан эс хăвăртрах».
«Çук, çук, Кавруç, санпа юлатăп,
Тен, усă парăп вăхăтра».
«Чечекĕм, халь кайма хушатăп
Эп ушкăн пуçĕ ячĕпе.
Ах, кăмăл хуçăлчĕ-çке шатăрт
Ăшра тем ларчĕ лĕкĕ пек».
«Кавруç, хĕрхен...»
«Ан хирĕç, тусăм,
Мана пит йывăр, ху пĕлен.
Шăпа — вал йĕкĕлти. Ан усăн,
Ун умĕнче ан упален.
Ман арам, сывă пул, ан улшăн,
Кашни кун пултăр сан шутра.
Чечекĕм, эс килес кун-çулшăн
Ман йăх тымаррине упра».
Ылханлă, вилĕмлĕ сехет
Çак вăхăтра персе те çитрĕ,
Ыр кунсене ĕмĕрлĕхе
Хура пĕркенчĕкпе вăл витрĕ.
Ытла та йывăр уйрăлма,
Пĕччен юлни чуна касать-мĕн...
Пӳрни, пӳрни! Ăçта ăсатмĕ,
Ăçта килет пуса хума?
Тăхта, — те çывăрса тăранчĕ? —
Таçта, ав, авăтать автан...
Кавруçăн ушкăнĕ вăранчĕ
Шуралнă шуçăмран малтан.
Канаш тытаççĕ шăппăн-шăппăн —
Пĕр сăмахне ан илттĕр çил.
Эс пĕлĕт, кур, ан тăр-ха лăпкă,
Çак вăхăта эс ту пехил.
Чăваш çынни халь çĕн тĕнчешĕн
Пит пысăк йывăрлăх илет.
Тавра, ан пул эс мĕшĕл-мĕшĕл —
Хăрушă вăхăт халь килет.
XXXVII
Ирех пуçланчĕ çапăçу.
Пăшал сассисемпе чĕтренчĕ
Нӳрленнĕ сывлăш, шав тĕпренчĕ —
Кĕрлерĕ вирлĕ тытăçу.
Вăйсем тан мар пулсассăн та
Тăраççĕ хирĕç. Халь чакма,
Етресене те пуç çапма
Вĕсен çук вăхăт. Çулĕ ансăр:
Сулахайра çунать веçех,
Ав, лакăма тăшман шыв ячĕ,
Малта тăрать Ишут отрячĕ...
Пĕр шанчăк Атăл çине çех.
Телейсĕр кун... Вăл таран картрĕ
Тавра ял-йышăн хуйăхне,
Ĕмĕрлĕхе вăл палăк лартрĕ
Сума сумашкăн хăй ятне.
Телейсĕр кун... Аса илсессĕн,
Чуна паян та хăратать,
Ватти юмахĕпе килсессĕн,
Ăна паян та вăратать.
Çук, иртнĕ ĕмĕре юлмасăр,
Тăмасть-çке çул. Пырать витсе
Ăна çĕн кун. Халь пуç таймасăр,
Каймастăн умĕнчен иртсе.
Кавруç пĕлет: йĕри-тавра
Ăна тăшман йăлт хупăрланă;
Сисет: вăл халĕ тыткăнра;
Ун сехметне хурах тăрланă.
«Вăй çук, вăй çук-çке, мĕн тăвас,
Ăçта шырас, ăçта тупас?»
Инçех те мар тăшман улашрĕ.
Кавруçăн чунĕ пит тулашрĕ,
Анчах мĕн тăвăн? Çук юлташĕ...
Исках, Зарубин, Салават
Тата Серкуш... Ах, вăл ăçта-ши?
Маттур, хастар çын, тарават.
Пĕри те çук: хăшне вĕлернĕ,
Хăшне хĕненĕ, чăт кăна, —
Нумай çын пурнăçне пĕтернĕ, —
Нумайăш лекнĕ тыткăна;
Мĕн чухлĕ татрĕç тĕрмере
Илемлĕ çамрăк ĕмĕре.
Чун хĕсĕнет, ăшра халь тăвăл,
Куç умĕнче Чечек те ывăл.
Хăйне хушать: «Ан асаплан;
Вилсессĕн, йăх тымарĕ юлĕ,
Тен, курнăçни пит йывăр пулĕ,
Çапах илемлĕ калăплан».
Выç кашкăр евĕр тăшман урчĕ
Çине тăрсах вăл тапăнать.
Кавруçăн ушкăнĕ халь курчĕ:
Юлашки шанчăк йăванать.
Мĕн тăвăн-ши, вăйсем сахал.
Ах, чĕрере пулсан та хал,
Вăл талпăнса тухни те кăлăх.
Кавруç шутлать: «Шикленчĕ халăх».
Тен, тĕрлĕ шухăшсем пăлхатĕç
Аран упраннă ушкăна?
Çук, çук, кашни вилмешкĕн хатĕр
Пĕри тепришĕн — хуш кăна.
Юманлăх. «Сивĕ çил, ан ашкăн —
Тӳлек пулсан чун лăпланать...»
Кавруç ыттисене çăлмашкăн
Тытса тăрасшăн тăшмана.
Хăрушă: тупăсем кĕрлеççĕ,
Тăрать тар сывлăш чĕтресе,
Унта-кунта çынсем ĕрлеççĕ,
Вăрман çунать... Ав, етресем
Йĕри-тавра тек сапăнаççĕ, —
Кавруç курать: кĕтмен хăна, —
Ик-виç енчен те тапăнаççĕ,
Чакмасть, ямасть вăл яхăна.
Пĕччен... Пăшал пемест: тар пĕтнĕ.
Курать вăл: çывхарать такам.
Ку саманта вăл кĕтнĕ, кĕтнĕ...
Кавруç кăларчĕ ятаган.
Курать: çитеççĕ, — пуç таймарĕ, —
Хаяр, тискеррĕн урмăшса,
Ăна тытасшăн тăрмашса.
Кавруç ыйтмасăр чăтаймарĕ:
«Кама тытатăр-ха, кама?»
Вăл талăрчĕ, чунĕ алхасрĕ...
Сиксе тухса пуç урлă касрĕ,
Ниме курмасăр, такама.
Вĕрет курайманни Кавруçăн,
Тухать чĕр эрлĕк кăкăртан.
Самант! «Ах, çурăлать-çке пуçăм...» —
Пит вирлĕн çапрĕç хыçалтан.
Каç тĕрлĕ тĕспеле сăрланчĕ,
Хура тӳпе куççуль тăкать.
Пуç янăрать. Çын ăнсăрланчĕ:
Ӳкет пек тĕпсĕр шăтăка...
«Кам ку, кам ку çак урăм-сурăм,
Тăрать умра шăлне йĕрсе,
Мĕн-ма ытла сурать çан-çурăм,
Ма кăкăрта тăрать хĕрсе?
Пӳрни, пӳрни, мĕн-ма эс маншăн
Ытла та пултăн-ши усал?
Мана, тен, эсĕ хам айваншăн
Халь хутăн çакăн пек туса?
Пулмарĕ шухăшра ĕретлĕ,
Анчах çапах вăл ĕмĕтре.
Упрантăрччĕ ăшра тĕреклĕх
Çак пит асаплă сехетре.
Парсамччĕ вăй, ман несĕл юнĕ,
Парсамччĕ тӳсĕм, пӳлĕхĕм!
Ах, маншăн çут çанталăк сӳнĕ,
Анчах, пĕлетĕп, пулĕ хĕм.
Ман халăх чĕринче ялан,
Ун пулĕ пурнăçĕ аван.
Пулсассăн ирĕк, пулмĕ чухăн,
Çаранĕ, хирĕ пулĕ унăн.
Вĕри юн тăкăннă тĕлте
Ӳсен-тăранĕ чечекленĕ,
Хура вăрманĕ пĕлĕте
Уявлăн ешĕрсе çĕкленĕ.
Тен, вăхăт çитĕ — яш хĕрсем
Çак вырăна канмашкăн килĕç,
Масарăн картишне кĕрсе
Пире те ыр ятпа ас илĕç...»
Куçне уçать Кавруç вăраххăн;
Умра тăрать тĕтре... тĕтре.
Пĕлет вăл: юлнă-çке хăраххăн,
Анчах ăçта вăл, хăш çĕрте?
Тăрса ларать. Пуç янкăрланчĕ,
Сукмак пек палăрчĕ асри.
Пулассине Кавруç ăнланчĕ:
Вĕçленеймерĕ-çке ăсри.
Ыраттарать пит сĕмсĕр кулă
Хурлăхпа тулнă чĕрене.
...Шыв хĕрринче çыхаççĕ сулă,
Хĕрсе чутлаççĕ пĕрене.
«Ишут!» Çӳçенчĕ карт Кавруç,
Вĕри юнпа чĕри ун тулчĕ.
Чун хĕсĕнет... Ара, мĕн пулчĕ?
«Тӳпе, ман кăмăла ан хуç», —
Ун умĕнче куç кĕретех
Тăрать тăшман. Кавруçăн çиçрĕ
Пур вĕчĕлĕх, анчах ăс виçрĕ:
«Шырлан халь пулмĕ кĕреке».
Ах, курайманлăх! Шăтăрт çыртрĕ
Шăлне Кавруç — вăл чул пек хытрĕ.
Тăрать хаярлăхпа тулса Ишут.
Пуçларĕ вăл кулса:
«Кавруç? О, Боже! Чун аманчĕ!
Ма сӳннĕ пит çинчи куллу?
Сана эп курасса сунманччĕ,
Пит савăнăçлă тĕл пулу».
«Сунманччĕ эпĕ те, Ишут.
Куран: чăнах та савăнатăп.
Тен, эс чунтан-вартан сунатăн
Пĕрле пулмашкăн тепĕр хут?
Тархасшăн. Килĕшеп. Эс пуçăн.
Эп хатĕр вăхăтра пулма.
Пĕрле пулсассăн куçа-куçăн,
Ытла пит хăтлă татăлма».
«Ах, татăлма? Курап: эс шăрчăк!
Чăнах та пур-çке-ха сăлтав:
Пĕри пĕрне тăшман — халь вăрçă,
Халь эс те, эпĕ те салтак.
Дуэль? Апла мана чĕнесшĕн?
Мана чăнах та култаран.
Сана çакна эп пĕлтересшĕн:
Дуэль вăл пулмалла пĕр тан.
Анчах та эп улпут, эс тарçă.
Эх, тавçăрмастăн та çавна...
Яла килсен пĕлтерчĕ карчăк:
Вĕлернĕ эсĕ хуçана.
Куратăн-и? Илемлĕ вырăн:
Вăрман: ват Атăл та шырлан,
Пăхать хĕвел пит ăшшăн, ыррăн,
Пурте калаççĕ: «Ан хурлан.
Çапла, çапла, кăна пĕлетĕп:
Ак çак тĕле, — аса илетĕп, —
Асар-писер кун, шыв кĕрлет,
Эпир çеç пултăмăр пĕрле...
Мана эс çăлтăн. Эп манмастăп:
Ачалăх тусĕ, тантăш ман.
Анчах ачалăха пăхмастăп;
Пĕлеп: паян эс ман тăшман.
Ман пурнăçра эс тăвăл пултăн,
Кĕрр ишĕлтертĕн ĕмĕте;
Усал, чеен манран эс култăн.
Паян, пĕл, çавăншăн пĕтен.
Пĕлетĕп: чаплă çын эс, паттăр,
Леш вăр-хурахăн пĕр алли.
Пулса иртни асра çухалтăр,
Ан юлтăр ирсĕр турпалли.
Сан пурнăçа эп ăмсанмастăп, —
Куратăн ху мĕнле пассаж, —
Тата пĕр чĕптĕм те шанмастăп,
Чăхран караппăл пуласса».
Ах, чунĕ тулашать Кавруçăн,
Анчах мĕн тăвăн: тыткăнра.
Хурпа тĕл пулчĕ куçа-куçăн,
Хаяр тăшман тăрать умра.
«Куратăп: эсĕ мăшкăллатăн.
Пулать кисрев — пăлханĕ Атăл.
Ун чух юлаймăр хăтăлса».
«Эс анчăк! Ӳкĕн йăлăнса».
«Çук, çук! Нихçан та кĕтсе илмĕн.
Эп выльăх мар мĕскĕнленме.
Умра халь тăтăр выçă вилĕм —
Çапах шутламăп ӳкĕнме.
Çук, çук, тумламăн сирпĕнместĕп,
Çак таранччен тарман нимрен,
Паян хама эп хĕрхенместĕп,
Çук, хăрамастăп вилĕмрен,
Анчах пит шел: шутланине,
Хыт тăрăшсан та, тăваймарăм.
Çапах та ĕмĕт анине,
Акмашкăн шанчăк сухаларăм.
Пĕл, халăх ĕмĕчĕн ани,
Эпир вилсен те, типмĕ, хытмĕ,
Шăтма, ӳсме санран шыв ыйтмĕ...
Çитет çав ырлăх самани!
Тархасламастăп пĕлĕте,
Чĕркуçленсе ларма çук йӳтĕм.
Вăл пулчĕ маншăн йӳçĕ тĕтĕм,
Вăл татрĕ манăн ĕмĕте.
Эп халĕ хуйхăсăр вилетĕп —
Тĕнче юлмасть-тĕр пушанса.
Çĕн ăрăва эп пехиллетĕп
Ыр кун килессине шанса.
Çут тĕнчене эсир çавраймăр:
Вăл, вăхăт, хăйĕнне илет,
Нимле вăйпа тытса чараймăр —
Пĕл, çĕнĕ Пугачев килет».
«Çитет! Мана эс астутартăн,
Ман вăхăт çук халь итлеме.
Çитет! Мана эс йăлăхтартăн,
Кая эс юлнă питлеме.
Кур, хатĕрленĕ саншăн сулă
Ват Атăл тăрăх ярăнма. —
Çĕрсе ансассăн çийĕ пулă.
Сан вăхăт çитрĕ парăнма.
Юрать, сыв пуллашар пуль халĕ,
Манса ăшра юн тулнине.
Итле-ха, мансăр кам пахалĕ
Эс чăрсăр, харсăр пулнине».
Ишут чĕтрет; вăл кашкăрланчĕ,
Тискерлĕх чĕринче хĕрет.
Вăйсăрлăхне-тĕр вăл ăнланчĕ —
Аптранă йытă пек вĕрет:
«Ăсатăр, — терĕ, — вăхăт çитрĕ,
Чарусăр аслати кĕрлет,
Усал тăшманăн пурнăç иртрĕ.
Ăна ыттисемпе пĕрле
Юпа çине тĕреклĕ çакăр,
Ишсе вăл кайтăр сулăпа.
Леш тĕнчене çул пултăр такăр,
Ват Атăл йышăнтăр ăна».
...Пит ахăр каç, тӳпе кĕрлет,
Тĕнче сĕм пĕлĕтпе хупланнă,
Вăрман та тулхăрса сĕрлет —
Тĕнче ытла та тăвăлланнă.
Пит йăвă тĕттĕмлĕх тăрать,
Ним курăнмасть, куçран тĕксен те,
Кас-кас чăлл! çиçĕм йăлтăрать,
Çĕрте халь тупăн йĕп ӳксен те.
Ялт! çиçĕм — уçăлчĕ тĕнче
Мĕн ку? Чун кайрĕ хăраса:
Тăватă çын-мĕн çакăнса
Тăраççĕ сулă варринче.
Кун хыççăн кун юхса пырать
Хăрушă сулă Атăл тăрăх.
Чун-чĕрене ыраттарать,
Тавра йĕрет: юлать пек тăлăх.
Кĕр-кĕр сив çил вĕрет ваш-ваш...
Кара хумсем сулла тыллаççĕ.
Çыран хĕрне пырсан паллаççĕ:
Ик вырăс, пушкăрт та чăваш.
Чăвашсене-мĕн хăратма
Хăруш сулла юри юхтарнă,
Анчах та йăнăш — вăл пултарнă
Çын эрлĕкне çеç вăратма
XXXVIII
Çĕр шавлăн иртрĕ; ирхине
Хĕвел тухсассăн, çил лăпланчĕ
Турарĕ хурăн çилхине.
Тӳпе таса, вăрман шăпланчĕ,
Ав, яланхи пек тĕрĕлет
Кĕрхи куна хĕвел канмасăр...
Тăрать çанталăк улшăнмасăр,
Пулман пек нимĕн те çĕрле.
Ытла та пĕлĕт чунсăр, сӳрĕк,
Курмасть асаплăх пуррине.
Тискерлĕхе парать вăл ирĕк
Ӳсме памасăр ыррине.
Пăшăрханать Чечек пĕрмай,
Теме суранлă чун сисет;
Ун вырăн çук ларма-тăма —
Чупма, вĕçме чĕре хистет.
Теме кĕтет... Пуçра çĕр шухăш,
Куç умĕнче тăрать савни.
Çак самантра ун тимлĕх шухă, —
Чараймĕ хурлăх тăллани, —
Кавруç патне васкать: ан сиктĕр
Сехри, хăрушăлăх тухсан;
Вăй-хал парасчĕ — кастăр, чиктĕр,
Тăшман ие пек çулăхсан.
Кĕтет, кĕтет хĕр; чăтаймасăр,
Тухать вăрман хĕрне чупса.
Никам та çук... Ăнран каймасăр
Тăраймăн çакăн пек супсан.
«Ах, кам килет? Ĕмĕтĕм уçăл!
Ăçта Кавруç? Тухап ăнран».
«Чечекĕм, тархаслап, ан хуçăл...
Кавруç хăрушă тыткăнра».
«Вăл тыткăнра?» Хĕр кĕрс! йăванчĕ,
Пит-куçĕ кайрĕ шуралса.
Кăкăрĕнче пит тăвăрланчĕ
Тĕнче çухалчĕ хуралса...
«Çӳлти ыр Турă, мĕн тăватăн,
Ма эс сирместĕн усала?
Мана çак пурнăçа ху патăн;
Пулсассăн тивĕç, ху салат.
Анчах пĕлтер, мĕнле, хăш çылăх
Пит кӳрентерчĕ халь сана?
Парсам, парсам пĕр чĕптĕм ырлăх,
Хăватлăхна кăтарт мана.
Чĕнместĕн? Маншăн тупаймарăн
Пĕр ыр сăмах та йăпатма,
Тен, эс юри сăлтав шыратăн,
Çак манăн ĕмĕте ватма?
Чĕнместĕн... Эс памастăн сас...
Тен, манăн хурлăха курмастăн,
Тен, эс ăна халь йышăнмастăн?
Мĕнле вара тӳсес, чăтас
Ман ĕненни улталансассăн,
Чунра тулни кĕрр салансассăн?
Ăçта эс халь, кăтарт сăнна,
Сăлтав кур ыррăн асăнма.
Эс курăнмастăн... Эп хăрап:
Ытла та шухăшăм хăрушă.
Эс юлтăн, пĕлĕт, маншăн пуша,
Халь Туррăн сӳрĕкне курап».
XXXIX
Барон курать: Чечекĕн кунĕ
Ытла салхуллăн вĕçленет.
Пит ыратать баронăн чунĕ,
Ăшра ун тимлĕх хĕçленет.
«Мĕскер тăвас, мĕнле çăлас-ха
Çак çут ахахăн пĕрчине,
Мĕнле майпа паян уçас-ха
Ишутăн кăмăл арчине?»
Ун умĕнче вăл тарсăн тăчĕ,
Ятне, хăй тивĕçне манса.
Пулсан та кăкăрта ун пăчă,
Вăл тархасларĕ йăлăнса:
«Ишут, ан пул, тархасшăн, чунсăр.
Чечек хăрушлăх картинче —
Кун-çулĕ кĕскелет. Пĕл, унсăр
Типет, чухăнланать тĕнче.
Пĕр çавăншăн тăрать хураллăн:
Илем, ачалăх, тӳлекки...
Анчах та вăл çиçме çуралнă,
Вăл аслати-çке; ун пекки,
Эс хăв пĕлетĕн, ĕмĕрте те
Сайра-хутра çеç çуралать.
Ăна ватсан ятна çĕртетĕн.
Вара чапу та хуралать».
«Барон, тĕлĕнтерен мана —
Ăсна мĕн тыткăнланă кĕçĕр?
Эп хĕрхенсессĕн халь ăна,
Ĕмĕрлĕхе Домокл хĕçĕ
Пулса вăл тăрĕ, пĕл эс, маншăн.
Кама ман каçарас, кама?
Халь çак ĕçе паян туманшăн
Эп çĕр хут айăплăп хама.
Çук, çук, ăна каçараймастăп,
Ан ыйт та уншăн эс манран,
Хам чĕрене эп чараймастăп...
Кала-ха, мĕн пирки анран?»
«Эс чунсăр-мĕн, мон шер ами;
Куратăп: çук сан ырă хăлăх.
Санра ыр кăмăл шырани —
Пач усăсăр тим, ĕçĕ кăлăх:
Эс çуралман хисеплеме...
Мĕн пулĕ эп ырханлансассăн,
Чĕрем е чун суранлансассăн?
Васкавлă пымăн сиплеме.
Сан туслăх маншăн — вăл ултав!
Пĕл, çавăншăн пулать ман акци.
Çине тăрсах санран ыйтап
Мана памашкăн сатисфакци».
«Барон, эс шӳтлесе кулатăн.
Итлес килмест ку сăмаха».
«Çук, шӳтлеместĕп, хăв куратăн».
«Барон, эс ернĕ ухмаха».
«Çук, эп ермен. Паян тататăп
Ытла ултавлă туйăма.
Пурăнăçа эп юрататăп...
Пит шел — пĕлмерĕм уяма».
«Ну, юрĕ-çке, ыран куратпăр.
Ăраскална ан айăпла».
«Хĕвел ансассăн тĕл пулатпăр
Эпир уçланкăра апла».
Ах, чунĕ касăлчĕ Ваçлейĕн,
Çакна илтсессĕн ăнсăртран.
«Каллех имшер, тӳлек телейĕ
Тарса пытанчĕ баронран.
Хура халат пек килчĕ, ларчĕ
Сехмет барон ури вĕçне...
Кам çакă йăлана кăларчĕ,
Кам туптатать-ши ун хĕçне?»
Ваçлей шутлать: «Кам çăлĕ-ши?..»
Самант ас илчĕ: «Çав, Чечек!»
Хуçа çитеймĕ те пăши —
Тухса вăл ыткăнчĕ ирех.
Вăрман пĕччен чух хăналамĕ;
Çулсем нумай: çĕр хут юпле.
Ак, курăнать, — никам палламĕ, —
Сĕм тĕттĕм чăтлăхра ӳпле.
«Ваçлей?» — пит тĕлĕнчĕ Чечек, —
Кама кунта ертсе эс килтĕн,
Мĕнле эс тупрăн-ха пире?
Тăшман пулсан, шутла ху, вилтĕн...»
«Çук, çук, Чечек, ман урăх ĕç —
Çынна çăлассăм ман килет.
Улпут çине çĕкленнĕ хĕç...
Ĕлкĕреймесессĕн, вăл вилет».
Пĕлтерчĕ халь Ваçлей хĕре:
«Баронăн вăхăчĕ хăрушă, —
Чĕр вилĕм хатĕрленĕ уншăн, —
Васкас тĕл пулмалли çĕре».
Хĕр йăпăрт-япăртах утланчĕ,
Алла вăл илчĕ пăшалне,
Çилхе çине выртса хутланчĕ,
Вăл çыртрĕ çилĕпе шăлне.
Чечек пĕр чарăнми ĕрлерĕ, —
Кун пек нихçан та ахăрман, —
Унпа пĕрле ытла кĕрлерĕ
Шавпа хускалнă сĕм вăрман.
XXXX
Хĕвел анать, тӳпе хĕрелчĕ —
Ĕнеççĕ пĕлĕт таткисем.
Çил иртнĕ куншăн сӳрĕкленчĕ,
Нӳрленчĕ вăйсăррăн вĕрсе.
Вăрман, уçланкă, вăрттăн вырăн...
Ишут кунта. Тусне кĕтет.
Барон та çитрĕ. Хурлă хурăн
Тăрать ав. Тен, вăл ӳкĕтлет?
Анчах сăмах... Сăмах вал хытă —
Улăштарма памасть йăла.
«Çук, çук, ан пурăнтăр çав йытă».
Хăйне тытма çыртать шăла.
«Барон, тӳрккес эс, пит хисеплĕ,
Анчах та тыткăна халь лекнĕ
Самантлăх ырă тимлĕхе,
Манса чăн-чăн илемлĕхе.
Илемлĕх, юрату — шур пĕлĕт:
Куç умĕнчех вăл ирĕлет.
Ун туйăмĕ — ултавлă тĕлĕк:
Кĕç вăранатăн — сирĕлет.
Пĕл, юратни пустуй, айванлăх;
Сӳслентерет ăса, чуна.
Çынна парать вăй курайманлăх,
Çав çеç тĕреклетет ăна.
Эс ĕмĕтленнине пĕлетĕп,
Пултараймастăн лăпланма,
Паян сан шухăшна питлетĕп,
Анчах та хатĕр каçарма
Сана, эс тивĕçе пăхмасăр,
Çĕре усалшăн ӳкнине,
Мана пĕр пĕрчĕ шутламасăр,
Кая хурса пӳкленине.
Барон, ĕнен мана, персессĕн,
Сая каймасть, асту, етре,
Ахаль кутăнланса хĕрсессĕн,
Чуну пулать кĕç пĕлĕтре».
«Мерси. Калаймăн: «Ку çын чунсăр».
Анчах пуплев — ĕсĕклени:
Суя вăл; ăс пани: те сумсăр —
Пуш бокала çеç çĕклени.
Тĕлĕнтеретĕн эс мана.
Апла, ыйтсассăн, каçаратăн?
Çук, çук, ыр ятăма çаратăн,
Анчах илеймĕн ăс-тăна.
Кунта ăспа эп аталантăм,
Ăна вĕçлет çак тĕл пулу.
Ухтеров, халь сана ăнлантăм:
Ытла телейсĕр сан куллу».
Ик тĕнче курăм хĕреслерĕç
Хĕçĕсене — кая çул çук.
Телейпеле шăпа вĕçлерĕç
Вĕсен ĕçне... Таçта куккук
Такамшăн вăхăтне шутларĕ,
Пĕлмесĕр хурлă сехете.
Тен, вăл салхуллăн йыхравларĕ
Хура та выçă сехмете.
«Пулатчĕ савнăç кăкăрта,
Юлсан Гаврилăн паттăр чунĕ.
Ах, хурлăх чĕреме хăртать;
Куратăп: сан çинче ун юнĕ».
«Ого, фон-Айсберг, интереслĕ!
Ман тус — чи çывăхри тăшман?
Выртманччĕ-çке çулсем хĕреслĕ,
Пулман ку кулăш тăтăш ман.
Мон шер ами, эп йăлăнатăп,
Ман чĕрене эс ан амант».
«Мĕнле ку мăшкăл! Ăнланмастăп...
Мĕнле актер, комедиант?»
«Çитет! Эп куртăм куç тулли!»
Йăсларĕ шăппăн: «Нет так нет...»
Ишутăн шеллемен алли
Пеме çĕклерĕ пистолет.
Ăна хаярлăхĕ касать,
Вăл шухăшне халь тивĕçтерĕ.
Кĕç çавăнпа ĕçе вĕçлерĕ,
Пĕр хĕрхенмесĕр, васкаса.
Пăшал пени инçе каймасăр,
Сас пачĕ, сĕмсĕр витлесе,
Юманлăх хускалма хăймасăр,
Салхуллăн тăчĕ итлесе.
Самант баронĕн ĕмĕр иртрĕ,
Вĕçленчĕ пурнăç çакăнпа.
Яланлăха ăна кун витрĕ
Хура, тĕм-тĕттĕм саванпа.
...Хĕвел анать; сăрсем те хухрĕç...
Ак çывăхра хартлатрĕ ут —
Çĕр чĕтретсе асамлăн тухрĕç
Уçланкăна ик юланут.
Кураç: выртать çын тăсăлса...
«Ĕлкĕреймен...» — Ваçлей пуç тайрĕ,
Ним шарламасть хĕр — хытнă.
Кайрĕ Чечекĕн чунĕ касăлса.
Барон умне вăл чĕркуçленчĕ,
Чуптурĕ сивĕ аллине.
«Ах, пурнăç вăхăтсăр вĕçленчĕ,
Курмасăр Турă халалне».
Хĕмленнĕ алăсен ăшши
Самантлăх чĕрĕлĕх-мĕн пачĕ —
Кăшт тăчĕ пурнăç ылмашши,
Баронăн çиçрĕ сăн-сăпачĕ.
Вăл халь çумра кам пуррине
Куçне уçмасăрах ăнланчĕ.
Çав самантра чĕри шуйханчĕ,
Кăтартрĕ чунĕ тулнине:
«Ку юлашки... аран тухать...»
Чĕри тапать, яр уçă ăсĕ.
Миçе самант ăна вăл тăсĕ?
...Тĕтреленет ăн — аташать.
Хускалчĕ шур тути баронăн,
Вăл тем каласшăн, курăнать.
Темле тĕп шухăш пур-тăр унăн,
Анчах сăмахĕ такăнать.
«Чечекĕм, — тет вăл, — ан çиллен...
Сана эп шанчăксăр юратнă.
Сана сăхасшăнччĕ çĕлен...
Асра тыт, ун чунне хуратнă...
Чечек, эс пысăк çын, эс ятлă,
Анчах та хăтсăр самани —
Çак вăхăтшăн ытла хăватлă
Çав, пĕлĕт уйăрса пани...»
Барон, барон, нихçан каймарăн
Таçта пулсан та ман асран.
Ыр кунсенче тĕл пулаймарăм...
Мана чухлатăн-ши сасран?»
«Шел Гаврила... Чечек, итле...
Пĕлетĕп: тимлĕхӳ мăкалмĕ;
Эс пурнăçна хакла, шитле —
Ĕмĕрсенче яту çухалмĕ.
Çак халăхшăн çулсем шуралĕç;
Куна вĕсемшĕн кĕрлеттер...
Эп ĕненетĕп, пĕл, çуралĕç
Руссо, Де-Арк, Дидро, Вольтер...»
Барон ĕмĕрлĕхе лăпланчĕ, —
Ним те ан кĕт текех унран, —
Вăрман хыçне хĕвел, ак, анчĕ —
Паян пĕртен-пĕр секундант.
Чечек, денщик ытла салхуллăн
Тăраççĕ халь пуçа пĕксе.
Эс пурăнтăн та кăшт хăюллăн,
Халь ячĕç шырлана тĕксе».
Вăрман, уçланкă, хурлă хурăн...
Шур уйăх пăхрĕ пĕшкĕнсе.
Барон выртать... Ах, темен курăн:
Тăрать çав хурăн ӳкĕнсе.
«Тен, ку самантăн сăн-сăпачĕ,
Юнра, тен, эрлĕк ахăрни,
Тен, вăхăт тивĕçлине пачĕ,
Асапшăн пулчĕ тавăрни?
Кам айăплă, мĕн пулнă унăн,
Ма татăлчĕ çын хĕлĕхĕ?»
Вĕçленчĕ юрă... Ав, баронăн
Выртать юнланнă çĕлĕкĕ.
...Тĕн тĕшмĕшĕсенчен ытарчĕç,
Сумларĕç халăх йĕркине.
Фон-Айсберга чыспа пытарчĕç
Хĕвел тухсассăн — ирхине.
XXXXI
Каллех ак çитрĕ çуркунне:
Юр ирĕлет, ванать пăр шавлăн,
Кусать юр шывĕ пит васкавлăн.
Çĕр улăштарчĕ хăй тумне.
Шăтса тухать те çĕнĕ курăк,
Çӳле маттуррăн чĕвенет.
Сĕткен вылярĕ, тупрĕ çурăк:
Ав, шурă хурăн йĕпенет.
Симĕсленет тĕнче; хавассăн
Чĕре тапать-çке кăкăрта.
Çын савăнать, халь тем тăвассăн —
Ăна çурхи кун хăпартать.
Чечекĕн савăнăçĕ вутлă:
Çуралчĕ ывăл, пачĕ сас.
«Ах, пултăрччĕ телейĕ утлă».
Ашра уяв — чĕри хавас.
Анчах тăшман пур: чун сӳлерĕ,
Пĕтерчĕ канăçа пачах;
Хăр шухăшпа Ишут çӳрерĕ,
Тытасшăн супрĕ хĕл каçах.
Чечек пит шикленет ачишĕн,
Чĕри çунать теме пĕлсе...
«Тĕнче, эс ывăлăма йышăн,
Пар ырă пурнăç эп вилсен».
...Хăрушлăх çитрĕ: хăвалаççĕ.
Хĕр çĕтересшĕн хăй йĕрне,
Анчах йĕри-тавра шавлаççĕ...
Утне сиктерчĕ шыв хĕрне.
Кĕрлет ейӳ, юхать сар Энĕш:
Хума хум шавлăн хăвалать.
«Ах, пур-мĕн пурнăçăн тӳнтермĕш:
Ялан чула чул якатать».
Чечекĕн чунĕ кăварланнă,
Вырнаçаймасть вăл кăкăрта.
Те чĕрипе вăл каварланнă —
Таçта чĕнеç турта-турта.
Пĕлет Чечек: ун çăлăнмашкăн,
Тем шутласассăн та, май çук.
«Ах, ĕмĕр иртрĕ питĕ вашкăн
Хаваслăн пурăнмалла чух...»
Хăй ушкăнне чĕнсе пуçтарчĕ,
Каларĕ шутласа ăнпа:
«Каçарăр, манăн пурнăç карчĕ,
Курнать, вĕçленчĕ çакăнпа.
Халь вăхăт пур, васкав саланăр
Тăшман пире çакма пăхать...
Ман ывăла, ыйтап, ан манăр,
Ӳстерĕр — тăстăр вăл йăха».
Чечек, ак, юлчĕ пĕчченех.
Вăл канăçлă: ун çук пĕр айăп.
Вăл çылăхсăр; вăл ăмăрт кайăк
Пулма çуралнă тĕнчене.
Тискер сассем: «Кунта вал! Килĕр!»
Хавассăн пĕр-пĕрне чĕнеç.
Перет, перет Чечек: «Ак илĕр
Вĕри те тутлă кучченеç...
Кавруç, санпа эп... Вилĕм çитрĕ...» —
Чечек чалт! сикрĕ авăра.
Хумĕсемпе куляннăн витрĕ
Ват Атăл харсăр паттăра.
XXXXII
Шур шуçăм сĕмлĕхе сирет...
Паян ирех вăраннă халăх.
Сăлтавĕ пур-тăр асăнмалăх
Çак тараватлă çут ире.
Нумай çул иртрĕ сисĕнмесĕр,
Чечекĕн пурнăç татăлни.
Иртмест пĕр кун та ас илмесĕр
Яш-кĕрĕмсен те ватăлнин.
Пуçтарăнчĕ ял-йыш кĕр-шакăр
Вăрманлă Атăл ту çине.
Ик аллине тыттарчĕç çăкăр
Чечекĕн пĕчĕк ачине.
Ман ен илемлĕн чечекленчĕ,
Вылярĕ пĕлĕт çич тĕспе,
Вара вăраххăн хĕлхемленчĕ.
Чӳхенчĕ сывлăш тар пăс пек.
Унтан пит кăмăллăн хăпарчĕ
Вăрман тăрне сап-сар хĕвел;
Хăй ăшшине çĕре вăл сарчĕ —
Вылярĕ Атăл, сăрт, пĕве.
Тĕнче кулать, тăрать яр уçă,
Лăп çил вăратрĕ калчана...
Якур мучи, каплех чӳк пуçĕ,
Çĕклерĕ пĕчĕк ачана:
«Янк пĕлĕт, Тура, пӳлĕхсем,
Паян ыр кăмăллă пулсамăр,
Чăн тараватшăн уçăлсамăр,
Тар сывлăмпа пĕрĕхтерсе
Çĕре халь чĕрĕлĕх антарăр,
Ял-йыш чун-чĕрине кантарăр,
Вăл ан çĕтертĕр ĕмĕтне,
Упратăр пурнăç никĕсне.
Çут хĕвел тухăç, янкăр пĕлĕт,
Çак ачана эс халалла.
Вăл пирĕн сапăр, çутă ĕмĕт,
Ята вăл тăстăр малалла».
XXXXIII
Ман вулаканăм, ырă тусăм,
Паян вăратрăн пулнине,
Этем историне пĕр пусăм
Туса хускатрăн иртнине.
Иртни çухалтăр çаврăнмасăр,
Иртни — вăл хурлăхăн шăпи.
Анчах нимпе те чарăнмасăр
Пырать вăл, пурнăç урапи.
Илемсĕр вăхăт кайрĕ, иртрĕ,
Çухалчĕ пусмăрлăх тĕтри.
Паян, куратăн пулĕ, çитрĕ
Этемĕн çутă ĕмĕтри.
Ман вулаканăм, ман юлташăм,
Ирпе, каçпа та сĕм çĕрле
Эпир санпа йĕрпе тухасшăн
Ырмасăр пытăмăр пĕрле.
Ташланă, кулнă савăнса,
Хăш-пĕр тĕлте йĕрсе те пăхнă,
Пыл хурчĕ пек чуна та сăхнă,
Килсессĕн хурлăх тăвăнса.
Хĕрхенӳпе мĕнле çын сармĕ
Чечекĕн хурлăхлă çулне?
Унта пырсассăн, кам юхтармĕ
Вĕри те тăрă куççульне?
Вăраххăнах сехечĕ çитрĕ —
Сыв пуллашар та уйрăлар.
Пулни-курнисене каç витрĕ,
Эпир ыр кăмăлпа юлар.
Çырни авалхине хускатрĕ
Ăна кăларчĕ халь ума.
Тен, çавăнпа паян васкатрĕ
Вал çĕнĕ пурăнăç тума.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Ват Атăл, эс юхан канмасăр;
Сан тăрăх çил чупать вăш-ваш.
Ĕмĕртенпе пуçне таймасăр,
Иртмест нихçан кашни чăваш.