Хырăмĕ выçсан, Çăхан
Илтнĕ, тет, хыпар таçтан:
«Пĕр хресчен кĕлетĕнче
Тĕплĕ çимĕç — çур тĕнче!
Çиес килсен — çимелли,
Ĕçес килсен — ĕçмелли», —
Катаранах çав кĕлет
Çăхана пит илĕртет.
«Эх, ырă-çке, ырă-çке.
Ман ĕмĕтре — çĕн ĕçкĕ!» —
Тесе сăмах хучĕ те
Вĕçтерчĕ хăй кĕлете.
Ак унта кĕрсе каять,
Урлă-пирлĕ пăхкалать.
Тупаймасть вăл кирлине,
Салатать йăлт тыррине.
«Ай-яй, йĕксĕк çыннисем
Улталарĕç, — тет Çăхан. —
Хăйсен те чăх-чĕпĕсем
Ырă кураймĕç манран».
* * *
Нумая хапсăнакан —
Чăннипех те вăл хантар.
Пур-ха, пур ун пек Çăхан —
Нумай та мар, сахал мар.
«Пĕчĕк кăна япала
Тултармасть ман кăмăла.
Пултăр, тет вăл, пысăкки,
Пысăкки те лайăххи!»