е Тулай чăвашĕсем уçнă «тĕлĕнтермĕшсем» çинчен
Эпир — тулай чăвашĕсем — Чăваш Республикине хамăрăн иккĕмĕш тăван çĕршыв вырăнне хуратпăр. Çакна пула унта сайра хутра пулсан та çитсе курма тăрăшатпăр, тăван халăхăн культурипе таччăн паллашма ĕмĕтленетпĕр. Чăваш Енри сывлăш та, çутçанталăк та чăвашла пек туйăнать. Вырăнта пурăнакан чăвашсенчен чылайăшĕ хăйсен шĕкĕр хулине «Чябаксар» теççĕ, эпир ăна хисеплесе «Шупашкар» тетпĕр. «Чябаксар» тени тăрăхланă пек е чăваш хăйне хисеплемесĕр калаçнă пек илтĕнет пирĕншĕн. Мĕншĕн тесен кунта чăн Чăвашлах пурăнмалла пек. Çĕр планета çинчи пĕртен-пĕр çĕр-çке вăл тĕнчери чăвашсемшĕн! Кунта чăваш чĕлхи янăравлăн янăрамалла, çак çĕр çинче чăваш культурин, сăмахлăхĕн çăлкуçĕсем иксĕлми тапса тăмалла. Çавна пула Чăваш тăрăхне çитсе курма ĕмĕтленмен чăваш тĕнчере çук та пуль.
Эпир те икĕ юлташ кăçалхи октябрьте ирпе Пушкăрт Республикинчен тухса каçпа Чăваш Республикине çитсе ӳкрĕмĕр. Тĕттĕмленчĕ. Кĕрхи вĕтĕ çумăр çунине пула тавралăха курса пулмасть. Çакăн пек çанталăкра ху ăçта пынине çул хĕрринчи çул паллисенчен çеç тавçăрса илеетĕн. Пушкăрт тата Тутар республикисем витĕр пынă чухне çул хĕрринчи ял-хула, çырмасен ячĕсене пушкăртла-тутарла тата вырăсла çырса пĕлтеретчĕç пулсан, Чăваш Енре вырăсла çеç çырни курăна пуçларĕ. Чăваш сăмахĕсем çул хĕрринчи банерсем çинче те, çул паллисем çинче те курăнмарĕç. Çакă питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпир, тулай чăвашĕсем, Чăваш Енре тухса тăракан чăвашла хаçат-журнал тăрăх кунти ял-хула ячĕсене чăвашла çеç пĕлетпĕр, вырăсла ячĕсене пĕлместпĕр. Çакна пула вырăсла çеç палăртнă ятсене вуланипе хамăр ăçта пынине турех тавçăрса та илеймерĕмĕр...
«Козловка», «Красноармейское» тенине куртăмăр. Козловкăсем, Красноармейскисем ытти регионсенче те нумай ĕнтĕ. Çавна пула пире Чăваш Ене çитсе кĕнине тавçăрса илме питĕ йывăр пулчĕ. Чăваш çĕрĕпе пынине тăруках сисмерĕмĕр. Çул хĕрринчи пĕчĕкçĕ ялсен ячĕсене те вырăсла çеç çырнă: «Ишаки», «Цивильск» тени хыçра юлчĕ. Кĕç «Кугеси» тени курăнса кайрĕ. «Кукаçи» пек илтĕнет. Чăвашла ятне курмарăмăр, анчах хамăр Кӳкеçе çитнине ăнланма пултартăмăр. «Ырă сунса кететпĕр!», «Телейлĕ çул!» — тени те куç тĕлне ниçта та лекмерĕ. Эпир, Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем, пирĕн республикăра пушкăртла: «Хаерле юл!», «Рэхим итегез!» — тесе çулсем хĕрринче те тĕрлĕ учрежденисен алакĕсен умĕнче те, çав шутра вырăспа чăваш ялĕсенче те, тăтăшах çырнине курма хăнăхнăран кунта та çапла чĕвашла — республикăри патшалăх чĕлхипе — çыраççĕ пуль тенĕччĕ. Çырмаççĕ иккен! Мĕншĕнни пирĕншĕн паллă мар.
— Чăваш республикинче Чĕлхе саккунĕ çук-шим? Пур тăк ĕçлемест-шим? — текелетпĕр тĕлĕннипе.
Кӳкеçре чарăнтăмăр та апат-çимĕç лавкки патне пытăмăр. Алăкĕ çинче каллех «Апат-çимĕç» тесе чăвашла çырни çук. Пушкăрт Республикинчи магазинсем çинче таçтанах курăнмалла «Азык-тулек» тесе çырнине курма хăнăхнăран пире каллех чăвашла çырманни тĕлĕнтерчĕ. Тата кулянтарчĕ. Лавккари сутуçсем пирĕнпе чăвашла калаçманни е пĕлмене пени тĕлĕнтерчĕ те, тарăхтарчĕ те. Тавар туянмасăрах алă сулса тухса кайрăмăр. Юрĕ-ха, урамри çынсем пирĕнпе чиперех чăвашла калаçрĕç. Çакă çеç чуна кăшт лăплантарчĕ.
Пушкăртстанри лавккасем çине те, учрежденисен алăкĕсем çине те ĕç режимне вырăсла та, пушкăртла та çыраççĕ. Ун пек пулмасан учрежденисен ертӳçисене явап тыттараççĕ, хаçат-журналта критиклеççĕ, штрафлаççĕ. Çавна пула пурте Чăлхе саккунне пăсма хăраççĕ, магазин алăкĕсем çине пушкăртла та çыраççĕ. Пушкăрт республикинчи вулавăшсен алăкĕсем çине «Китапхана», аптекăсен алăкĕсем çине «Дарыухана», столовойĕнче «Ашхана» тесе çырнине çеç куратăн. «Вход», «Выход» сăмахсене тата ыттисене пушкăртла куçарса çырнине те. Ку сăмахсем чăвашла та куçарăнаççĕ-çке!
Эпир тепĕр кун Шупашкарта пултăмăр. Каллех чăвашла çырни пирĕн куç умне лекмерĕ. Транспорт чарăнăвĕсен ячĕсене чăвашла та çырни савăнтарчĕ-ха.
Пушкăртстанра урам ячĕсене пур çĕрте те вырăсла тата пушкăртла çыраççĕ. «Улица Мира» кунта «Тыныслык урамы», «Улица Школьная» — «Мектеб урамы» тата ытти те. Пĕр сăмахпа, Пушкăртстанра ху пушкăрт çĕрĕ çинче пурăннине, утса е машинăпа пынине пур çĕрте те куратăн, туятăн. Çул хĕрринчи банерсем çине те кунта нумай чухне пушкăртла çыраççĕ. Çакна эпир тахçанах хăнăхнă. Куншăн никам та вĕчĕхмест, никам та никама çиленмест. Чĕлхе саккунне пăхăнмаллине пурте ăнланатпăр. Чăваш Енре те çапла пуль тенĕччĕ. Кунта та чăваш чĕлхи хăйне, Пушкăртри пушкăрт чĕлхи пек, ирĕклĕн туять тенĕччĕ. Анчах республикăн Чĕлхе сакунне кунта питех пăханмаççĕ иккен! Çакă республикăна пырса кĕнĕ-кĕменех палăрать, тĕлĕнтерет.
Сăмах май каласан, Раççейре кăна мар, ытти нумай çĕршывра та çул паллисене тата ытти атрибутикăна патшалăх чĕлхипе тата вырăнти халăх чĕлхипе палăртасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Сăмахран, Аслă Британире. Унта вунă çул каярах пулнăччĕ те Лондонран тепĕр Кардифф ятлă хулана — Уельс автономийĕн тĕп хулине — автобуспа кайрăмăр. Уельсра акăлчан чĕлхипе пăрле вырăнти халăх чĕлхипе те усă кураççĕ. Çавна пула çул паллисем çине тата тĕрлĕ ытти пĕлтерĕве акăлчанла тата вырăнти халăх чĕлхипе çырнăччĕ.
Икĕ кунтан эпир Шупашкартан килелле тухрăмăр.
Хальхинче кун уярччĕ, тавралăха сăнаса пыма лайăхчĕ. Чăваш çĕршывĕн шĕкĕр хули те, ытти ялĕ-хули те, уйĕ-хирĕ те питĕ тирпейлĕ, таса пулни куçа илĕртет, чăвашсем çапла илемлĕ пурăнма юратни савăнтарать. Анчах каллех трассăпа ху чăваш çерĕпе пынине сисместĕн, курмастăн. Юханшыв, ял-хула ячĕсене чăвашла çырманни, районсен чиккисенче чăвашла «Телейпĕ çул!», «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тесе сунманни кăмăла пăсрĕ. Пире — инçетрен хăнана килнĕ чăвашсене — тăван халăхăн республикин чиккинче тăван чĕлхепе телейлĕ çул сунни пулмарĕ.
Çырăва вĕçленĕ май сакна калас килет. Чăваш Енре пурăнакансем республикăри учрежденисемпе урамсенчи, çулсем çинчи тĕрлĕ атрибутикăна чăвашла çырманнине хăнăхнă пулас. Çакăн пирки ик-виç çынпа сăмах тапратсан вĕсем пире: «Çапла ĕнтĕ, çапла, анчах мĕн тăвайан-ха», — тесе калаçрĕç. Анчах республика хăнисене çакă тĕлĕнтерет, Чăваш Республикинче чăваш чĕлхипе кирлĕ пек усă курманни кулянтарать.
«Капкăн» — чăваш халăхĕн юратнă журналĕ, пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерес тесе ĕçлекен хисеплĕ те авторитетлă журнал. Пирĕн тăрăхра ăна пурте юратса вулаççĕ. Çавăнпа çак çырăва пичетлессе, вулакан патне çитерессе, çырура кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерессе шанатпăр. Халĕ çырса кăтартнă «тĕлĕнтермĕшсене» Чаваш çĕрĕнче малашне курас марччĕ. Çапла пултăр! Чĕлхе саккунĕ малашне Чăваш Респубпикинче те Тутарстанпа Пушкăртстанри пек, инçетри Уэльсри (Великобритани) пек тухăçлă ĕçлетĕр! Сире шанса: А. Русаков, В. Ерохин