Сар сухаллă,
Хăрах ураллă,
Ни пысăк, ни пĕчĕк,
Тумтирĕ пит çĕтĕк,
Пахом патне пӳрте
Пĕр ирпе
Вăраххăн уçса алăка
Сулахай алăпа
Кĕрсе тăчĕ пĕр çын.
— Килĕр.
Кунтарах иртĕр, —
Сак кăтартрĕ кил хуçи. —
Кирек кам пултăр —
Хăна пулăр.
— Христа-рати
Парать-и?
Пуçтарма тухрăм.
Кун чул çеç пухрăм.
Памаççĕ,
Кулаççĕ, —
Хутаççине çĕклесе
Кăтартрĕ силлесе.
— Колхоза кĕмелле.
Мĕн... çӳремелле.
Пулăн тутă — ĕçлесен, —
Сĕнет Пахом чĕререн
— Илмеççĕ.
«Кирлĕ мар» теççĕ, —
Майпен ларчĕ сак çине,
Мăч-мăч хупса куçсене.
— Ху кĕресшĕн мар-и, тен?
Тен, тарса çӳрен?
— Апла мар, —
Хăна карчĕ çăвар.
— Кулак?
— Эс ан кулах.
— Кам тата? —-
Пахом хыттăн ыйтать.
— Трахом...
— Трах-о-ом! — тĕлĕнчĕ Пахом.
— Çапла. Ниçта вырăн çук
Ку чух.
Хваттер ямастăн-а? —
Тархасларĕ хăна.
— Хваттере?!
Кай çăва патне — лере.
Çук сан валли хваттер.
Арăм, тыт ухват, хӳтер! —
Пачĕç ĕнсерен,
Тапрĕç кутĕнчен.
— Вил.
Тек ан кил! —
Тапрĕ Пахом урипе
Пĕтĕм вăйĕпе.
Лăкăр-р
Лăкăртатрĕ Трахом.
— Тĕп тăвăпăр! —
Савăнчĕ Пахом. —
Эп кăна мар,
Халăх кĕрешет санпала, —
Шалт хупрĕ алăка
Икĕ алăпа.
— Арăм, шăлкала
Вăл ларнă вырăна çапла! —
Хушрĕ Пахом
Ересрен трахом.
Упаленчĕ лешĕ çыр хĕррипе
Ерипе.
— Тепре кăна тапмалла
Шывалла, —
Юнарĕ Пахом кантăк витĕр —
Мĕнпур чир-чĕр пĕттĕр.
Çĕн саманара
Ялта е хулара
Пурнар сывă та таса,
Пырар патварланса.