Урамра икĕ юлташ калаçса тăннне куртăм.
— Кулас килет, — терĕ пĕри, ассăн сывласа. — Пуçана патĕнчен тухрăм-ха.
— Пуçану култарса ячĕ-и? — йăл-л кулса ыйтрĕ тепри.
— Вăл мар, унăн амăшĕ — Чакак тăхлачă.
— Мĕншĕн култарчĕ-ха тата ку?
— Кулмасăр. Ман Юркка пуçана ашшĕсĕр, амăшĕпе кăна, ӳснине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ. Питĕ тăрлавсăр ачаччĕ. Икĕ хутчен суда лекрĕ çавăншăн. Лере те пулса килчĕ. Халĕ акă авлансан ĕçме пăрахрĕ. Тăна кĕчĕ: чип-чипер йĕркеллĕ çын пулса тăчĕ. Чакак тăхлачă вара çавăншăн макăрать.
— Мĕн тесе?
— Кинрен хăраса ĕçме пăрахрĕ, тесе кулянмаллипех кулянать.
— Ха-ха-ха! Ачи йĕркене кĕнĕшĕн кулянать, эппин. Кулăшла ку, чăнах та. Хăйне ӳсĕр ывăлĕ тамаша кăтартнисене манчĕ апла. Ывăлĕ хуçнă аяк пĕрчи те тӳрленчĕ пуль çав унăн. Çапла, тĕрĕс. Сайраран пур ун пеккисем, çук мар. Пирĕн хамăрăн Тӳмма тăхлачă та тĕлĕнтерет.
— Мĕн тăвать-ха вăл сирĕн?
— Манăн йăмăк ун ывăлне качча тухрĕ. Кĕрӳпе иккĕш килĕштерсех пурăнаççĕ-ха. Ну, пĕтерет вĕт тăхлачи.
— Мĕн туса?
— Йăмăка, кинне, кĕвĕçсе. Ăна килте ним патне те ярасшăн мар, хуть ăçта пырсан та ум пӳлет. Йăмăк кăмака умне апат пĕçерме пырсан, вăл та унта пырать, халь пĕр енне, халь тепĕр енне пăрăнкала-пăрăнкала тăрса йăмăка чăрмантарать.
— Ха-ха-ха! Кулăшла, чăн та, кулăшла. Пур, ун пеккисем те, кивĕ пурнăçран тăрăлаймасăр юлнă пăнтăх чунсем. Юлашки яшкара шăнса ларнă шăршлă çăва тепĕр яшка валли пуçтарса илекенсем.
— Тĕрĕс ку. Пирĕн Тӳмма тăхлачăн та пулнă ун пекки. Шăрттан пĕçерсен, ăна килтисенчен вăрттăн таçта пытарса хучĕ, тет.
— Пытарсах тет-и?
— Ну, йăмăк калать, ăçта хунине нимĕн те пĕлместпĕр, тет. Пĕррехинче, кĕлете тухсан, тĕттĕм кĕтесре, тӳпе каштинче, темĕнле кивĕ кĕпе çанни çакăнса тăнине курах кайрăм, тет. «Мĕн-ши ку?» — тесе салтса пăхрăм, тет те, кĕпе çанни ăшĕнче темскер кăвакскер, пал-л! вĕçсе тухса кайрĕ, тет. Хайхи хыткукар-тăхлачă пытарса хунă шăрттан пулнă вăл.
— Ан култар-ха?
Тăхлачисем çинчен сăмах пĕтерсен, икĕ юлташ урăххи çине куçрĕç.
— Тунаймарăм, намăс куртăм паян, — терĕ пĕри тепĕрне.
— Мĕн пулчĕ тата ун пекех?
— Магазина каяттăмччĕ. Сутуçă упăшки Мĕкĕте хăйсен килĕ умне тухса тăнă. Ху та пĕлетĕн-ха, эпĕ унпа туслă-юлташлă пурăнатăп. Халĕ вăл чылаях хĕрĕнкĕ. Мана ывăçĕнчи укçине кăтартрĕ. «Ме-ха, акă, укçа, магазинран эрех илсе кил-ха, иксĕмĕр пĕрле ĕçĕпĕр. Хамăн килтен тухма юрамасть, никам та çук», — терĕ. Итлерĕм. Магазина çитрĕм те, эрех пама ыйтса, укçана сутуçа тыттартăм. Вăл сасартăк хаярланса кайрĕ. «Аха, татах ĕçес тет-и, тĕпсĕр пыр? Татах чарăнас темест-и?..» — терĕ мана, шăтарса ярасла пăхса. Эпĕ ним пĕлмĕше хыврăм. Эрех мана хама валли кирлĕ, терĕм. «Ма суятăн? Ма суятăн? — сиксех ларчĕ ман çине сутуçă. — Эппин, ку ман укçана ăçтан тупрăн? Вăрларăн-и?..» Ним те чĕнеймерĕм. Упăшки мана парса янă укçана вăл, чăнах та, пĕр кĕтесре паллă туса хăварнă пулнă-мĕн.
— Да-а, кулас килет, шутласа кайсан, — терĕ юлташĕ юлташне. — Куç хыçĕнче мар, куçран тĕллесе кулмалла вĕсенчен.
— Кулмалла çав. Ним хĕрхенмесĕр питлемелле.
Икĕ юлташ калаçнине итлесе тăрса эпĕ те шухăша кайрăм.
Пĕлетĕп-ха; хаваслă кулă — пурнăç сĕткенĕ, теççĕ. Пурăнан пурнăçра никам та кулмасăр пурăнаймасть. Пурнăçри ытти пулăмсем пекех, кулă та тĕрлĕрен пулнине кашниех пĕлетпĕр. Хаваслă кулă, ăшă кулă, тарăху кулли, йĕплĕ кулă, çивĕч кулă, тăрăхласа кулни, питлесе кулни тата ытти тĕрли те. Ахальтен мар: «Кулă вирлĕ çыпçăнать» — тенĕ ватăсем.
Анчах кусем, икĕ юлташ каланисем, пĕтĕмпех пурнăç тӳнтерĕшĕсем-çке. Çитменнине пирĕн вăхăтра вĕт-ха?.. Кулас килет, пĕр шутласан... Кулатăп та!