Вуникĕ алшăлли хĕр арчинче.
Вуникшер кун тĕрленĕ кашнине.
Автан тĕрри çав алшăлли çинче,
Халь-халь вĕçме çĕкленĕ çунатне.
Çĕр варринче тулта автан сасси.
Çук, пулаймасть пуль хĕрĕн çыврасси.
Кама, кама кĕтет-ши вăл чунтан?
Кăшт тĕлĕрсен — ĕнен-ха тĕлĕке —
Çунат çапса çут арчари автан
Пĕр авăтать, тухасшăн ирĕке.
Ăçта çӳретĕн, каччă, çакă каç?
Сар хĕр арчи,
Пĕл, сансăр уçăлмасть.