Пĕлетĕп эп бетонăн сиввине,
цемент çил-тăманне те астăватăп,
илтетĕп халь те кран кăшкăрнине,
гудрон çунса ялтранине куратăп.
Шăпам кĕрлерĕ çакă кĕвĕпе.
Анчах ку тивĕç ним те мар, — пĕлетĕп:
кун-çулăмра пĕр вăхăт сирĕнпе
бетон çăрнăран мар эп халь пуплетĕп.
Этемлĕхĕн яланлăх шанчăкне
суя ĕненĕве куçарттармасăр
эсир упратăр çыннăн сăнарне,
çак аслă сăнара пăсма памасăр.
Çак тĕллеве палăртакан вăйсем
ман ĕçĕмре те пуррине сисетĕп.
Çак тĕреке хамра ӳстернĕçем
эп сирĕн аслă йышăра кĕретĕп.