1
Туятăп эп: ман пит çинче
вĕри те сарлака куçсем
йывăрланса та юнăхса
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене, — хĕвел хĕртсе
çӳхен çемçетнĕ çĕмĕрт пек
чĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.
Çапла куç сарăлать, çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче —
сарлакаланнă май куçсем
йывăрланса та юнăхса
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.
Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар, —
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куç кĕретех кăтартнă пек.
Çапла вĕсем те куçнă май
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.
Çапла ĕне тирне сӳсен,
çав тир çинче, тӳнтер енче
ялтраççĕ канăçсăр тĕссем,
çиçсе, сӳнсе, куçа-куçа...
Çапла шоссе таврашĕнчи
çул хĕрринчи кашни чулах
выртать управлăн та тирпейлĕн —
такам алли çинче выртса
киленнĕ пек. Анчах халь-халь
такам ăна вырăнĕнчен
тапратасран хăранă пек.
Каç çутинче лаç хыçĕнче,
типсе хуралнă вĕлтĕренлĕ
картишĕнче картан-картан
тирпейлĕн, шăппăн выртакан
шур кĕленче катăкĕсем —
таçта çула кайма тухса
канмашкан чарăннă пек... Тапăр
халь-халь çула тухас пекех...
Пĕр тĕс те çук — лăплантарса,
эп ăнланса-пăхса канмалăх,
халь ман пĕр çавăнпа кăна
курас килет мĕн те пулин, —
ăнланмалли, хам тунă евĕр,
ман пулнă пек — ăнланмалли.
Эп çавăнпа кăна курасшăн
сана, сана — йăлтах, йăлтах, —
хама хам çухатса, манса
курасшăн сан куçусене —
вĕç-хĕрсĕр пысăк пулнă евĕр
туйăнакан куçусене...
Пĕр вĕсенче çеç маншăн халь
ялтраççĕ эп ăнланмалли
чĕлтĕртетсе çунан тĕссем,
мана вĕсем асилтереççĕ
эп ывăнсан, куçа хупса,
таçта хамрах, хам витĕрех,
манрах çĕкленнĕ тĕссене
хам ăнланса тинкернине...
Эп сан куçусенче кăна
упрайăп вĕсене, — унта çеç
вĕсем пĕлтерĕç пурнăçа...
Туятăп эпĕ — аллăмсем
ак туртăнса йывăрланаççĕ,
çак туртăну, çак ырату
куçса пырать мĕн пур ӳте,
кăшт çурăм шăнăрне пушат çеç,
кăшт тайăн çеç — сана ыйха
туртма пуçлать... Кашни сĕвем
ыратнипе йывăрланса
ыраттарать — йĕри-тавра.
Вара йăлтах, мĕн пур ӳтре,
манра йăлтах — пĕр ырату.
Ман сăввăмсем те çавăнпа —
чĕлхееĕр пулнă ачана
çапсан, вăл вăрăм та илемсĕр,
хĕрӳллĕн кăшкăрнă пек çеç...
Илтетĕп эпĕ — сасăсем
пĕрне-пĕри шыра-шыра
туртăннине-кĕрленине.
Ту-сăртлă çĕрĕн, кăнтăр çĕрĕн
виç ĕмĕр пурăнан концерчĕ
йăлт манăн пӳлĕме тулса
çавăрăнать те силленет,
йĕрет те çапăнать хăватлăн,
лачкам-шӳсе йывăрланать.
Анчах çак сас та, çак кĕрлев те
хăй вăйĕпе çеç туртăнса
хăй çеç пурăннипе ман чухлĕ,
ман вăхăт чухлĕ пурнаймасть...
Вара пăшăлтататăп эпĕ
хампа кăна... Çапах, çапах та, —
илтес килет ман урăх сас —
ĕшеннĕ йытă хăй ятне
ӳтпе туйса итленĕ пек.
2
Пĕр ӳт сĕвемĕ тепринчен
урăхларах пулнипеле
чĕре ӳтне ыраттарса
тивни те — пĕринчен тепри
урăхларах. Ман йынăшу
манран килет-и?.. Чĕрĕ ӳт
ыратуран хăтăласса
туртăнни çеç ку...
Ман ӳтри,
манри кашни йынăшăва
илтмелĕх сас-хура тума
пулăшакан çăвар ăшши
пĕр сивĕнсе, пĕр ăшăнса
ылмашăнса тăнипеле
сассем те терлĕ...
Пĕр пулса,
пĕр пысăк вăй ячĕпеле
ыратнипе, çак сасăсем
пĕрле пулса, пĕр сулăмпа
çавăрăнса йывăрланасшăн.
Çапла эп, — хам сисмесĕрех, —
ыратуран хăтăлма çеç
пĕччен пăшăлтататăп... Ман
сăмахăмсем — мĕн те пулин
илес те туянас тесе —
тахçан ӳте ыраттарса
вĕреннĕ сăмаха-сасса
хам тĕллĕн çеç калани мар...
Пĕчченлĕх тенĕ сăмаха
шухăшласа кăларнă çын —
пĕрремĕш çын — вăл, ман шутпа,
утрав этемĕ пулмалла...
(Çын хушшинчи пĕчченлĕхе
урăхларах та калама
май пулнă пуль...) Утрав çинче
сутмаççĕ ним те... Сăмахсем те
унта — пăшăлтатма анчах...
Утрав пек вăрманта, каçпа,
ват чăрăш тăрринче ларать
пĕччен пĕр карăш... Таянать
вăл йывăçăн вулли çумне,
ун кушăрханă урисем
туратăн хуйăрĕ çине
çывăхараххăн тĕртĕнеççĕ.
Йывăрланса ĕнтĕркекен,
пĕччен, сас-чӳсĕр шăнакан
ват йывăçăн салху сивви
хуллен шуса витме пуçлать
ват карăшăн урисене,
шала — чĕр ӳт, вăйсăрланса,
артаклăн, хурлăн тапакан
вĕри тĕле — çитет... Вара —
ват карăш кăшкăрать — хăй те
сисмесĕр, — ывăнса, салхуллăн...
Ку — пĕр йăх тепĕр ют йăха
вилме пами йыхравласа,
пĕчченлĕхрен — ăшша, ăшша —
çĕкленĕве, хӳтленĕве
вĕрин чĕнсе ӳкĕтлени...
Каллех пуш пӳлĕмĕн сивви
урасене витет. Хуллен
çӳле вăл хăпарать.
Часах шăнма пуçлаççĕ алăсем.
Вара эп кантăк умĕпе
утса çӳретĕп каллĕ-маллĕ...
Илтетĕр-и, — таçта инçе
карлаттарса шатăртаттарнăн
тем кăшкăрнă пек туйăнать?..
3
Кая юлса вăраннипе
питӳ сан шыçнă пек. Эс лар.
Пĕрремĕш хут аслатие
илтсе тĕлĕнекен ача
тӳпенелле тинкернĕ евĕр —
сан куçусем куçаççĕ, — çирĕп,
çине-çине... Сасартăках —
тем тупнă евĕр чарăнаççĕ...
Мĕн каласа парас сана?
Эп ача чух хур кĕтӳпе
йăмралăх айĕн ялалла
анни çинчен-и?.. Пӳрт-çурта
анне çап-çут çуса тасатнă.
Кăмакана ик си шăлса,
ик хут шăлса таса шуратнă.
Анне хуран çакать. Вара
выртатăп эпĕ сак çине.
Турат çунса шатăртатни
хурсем шуйлашнăн туйăнать...
Эп ыйăха путса шутлатăп:
халь вут тивет вĕт-вĕт хыпса
хуранăн хăрăмне... Вара
шăваççĕ вĕтĕ те хитре
хĕмсем, — каç кӳлĕм çырлана
пĕр ушкăн каякан хĕрсем пек...
4
Тин калаçма вĕреннĕ пек —
тасаччĕ манăн сăмахсем...
Нумайччĕ-и вĕсем, сахал-и —
пурĕ пĕрехчĕ маншăн. Эп
утма вĕренекен ача
пĕр хăй çеç пулнă пек — пĕчченччĕ.
Эп çак пĕчченлĕхе пĕлетĕп:
пĕр вырăнта анчах тăрсан
вăл ытларах сисĕннипе
куçас килет, — шăв-шав туса
мĕне пулин те — сĕртĕнсе
пăхас килет, — çывăхалла...
Сана витмерĕç сăмахсем,
вĕсем — ыттисенни пекехчĕ...
Пур хускану та, аллăмсем
ыратнипе çеç туртăнни те —
ним те ăнлантарса пама
пултараймарĕç пур пĕрех...
Ак халь — çак пӳлĕмре ик çын.
Епле санпа халь калаçас,
епле сана халь пĕлтерес
эп пӳлĕмре каçпа пĕччен
вăранасран хăранине?
Япаласем çине пăхса
вĕсем куçманнинчен, вĕсем
япаласем çеç пулнинчен
хăранине?.. Камсем вĕсем —
çав антитезис, тезис тенĕ
сăмахсене шухăшласа
кăларнă этемсем?.. Халь пĕтрĕç
сăмахăмсем те... Мантăм эп
мана çын хушшинче вĕрентнĕ
хусканăвăмсене йăлтах...
Сенкер те тĕксĕм — пӳлĕмре...
Таçта инçе темскер кĕрленĕн —
тем пусарса-пусса пырса,
ӳссе кĕрленĕн туйăнать.
Халь тĕксĕм пӳлĕм варринче —
ик çын — пĕччен. Ик çын пĕрле —
халь пĕр мĕлке, пĕччен мĕлке пек.
Сас çук, пĕр çак мĕлке çеç тĕрлĕ
калăпланса улшăнни çеç —
ӳссе, чакса та сарăлса
ылмашăнни çеç курăнать...
Тен, çакă çеç — мĕн пур ӳт-пӳ
хăватлăн ыратса, мĕн пур
хусканусем пĕрле пулса
тем пĕлтересшĕн туртăнни, —
тен, çакă çеç çĕнме пултарĕ —
ӳт ăшшипе, сивĕнесрен
шикленнипе туртăнакан
ӳт ăшшипе, йывăрланса
туртăнакан ӳт ăшшипе?..
Ик çын пĕрле — пĕччен мĕлке пек,
таçта инçе кайма тухса,
çул-йĕр вĕçне çитессине
шухăшлама манса, аташнă
мĕлке пек... Тĕксĕм çутăра
пĕр хулăн мăй çеç палăрать —
хăватлăн туртăнса, хăй пек
вĕрин туртăнакан ӳте
тĕл пулаймасăр, йывăрланнă
тăнлав çеç палăрать кăштах...
5
Чĕр вăй таппи, тулли-тулли,
таса-таса çĕкленнĕ май
хăй куçăвĕн сулăмĕпе
хăйне хăй тасатса, хăйне
тарăнлатса, ирĕклетсе
хăйне хăй лăпкă тĕс парать.
Йĕпеннĕ астра чӳхенсе,
куçа туртса, илентерсе
пĕр туйăм хăварать ăшра —
ӳтре тем ăшăнса, хуллен
ывăнтарса пĕр-ик сăмах
калас килтернĕн туйăнать...
Çапла эс — лăпкă чух... Анчах
калаçнă чух та утнă чух
эп сан вăйна, ун тупсăмне,
тен, ытларах ăнланаятăп —
сан вăй таппи çĕкленнине,
вăл туртăнса, ирĕкленсе
илемлĕн куçнине ун чух
хам курнă евĕр туйăнать...
Ун чух кашни хуçканăву —
пĕр-пĕринпе килĕштерсе
сулмаклăланнă пек. Пĕр вăй
тепĕрине куçса, хăватлăн,
пĕр пĕтĕм ирĕк вăй пулса
лăпланайман пек... Сан утту
йывăрланса пырса, пĕрмай
сулăмланса, таçта инçе
тĕл пур пек туртăнса çав вăйăн
çĕкленĕвне кăтартнă пек...
Кайран, аса илсен, мана
çак талпăну та туртăну —
ялтравлă тĕксĕм кĕленчен
леш енĕпе тĕм хĕрлĕ ярăм
куçса чӳхеннĕн туйăнать...
Сан вăй таппи вăл — хăвăнта,
таса илем ирĕклетсе
çĕкленипе, санри çак вăй
тĕнчен пĕр вĕçсĕр хусканса
çаврăнакан хăватĕнчен
ирĕклĕрех пек туйăнать.
Кашни хускаиăву, кашни
çĕкленĕвӳ — эс такампа
кĕрешнĕ пек, эс такамран
уйăрăласшăн пек, никам
хальччен курман хусканусем
хальччен курман ирĕклĕхпе
халь-халь пĕр илеме кĕрсе,
куç умĕнче курăнас пек...
Çапла эс, ху сисмесĕрех,
утса-куçса çӳренĕ май,
калаçнă чух та, кулнă чух та —
ху хăватушăн, ху вăюшăн
шав кĕрешетĕн — чĕр тĕнчен
туртăнăвне те йĕркине
çĕнсе, ху илемне те хăвăн
вăйна таса упранă май,
тата ирĕклĕрех, тата
илемлĕрех куçасшăн пек...
Тĕнче тулли тулса, унти
мĕнпур çутта пĕрлештерсе
вĕçĕ-хĕррисĕр куçакан
хăват та — нихăçан сана
канма памасть, — сан куçусем
пĕр-пĕр ахаль калаçура та
ялтраççĕ, йывăр туртăнса.
Пуçа таяссисем, алла
сулса саламласси те саншăн —
эс тем çинчен шухăшласа,
илтми-курми пулса, сисмесĕр
ятне туса илни кăна...
Ăçта эс халь? Кам çуртĕнче
куçса çӳретĕн эсе халĕ?
Çук, эс — эп пĕлнĕ, эп юратнă
хĕрарăм мар... Вăл, çав хĕрарăм,
ман çуртăмра пурăннăскер —
йăлт урăхчĕ... Вăл пĕчĕк сфинкс пек
çывратчĕ аллăм çииĕнче.
Ирпе сенкеррĕн курнакан
ик хупă куçăн путăкне
салхун сăнаттăм эпĕ: кам эс,
санра-и ман шăпам тени?...
Кашни хусканăвĕ, ялан
ун — тем тытса тем чарнă пекчĕ.
Вĕçне çитмен пек, туртăнма,
ирĕкленме хăранă пекчĕ.
Кĕпе çанни таврашĕсем,
ал çумалли савăт-сапа та,
пӳлĕмсенчи япаласем —
пурте йăлтах — ун уттине те,
кашни хусканăвне те, — йăлт
япаласемшĕн, пӳлĕмсемшĕн
виçевлĕ тунă тахçанах, —
юраттарса, картне лартса,
япаласен ушкăнĕнче
пурăнмалла туса...
Ăçта-ши
эс халь, — епле-ши хӳтлĕхӳ?
Епле-ши сан ирӳ-каçу,
ман сфинксăм?.. Эс кайсан кăна-и
эп тупрăм санăн тупсăмна?..
6
Çапла, юлташлăх тенине
вĕсем ӳтпе кăна туяççĕ.
Пĕрин ӳт-пĕвĕ теприне
лексе пырсан çеç — çул çине
тухма хăяççĕ. Çул пирки
шухăшласси те малалла
туртăнасси-и, — çук, ку мар —
пĕр ӳт тени тепĕрине
лексе пыни çеç. Тачăрах
лексе пыни çеç, — кĕрлесе,
вĕт курăк вĕçтерсе килсе
хăватлă çил сĕртĕнесрен
хăрани çеç...
(Камсем ăна —
çиле — çак вĕçсĕр тĕнчере
чи пĕчченни тесе шутлаççĕ? —
Хăватлă çилĕн юхăмне
лексе хуралнă курăксен
вĕт çулçисем куçаççĕ те —
вĕсем темскер пĕлтернĕн, эп
кĕрлев çуралнине илтетĕп.)
7
Ку — ун чух марччĕ. Эп ун чух
пĕлместĕм çак йывăрлăха.
Тӳлек шыва тинкернĕ пулăç
вăлта çиппи карăнасса
сыхланă пек, сăнаттăм эпĕ
куçсен хăрпаххисем сасартăк
кăшт авăнса туртăнасса.
Çук, ку вăл — урăх çулхинеччĕ...
Ун чух — куçран кăна пăхаттăм,
куç хăрпаххисене пĕрре те
эп сăнаман. Асăрхаман.
Çапах — хама астутарса
каламаллаччĕ: ĕлĕк хушăн
пĕлеттĕн-çкĕ пĕр йĕркене:
айван çура итлемесессĕн,
е манăçса каяс пулсан
ăна чарма пĕр паллă пур, —
çакна мĕскершĕн мантăн эсĕ,
ма каламарăн эс: «Тубо!..»
Мĕскĕршĕн хăвăн вăй-хална,
«эп» тенĕ халăн çутине,
хăвна — йăлтах — тĕпрен, шалтан,
пур тĕлĕкӳ таранчченех —
эс çутçанталăк çутинче
таса саспа сăмах туса
янратаймарăн килешӳллĕн?..
8
Анчах пуçламăшĕ — ялан
çапла вăл... Тĕлсĕр сисĕм-туйăм
хăй тĕллевне тупса, унран
сăнар туса, çав сăнарта
тĕнчен вĕç-хĕрсĕр илемне
пĕр туйăмра пĕрлештерсессĕн, —
çак вăй Пурри, çакна тупни,
çакна, пĕр-пĕр пуласлăхра,
пиртен илме пултарасси —
сасартăк, çиçĕм пек шартса,
«çын» тенĕ тĕнчене хăватлăн,
тĕпрен улăштарса кĕрет...
Чун çеç-и, — ун чухне кашни
сисев тымарĕ таранччен,
йăлт кисренет этем... Ун чух,
тен, — иккĕмĕш çуралура —
пур туйăм та... Ун чух тĕнче,
ун вĕçсĕрлĕхĕ, ун çути —
куç умĕнчех çуралнă пек...
Çак кисренӳ иртсессĕн çеç
кĕтрет çутп пек çывхарать
чун тăнăçлăхĕ, — пиллĕ канлĕх;
чун çӳллĕшĕ те палăрать
таса ăс-тăнăн тӳпинче;
ăс-хакăл, музыка пулса,
янранине ун чух туятпăр...
Вăл — пирĕн музыка... Анчах
тĕнче ăс-тăнĕн сассипе
вăл тӳпери пек калаçать,
çав вăхăтрах вăл — юнашар, —
çумра, пур хапăл кăмăлта...
Эпир «пĕртен-пĕр ку» тесе
чĕрешĕн палăртнă чунра та,
тăван ăсра та сас парать
ун килĕшӳллĕ янăравĕ.
1957, августăн 8–15-мĕшĕ. Çĕньял