Ачамсене Иринăна, Алинăна, Алексее халаллатăп
Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Урине ятлă хĕр пулнă. Хĕр ача питĕ чипер – кăн-кăвак куçлă, сап-сарă çӳçлĕ, илемлĕ çаврака питлĕ пулнă. Вăл кунĕпе çепĕç чĕлхипе чĕвĕлтетсе карчăкпа старике савăнтарнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне питĕ юратнă, унăн кăмăлне тултарма тăрăшнă, вăл мĕн ыйтнă çавна илсе панă. Ун çинче ялан илемлĕ çи-пуç пулнă.
Анчах Урине ĕç ĕçлеме пĕртте юратман тет. Ăна ачашласа çеç усранă тет, пĕр ĕçе те хăнăхтарман тет. Çапла вăл юлхав хĕр пулса çитĕннĕ.
Вĕсен ялĕ çумĕнче пысăк вăрман сарăлса выртнă. Унта тĕрлĕ чĕр чун, кайăк-кĕшĕк йышлă пулнă. Кунтах вăрман хуçи - Чике старик пурăннă. Вăл йĕркелĕхе-типтерлĕхе юратнă. Вĕсене вăрманти йĕркене пăхăнса пурăнма вĕрентнĕ.
— Пурăнма йывăрлансах пырать. Вăрманĕ те ĕлĕкхи мар, çыннисем те. Мана пĕччене йĕркене сыхласа пурăнма пĕртте çăмăл мар. Вăрмана пĕр шелсĕр кассаççĕ, чĕр чунсене вĕлереççĕ, кайăксен йăвисене аркатаççĕ, кĕçех вăрманта нимĕн те тăрса юлмасть. Вĕсене мĕн пур ӳсен тăран куççульпех йĕнине еплерех ăнлантарса пама пулать-ши, пĕлместĕп. Чечеке татсан, вăл куççульпе йĕнине ниушлĕ курмаççĕ! Мана пулăшакан тупăнсан еплерех аванччĕ те.
Пĕррехинче çапла карчăкпа старикĕн хĕрĕ пĕчченех вăрмана тухса кайнă. Нумай та çӳремен хĕр ача, çухалса кайнă. Утсан-утсан вăл Чике старик çурчĕ патне çитсе тухнă. Хĕр ача асăрханса пӳрте кĕнĕ, унта никам та пулман. Чике старик вăл вăхăтра шăпах чĕр чунсем патне хăнана кайнă пулнă. Урине унăн-кунăн пăхкалать, кăшт ларсанах ывăннăскер çывăрса каять.
Кĕçех хай Чике старик киле таврăнать. Пӳрте кĕрсен вăл хĕр ачана курать те савăнсах каять: «Тинех мана пулăшакан тупăнчĕ», — тет. Вăл Урине ĕçе юратманнине пĕлмен ĕнтĕ.
Чике старик ирсерен вăрмана тухса кайнă, кун каçипех чĕр чунсем патĕнче пулнă. Каяс умĕн пӳртне çăрапах питĕрсе хăварнă.
Урине çапла пĕр кун пурăннă старик патĕнче, икĕ кун. Пӳртре вăл ахалех ларнă, нимĕн те ĕçлемен. Апат çинĕ те çывăрнă, çинĕ те çывăрнă. Чике старик каçхине ывăнса таврăнсан хĕр ача нимĕн те туманнине курать тет, анчах шарламасть тет.
Пĕррехинче Урине пӳртре пĕччен тунсăхласа куççуль юхтарса ларнă чух урай шăтăкĕнчен пĕр пĕчĕк çеç шăши тухать тет. Вăл хĕр ачана çапла калать тет:
— Чике старик ĕçченсене çеç юратать. Вăл килнĕ çĕре эсĕ пӳрт-çурта тасатса тирпейле. Вăл тата тутлă çиме юратать, тĕрлĕ шӳт-кулă итлеме кăмăллать, — тет.
Уринен питĕ киле каясси килет, старик кăмăлне епле çавăрмалла-ши тет. Халĕ шăши çапла каланă хыççăн вăл васкасах ĕçе пикенет; шăпăр илсе пӳрт урайне çап-çутă пуличчен шăлса каять. Шăши ун ĕçне сăнаса ларнă, тиркешсе илнĕ. Хĕр ача вара урайне тепĕр хут шăлса кайнă. Анчах шăши унăн ĕçне каллех тиркенĕ. Хĕр ача вĕри куççуль тăкса йĕрсе янă, куççулĕ çур витре пухăннă. Çавăнпа урайне çусан урай тинех тасалса йăлтăр çуталса кайнă. Вара хĕр ачан кăмăлĕ те лайăхланнă, вăл Чике старик валли тутлă апат пĕçереси çинчен шутлама тытăннă. Мĕн пĕçерес тесе чылай шутласан вăл пĕррехинче амăшĕпе пĕрле тутлă хуран кукли пĕçернине аса илнĕ. Шăпах çавна пĕçерме хатĕрленнĕ те вăл халь.
Шăши çури ăна Чике старик апат-çимĕçе ăçта усранине кăтартнă. Унта Урине кăштах çăнăх, тăпăрч тупнă. Пĕр пĕчĕк кайăк тата ăна темиçе çăмарта илсе килсе панă. Старик пӳртĕнче сак айĕнчен хăма хушшипе ӳссе тухнă симĕс сухан тупăннă. Кĕçех тата мулкач çури çу тупса килнĕ. Халĕ апат хатĕрлеме юр-вар çителĕклех пухăннă. Хĕр ача питĕ тăрăшса хуран кукли пĕçерет. Апата чи малтан чĕкеç чĕппи астивсе пăхать, питĕ тутлă тесе мухтать. Хĕр ачан кăмăлĕ çĕкленсех каять.
Акă каç пулать, Чике старик вăрмантан ывăнса таврăнать. Вăл ялтăрса тăракан тап-таса урайне курсан тĕлĕнсе каять. Кĕçех ăна Урине апата чĕнет, питĕ тутлă хуран кукли лартса парать. Тĕлĕнсе те савăнса кайнă старик хĕр ачана мухта-мухта кукăль çиме тытăнать.
Урине халь мучие мĕнле тĕлĕнтерсе култарасси çинчен шутлать. Унăн старик кăмăлне çавăрса часрах киле каймалла-çке. Хĕр ача хăй асĕнче пĕр юмах ăсласа хатĕрлет. Чике старик апат çисе тăрансан тытăнать ăна хăй хайланă юмаха каласа парса тĕлĕнтерме. Старикĕн кулса вăйĕ те пĕтсе çитет. Унтан хĕр ача юрă хыççăн юрă шăрантарма пуçлать — савăнăçлине, хурлăхлине; хытă янраттарса, вăраххăнрах, шăппăнрах юрлать вăл. Çапла итлесе ларнă самантрах Чике старик хăй те сисмесĕр çывăрса каять. Вара Урине алăка шăппăн уçрĕ те тухса тарчĕ тет.
Килне килсен Урине йăлтах улшăнчĕ тет. Вăл килти ĕçсене хăех тăва пуçларĕ тет. Ашшĕ-амăшĕ питĕ савăнаççĕ тет. Хĕр ачана вара чĕнессе те Урине тесе мар, Иринушка та Ирина тесе çеç чĕнеççĕ тет.