Çул пĕр енĕ тулă,
Тепĕр енĕ — вир.
Калаçу эп илтрĕм çил хускалнă ир.
Тулă хушрĕ шăппăн:
— Вир, ăçта ӳсетĕн?
Эс ахаль те çӳллĕ, хăмăш пек çĕклентĕн.
Хуравлать вир:
- Акă, çума-çумăн, таччăн
Çулпала килеççĕ сарă хĕрпе каччă.
Иккĕшĕ те çамрăк,
Иккĕш те хитре.
Вĕсене куратпăр яланах хирте.
Кĕркунне çитсессĕн — вĕсене кам пӳлĕ —
Чаплăран та чаплă,
Çын курман туй пулĕ.
Кĕрекене ларĕç сарă хĕрпе каччă.
...Пиçĕ виртен пăтă,
Тулăран — кулачă.