Сывлăм çийĕн чупнă пĕр пăхмасăр —
кив пушмакĕ нӳрлĕ курăнать...
Перронта йышпа пăтрашăнмасăр
хĕр чечек çыххи тытса тăрать.
Илĕртӳллĕ вырăсла сăпайлăх,
куçĕсем те вырăсла сенкер...
Кам-ши вăл, çапла пăлхантармалăх
ун асне кĕрсе вырнаçнăскер?
Юратать-ши — сывлăш пӳлĕнмелĕх,
инçетре палланă тутăра
курсанах — сасартăк именмелĕх?
Пĕр çапла, çапла çеç пултăрах...