Шутарса чӳрече каркăçне,
пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.
Юлашки юрату куççульне
çăлтăрсем курасран шикленетĕп.
Асапа ăнланас пек çурта
манпа тан куççульпе ĕсĕклерĕ.
Çул çухатнă этем-ши тулта
кантăк умĕн пĕр сассăр çӳрерĕ?
Юрату ĕмĕлки-ши темччен
уйрăлма хăяймасăр тертленчĕ?
Юлашки хут эс кайнă енче
куç курми шухă тăвăл çĕкленчĕ.
Шутарса чӳрече каркăçне
пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.
Сӳнтерсе шур çурта çулăмне
чĕрери çулăмпа кĕрешетĕп.