Ватă Кăркка хавасланчĕ,
Пусма ларчĕ,
Чĕп кăларчĕ.
Тĕрлĕ çимĕç вăл çитерчĕ,
Пур чĕпписене
Ӳстерчĕ
Хурлăхпа.
Пепкисемшĕн
Хĕпĕртерĕ,
Вĕсене ертсе çӳрерĕ
Ӳркенмесĕр
Урам тăрăх,
Шырама вĕрентрĕ ырлăх
Пур вăйпа.
Ӳстерсессĕн,
Хуйхă килнĕ —
Чĕпписене тĕнче илнĕ
Юта тахăш ертсе кайнă
Ватă Кăркка
Пĕччен ларнă
Макăрса.
* * *
Ялти çамрăк
Çавăн евĕр
Хулана куçать вĕç-хĕрсĕр.
Ĕç алли çукран
Уй-хирĕ
Тыррине тăкать каç-ирĕн
Кулянса.