Тахçан, ĕлĕк-авалах-ха вăл, çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче, аслă вăрман варринче, пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен пысăк сад пахчи пулнă, çав пахчара ылттăн панулмисем ӳснĕ.
Пур енчен те аван пурăнаççĕ карчăкпа старик. Анчах вĕсен ача-пăча çук, çакăншăн вара иккĕш те питĕ хуйхăраççĕ.
Пĕрре старик лаша кӳлсе вăрмана вутта кайрĕ. Çитсе кĕчĕ те вăрмана, сасартăк çанталăк тĕттĕмленсе ларчĕ, куçран йĕппе чиксен те курăнмасть. Старик пурĕ пĕр килне таврăнас тесе шутламарĕ-ха. Вăл, пĕр килнĕскер вутă тиесех каяс тесе, лашине шавах малалла чуптарать. Сасартăк, чипер пынă çĕртенех, лаша тăп чарăнса тăчĕ те харт та харт! хартласа тапăртатма тапратрĕ.
Пăхать старик малалла тинкерсе: пĕр ăвăс турачĕ çинче çын вилли çакăнса тăра парать.
— Ак тамаша! Мĕн тĕлне пултăм-ха капла? — шухăшларĕ старик. Унтан: «Мĕн пулĕ те мĕн килĕ, курма пӳрнине курмаллах», — тет те, вилене, мăйкăчран вĕçертсе, урапи çине хучĕ, татах малалла уттарчĕ.
Кайсан-кайсан кун лаши каллех чарăнчĕ. Пăхать старик: вĕрене турачĕ çинче тепĕр виле çакăнса тăрать. «Ырра-и, усала-и ку», — терĕ те старик, ку вилене те урапи çине хучĕ.
Нумай кайрĕç-и, сахал-и, лаша татах чарăнчĕ. Пăхать старик малалла — лапсака юман çинче тата тепĕр виле çакăнса тăрать.
— Аптрамалла! Ăçтан ман тĕле пулаççĕ-ха ку вилесем? Хурас куна та урапа çине. Кам пĕлет, тен, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ, — терĕ те старик, куна та хăйпе пĕрле илсе малалла уттарчĕ.
Çанталăк малтанхинчен те ытларах тĕттĕмленчĕ. Вичкĕн çил сиксе тухрĕ, хура вăрман кашла пуçларĕ, йывăçсем çĕре çити авăнаççĕ. Çулсăр-мĕнсер сĕмленсе пырать старик сĕм-сĕм вăрман варрипе, çатрака та чăтлăх йывăçсем хушшипе.
Унччен пулчĕ-и, кунччен пулчĕ-и — сасартăк малта чăл-л! хăйă çути курăнса кайрĕ. Старик лашине тӳрех çав çутă еннелле тытрĕ. Нумай та каймарĕ, кĕтмен çĕртенех пĕр тап-таса уçланка çитсе тухрĕ. Уçланкă варринче сип-симĕс çурт ялкăшса ларать. Старик, кĕçĕр пурĕ пĕрех киле таврăнаяс çук тесе, çак çурта хваттере кĕме шутларĕ. Лашине тăварса ячĕ те хăй шала кĕчĕ.
Пӳртре никам та çук иккен. Пĕччен выртма лайăх мартан, старик хăйпе пĕрле виçĕ вилене илсе кĕчĕ. Унтан пушă вырăн çине выртрĕ те, ĕшеннĕскер, часах çывăрса кайрĕ.
Нумаях та çывăраймарĕ, сасартăк аслати сасси кĕрлесе кайрĕ. Старик вăранчĕ, шартах сиксе тăрса ларчĕ. Пăхать: виçĕ вилерен иккĕшĕ таçта кайса кĕнĕ. Пĕр вилли пĕр хĕрарăмпа тĕрмешет, хĕрарăмĕ вилене çап-çутă пӳлĕмелле сĕтĕрет.
— Тархасшăн, мучи, хăтар мана çак çын аллинчен, — тесе йăлăнать виле старике.
Старик хай чăнах та вилене çăлас тесе хĕрарăма ярса тытрĕ.
Хĕрарăм калать: «Ан тив, вилнĕ çын сана кирлĕ мар, мана кирлĕ, эпĕ сана пĕр телейлĕ япала çинчен каласа парăп», — тет.
Старик килĕшрĕ. Хĕрарăм вилене тепĕр пӳлĕме илсе кĕчĕ те каялла тухрĕ. Унтан старике çапла каларĕ:
— Ну, старик, — терĕ, — ырра хирĕç ырăпа, усала хирĕç усалпа тавăрма каланă. Эсĕ маншăн ырă ĕç турăн, çавăнпа сана эп ырăпа тавăрасшăн. Итле ман сăмахăма!
Хайхи старик тĕлĕнсех кайрĕ, хĕрарăм мĕн калассине итлеме хатĕрленсе ларчĕ.
— Çĕрпе пĕлĕт хушшинче вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс пур, çавă тинĕс варринче пысăках мар утрав пур, — калама пуçларĕ хĕрарăм. — Утрав варринче хăвăл юман ларать, тет, хăвăл юман тăрринче пĕчĕк йăва пур, теççĕ. Çава пĕчĕк йăвара — выртать икĕ çăмарта, кайса ил те вĕсене, часрах вĕçтер килелле.
Хĕрарăм сăмахĕсем старик шутсăр тĕлĕнтерсе ячĕç.
— Кам эсĕ? — ыйтрĕ вăл, ним калама аптранипе.
— Эпĕ Этем телейне валеçекен пирĕшти. Анчах амаçури анне мана кураймасăр тухатнă та, çакăнти сĕм вăрмана килсе янă, ĕмĕр таршшипе вилнĕ çынсемпе пурăнмалла туса хунă.
Çапла каларĕ те хĕрарăм, старик сăмах хушма ĕлкĕричченех куçран çухалчĕ.
Унччен те пулмарĕ, старик куçĕ умĕнче темскер çута симĕсĕн-кăвакăн хумханса илчĕ. Тăна кĕрсен пăхать старик — хайхи юман кутĕнче тăрать иккен. Пăхать çӳлелле — юман тăрри пĕлĕтех тĕкĕннĕ.
— Епле хăпарса илем-ха ап ку юман тăрринчи кайăк йăвинче выртакан çăмартасене? — пăшăрхана пуçларĕ старик.
Анчах та, шăп та шай çак самантра, самăй юман тăрринчен пĕр кăвакарчăнпа хурчка старик умне чăрласа персе ӳкеççĕ. Хурчки вăрăм чĕрнисемпе кăвакарчăна пĕсехинчен ярса илнĕ те урăм-сурăм чавса тăпăлтарать.
Старике мĕскĕн кăвакарчăн пурнăçĕ питĕ шел пек туйăнса кайрĕ. Вăл çавăнтах пĕр пысăк чул илчĕ те хурчка пуçне çапса та лапчăтрĕ.
— Тавтапуç сана, ырă çын, мана вилĕмрен хăтарнăшăн! — терĕ кăвакарчăн, старик хулпуççийĕ çине пырса ларса — Мĕн кăна ыйтатăн, сана çавна савса парăп.
— Мана нимĕн те кирлĕ мар, çак юман тăрринчи йăвара выртакан икĕ çăмартана кăна илесчĕ, — терĕ старик.
— Нумай ыйтатăн, старик, — тет кăвакарчăнĕ. — Вăл йăвари çăмартасенче ман чĕппĕмсем. Анчах эпĕ вилнĕ пулсан, вĕсене пурĕ пĕр хурчка çисе янă пулĕччĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсене сана халалăп. Çынна пиллесе панă япала сая каймасть, тесе каланă.
Çапла каланă хыççăнах кăвакарчăн юман тăррине вĕçсе хăпарчĕ, çав самантрах икĕ çуначĕ хушшине икĕ çăмарта хĕстерсе старике пырса пачĕ.
— Ну, старик, сан аллунта этемлĕх телейĕ, лайăх пăхса ӳстер ывăлусене, — тет кăвакарчăн.
Унччен те пулмасть, старик куçĕ умĕнче каллех темĕн симĕсĕн-кăвакăн чĕтренсе илет, вăл куçне хупса уçма ĕлкĕричченех килне çитсе тăрать.
Карчăкпа старик çут тĕнчене асăнса кăвакарчăн çăмартисене кӳлĕри кĕмĕл шывĕпе çуса тасатаççĕ, хурама кунтăкри мамăк ăшне юнашар хураççĕ. Старикĕ çăмартасем çине чĕрĕлĕх шывĕ сапать, карчăкĕ икçĕр те çитмĕл кун хушши пусса ларать.
Икçĕр те çитмĕл çиччĕмĕш кунне пĕр çăмарти çурăлчĕ, ун ăшĕнчен шĕшле аври пысăкăш ача сиксе тухрĕ. Тухрĕ те, ашшĕн кĕпе аркинчен тытса: «Тавай çăкăр?» — тесе ыйтрĕ. Вара ашшĕ касса панă пĕр чĕл çăкăра пĕр çăварпах хыпса çăтрĕ.
Çак самантра карчăкпа старик патне леш хайхи вилесене сĕтĕрекен хĕрарăм, этем телейне валеçекен пирĕшти вĕçсе пычĕ:
— Ку ывăл сирĕн Мăйпăран ятлă пулĕ, — терĕ вăл карчăкпа старике.
Унтан тепĕр çăмарти те çурăлчĕ. Анчах ку çăмарти аçа çапнă пек шартлатса çурăлчĕ. Ун ăшĕнчен, — пысăк та мар, пĕчĕк те мар, — чике тăршшĕ ача сиксе тухрĕ, тухнă-тухман ашшĕпе амăшне пырса чуп турĕ.
— Çуратнăшăн, чун панăшăн, хĕвел çути кăтартнăшăн хĕпĕртетĕп, атте-анне! — терĕ вăл.
— Ку паттăра аслашшĕ ятне парас-ха, Юман ятлă пултăр, — терĕ пирĕшти. Вара карчăкпа старике лайăх пурăнма ырă сунчĕ те пачах куçран çухалчĕ.
Карчăкпа старик хăйсен ывăлĕсене иккĕшне те пĕр пек пăхса çитĕнтерме тăрăшрĕç. Анчах ĕç апла пулмарĕ. Мăйпăран ятли питĕ пуçтах та кукăр алăллăскер пулчĕ. Вăл, ĕмĕтсĕрскер, Юман валли пĕçернĕ апатсене те, пахчари çимĕçсене те вăрласа çисе пурăнчĕ, çавăнпа хăй те пит хăвăрт ӳссе кайрĕ. Юман ятли кăшт ӳссе сарăлчĕ те тек çитĕнмерĕ, лăп та лап чике тăршшĕ пулса юлчĕ.
Мăйпăранпа Юман çирĕм çинелле пуссан, пĕр ирхине вĕсене ашшĕпе амăшĕ хăйсем патне чĕнсе илчĕç.
— Юратнă ывăлăмсем! — терĕ старик. — Сире ку таранччен пăхса ӳстертĕмĕр. Халь ĕнтĕ пирĕн вилесси кăна юлчĕ. Виличчен сире авлантарса хăварас, тетпĕр. Сирте ирĕк. Хăвăра валли мăшăр хăвăрах тупăр. Анчах астăвăр: ман кинĕмсем иккĕш пĕр тăвансем пулччăр.
Çапла каларĕ те старик, ши-ик! шăхăрчĕ; икĕ ывăл патне икĕ урхамах тухса тăчĕ. Иккĕш те кĕсле купăс сассипе кĕçенеççĕ. Иккĕшĕ те çăмарта пек чăп-чăмăр.
Старик ачисем çинелле пăхса: «Утланăр!» — терĕ.
Ашшĕ çапла каласанах Мăйпăран ятли Юман ятлă шăллĕне тĕксе йăвантарса ячĕ, хăй вара часрах пĕр урхамахне тытса утланса ларчĕ: «Эпĕ çакна юрататăп, ку манăн!» — терĕ. Юман ятли, ӳкнĕ çĕртен тăрса, теприн çине утланчĕ: «Маншăн пулсан икĕ урхамахĕ те пĕрех», — терĕ.
Старик Мăйпăран ятлă ывăлне:
— Чипер пул эсĕ! — тесе хăтăрчĕ. — Апла тума юрамасть. Тăванпа тăванăн килĕштерсе пурăнмалла. Тăванпа тăван хушшинче килешӳ пулмасан, нихçан та ырра кĕтме çук.
Старик, çапла каласан, хăй ачисене пахчинчен виçшер ылттăн панулми татса тухса пачĕ.
— Ну, кайăрах ĕнтĕ. Ан манăр ман сăмахăма: пĕр тăван кинсем пулмасăр, каялла çаврăнса ан килĕр. Пĕрне-пĕри ан кӳрентерĕр, çул çинче пăрахса ан хăварăр. Ман сăмахран тухманни телей тупĕ, мана хисепе хуманни инкек курĕ, — терĕ старик, ывăлĕсене ăс парса.
Юманпа Мăйпăран ашшĕне пуç тайрĕç, унтан килтен тухса кайрĕç.
Çитмĕл çичĕ кун хушши пĕр ниçта канмасăр кайрĕç вĕсем. Çитмĕл çиччĕмĕш кунне Мăйпăран ятли учĕ çинчен сиксе анчĕ: «Ай, чăтма çук хырăм выçрĕ, пĕр панулмине çием-ха», терĕ. Çапла Мăйпăранĕ апатланчĕ, Юманĕ апатланмарĕ: «Хырăм выçман-ха», — терĕ.
Тата тепĕр çитмĕл çичĕ кун кайсан, çаксем пĕр анлă улăха çитсе тухаççĕ, урхамахĕсене апатлантараççĕ. Мăйпăранĕ кунта каллех чăтаймарĕ, ашшĕ парса янă панулмие тепĕрне те çисе ячĕ. Юманĕ халĕ те çимерĕ-ха, хырăмĕ выçнă пулсан та, тӳссе ирттерчĕ.
Татах та тепĕр çитмĕл çичĕ кун хушши кайрĕç. Çак вăхатра Юманпа Мăйпăран çитмĕл çичĕ хир урлă, çитмĕл çичĕ вăрман урлă каçрĕç, кĕтмен çĕртен тĕлĕнмелле пĕр илемлĕ яла пырса кĕчĕç. «Кăштах канас», — терĕç, ял хĕрринчи тăлăх карчăк патне çĕр выртма тесе, хваттере вырнаçрĕç.
Çак карчăкăн эреветлĕ-теветлĕ, ытарма çук хитре хĕрĕ пулнă иккен. Мăйпăран çав хĕре курать те ăнран каять, ăна çав тери юратса пăрахать.
— Юман, эсĕ каях, эпĕ çак хĕре качча илетĕп-илетĕпех, — тет Мăйпăран.
— Анкă-минкĕ, атте сăмахĕсене мантăн-им? — тет Юманĕ.
Мăйпăранĕ Юман каланине итлерĕ, вара вĕсем тепĕр кунне кăвак çутăпах çав карчăк патĕнчен тухса кайрĕç.
Кайрĕç-кайрĕç те, пĕр эрне хушши кайсан, каллех анлă улăха çитсе тухрĕç. Кунта каннă вăхăтра Мăйпăран юлашки панулмине те çисе ячĕ, ниепле те тӳсеймерĕ. Юманĕ çимест-ха. Вăл, питĕ ывăнса çитнĕрен, епле выртрĕ, çаплипех çывăрса кайрĕ. Мăйпăран çакна курчĕ те, уйăн та кунăн йăлт-ялт пăхкаласа йлчĕ. Унтан йăппăн-йăппăн хыпашласа, Юман кĕсйинчен икĕ панулми вăрласа, иккĕшне те çисе ячĕ. Виççĕмĕш улмине кăларса илнĕ чух Юман вăранах каять. Вăранать те Мăйпăран аллине ярса тытать. Лешĕ ăна тӳрех çапма тытăнать, анчах халĕ Юман та вăй пухса сиксе тăчĕ ĕнтĕ. Тӳпелешрĕç-тӳпелешрĕç, хайхи Юман ĕмĕтсĕр Мăйпăран кăларса илме тăнă панулмие ярса тытса пĕр çăвар хăй çыртрĕ, юлашкине пĕтĕмпех урхамахне хыптарчĕ.
Юрĕ-ха, ĕç капла пулчĕ кусен. Уттарчĕç малалла. Тата темиçе кун кайсан, хайхискерсем патша пурăнакан хулана пырса кĕреççĕ. Пăхаççĕ: урам хушшинче унта та кунта пĕр хитре хĕр кĕлеткине çыпăçтарса тухнă.
— Кам вăл, мĕнле хĕр? — тӳсеймесĕр ыйтать Мăйпăран хула çыннисенчен.
— Патша хĕрĕ, — теççĕ лешсем.
— Мĕншĕн пур çĕре те çыпăçтарнă ун сăнне?
— Качча пама вăхăт çитнĕ, çавăнпа çыпăçтарнă, пуян каччă шыраççĕ, — теççĕ хула çыннисем.
Патша хĕрĕ ылттăн хĕр пулнă иккен. Мăйпăран çавăн çинчен пĕлет те, кирек мĕн пулсан та, ăна качча илмех шутлать.
— Юман, эсĕ кирек мĕн ту: малалла каятăн-и, киле таврăнатăн-и, эпĕ çак патша хĕрне качча илетĕп, — тет.
Юман каллех пиччĕшне ӳкĕтлеме тытăнчĕ. Анчах ӳкĕте кĕмен Мăйпăрана ним тума та çук. Юман, хытă пăшăрханса, урхамахĕ çине утланчĕ те пĕчченех малалла уттарчĕ.
Çав патша, хăйне сыхлама тесе, темĕн чухлĕ çар тытса усранă. Ниепле те кĕме май пулман ун патне. Мăйпăран кун çинчен кунĕн-çĕрĕн шухăшласа çӳренĕ, анчах патша хĕрĕ патне кĕме нимĕнле мел те тупайман.
Пĕрре Мăйпăран хула пасарне тухать. Пасарта çӳренĕ чух хыпар илтет: çак хула хĕрринче чаплă юмăç пурăнать иккен. Çакна илтет те Мăйпăран, тепĕр кунне хайхи ирех юмăç кăрчăк патне вĕçтере парать. Çитет те çапла-çапла тет, манăн патша хĕрне качча илесчĕ, эсĕ мана пулăшмăн-ши, чаплă юмăç, тет.
— Пулăшасса пулăшăттăм сана, сар йĕкĕт, анчах патша патне чи пуян муллă çынсем кăна çитме пултараççĕ, — тет юмăçĕ.
Мăйпăран чĕркуçленсе йăлăнма тапратать.
— Хакне лайăх парсан, мĕнле пулĕ, — тет юмăç.
— Мĕн ыйтатăн? — сиксе тăрать Мăйпăран.
— Урхамахна пар, унсăрăн халех тухса кай, — тет юмăç.
Мăйпăран савăнсах кайрĕ, карчăка урхамахне пĕр сăмахсăр пама пулчĕ. Унăн епле пулсан та патша хĕрне качча илмелле-çке.
— Итле, — терĕ вара юмăç карчăк ăна. — Патша хĕрĕ кашни кунах, кăнтăрлапа, хула хĕрринчи чăтлăх вăрманти кӳлĕре шыва кĕрет. Шыва кĕме вăл кирек хăçан та акăш пулса вĕçсе пырать. Кĕпине хывсанах хĕр пулать, вара кӳлле кĕрет, кĕпине палан çине çакса хăварать. Сан çав кĕпене çеç хăв аллуна илмелле.
Мăйпăран, саваннипе, чĕтресе ӳкрĕ, ниçта кайса кĕреймест. Тепĕр кунне вара, кăнтăрла çитерехпе, юмăç кăтартса янă çулпа кӳлĕ хĕррине пычĕ, кукăр-макăр тымарлă çĕрĕк тунката хăвăлне кĕрсе, пытанса выртрĕ.
Акă, чăнах та, кӳлĕ патне ылттăн-кĕмĕл çунатлă акăш вĕçсе пычĕ. Мăйпăран ун çине, ниçта кайса кĕре пĕлмесĕр, шăтарасла пăхса выртать. Хайхи акăш ылттăн тумтирне хывса палан тĕмĕ çине çакрĕ иккен те, чăннипех ытарма çук, чип-чипер таса хĕр пулса тăчĕ. Унтан кăвакал пек шыва чăмрĕ. Мăйпăран çав вăхăтра ерипен-ерипен шăвăнса пырса çав хĕрĕн кĕпине илчĕ, каллех тĕм хыçне кайса пытанчĕ.
Чунĕ килениччен чăмпăлтатса ишсе çӳресен, патша хĕрĕ шывран тухрĕ. Унталла пăхрĕ, кунталла пăхрĕ — ылттăн кĕпе ниçта та çук. Шырасан-шырасан, ним тума пĕлменрен, хĕр макăрса ячĕ.
— Кам илчĕ-ши? Ăçта çĕтрĕ-ши?.. Тупса паракана савнă упăшкам тейĕттĕм, — тесе макăрать вăл.
Мăйпăрана çакна илтесси çеç кирлĕ пулнă. Вăл пилеш тĕмĕ хушшинчен сиксе тухса ылттăн кĕпене хĕре кăтартать. Патша херĕ малтан хăраса ӳкрĕ, унтан вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ:
— Кам эсĕ, мĕнле çын? — тесе, аран ыйтрĕ.
— Эпĕ ватă карчăкпа старикĕн ылттăн çăмартаран çуралнă ывăлĕ, сана арăм тăвас тесе çак çылăха кĕтĕм, — тет Мăйпăран. — Анчах хăвăн татăклă сăмахна каласан кăна ман алăри кĕпӳ сан çийĕнте пулĕ.
— Турă пиллени эсĕ пултăн пулсан, хам сăмахăмран иртеймĕп, — терĕ патша хĕрĕ. — Акă хывса ил ман пӳрнери ылттăн çĕрре.
Куратăр, Мăйпăранăц ĕçĕ пур çĕрте те ăнса пычĕ, патша хĕрĕ ăна çавăтса ашшĕ патне илсе кайрĕ. Анчах патша çак хыпара илтнĕ-илтменех тӳсме çук çиленчĕ.
— Çакнашкал таçти ăçти-çука кĕрӳ тесе намăс курăп-и? Çук, апла-капла хăтланса вараланмастăп! — терĕ вăл, хĕремесленсе. — Калăр салтаксен пуçлăхне: халех халăх пуçтарса, халăх умĕнче çак сĕтĕрĕнчĕкĕн пуçне касчăр!
Патша хĕрĕ йăлăнма пуçлать:
— Ман пата ăна пихампар илсе килнĕ, эпĕ унран уйрăлмастăп, атте! Ун пуçне касатăр пулсан, ман пуçа та кӳлĕ тĕпĕнче шырăр, — тет.
Хĕрĕ чăнласах каланине кура, патша ирĕксĕрех килĕшрĕ.
— Халĕ ĕнтĕ атте-аннене кайса савăнтарар, — терĕ Мăйпăран, пулас арăмне чуп туса.
Патша вĕсене икĕ урхамах парса ячĕ, сывлăх сунса ăсатрĕ. Темиçе кун хушши кайса, хайхискерсем киле çитеççĕ.
— Сире валли пăхса савăнмалăх кин, хама валли ĕмĕр пурăнмалăх арăм тупса килтĕм, пиллĕр пире! — тет Мăйпăран ашшĕпе амăшне.
— Юман ăçта? — ыйтать старик тӳрех.
— Таçта тарса çухалчĕ, — тет Мăйпăран.
Çакна илтсен, старик пуçне лашт усрĕ те Мăйпăрана хирĕç сăмах та чĕнмерĕ. Мăйпăран пĕрмаях:
— Туй хăçан тăвăпăр, атте? — тесе йӳтетет.
Старик ăна çилĕпе:
— Юман килмесĕр туй çинчен ан шутла, вăл часах килмелле, — тесе хурать, хăй каллех хуйхăрма тапратать.
Çав вăхăтра Юман çул çинче пулнă. Вăл шавах малалла çул тытнă. Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне кайса пынă. Мăйпăрантан уйрăлнăранпа хĕрĕх хут хĕрĕх кун иртрĕ, çавах та Юман, ашшĕ халалласа янине итлесе, шавах малалла уттарать. Килтен тухнăранпа та лайăх тăраниччен апат çисе курманскер, вăл вăйсăрланса çитрĕ. Урхамахĕ вара апла мар, вăл пушшех самăрланса тĕрекленчĕ, çитменнине этем чĕлхипе калаçать.
— Аçу парса янă улма çыртăкне мана хыптарман пулсан, ĕçсем япăхрах пулнă пулĕччĕç. Халь ĕнтĕ вăй кĕчĕ, малашне хам çине шан, — тет Юмана урхамахĕ.
Чип-чипер кайнă хушăрах каç пулчĕ, пăч тĕттĕм пулса ларчĕ, умра нимĕн те курăнмасть. Сисеймерĕç те, Юманпа урхамахĕ шыва анса кайрĕç. Урхамахĕ ишме тапратрĕ. Юмане хăранипе ăнран тухрĕ, аран-аран сĕнкĕлтетсе ларкаласа пырать вăл урхамахĕ çинче. Питĕ нумайччен ишсе тертленнĕ хыççăн тин вĕсем тип çĕр çине пырса тухрĕç. Çаплах тĕттĕм-ха, темиçе каç пĕр çĕре пухăнса хутшăннă темелле. Ăçта каяс ĕнтĕ Юмансен, вĕсен пурĕ пĕр малалла талпăнмалла, урăх еннелле ниçталла та çул çук. Акă тата чĕресрен тăкнă пек çумăр чашлаттара пуçларĕ. Лачкам пулаççĕ хайхисем. Кайсан-кайсан темскер çумне пырса çапăнчĕç. Хыпашласа пăхрĕ Юман, ун аллине юман йывăç хуйăрĕ кĕрех кайрĕ.
— Çумăр анман хӳтĕ вырăн та пур иккен кунта, — терĕç вĕсем.
Юман йывăçа тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ. Çав вăхăтра ун алли пĕр пуç кĕмелĕх шăтăка кĕрех кайрĕ. Мĕскер ку? Шăтăкран пăхас тесе, Юман пуçне чикме çеç ĕлкĕрчĕ, сиссе те юлаймарĕ, хайхи шăтăка кĕрсе те ӳкрĕ. Ак тамаша ăçта вăл! Пăхать Юман, хăй ăçта иккенне ниепле те тавçăрса илеймест. Тап-таса, илемлĕ пӳрте лекнĕ-мĕн вăл. Тĕпелте пĕр йăваш сăнлă шап-шурă старик ларать.
Юман хăраса ӳкрĕ, чĕтресе кăна тăрать. Хытă хăранипе унăн чĕлхи-çăварĕ те çыхланса ларчĕ.
— Кам-ха эсĕ? — ыйтрĕ хайхи старик Юманран.
Юман хăй камне каласа пачĕ. Лешĕ вара:
— Хм-м, апла. Эпĕ санăн аслаçу Юман пулатăп. Кил, лар, апатлан та çывăр, — тесе хучĕ.
— Манăн урхамахăм пур, вăл çумăр айĕнче йĕпенсе тăрать, — терĕ Юман.
— Ан хăра, çи те выртса çывăр. Урхамах пирки нимĕн те ан шухăшла, — терĕ Юмана аслашшĕ.
Юман ăна итлесе апатланчĕ те выртса çывăрчĕ.
Тепĕр кунне вăл лăпкă ыйхăран ирех вăранчĕ. Пăхать: ун умĕнче çап-çутă илемлĕ пӳрт. Тулта чечексем ӳсеççĕ, кайăксем юрлаççĕ, хĕвел пăхать.
Аслашшĕ Юмана хăна турĕ те хăйĕн пурлăхĕсене кăтартма тытăнчĕ. Унăн вун икĕ амбар. Кашни амбарĕнче ăрасна япала. Пĕринче — ĕç хатĕрĕсем, тепринче — ĕçме-çиме. Мĕн-мĕн çук-ши вĕсенче? Вунпĕрмĕш амбарĕнче урхамахсем тапăртатса-ташласа тăраççĕ. Юманăн урхамахĕ те кунтах, вăл Юмана курсан кĕсле купăс сассипе шăнкăртатса кĕçенсе ячĕ. Вуниккĕмĕш амбарĕнче вуникĕ куç кĕски ялкăшса тăраççĕ. Пĕр куç кĕскийĕ патне пырса пăхрĕ те Юман, ун куçĕ умне темĕн те пĕр тĕрлĕ ӳсентăран тухса тăчĕ. Иккĕмĕш куç кĕскийĕ витĕр пăхсан — темĕн те пĕр тĕрлĕ çĕршыв тухса тăчĕ. Виççĕмĕшĕ витер сăрт-тусем курăнса кайрĕç. Тăваттамĕш куç кĕски витер пăхрĕ те Юман, тĕрлĕрен чĕрчунсем курчĕ. Пиллĕкмĕшĕнче — тĕрлĕ çынсем çӳреççĕ. Кашнинчех тĕрлĕ-тĕрлĕ япала.
Юлашкинчен юман вуниккĕмĕш куç кĕскийĕ патне пырса пăхрĕ. Пăхрĕ те, хĕпĕртенипе хăй те сисмерĕ, кăшкăрса ячĕ. Ытарма çук чипер хĕр курăнать-çке куç кĕски витĕр! Хĕвел шевлипе çиçет, тĕлĕнмелле илемпе йăлкăшса ларать вăл.
— Мĕн ятлă хĕр-ши ку, асатте? — ыйтрĕ Юман.
— Ука ятлă, — тет аслашшĕ.
— Ку хĕре хам мăшăрăм тăвăттăм, — тет Юман.
Аслашшĕ йăл-л кулса илчĕ те пуçне сулчĕ:
— Пит аванччĕ, анчах тем, вăл хĕре паттăрсем çеç илме пултараççĕ, — терĕ.
— Тытăнса пăхсан мĕн пулĕ-ши, асатте? Унсăрăн пурнăç та пурнăç мар. Эх, асатте! — тет Юман.
— Тытăнса пăх. Анчах нумай кĕрешмелле пулать, — терĕ аслашшĕ.
Тепĕр виçĕ кун иртрĕ-и, иртмерĕ-и, аслашшĕ Юмана инçе çула ăсатрĕ. Юманăн ĕнтĕ куç кĕски витĕр курăнакан хĕре шырама каймалла.
— Вăл хĕр патне каясах тетĕн пулсан, çуран кай, урхамахне хам витере хăвар, — терĕ аслашшĕ Юмана. — Кирлĕ пулсан, эпир унпа сана пулăшма пырăпăр. Кайиччен эсĕ ак çак куркари шыва виçĕ хутчен сурса хăвар, çавăн тăрăх эпĕ санпа мĕн пулнине пĕлсе тăрăп.
Юман, чăнах та, аслашшĕ хушнă пек турĕ, куркари шыв çине виçĕ хутчен сурчĕ, унтан, çумне çăкăр чиксе, çула кайма тухрĕ. Пĕр-икĕ утăм турĕ-и, тумарĕ-и вăл, каялла çаврăнса пăхрĕ. Ак япала! Аслашшĕ кил-çурчĕ, пысăк юман пулнă та, кашласа кăна ларать. Таврара шап-шур тĕтре йăсăрланать. Анчах Юман ăна-кăна уяса тăмарĕ ĕнтĕ, шав малалла уттарчĕ. Нумай кайрĕ-и, сахал кайрĕ-и, чипер утса пынă çĕртенех çул çухатрĕ, хăй ăçталла кайнине хăй те пĕлмест. Пĕр кун утрĕ, иккĕ утрĕ, виççĕмĕш кунне çип пек çинçе сукмакпа темĕнле çын утса килнине курчĕ. Курчĕ те хăвăртрах малалла васкарĕ.
— Ăçталла чуптарать? — ыйтрĕ хайхи çын.
— Хам ăçта кайнине хам та пĕлместĕп, — терĕ Юман.
— Тĕрĕсне кала! — тет çын.
— Ĕç шыратăп эппин, — терĕ Юман.
— Ăпла пулсан, ут хам хыçран, — тет лешĕ.
Юман утрĕ.
Кайсан-кайсан вĕсем пĕр илемлĕ ĕшнене çитсе тухрĕç. Ĕшне варринче чăлт шурă çурт ларать. Хайхи çын Юмана пӳрте кĕртсе пăтă çитерчĕ те сăрнай каласа савăнтарчĕ. Çул çинче ĕшеннĕ Юман, сăрнай кĕвви итлесе савăннă хыççăн, хуçа вырăнĕ çине выртса çывăрчĕ. Тĕлĕкĕнче пĕрмаях хăй куç кĕски витĕр курнă Укапа аташрĕ.
Ирхине тăрсан, хуçа ун патне виçĕ лаша çавăтса пычĕ.
— Санăн çак лашасене пăхса пурăнмалла пулать, — терĕ вăл Юмана.
Юман ĕçлеме тытăнчĕ.
Шăп пĕр çулталăк ĕçлесан, Юман хăй çулĕпе малалла кайма шут тытрĕ. Хуçа ăна ярасшăн мар.
— Кун пек ырă ĕçлекен çынна пуçламăш хут куратăп, — терĕ вăл, Юмана тата лайăхрах усрама сăмах хурса.
Юман ăна хăйĕн хуйхи çинчен каласа кăтартрĕ те: «Тархасшăн яр мана, ырă хуçа?» — тесе йăлăнма тытăнчĕ.
— Апла чарма пултараймастăп. Мăшăрсăр çынна çут тĕнчере тивлет çук, — терĕ хуçа. Вăл Юмана Ука патне ăнăçлă çитме телей сунчĕ тата ăна, лайăх ĕçленĕшĕн, пĕр тенкĕ вырăнне икĕ тенкĕ укçа парса ячĕ. Юман ăна пуç тайса тав турĕ, вара каллех инçе çула тухса утрĕ.
Çулĕ, чăнах та, питĕ инçе. Шалт ывăнса çитрĕ Юман. Хырăмĕ те выçă, ниçта апат тупса çиме çук. Çитменнине тата вăрман çулĕнчен каллех таçталла, сирсе сирме çук çатăркка чăтлăхалла çитсе кĕрсе кайрĕ, ниепле те уя тухаймасть. Юлашкинчен вăл пĕр тарăн çырмана анса кайрĕ, çак çырмара ватă сунарçăпа хирĕç пулчĕ.
Хуп-хура çăра сухаллă сунарçă ăна сиввĕн пăхрĕ:
— Ăçта каятăн, çын? — тет.
Юманăн хăранипе çан-çурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ.
— Пĕр улпут патĕнчен ĕçлесе таврăнатăп-ха, — терĕ вăл.
— Пĕр тенкĕ укçа пур-и сан? — ыйтать лешĕ.
— Икĕ тенкĕ пур, акă, ме, — тĕт Юман.
Сунарçă Юман укçине илчĕ те тăруках çемçелсе кайрĕ.
— Хам укçасем хам аллах кĕчĕç, пархатар пултăр сана куншăн, — терĕ вăл. Унтан Юмана: «Акă, ме, тыт, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ», — тесе, сăран хутаç тыттарчĕ.
— Рехмет, ырă çын! — пуç тайрĕ Юман.
— Анчах асту: ку хутаçа пит аптраса çитсен кăна уçса пăх. Чуну тухас патне çитмесĕр ан тив ăна, пуçна çийĕн, — тесе канаш пачĕ сунарçă.
Апла каланине илтсен, Юман хутаçа каялла та парасшăн пулчĕ, анчах сунарçă çиленесрен хăрарĕ. Вара унпа сывпуллашса çырмаран хăпарчĕ те малалла утрĕ.
Хырăмĕ тӳсме çук выçса çитрĕ ĕнтĕ Юманăн. Аптранипе вăл: «Мĕн тăвас кунпа, пуçа çиме-и?» — тесе, сунарçă панă пушă хутаçа аяккалла персе ячĕ. Анчах çав самантрах сăран хутаçран: «Ан пăрах пире, ухмах пулан», — тени илтĕнчĕ. Юман тăпах чарăнса тăчĕ: «Çын пур-и çак?» — тесе, унăн-кунăн пăхкаларĕ. «Ан пăрах пире, ухмах пулан», — терĕ сăран хутаç татах, чип-чипер çын сассипе. Вара Юман чĕтре-чĕтрех хутаçа тепĕр хут йырса илчĕ те малалла танкăшрĕ.
Акă хайхи, ураран ура аран ирттерсе пыракан Юман, — те тункатаран пулчĕ, тем амакран, — пĕрре такăннипех йăванса та кайрĕ. Пĕр чĕптĕм вăйĕ çук унăн, чунĕ тухасси çеç юлнă. Юман, пур пек вăй-халне пухса, аран тунката çине тĕршĕнсе ларчĕ, сунарçă канашне аса илсе сăран хутаçа уçса пăхрĕ. Хутаç пуш-пушах иккен, тĕпĕнче кана пĕчĕк тутăр пекскер лӳчĕркенсе, хутланса выртать. Аптранă енне Юман çав тутăра илсе пăхрĕ. Çӳп-çаплă татăк кăна иккен, таса та мар.
— Эх-ха-хай! Улталарĕ мана сунарçă. Ике тенкĕ укçа сая кайрĕ, — терĕ Юман, хурланнипе макăрса ярса.
Çӳп-çапран тасатас тесе, Юман хайхи тутăра лашт силлерĕ. Акă ăçта вăл тĕлĕнтермĕш! Унтан çĕр хут тесен çĕр тĕрлĕ ĕçме-çиме йăтăнса тухрĕ: ăшаланă хурĕ, типĕтнĕ шăрттанĕ, тултармăшĕ, кукăль-çăмахĕ, тĕрлĕрен эрех, мĕн-мĕн çук-ши? Юман кусене, пĕтет пулĕ тесе, хыпаланса çиет. Анчах ĕçме-çими пĕтме мар, нумайран нумай хутшăнса пырать.
Ĕçсе-çисе тăранчĕ хай Юман, сунарçăна ырă пилпе асăнса тав турĕ, вара юлашки юлнă апат-çимĕçе ăçта хурасси çинчен шутла пуçларĕ. «Каплах пăрахса хăварас марччĕ», — терĕ вăл, хăраса. Хайхи тутăра вăл тепĕр хут силлесе пăхрĕ. Ак тĕнче, тутăр малтанхи пекех çӳпленсе ларчĕ, Юман умĕнче пĕр апат-çимеç те юлмарĕ. Вара Юман тутăрне хутаçа чикрĕ те малалла утрĕ.
Халь Юман тутă ĕнтĕ. Вăйĕ те пур. Вăрмантан тухсан, вăл уй урлă каçрĕ. Унтан пĕр чăтлăха пырса кĕчĕ. Юман ăна-кăна пăхмасăрах шалалла утать. Анчах каллех инкек тупăнмарĕ-и ара; шалалла кĕнĕçемĕн чăтлăх тĕттĕмленсе пычĕ те пачах курăнми пулса ларчĕ. Ура айĕнче каллĕ те маллĕ вут-кăвар куçлă çĕленсем чашкăрса çӳреççĕ. Хăшĕ-пĕрисем ура тавра явăнса хăпараççĕ те мăя яваласа илеççĕ. «Ну, тинех пĕтрĕм пулас», — тесе кăна пыратчĕ Юман, унччен те пулмарĕ, пĕр шăтăка янк çеç анса кайрĕ.
Пĕр талăк хушши пек ансан, аяла çитрĕ Юман. Анса çитрĕ те çӳлелле пăхрĕ. Çӳлте ытла та пĕчĕк, куçлăх кантăкĕ пысăкăш çаврака шăтăк курăнать. Шăтăк витĕр çăлтăрсем курăнаççĕ. Хушăран ун урлă çĕленсем шăва-шăва каçаççĕ. Мĕн тăвас? Унталла пăхрĕ Юман, кунталла пăхрĕ — ниçта пĕр çул таврашĕ çук. Тул çутăлса çитсен тин чухласа илчĕ вăл ку шăтăкран тухма май çуккине.
Кайран пăхрĕ те курах кайрĕ — сылтăмалла пĕр шăтăк кĕрсе каять иккен.
— Вилетĕп-и, чĕрĕлетĕп-и, кĕрес çав шăтăка, — терĕ Юман.
Кĕчĕ те хайхи, тĕлĕнсех кайрĕ. Шăтăкĕ çап-çаврака, ун умĕнче кĕленче сарнă яп-яка утма çул тăсăлса выртать. Çав çул çине тухса çеç тăчĕ Юман, çулĕ хăй тĕллĕнех шума пуçларĕ. Çил пек хăвăрт шăвать. Çапла кайсан-кайсан, Юман темле çĕре сиксе тухрĕ. Мĕнле мерекке ку? Юман умĕнче ытарма çук илемлĕ çĕршыв сарăлса выртать. Чашкарса ӳсекен çӳлĕ хăмăшлăх хушшинче хĕп-хĕрлĕ чул çурт тăрри курăнать. Юман ним шухăшламасăр-тумасăрах кĕленче алăка уçрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кĕчĕ те курах кайрĕ: малти кĕтесре, йĕс пукан çинче, пĕр хĕвел те уйăх питлĕ хĕр юрласа ларать. Пăхрĕ те Юман çакăн çине, ним тума аптраса ӳкрĕ. Ун умĕнне никам та мар, вуниккĕмĕш куç кĕски витĕр курнă хĕр хăй ларать. Çӳçĕ ылттăн унăн, куçĕ çăлтăр, чĕрнисем кĕмĕл.
— Юман килчĕ, — терĕ хĕр, Юмана палласа. — Мĕн тума килтĕн эсĕ, Юман?
— Питĕ инçетрен килтĕм. Атте-анне пилленĕ тăрăх, сана хам мăшăррăм тăвас тесе килтĕм, — терĕ Юман.
— Пĕлетеп, пирĕн мăшăрлă пулмалла, — тет хĕр. — Анчах кăлăхах çӳретĕн эсĕ, Юман.
— Мĕншĕн апла? — тет Юман.
— Иксĕмĕр те пĕр телейсĕрскерсем эпир, — терĕ Ука. — Питех пĕлессӳ килет пулсан, каласа парам эппин. Эпир иккĕн пĕр тăванччĕ. Аттепе анне пилленĕ тăрăх, пирĕн пĕр тăван ывăлсене качча тухмаллаччĕ. Анчах пире пилленĕ пĕр тăвансем пĕр-пĕринпе килĕштермен пирки, эпир çĕлен-калта аллине лекрĕмĕр... Вуникĕ пуçлă çĕлен арăмĕ пулатăп эпĕ халь. Ун патĕнче тамăкри асапа куратăп; вăл мана «мăшăр» темест, «арăм» тет. Йăмăк ман çӳле вĕçсе кайрĕ. Çапла пулчĕ пирĕн шăпа... Хăтарма вăю çитет пулсан — эпĕ санăн мăшăру пулма тивĕç, вăю çитмесен — пуçна çийĕн.
Юман шухăша кайрĕ:
— Эх, Ука, пуçăм пĕтин пĕтет, пӳрнĕ телейĕм — эсĕ. Эпĕ сансăр пурĕ пĕр ырă кураяссăм çук. Сана хăтарса мăшăр тумасăр, çак çуртран тухса каймастăп.
— Тепĕр виçĕ кунтан упăшка таврăнмалла. Кай, Юман, асту, пуçна çиет, — тет Ука.
— Камăнне кам çийĕ унта, курăпăр, — терĕ Юман.
Ука, ирĕксĕртен пулсан та, килĕшрĕ, вăл Юмана хăй патне хăварчĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан Юман таçта аякра темĕнле усал сасă тискеррĕн шăхăрнине илтрĕ. Ука ниçта кайса кĕрейми хыпăнса ӳкрĕ.
— Ах, Юман, ăçта пытарам-ши сана? — терĕ вăл.
— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Юман.
— Ара, илтместĕн-и, упăшка таврăнать манăн, — пĕлтерчĕ Ука.
Шăхăрнă сасă вăйланнăçемĕн вăйланса килет. Ука: «Ах, Юман, иксĕмĕре те пĕтерет ĕнтĕ!», — тесе, чĕререн татăлса йĕме тапратрĕ.
Юман Укана çав тери хĕрхенсе кайрĕ:
— Лăплан, Ука, çĕлене эпир улталăпăр-и, тен. Анчах эсĕ унпа пĕрле апат ларса ан çи, юрĕ-и? — терĕ вăл.
Ука килĕшрĕ: «Юрĕ, çимĕп эппин», — терĕ.
Хайхи сасартăк тăвăл кăларнă пек сасă илтĕне пуçларĕ. Çакна илтсен Ука Юмана хăйĕн вырăнĕ çине кĕртсе вырттарчĕ. Унччен те пулмарĕ, çĕлен чашкăрса та çитрĕ. Хапха юпи çине тумтирне хывса çакрĕ те çын пулса пӳрте кĕчĕ.
— Фу-у! Çын шăрши пур, — терĕ вăл, кĕнĕ-кеменех.
— Таçтан пĕр мĕскĕн çын килсе çакланчĕ, халь çывăрать-ха, — терĕ ăна Ука.
— Çиес ана, пар мана! — тет Çĕлен.
— Тархасшăн ан тив, юратнă упăшкам. Ăна çийиччен хама çи. Вăл ман шăллăм пулать, — терĕ Ука.
Çĕлен Юмана вăратрĕ те:
— Çук, çиетĕп! Ку санăн шăллу мар. Санăн шăллуна эпĕ шăршăран пĕлетĕп. Çиес куна, ман хырăм питĕ выçнă, — терĕ.
Юман хайхи, çывăрман пулин те, пит-куçне шăлкаласа иленçи турĕ.
— Çиессе çийĕн-ха, унччен сана пĕр тĕлĕнмелле япала кăтартам-и? — терĕ Юман.
— Сан та тĕлĕнмелле япала пулсан... Ну-ну, кăтарт эппин, — терĕ çĕлен.
Юманăн хăйĕн те хырăмĕ чăтма çук выçса çитнĕ пулнă-мĕн. Çĕленĕн те выçнă. Ука та çулçӳреве кайнă упăшкине кĕтсе апат çимен. Çавăнпа Юман хăйĕн сăран хутаçне уçрĕ, унтан çӳп-çаплă тутăра кăларса силлерĕ. Сĕтел çине темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç йăтăнса тулчĕ. Çакна çĕлен курчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ:
— Ну-ка, пар-ха кунта! Тавай мана ку тутăра? — тесе, сĕлехине лăнкăрт çăтрĕ.
— Хама ан çи, ан вĕлер, вара ахалех, памаллипех паратăп, — терĕ Юман.
— Парсан çиместĕп, пар, — тет Çĕлен.
Çĕленĕн мухтанасси малта пулнă. Вăйĕпе те, чапĕпе те мухтаннă вăл. Çав йăлапах вăл каçхине хăйĕн пĕтĕм хăнисене пуçтарчĕ. Малтан ĕçрĕç-çирĕç кусем. Юман çине пăхса сурчăкĕсене лăнкăрт çăтрĕç. Анчах Ука, Юман каланине астуса, хырăмĕ выçнă пулин те, çĕлен-калта йышĕпе пĕрле нимĕнле апат та астивмерĕ, хăнисене кăна пăхса çӳрерĕ.
Ĕçсен-çисен хайхи вуникĕ пуçлă çĕлен хăнисем умĕнче мухтанма тытăнчĕ:
— Тĕлĕнмелле пĕр япала кăтартам-и сире? — терĕ.
— Кăтарт, кăтарт! — терĕç хăнисем.
Çĕлен сăран хутаçран çӳплĕ тутăра кăларчĕ те лашт силлерĕ. Ак хайхискер, пĕтрĕ пуç! Тутăра тутă хырăмпа силленĕ пирки апат-çимĕç мар, хĕçлĕ-пăшаллă салтаксем сирпĕнсе тухрĕç. Тухрĕç те пуçларĕç хайхи ӳсĕр çĕленсене ваклама. Йăлт вакласа, таткаласа тăкрĕç вĕсене.
— Ну, Ука, халь пире кайма вăхăт, çĕленсене парăнтартăмăр, — терĕ Юман.
— Чим, ан васка, Юман. Каясси пулĕ вăл. Унччен халь çĕлен татăкĕсене çунтарса хăварар. Апла тумасан, вĕсем шыв лекнипе каллех чĕрĕлсе тăма пултараççĕ, — ăс пачĕ Ука.
Вара вĕсем çĕлен татăкĕсене çунтарчĕç те кĕлне çилпе вĕçтерсе ячĕç. Унтан çула кайма хатĕрленчĕç.
Юман хай аптăра тăрать: «Мĕнле тухас-ха ку шăтăкран?» — тет.
— Ан кулян, Юман. Çĕленсене пĕтерме пĕлнĕскер, шăтăкран тухма пĕлĕпĕр-çке, — терĕ Ука.
Çапла каларĕ те Ука, пĕр пушă миххе хурт-кăпшанкă чыхса тултарчĕ. Чыхса тултарчĕ те миххине Юмана йăттарчĕ. Пӳртрен тухсан, Юман куçĕ умне ешĕл курăк çинче сарăлса выртакан çи витти курăнса кайрĕ.
— Кил, Юман, ак çакăнта, хампа юнашар çи витти çине лар, хăвăр пата кайăпăр, — терĕ Ука.
Çи витти çине ларчĕç те хайхисем, Ука темĕн пăшăлтатрĕ, çи витти çавăнтах çӳлелле çĕкленсе кайрĕ. Нумаях та каяймарĕç, шăтăкран тухма ĕлкĕрчĕç-и, çук-и, çаксене пĕр кĕтӳ çĕлен-калта сырăнса илчĕ. Ямаççĕ малалла. Ука вĕсене хай михĕри хурт-кăпшанкăсене сапа-сапа пачĕ. Çĕленсем тин сирĕлчĕç. Юманпа Ука вара таса пĕлĕтелле çĕкленчĕç те, вăрмансем-хирсем, шыв-шурсемпе сăрт-тусем урлă, ялсемпе хуласем çийĕн вĕçсе, шăп та шай Юмансен анкартийĕ хыçне анса ларчĕç.
Вĕсем килнине карчăкпа старик аякранах курнă-мĕн. Акă вĕсем Юманпа Укана хирĕç хĕпĕртесе-савăнса чупса тухрĕç. Карчăкĕ сурпан тытнă. Сурпанĕ çине пуçламан çăкăр хунă. Çăкăрĕ çинче икĕ çăмарта. Старикĕ икĕ алтăр шерпет тултарса тухрĕ.
— Юратнă ывăлăм, Юман! Ман сăмахран тухмарăн, ху ятна та çĕртмерĕн, ĕмĕрӳ телейлĕ пултăр сан. Ĕçсе пар-ха шерпетне, — тет хĕпĕртенипе ашшĕ.
— Чипер кинĕм, Ука! Пулас телейĕршĕн пиллетĕп. Илсе çи-ха çăмартине, çул çинче ывăнтăр та пуль, — тет амăшĕ.
Çакна курсан леш хайхи Мăйпăранпа патша хĕрĕ шутсăр тарăхса каяççĕ.
— Пире кун пек чысласа кĕтсе илмерĕç. Пăх-халĕ, Юмана епле кĕтсе илеççĕ. Эпĕ Ука патĕнче-и? Эпĕ — патша хĕрĕ, — терĕ Мăйпăрана арăмĕ, шалне çыртса.
Ашшĕ Юманпа Укана шерпет ĕçтерчĕ, амăшĕ çăмарта çитерчĕ.
— Пил сана, Юман, ман юратнă ывăлăм! Пире намăс тумарăн, сăвап сана çавăншăн! — терĕ старик савăнăç куççулĕ юхтарса.
— Тавтапуç, атте, таса пилшĕн, ырă кăмăлшăн! — терĕ те Юман ашшĕпе амăшне ыталаса чуп турĕ.
Кайран пурте пĕрле пӳрте кĕчĕç, ĕçрĕç те çирĕç, карчăкпа старик ывăлĕпе кинне пăхса савăнчĕç.
Виççĕмĕш кунне старик ывăлĕсене чĕнчĕ те çапла каларĕ:
— Халь ентĕ туй тума хатĕрленĕр. Иксĕре валли икĕ кил-сурт çавăртăм, кайса пурăнма пултаратăр, — терĕ,
Юманпа Мăйпăран ашшĕпе амăшне пуç тайрĕç, арăмĕсене çавăтса харпăр хăй килĕсене пурăнма тухса кайрĕç. Çитеççĕ те туя хатĕрленме пуçлаççĕ. Мăйпăран арăмĕ, патша хĕрĕ, тарçисене кунĕн-çĕрĕн тутлă апат-çимĕç пĕçерттерет, патша килĕнчи чи ăста çĕвĕçсене хуняшшĕпе хунямăшĕ валли тĕрĕллĕ кĕпесем çĕлеттерет. Юманан апат-çимĕç хатĕрлеме юр-вар та çук, кĕпе-тумтир çĕлеме те пир-авăр çук. Шалтах хуйха ӳкрĕ Юман. Ним тума аптрать вăл,
— Эх, Ука, тинех намăс курмалла килсе тухрĕ пире, мĕн тăвăпăр ĕнтĕ халь, пĕтрĕмĕр, — тет Юман.
— Ан кулян, савнă мăшăррăм. Туй пуласси инçе-ха. Вăхăт çитсен тăвăпăр. Халиччен намăс курманнине ку хутра та ун пех пулас çук, — тесе йăпатрĕ Ука Юмана.
Туй ыран тенĕ каçхине Ука Юмана выртса çывăрма хушрĕ: «Выртса çывăрах эс, Юман, туй валли мĕн кирлине хамах тăвăп», — терĕ. Юман ăна итлерĕ, вăл каланине ĕненчĕ, выртрĕ те ним шиксĕр çывăрса кайрĕ.
Нумай çывăрчĕ-и вăл, сахал-и, çурма ыйхă тĕлнелле темĕнле сасăпа вăранах кайрĕ. Вăранса кайрĕ те куç айĕн çеç пăхса выртрĕ. Алăк патĕнче Ука пĕр хитре хĕрарăмпа шăкăл-шăкăл калаçса тăра парать иккен. Хĕрарăм Укана пĕр пысăк çыхă тыттарса хăварчĕ. Çав çыхха салтса пăхрĕç те, унтан тĕнчере çук кĕпе-тумтир йăтăнса тухрĕ. Кăмака умĕнче темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç пăсланать.
Юмана тинех чун кĕрсе кайрĕ: «Халь намăс курмăпăр ĕнтĕ», — терĕ вăл, мăшăрне чунтан савса.
Тепĕр кунне ирпе ирех туй кĕрлеме пуçларĕ. Туй курма пынă халăх кил картине шăнăçаймасть, урамранах кĕрлесе тăрать. Мăйпăран хунĕпе пĕрле килнĕ патша таврашĕсем эполечĕсене, какарчĕсене йăлтăртаттарса, кăнлаттарса кăна утса çӳреççĕ. Юманпа Ука та, хăйсен çыххине çĕклесе, туя пырса çитрĕç. Юманĕе кучченеçсем йăтнă, Ука — кĕпе-тумтир таврашĕ.
Акă аслă кил карти варрине Мăйпăранпа арăмĕ вăркăнса тухрĕç, илтереççĕ кăна çăмăл ташша. Патшапа килнĕ музыкçăсем хăпартланса кĕвĕ калаççĕ. Юрлаканни юрлать, ташлаканни ташлать, кулаканни кулать, пĕтĕм ял çинче туй шавĕ тăрать. Нумайччен ташланă хыççăн Мăйпăранпа арăмĕ чарăнчĕç, туй халăхĕ умĕнче мухтанса кĕрекене кĕрсе ларчĕç. Халăх та шăп пулчĕ.
Юманпа Укана ташлама черет çитрĕ. Вĕсен чухăн тумĕсене курсан, патша таврашĕсем мăнаçланса ахăлтатма тапратрĕç.
— Юратнă тăвансем, хурăнташсем, пĕлĕшсем! — терĕ Ука, туй халăхĕ çине пăхса. — Ташлас умĕн эсир мана хам йăмăка чĕнсе илме ирĕк памăр-и?
— Пиртен ирĕк! Пиртен ирĕк! — терĕç халăхсем.
Ука пурçăн тутăрне туртса кăларчĕ те çӳлелле çĕклесе вĕл-вĕл вĕлкĕштерчĕ. Унччен те пулмарĕ, тĕнче çап-çут çуталса кайрĕ. Пĕлĕт çинчен çынсем çине симĕс-кăвак, хĕрлĕ-сарă, кĕрен-хăмар шевле тăкăна пуçларĕ. Унпа пĕрлех пĕтĕм тĕнчене ян-янăратса юрă-кĕвĕ сасси кĕрлеме тытăнчĕ.
— Их-ух! — тесе кăшкăрчĕ те Ука, унпа пĕрле хайхи пĕтĕм тĕнче ташша хускалса кайрĕ. Çынĕсем çеç мар, выльăх-чĕрлĕхĕ, йывăçĕ-курăкĕ, кайăкĕ-кĕшĕке, пӳрчĕ-çурчĕ, ӳсенĕ-тăранĕ, чăххи-чĕппи шывĕ-шурĕ, сăрчĕ-тăвĕ, уйĕ-хирĕ — пурте-пурте ташша çаптарма пикенчĕç, ташла-ташла такмак сĕтеççĕ. Савăнманни çĕр çинче пĕр япала та çук.
Çакăн пек ташласа-юрласа савăнсан, Ука каллех тутăрне силлерĕ, вара унпа пĕрле пурте чарăнчĕç, лăпланчĕç. Халăх Юманпа Укана саламлама пуçларĕ, чунтан-чĕререн тав тăваççĕ, мухтав сăмахесем каласа, вĕсене кашниех алă тытса ырă сунать:
— Ĕмĕр-ĕмĕр сыв пулăр! Сыв пулăр та пур пулăр! — тесе кăшкăраççĕ.
Юманпа Ука, алла-аллăн тытăнса, иккĕшĕ те пĕрле халăха тав туса пуç тайрĕç, унтан туй йĕркине пăхăнса кĕрекене кĕрсе ларчĕç.
— Ну, ывăлăмсем-кинĕмсем! Хăтасемпе тăхлачсем! Тăвансемпе ял-йышсем! Халĕ ĕнтĕ апат çийĕпĕр, — терĕ ашшĕ.
Мăйпăран арамĕ пĕçерттернĕ апат-çимеçе кĕрекери çынсемех çисе ячĕç, вăл куçа та курăнмарĕ. Хăшĕ-пĕри вăл апатăн тутине те чухласа юлаймарĕ.
Ука шурă тутăрне сарса хурсан, пĕтĕм халăх аллине шарт çапрĕ, çут тĕнчере мĕн-мĕн тĕрлĕ паха апат-çимĕç пур, çавă йăлтах сĕтел çине тухса ларчĕ. Хăшне çиес килет, çавна çи. Ука апачĕ туйри çынсен пурин кăмăлне те çырлахтарчĕ.
— Вăт ку апат, ĕмĕр асанса пурăнмалăх, — терĕç çынсем.
Унтан парнесем парасси пуçланчĕ. Мăйпăран арăмĕ старикпе карчăка ылттăнпа тĕрленĕ кĕпесем тăхăнтарчĕ. Енле кăна тума пĕлнĕ-ши, тесе, нумайăшĕ шалт тĕлĕнчĕç.
— Ку кĕпе-тумтирпе ака-сухара çӳрĕпĕр, — терĕ старик.
Унтан Укана черет çитрĕ. Ука кĕпе-тумтирĕ карчăкпа старике валли кăна мар, пĕтĕм халăха пурçăн та кĕмĕл айне тумалăх пулчĕ. Кĕписем ытарма çук илемлĕ. Тĕррисем хĕвел çутипе çиçсе, кăвар пек çунса тăраççĕ. Вĕсем ялкăшнипе йĕри-тавралăх та куçа шартарса ялтăр-р çуталса кайрĕ. Чечек-курăксем çăлтăрăн çунса тăра пуçларĕç.
— Ку тумтире чи чаплă праçник кунĕнче — этем çуралнине уявланă чухне тăхăнас, — терĕ старик.
Халăх хĕпĕртесе ӳкнипе ниçта кайса кĕреймест. Пурте Юманпа Укана тав туса мухтав юрри юрлаççĕ. Тĕнче çав тери илемлĕ пек туйăнса каять.
Мăйпăранпа арăмĕ куншăн чăтма çук тарăхаççĕ. Тем туса хурĕччĕç çав мел пулсан, анчах ним те тăваймаççĕ. Куç шуррисене сиктерсе, пĕр сăмах чĕнмесĕр шăл хăйраса тăраççĕ вĕсем. Патшисем те намăсланса, тарăхса кайнă.
Виçĕ кун та виçĕ çĕр сиксен, туй халăхĕ саланчĕ. Юманпа Ука хăйсен килне кайрĕç. Мăйпăранпа арăмĕ патшасене ăсатрĕç, кайран вĕсем те хăйсен килне пычĕç.
Пуçларĕç пурăнма. Юман сунара çӳрет, кайăксем тытать. Мăйпăран лавкка тытать, суту-илӳ тăвать, çынсене улталать.
Юманпа Ука пурнăçĕ, иккĕшĕ çеç ĕçлеççĕ пулсан та, ăнса пырать. Лешсен вара, тарçă-тĕрçĕ тытса ĕçлеттереççĕ пулсан та, пĕр латти çук. Тем тăвĕччĕç Мăйпăранпа арăмĕ Юманпа Укана, анчах кĕретех вăрçса кайма сăлтавĕ тупăнмасть.
Пĕрре Юман сунарă кайрĕ. Мăйпăран çакна пĕлет те Ука патне кăштăрт пырса кĕрет. Пăхать Мăйпăран — Ука ним туйми çывăрать иккен, ун çумĕнче асамлă тутăрĕ выртать. Мăйпăран хай тутăра илет те ерипен шăвăна-шăвăна пӳртрен тухать. Киле çитсен вăл, çав асамлă тутăра çунтарса ярас тесе, тĕлкĕшсе çунакан вучаха пăрахать. Унччен те пулмасть, чӳречерен мерчен тĕслĕ кăвакарчăн вĕçсе кĕрет. Кĕрет те, çунса пĕтеймен тутăр татăкне кап хыпса илсе, каллех чӳречерен вĕçсе тухса каять. Мăйпăран тĕлĕннипе кăнт хытса тăрса юлать.
Каçалапа Юман сунартан таврăнчĕ. Пăхать: килĕнче темскер улшăннă. Пĕрре те кулленхи пек мар. Ытти чухне ăна йытти вĕрсе кĕтсе илетчĕ, хальхинче хӳрине хĕссе пусма айĕнче выртать. Ăйăрĕ кĕçенетчĕ, шăнкăрчи юрлаканччĕ, ĕни ĕнĕрлетчĕ, чăххи-чĕппи какалатчĕ, паян пурте шăпланнă, пурте питĕ салхуллă.
Юман пӳрте кĕчĕ. Ука çук. Пăхать хайхи — вырăн çинче кĕл купаланса выртать. Кĕл купи варринче пĕчĕк çеç шăтăк пур.
— Çунтарса янă... — терĕ Юман хурланса. Чăтаймарĕ, ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Çакăн хыççăн вара вăл, йывăр хуйхăпа, чирлесе ӳкрĕ. Вунтăхăр кун вырăнпа выртрĕ Юман, çирĕммĕш кунне тин ура çине тăчĕ.
Хуйхăратъ Юман, анчах мĕн тăвăн, ним тума та çук. Мăйпăранĕ вăл хуйхăрнине кура, шутсăр савăнать, ĕçкĕ-çикĕсем туса ирттерет.
Юман çапах сунара çӳреме пăрахмарĕ-ха. Тытнă кайăкĕсене Мăйпăрана сутса, аран-аран тăранкаласа пурăнать. Хăй çапах пĕрмай Ука çинчен шухăшлать.
Пĕр каçхине вăл çывăрма выртрĕ те телĕк тĕлленчĕ. Таçта аякра пĕр çап-çутă пăнчă пур пек. Юман куç хупса та илейменччĕ, хайхи çав çутă пăнчă Ука пулса тăчĕ. Вăл Юмана çапла калать:
— Эх, Юман, Мăйпăран пĕтерчĕ пире. Ĕмĕр-ĕмĕр упа-кашкăр аллинче асап тӳссе пурăнмалла килчĕ ĕнтĕ ман. Эх, Юман! Элле мана илме килес тетĕн пулсан, кил. Анчах йывăрлăхран хăратăн пулсан, вырăнтан та ан хускал. Эп те кунта вăйăма шеллемĕп, сана кĕтсе илме тăрăшăп.
Çапла каларĕ пек те Ука, куçран çухалчĕ пек.
Юман ыйхăран вăранчĕ. Пăхрĕ, пӳртре никам та çук. Тĕлĕкре иккен-ха ку, терĕ. Хăй, питне çунă-çуманах кутамкка хатĕрлесе, çул çине тухса кайрĕ.
Пĕр кун кайрĕ Юман, икĕ кун кайрĕ, малтан эрне иртрĕ, унтан уйăх çитрĕ. Юлашкинчен пĕр аслă çул çине пырса тухрĕ. Çак аслă çулпа утсан-утсан, пĕр вăрман хĕррине çитсе тăчĕ. Ку тĕлте хайхи çул виçĕ юпленсе вăрманалла кĕрсе каять. Çул юпленнĕ çĕрте, шăп вăта çĕрĕнче, пы-ысăк ула юпа тăраткаланса ларать. Юпа çине: «Телей шыракана — телей, асап шыракана — асап, вилĕм шыракана — вилĕм», — тесе çырса хунă.
— Мĕн тумалла? Хăш юппипе кайсан аванрах-ши? — аптраса тăчĕ Юман, ун-кун пăхкаласа.
Каç та пулса килчĕ ĕнтĕ, анчах тахăш çулĕпе каймалла? Сиссе те юлаймарĕ, Юман умне шап-шур сухаллă старик тухса тăчĕ. Старик туяпа. Туйи вĕçĕнчен хĕм сирпĕнсе тăрать.
— Çул укçи пар, шăллăм, эп çак юпа хуçи пулатăп, — терĕ старик.
— Тӳлессе тӳлĕп-ха, мучи, манăн хăш çулĕпе каймалла пулать-ши? — ыйтрĕ Юман.
— Ăçта каймалла сан? — тет старик.
Юман çак старике хăй хуйхине каласа пачĕ.
— Ăм-м, — терĕ старик вара. — Эс хай Юман паттăр пулатăн-и, ывăлăм? Апла пулсан, эп санран нимĕнле çул укçи те илмĕп, ачам. Эпĕ санăн аслаçупа пĕр тăван мучу пулатăп. Ука патне çитессӳ килетех пулсан, ытлашши питĕ васкама кирлĕ мар. Унта кайма тĕнчипе паллă сунарçă пулмалла. Унсăрăн пуçна çиетĕн. Ме сана пăшал, киле кай та тĕл пеме вĕрен. Тĕл пеме вĕренсе çитсен, ак çак вăта çĕрĕнчи çулпа кай.
Юман пăшала илчĕ те килне таврăнчĕ.
Сунара çӳресен-çӳресен, вăл, чăнах та, тĕнчипе паллă сунарçă пулса тăчĕ. Пĕр кайăка тесен, пĕр кайăка вĕçертмест: перет те тытать, перет те тытать. Юман чапĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлать,
— Тĕл пеме вĕрентĕм ĕнтĕ, Ука патне каяс пуль, — тет Юман.
Тепĕр куннех пăшалне çакрĕ те ирпе ирех çула тухса уттарчĕ. Аслă çул юппинче иккĕленсе тăмарĕ ĕнтĕ, тӳрех вăта çĕрти юппипе кĕрсе кайрĕ.
Акă, ăна хирĕç пĕр тилĕ йăплаттарса пырать. Юман ăна персе ӳкерес тесе пăшалĕпе тĕллерĕ çеç:
— Тархасшăн ан вĕлер, кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп сана, — тесе йăлăна пуçларĕ тилĕ.
Юман тилле итлерĕ те пемесĕрех малалла утрĕ. Кайсан-кайсан ун умне тахăш енчен кашкăр тухрĕ. Юман кăна та пăшалпа тĕллерĕ.
— Çул çинче сана мăйракаллă сурăхсем тапăнĕç. Çăлăнассу килет пулсан, ан тив мана, чаплă сунарçă, — тет кашкăр.
Юман куна та итлерĕ, пăшалне çакрĕ те утрĕ малалла. Утсан-утсан çăмламас упана хирĕç пулчĕ. Упа çав тери пысăк, мăнтăркка.
— Куна тытатăпах. Какайне пĕçерсе çийĕп, тирне сутса укçа тăвăп, çул çинче укçа та кирлĕ пулĕ — тет Юман.
Анчах Юман пăшалне тĕллеме çеç ĕлкĕрчĕ, хайхи упа мĕкĕрсе те ячĕ.
— Ан вĕлер мана, Юман. Манăн пурăнас килет. Сана çул çинче пыл хурчĕсем сырăнĕç, эпир çăлса хăварăпăр, — тет.
Ененет Юман çак çăмламас сăмахне те. Пăшалне çакса татах малалла уттарчĕ. Виççĕмĕш кунне шăнкăртатса юхакан юханшыв хĕррине пырса тухрĕ. Ун патне акă, чăнах та, таçтан хăяматран кĕтупе тилĕ йăтăнса пырать.
— Кусем мана шыв урлă каçарма килеççĕ пуль-ха, — тесе савăнчĕ Юман, çул çинче тĕл пулнă тилле аса илсе. Çитрĕç те тилĕсем, Юмана хупăрласа илчĕç.
— А-а-а, тинех лекрĕн-и? — терĕç вĕсем усаллăн. — Эсĕ пире тĕл перĕп тесе хăратма шутлатăн-и?
Çапла, каларĕç те, Юман сиссе те юлаймарĕ, тилĕсем унăн сылтăм аллине пăрса ячĕç.
Пĕтрĕ Юман. Мĕн пек инкек пулчĕ ăна. Пăшал перес — сылтăм алли ĕçлемест. Юханшыв урлă каçас — каçă çук. Юмăн аптранă енне шыв хĕррипе утрĕ. Улăхра сурăх кĕтĕвĕ пĕлĕт пек капланса çӳрет.
— Кусем хайхи мăйракаллисем пуль-ха, мана вĕлереççĕ пуль. Кашкăрсем ăçта-ши? — шухăшларĕ Юман. Эппей, шухăшланă хушăрах вăрмантан кашкăрсем тусан тустарса та тухаççĕ.
— Эхе-е! Эсĕ-и-ха вăл пирĕн асаттерен мăшкăллаканни? — тесе, кашкăрсем Юманăн икĕ аллине те татса илсе, шатăртаттарса чăмласа ячĕç.
Арăн-аран сĕнкĕлтетсе утакан пулчĕ Юман. Суранĕ çав тери хытă сурать. Хăй çаплах малалла танкăшать. Пĕр утар çывăхĕнче пыл хурчĕсем пит нумаййăн нăрăлтатса вĕçсе çӳреççĕ.
— Тĕл пулакан чĕрчунсене пурне те вĕлермеллеччĕ. Тепре каяс ăçта-ши? — Куç хупса илет-и Юман, илеймест-и, усал упасем ăна сăмахсăр-мĕнсĕрех таткаласа тăкаççĕ...
Таçта аякра пурăнакан Юман аслашшĕ пӳртĕнче сасартăк темскер кĕрлесе кайрĕ. Юман аслашшĕ часрах чӳрече сакки çинче ларакан курка патне чупса пычĕ. Ак хайхи, куркари шыв пĕтĕмпех юн пулса, тăнă, хĕп-хĕрлĕ. Юман аслашшĕ витене чупать. Витере Юман урхамахĕ ниçта кайса кĕреймесĕр кĕçенсе, тăпăртатса тăрать. Юман аслашшĕ ун çине утланчĕ те ши-ик шăхăрчĕ. Пĕрре куç хупса илме ĕлкĕриччен вĕсем Юман вилли патне çитсе те тăчĕç. Урхамах хаяррăн тулхăрать, урисемпе хура çĕре кукалесе тăпра сирпĕтет. Юман аслашшĕ ăна улăха ячĕ, хăй вара Юман вилли айне кĕрсе выртрĕ.
Кăн-кăвак тӳпере хура çăхан явăнса çӳрет. Явăнса çӳрерĕ-çӳрерĕ те, виле тĕлне çитсенех, ун патнелле чул чăмăркки пек чуласа анчĕ. Юман ӳтне пĕр ик-виçĕ хут сăхса илме ĕлкĕрчĕ-и çăхан, Юман аслашшĕ ăна яп-п! кăна ярса тытрĕ.
Хура çăхан хăранипе чĕтресе ӳкрĕ.
— Тархасшăн ан тив мана, çын! — терĕ çăхан. — Чĕппĕмсем тăлăха юлаççĕ. Ярсамччĕ мана. Тархасшăн яр.
— Вил шывĕпе чĕрлĕх шывĕ илсе кил, вара тивмĕп, — терĕ Юман аслашшĕ.
Çăхан вĕçсе кайрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вăл вил шывĕпе чĕрлĕх шывне тупса килчĕ.
Вил шывне сапрĕ те аслашшĕ, Юманăн таткаланса пĕтнĕ ӳчĕ пĕтĕçсе ларчĕ. Чĕрĕлĕх шывне сапрĕ те — Юман сиксе тăчĕ.
— Ху-у, нумай çывăрнă, — терĕ вăл, карăнкаласа.
— Çывăрман эс, сана упасем вĕлернĕ. Эпир пулман пулсан, пĕтеттĕн, — терĕ ăна аслашшĕ.
Юман тин хăйпе мĕн пулнине аса илчĕ, вара аслашшĕне ыталаса чуп турĕ.
— Ука патне халех ан кай. Киле таврăнсан тĕл пеме вĕрен, — ăс пачĕ аслашшĕ.
Аслашшĕ урхамах çине утланса ши-ик! шăхăрчĕ те куçран çухалчĕ. Юман хăй килнĕ çулĕпе килне таврăнчĕ.
Çул юппинче Юман каллех хĕм сирпĕтекен туяллă мучăшне тĕл пулчĕ.
— Ухмах пултăн, тĕл пулнă тилле, кашкăрпа упана вĕлермерĕн. Çул юппи çине çырса çапнине мантăн-и? Вилĕм çулĕпе кайрăн вĕт-ха эс, Çавăнпа сан малтан тĕл пулакан чĕрчунсене пурне те вĕлермеллеччĕ. Тепре каяс пулсан ăслăрах пул. Çемçе чĕреллĕ ан пул, кашни тискер кайăка пер те вĕлер, пер те вĕлер. Унсăрăн Ука патне çитейместĕн, — тесе ятларĕ мучăшĕ Юмана.
Çакăн хыççăн Юман килне таврăнса каллех сунара çӳреме тытăнчĕ. Мăйпăран мĕнле кайак тытма хушать ăна, çавна тытса таврăнать.
Пĕррехинче çапла Мăйпăран патне чĕлхеçĕ-тарçи пырса ларать те юмах каласа кăтартать.
— Çав-çав çĕрте, вăрманта, юплĕ йывăç тăрринче, тĕлĕнмелле кайăк пур. Çак çĕр çинче никам та ăна персе тытаймасть. Ешĕл çавна тытсассăн, ун чĕрине çисессĕн, макăракан çын куçĕ ылттăн-кĕмĕл тăкать, тет.
— Ну-ну? — тĕлĕнсе кайрĕ Мăйпăран.
— Кĕмĕл çĕрĕн вĕçĕ çук, чăн сăмахăн суйи çук, — тет тарçă.
— Ай, тытасчĕ-çке ăна! — сурчăкне лăнкăрт çăтре Мăйпăран.
— Çавна Юмана каласа пăх-ха. Вăл тытма пултарĕ-ши?. — терĕ тарçи.
Мăйпăран тепĕр куннех Юман патне вĕçтерсе çитрĕ.
— Юман, итле-ха! — терĕ вăл, йăпăлтискер — Çав-çав çĕрти вăрманта çăмха пек чăп-чăмăр, уйăх пек çап-çутă кайăк пур, теççĕ. Ку таранччен ăна тĕнчере пĕр сунарçă та тытайман, тет. Кайса пăхмăн-ши? Тытса килсен чаплă яту тĕнче тавра çаврăнĕ.
Тепĕр кунне Юман, чăнах та, пăшалне çакрĕ те вăрмана тухса кайрĕ. Вăл кун Юман темле пĕр кайăк та тытаймарĕ. Ĕç ăнманнине кура хуйха ӳкрĕ. Анчах килелле таврăннă чух пĕр вă-ăрăм чăрăш тăрринче çăмха пек çутă япала йăлтăртатса ларнине курах кайрĕ. Ăна-кăна шухăшласа тăмарĕ Юман, пăшалне тытрĕ те кĕрĕслеттерсе ячĕ. Хай çăмха Юман умне татăлчĕ анчĕ. Ий-я çав, ун умĕнче леш хайхи Мăйпăран асăннă кайăк вырта парать. Юман ăна илчĕ те, савăнăçлăн шăхăркаласа, килне таврăнчĕ, тытнă кайăкне Мăйпăрана кайса пачĕ. Хăй вара килĕнче, Ука хуйхи çине ӳксе, шухăшласа ывăнчĕ те çывăрса кайрĕ.
Мăйпăранĕ калама çук савăннă;
— Ну, арăм, пурнăç çитрĕ ĕнтĕ. Çак кайăк чĕрине пĕçерсе çисен, куççулĕ вырăнне тап-таса ылттăн-кĕмĕл тăкăнмалла. Халех пĕçерсе çиес ăна, — тет вăл.
Мăйпăран арамĕ кайак чĕрине пĕçернĕ вăхатра Юман хăй килĕнче, хытă сак çинче, харлаттарса çывăрнă, каллех тĕлĕк тĕлленнĕ. Тĕлĕкĕнче ăна Ука çапла калать пек: «Çемçе чĕреллĕ эс, Юман, ытлашши уçă кăмăллă. Санăн йăваш кăмăлна пула халĕ эп ытларах асапланатăп. Халь ĕнтĕ сан, ман пата килес пулсан, виçĕ тимĕр туя туяласа пĕтермелле, виçĕ чугун атă çĕтмелле, виçĕ хурçă йăва çисе ямалла. Ку çеç те мар-ха, ытла айван эсĕ, Юман. Чăрăш çинче тытнă кайăка Мăйпăрана ма патăн? Вăл кайăк санăн телейӳччĕ. Эс халех Мăйпăрансем патне кай та, çав кайăк чĕрине ху çиме тăрăш. Асту: пирĕн тăшман — Мăйпăран. Халь килте çук вĕсем, арăмĕпе иккĕш те хăнара. Кайăк чĕри кăмакарах ларать. Ăна тупса çиеймесен, сан вара ман пата çитиччен тата та нумай асапланмалла пулать. Тăшмана ан хĕрхен». Çапла каларĕ пек те Ука, куçран çĕтрĕ пек.
Юман шарт сиксе ыйхăран вăранчĕ. «Мĕн туса хутăм капла эпĕ?» — терĕ. Унтан йăпăр-япăр тумланса Мăйпăрансем патне тухса вĕçтерчĕ. Çитсе кĕчĕ те, чăнах та, ни Мăйпăран, ни арăмĕ килте çук. Юман кăмака умне чупса пычĕ, питлĕхе уçрĕ. Кайăк чĕри çатма çинче иккен. «Часрах çиесчĕ-ха кăна», — терĕ Юман. Каларĕ — турĕ. Кайăк чĕри çав тери тутлă. Ăна çисен, Юманăн тата темиçе çул пурăнмалăх вăй хутшăнчĕ. Кайăк чĕри вырăнне çатма çине кăмпа хурса хăварчĕ те Юман часрах килне тухса вĕçтерчĕ. Тепĕр кунне вара ирех пăшалне çакса Ука патне çул тытрĕ.
Акă çитсе кĕчĕ вăл пĕр яла. Илтрĕ хайхи çынсенчен: ку ялта тимĕрçĕ те пур иккен. Юман ун патне пычĕ те хăйне валли виçĕ тимĕр туя, виçĕ чугун атă, виçĕ хурçă йăва туса пама ыйтрĕ.
— Çĕр тенкĕ парсан туса парăп, — терĕ тимĕрçи.
Юман хуйха ӳкрĕ.
— Мĕнле тӳлем-ши? Пĕр пус укçа çуккă-çке, ăçтан капла тупам-ши? — терĕ вăл.
Мĕн тăвас Юманăн? Ирĕксĕрех тимĕрçĕ лаççинчен тухса кайма лекрĕ ăна. Кайрĕ вара малалла. Кайсан-кайсан тепĕр яла çитсе кĕчĕ. Анчах ку ял тимĕрçи те çав япаласене туса пама çĕр тенкĕ укçа ыйтрĕ. Юман ним тума аптрарĕ, чунĕ пит хурланнипе пĕр йывăç çумне ларчĕ те макăрса ячĕ. Эппей хайхи, ан та кала, кĕтмен телей! Ун куçĕнчен чип-чиперех ылттăн-кĕмĕл тăкăнать. Кĕсье тулли укçа пулчĕ Юманăн.
Халь ĕнтĕ, тепĕр яла çитсе кĕрсен, тӳрех тимĕрçе патне чупрĕ Юман. Укçа пур, мĕн кирлине пурне те тутарчĕ. Хĕпĕртесе-савăнса тухса кайре вăл малалла, хăйĕн чи пысăк телейне шырама. Анчах каять-каять, утать-утать — унăн тимĕр туйисем те якалмаççĕ, чугун аттисем те çĕтĕлмеççĕ, хурçă йăвисем те иксĕлмеççĕ. Хăçан пĕтермелле вĕсене. Юман шалт хăшкăлчĕ: «Капла эпĕ ĕмĕрне те Ука патне çитессĕм çук пуль», — тесе, хытă кулянчĕ.
Анчах ĕмĕтленни те çитетех. Вăл çул çинче хайхи тилле тĕл пулчĕ. Тек калаçса тăмарĕ ĕнтĕ унпала, тĕллерĕ те шартлаттарчĕ. Тилĕ пăлтăрт кăна хутланса выртрĕ. Акă тĕнче, мĕне пĕлтерчĕ ку? Тимĕр туясем виççĕш те тĕпренсе пĕтрĕç.
Тепрехинче Юман кашкăра персе ӳкерчĕ. Кашкăр вилнĕ-вилмен виçĕ чугун атă саланчĕ.
Юлашкинчен Юман çăмламас упана та çаплипех персе ӳкерчĕ, вара хурçă йăвасем тусан пек арканса кайрĕç. Унччен те пулмарĕ:
— Савнă упăшкам! Савнă упăшкам! — тенине илтрĕ Юман.
Пăхать — ун умĕнче чул çурт ларать. Пĕтĕм чечек ăшĕнче. Чӳречерен Ука пăхать, çап-çут хĕвел шевли пек. Вăл Юмана хирĕç кăшкăрса, аллисемпе кармашса чупать.
— Савнă упăшкам! Эсĕ килессе кĕтсе кĕçех чунăм тухатчĕ! Савнă мăшăррăм! — тесе кăшкăрчĕ, Юмана ыталаса илсе хыттăн чуп турĕ.
Хĕпĕртесе ӳкнипе Юман ниçта кайса кĕреймерĕ, пĕчĕк ача пек сиккелерĕ.
— Çак чул çурта сыхласа тăракан упа-кашкăрсене тĕп турăн ĕнтĕ, — тет Ука. — Çак ырă саманта асăнса пĕр черкке шерпет ĕçсе паратăн пуль?
Юман Ука аллинчи ылттăн черккене тытса шерпет ĕçрĕ те арăмне тата тепĕр хут тутлăн чуп туса илчĕ.
— Халь ĕнтĕ куç кĕски çине пăх-ха, — терĕ Ука.
Юман пăхрĕ. Пăхрĕ те тĕлĕнсе хытрĕ — тĕнчере çук чипер йĕкĕт пулса тăнă вăл, çутăлса çеç тăрать.
— Халь киле кайăпăр ĕнтĕ, — терĕ ăна Ука. Вĕсем киле çитнĕ чухне савăнăçлă та телейлĕ ĕмĕр çитсе кĕнĕ-мĕн çĕршыва. Мăйпăранпа арăмне тарçисем вĕлерне. Юман паттăрпа теветкел Ука илемлĕ те савăнăçлă пурнăç хуçисем пулса тăнă. Пур çĕрте те чечексем ялкăшаççĕ. Пур çĕрте те мухтав юрри янăрать. Этем телейне валеçекен пирĕшти те кунтах, вăл хĕвел ачисем пĕрле савăнса вĕçсе çӳрет. Юманпа Ука калама çук килĕштерсе, телейлĕ, чунтан-вартан юратса, савăнăçлă пурнăçпа пурăнаççĕ. Эпĕ те вĕсем патĕнче пурăнатăп, вĕсен ырлăхĕпе савăнатăп, юрлатăп, телей куратăп.
Юмах ятăм юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.
1937 çул, Тури Сурăм.