Ик вĕри тута кăварĕ
Пĕр кăвар пулса çунсан,
Савăнса каччи каларĕ:
— Йӳçĕ мар иккен... сухан.
Пахчара пике çӳренĕ.
Каччине вăл пĕр çеçке
Чĕрмелли сухан çитернĕ:
«Йӳçĕ мар-и?»
— Тутлă-çке...
Тутлă та... куçсем шывланнă,
Каччă «йĕрнĕ» пĕр кана.
Юрату çапла пуçланнă.
Йӳç сухан — сăлтав кăна.