«Хĕрĕх çул — хĕрарăм ĕмĕрĕ, —
Çапла каланă ĕлĕкрен, —
Хĕнпе асап курмашкăн ĕлкĕрĕ,
Телей курма ăна пӳрмен».
...Менелнĕк пулчĕ ман аппаçăмăн.
Хĕрĕхрискер хĕр пек вăр-вар.
Кулса калать: утма-чупма çăмăл,
Сӳнмен яш чухнехи кăвар.
Кил пуçтарать, пăхма та кăмăллă —
Ачи-пăчи çӳрет таса.
Хире тухать-и, — тулă хăмăлĕ
Кĕтет саламлăн пуç тайса.
Вăл хирте чух епле ан хĕртĕр ĕç?
Аппа кун курнă çак уйра.
Атте шутланă: татах хĕр терĕç,
Юрать-ха влаç çĕр уйăрать...
Калча пусси, çаранлăх айлăмĕ
Варлашнă ĕмĕрлĕх санпа.
Ахальтен мар анне çыхайнă-мĕн
Кăвапуна сар хăмăлпа.
Кĕлте çыххи пек сарă çивĕчĕ,
Тен, вăрăмрах ӳсетчĕ пуль —
Аппа хĕр чух çанталăк сивĕччĕ,
Юхатчĕ юн, хура куççуль.
Кĕр калчилле шăнатчĕ яш ĕмĕр.
Ăна пăвасшăнччĕ хĕн-хур.
Çĕнтериччен эпир кĕрешрĕмĕр,
Пирте ыраш мехелĕ пур.
Пĕр ята çеç аппаçăм асăнĕ
Хирте çĕн тырă пиçнĕ чух —
Ленин атте акман пулсассăн-и —
Телей пучахĕ тулас çук.
Сана, хастар чăваш хĕрарăмĕ,
Йышра паллатăп катаран:
Ах, ĕç юлать, тесе хăрарăн-им?
Ик аллуна пĕр хускатан.
Сана савать çĕршывĕм, пур унăн
Сана валли илем те мул.
Ватăлмаслă эс ĕмĕр пурăнăн —
Хĕрарăм ĕмĕрĕ — çĕр çул!