Çук, шеллемест кунçул пичечĕ!
Хăваратех йĕр, пусатех.
Атте те пултăм эп, пичче те.
Халь эп — пĕлсемĕр — асатте.
Ансассăн ăшă пĕр тăрукăн,
Çĕр иленсен çурхи тĕсе,
Сап-сар ача, Çерук мăнукăм,
Хăй чĕлхипе чĕвĕлтетсе
Пуçарĕ чаплă калаçу:
— Атя вылятпăй, аслаçу...
Каç пулчĕ, ыйхăсăр çĕре
Ирттерĕп. Эх, хăяматне,
Ват çын-и? Хĕрĕх виççĕре
Эп илтрĕм асатте ятне.
Чунра сӳнмен те яшлăх хĕмĕ,
Чăпарланать куллен çӳç-пуç.
Иртет, иртет сисмесĕр ĕмĕр.
Мĕн чул тата тытман ĕç-пуç?
Ӳркенчĕк чун, çĕнел те улшăн,
Ĕçре тарлам эп тăтăшах.
Мăнук пуртан татах вăй хушнăн
Эп калăп çакă шухăша:
«Пичче ятпа вута эп кĕтĕм.
Эп акрăм хир атте ятпа.
Халь асатте эп саншăн, кĕтĕк.
Мул пухаймарăм, — ан ятла.
Ман мул вăл — эс, вăл — малалли,
Ача пек йăл кулан тĕнче.
Çак хĕвеле сана валли
Шăратнă вăрçă хирĕнче...».
Пит вăрăм çак сăмах ачашăн.
Витмест çеçке пек чĕрене.
Çапах шевле çипне тытасшăн
Вăл кармашать хĕвел енне.