Кирук матки Варвари
Куллен шырать чун варли.
Хăй вăл хĕрĕх пиллĕкре,
Чунĕ — çирĕм пиллĕкре.
Пурччĕ унăн упăшки —
Эрехшĕн çунаканни.
Тӳнсе кайрĕ кĕр енне,
Кĕрсе выртрĕ çĕр айне.
Халĕ арăм иртĕхет:
Ялан эрех юхтарать,
Арçынсене куç хĕсет,
Пĕрле пулма астарать.
Хаяр шĕвеке сыпсан
Чун каниччен алхасать.
Йĕркене кĕме ыйтсан
Тем каласа ылханать.
Бригадир пырса чĕнсен
Ятшăн хире тухкалать.
Ĕç укçи алла илсен
Унта-кунта чупкалать.
Эх, Варук, Варук, Варук,
Мĕншĕн санăн намăс çук?
Эрехшĕнех ан çунсам,
Ачусенчен вăтансам.