Шарласа юхать канаври пăтранчăк шыв. Кăпăкланса çӳлелле хăпарса пынăн туйăнать. «Шыв юхăмĕ мана çулса илсен, туртса антарсан? Пĕрле юхтарса каять вĕт...» — кăштах шикленнĕ пек те пулать Валери. Хăй çав вăхăтрах тата пĕр вунă çул каялла ялĕнчи пĕве, çурхи хĕвел вăйлă хĕртнине пула, сасартăк ирĕлнипе ял урамĕсем тăрăх саланнине, пĕве хĕррисем, юхăма чăтаймасăр, татăлса кайнине, ача-пăча хĕпĕртесех пĕвери пулла алăпа тытнисене аса илет. Ăшă-ăшă пулса кайрĕ чĕринче. Эх-х-х, ăçта-ши вăл ачалăх?
Канав хĕрринче тăраканскер каллех шыв юхăмĕ çинелле тинкерет. Мĕн ку? Пăтранчăк шыв тасалса-çуталса пырать мар-и? Унчченхи пек тулли те мар пек тата халĕ. Канаври шыва икĕ урипе хăш вăхăтра анса тăнине сисмерĕ каччă. Витĕр курăнма тытăнчĕ шыв, çап-çутах пулса кайрĕ...
— Павлов! Павлов! Вăран! Куçна уç!.. — хăйне пит çăмартийĕсенчен ыраттармаллах çат! та çат! çупнипе тепĕр тĕнчене таврăннăнах, пачах урăх лару-тăрăва вăйпа туртса кĕнĕнех туйрĕ хăйне çамрăк çын. Анчах куçне уçма пултараймарĕ — вĕсем çине темле йывăр япала хунăнах туйăнать.
— Мĕн тумалла-ха? Наркозне те виçеллĕ патăмăр, вăл тăна кĕмест. Нивушлĕ çухататпăр ку салтака? Ах, ытла та çамрăк вĕт-ха, ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери пысăк çухату пулать. Павлов! Павлов! Пурăнмаллах сан, пулăш пире! Куçна уç! Илтетĕн-и? Хăв пурнăçна çапла татма юрать-и вара? Пурăнмаллах сан, пурăнмалла!.. — çаплах чарăнми йăлăнчĕ хĕрарăм сасси.
Хăй ăçтине ăнланса илеймерĕ малтанах Валери. «Мĕнле хĕрарăм мана хушаматран чĕнет? Кам вăл? Мана ăçтан пĕлет?» — пуçĕнче çакăн пек шухăшсем явăннă вăхăтра, сасартăк, пуçĕнчен такам çапнăнах туйăнса кайрĕ, Валери пĕтĕмпех аса илчĕ... Вăл кубрикра çакăнчĕ вĕт-ха!!! Хăçан пулчĕ ку: паян, ĕнер, виçĕк кун тен? Пуçĕ вара çав-çавах сĕрлет те сĕрлет. Тата мăйне темĕн пăркăчланă тейĕн.
Ах, çав Çеруша... Валерин ачаран пĕрле, пĕр урамра чупса-выляса, каярах шкулта пĕр парта хушшинче ларса ӳснĕ юлташĕ вăл. Вĕренни çукчĕ ĕнтĕ, чĕлхи-çăварĕ вара пыл та çу. «Шуç юманпа лартса ярĕ...» — теççĕ пулас çавăн пеккисем пирки. Тепĕр тесен мĕн тума кирлĕ ăна ытлашши тапаçланни? Ашшĕ-амăш пуян. Валери вара амăшĕпе кăна пурăнать. Амăшĕ учительница-ха та, укçа-тенкĕрен пурпĕрех нихăçан та çителĕклĕ пурăнман Петровсем. Мĕнрен-мĕнрен те, кĕнекерен нихăçан та татăк пулман вара вĕсен. Амăшĕ кашни ĕç укçинчен илемлĕ литература туянатчĕ, çапла майпа пурнăçпа тан утма тăрăшатчĕ. Е тен урамри саккăрла çаптаракан саманаран литературăри чăннипех те тĕлĕнмелле пурнăçра, унти сăнарсенче хăйне валли канлĕх, хӳтлĕх тупатчĕ? Калама йывăр, кăна пĕр хăй кăна пĕлет-тĕр... Ывăлне те кĕнекесене юратма вĕрентрĕ. Ял библиотекин хуçи те пĕлсе çитрĕ пĕчĕк каччăна мĕнлерех кĕнекесем кăсăклантарнине. Хăйне кура мар тата, шĕвĕркке! Юмах таврашне мар, вăрçă, чаплă та паллă çынсем çинчен каласа паракан литературăна кăмăлларах паратчĕ. Пĕчĕк шкул ачи çавăн пек кĕнекесене чăннипех те вуланине, çитменнине вĕсене ытла та хăвăрт «çавăрса хунине» ĕненместчĕ-ха малтанах библиотекарь. Ачаран содержанине те ыйткаларĕ малтанах, анчах Валери хăраса тăмастчĕ, шăкăлтаттарса каласа паратчĕ... Шкултан килетчĕ те вара Валери, урисене хуçлатса диван çине хăпарса ларатчĕ, алне кĕнеке тытса унти тĕнчене кĕрсех ӳкетчĕ. Шкултан ывăнса килнĕ амăшĕ нимĕн калама аптратчĕ. Паллах, ачан урамра, уçă сывлăшра чупмалла, юлташĕсемпе вылямалла мар-и вара? Анчах урамĕнче те ырра вĕренес çук. Кил-терĕшре пулăшсан та пăсмасть те çав, хĕрарăм пуçĕпе ывăлне арçын ĕçне ăçтан вĕренттĕр? Мăшăрĕ пулла кайсан плотинара путса вилнĕ хыççăн темшĕн урăх арçынсем çине пăхас темерĕ çамрăк хĕрарăм. Çапла вара воспитани тенине ытларах кĕнекерен илчĕ-тĕр çав ывăлĕ. Кăмăлĕ те çавна пула çемçешкерех ара. Ав, Çеруш каланинчен ниепле те иртеймест. Лешĕ килет те, вăйпа тенĕ пек урама илсе тухать Валерие. Амăшне килĕшмест те çакă, ывăлĕ пач юлташсăр çитĕнни аван маррине ăнланать.
Çерушĕ вара аçа-çиçĕм тейĕн. Валерипе калаçмĕччĕ те тен, ара тусне уççăнах «ботаник» тесе тăрăхлать те, анчах уроксене, тĕрĕслев ĕçĕсене камран çырса илмелле? Кунта ашшĕн укçи те пулăшмĕ, пуçра çуккине нухратпа туянаймăн. Валери кирлех, кирлех... Тавлашма юратать тата Çеруш!!! Чĕлхи çинчен: «Айта тавлашатпăр та айта тавлашатпăр!» — сăмахсем кайма пĕлмеççĕ. Юрĕ, пĕчĕкрех, пĕр 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чух, айванрах та пулнă тен тавлашнисем. Пĕрре çапла Шупашкара экскурсие илсе кайрĕç вĕсен классне. Шупашкар «Арбатĕнче», Хĕрлĕ лапам çывăхĕнчи урама çапла калаççĕ шупашкарсем хăйсем, утнă майăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç ачасен. Ай-уй! Ытла темĕн те сутаççĕ иккен кунта: шăхличĕ, пĕчĕк значоксем, кĕнекесем... Пĕри тата патак татки çине тăхăнтартса лартнă шурă-шурă кăпăшка пĕлĕт пек япала сутса тăрать. Пылак мамăк иккен... Валери те амăш парса янă укçапа пĕрне илчĕ-илчех. Çеруша çакă çитет-и вара? «Айта тавлашатпăр, эп ав çав арлана туянатăп», — терĕ вăл Валерие пĕр арçын умĕнче тăракан виçĕ литр банкине янă пĕчĕк чĕрчун çине кăтартса. Туянчĕ... Тĕп хулари Лакрей паркĕнче карусельсемпе ярăнас, аттракционсене çитсе курас терĕç унтан. Çеруш, хăйне питĕ мелсĕр пулин те, банкăна пĕрлех йăтса çӳрет-ха. «Шуйттан урапи» патне ушкăнпах кĕшĕлтетсе пырса тăчĕç. Пурте ярăнасшăн, Шупашкар хули çине çӳл тӳперен пăхасшăн. «Валери, айта тавлашатпăр, çак арлан ман алăра «шуйттан урапипе» ярăнма пултарать, санпа — çук», — терĕ каллех Çеруш. Ара, Валери çӳле хăпарма мар, çӳлтен аялалла пăхма та хăранине астăвать-ха та. Чăн та, пĕрре çав пуçтах Çеруша итлесех йывăç тăрне шăнкăрч вĕллисене тĕрĕслеме хăпарса кайнине, çĕре персе аннине, унтанпа ниепле те хăйĕнче çак çитменлĕхе çĕнтерейменнине хирĕçлеймĕ ача. Çавах та килĕшрĕ, унчченхи пекех хăй мĕн те пулсан шухăшласа кăларасса шанчĕ. Акă, Çеруш йăл та ял çиçсе, çĕнтерессе шанса, урапаран тухрĕ, банкăна Валерие тыттарчĕ: «Ну, выляса янине йышăнатăн-и? Çамкуна хатĕрле...» — тениех пулчĕ ĕнтĕ ку. Лешĕ те аптраса тăмарĕ, банкăна илчĕ те «шуйттан урапин» кӳмине вырнаçса ларнă пĕрле вĕренекен хĕрачана тыттарчĕ: «Ман ятпа ярăнтар!» — терĕ. Ак, тепĕр хутчен тĕнче курса çаврăнчĕ апăршук арлан. Çакна кура, ытти ачасем ахăлтатсах кулчĕç, — каппайчăк Çеруша мар, Валерие кăмăлларах параççĕ çав пĕр класра вĕренекенсем те. «Тĕрĕс мар ку, эс выляса ятăн...» — тесе нăйкăшакан Çеруша итлесшĕнех те пулмарĕç. «Мĕнле тĕрĕс мар, банка ман алра пулчĕ, сан чĕрчуну ярăнса килчĕ...» — аптраса тăмарĕ Валери те. Тепĕр тесен, икĕ юлташăн тавлашăвне пĕрле вĕренекенсем курса йăлăхнăччĕ ĕнтĕ, çавăнпа вĕсем çинчен часах манчĕç.
Анчах икĕ юлташăн «тавлашу вăййи» аслă класа çитнĕ тĕлелле те сӳнмерĕ. Пĕри чеелĕхĕпе илетчĕ, тепри — ăсĕпе. «1:1» тесе кулатчĕç вĕсенчен ыттисем. Çерушне мĕн çитместчĕ-ши? Хĕрачасем хăй çумне мар, çав чухăн Валериех килĕштернине курсан тарăхса-çурăлса кайма патне çитетчĕ. Мĕнле курмаççĕ вăл унран пуянраххине? Ашшĕ ав шкул пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме кайсан çăмăл машина парнелеме те шантарчĕ. Пурпĕрех хăпмарĕ хăй Валерирен. Ара, машинăллă пулас тесен аслă шкула вĕренме кĕмелле. Эппин, пĕрлехи экзаменсене лайăхрах тытма тăрăшмалла. Кайран та... Кам пулăшĕ? Укçа тӳлесе вĕренме, курсран курса куçса пыма пулать тейĕпĕр, анчах пурпĕрех пуçра мĕн те пулин пулмаллах, зачет-экзаменсене памаллах пулать вĕт-ха. Пĕрлехи экзаменсем тытма вăхăт çитсен Валери çумне çыпçăнса ларчĕ тейĕн: «Экзамена пĕрле каятпăр, юнашар ларатпăр...» — тесе йăлăхтарсах çитерчĕ тупата. Çапах та Валери кулкаларĕ кăна. Кăмăлĕ çапларах çав, никама та усал сунмасть, пурне те пулăшма тăрăшать çамрăк çын. Чăн та, Çеруша пулăшрĕ-ха та, хăйне лешĕнчен пĕчĕкрех баллсем лартса парсан кăштах кулянчĕ Валери. «Атя тавлашатпăр — эп студент пулатăпах! Эс вара кĕрейместĕн вĕренме...» — каллех хăй юррине пуçларĕ каппайчăк. Хăй кама пула экзаменра пысăк балл илнине йышăнасшăн пулмарĕ апăршук ачи. Çапла, выляса ячĕ Валери. Питĕ аванмарланчĕ вара. Учительница ачи аслă шкула вĕренме кĕреймест, тесе каласран шикленчĕ. Хăйшĕн мар-ха, ытларах амăшне намăса кĕртсе ӳкернĕшĕн кулянчĕ. «Тавлашар, Çеруш, эп салтака каяп, эс каяймастăн...» — таçтан кĕтмен-туман çĕртен çакăн пек сăмахсене каларĕ-хучĕ хăйĕнчен кулакан тусне. Лешĕ аптраса ӳкрĕ: «Эс унта кайсан эп мĕнле вĕренеп», — тесе шухăшласа илчĕ-тĕр.
Амăшне тем пекех юратсан та вăл ӳкĕтленине итлемерĕ Валери. Юлашкинчен амăшĕ те ывăлĕн чун-чĕринче мĕн пулса иртнине ăнланчĕ паллах, çавăнпа пĕртен-пĕрскерне çара тивĕçлĕ ăсатса яма хатĕрленме тытăнчĕ. Ăсату каçне пĕтĕм тăван-пĕтенне, ял-йыша пуçтарчĕ. Лешсем те хаваслансах пычĕç вĕсем патне — ара, ачи усал мар, вашават, кăмăллă... Ахальтен Сывлăш десанчĕн çарĕсене çырса хумарĕç-тĕр çав каччăна. Ялти пӳртре çавăрăнма вырăн çукчĕ. Пурте Валерие пил, парне параççĕ, салтакран ырă-сывă таврăнма пехиллеççĕ.
Çук, шкул хыççăнах салтак пăтти астивме тивнĕшĕн пĕртте кулянмарĕ Валери. Канашри пĕтĕм республикăран пуçтаракан пунтра та, çар чаçĕсенчен хăйсене илме килнĕ çынсемпе тĕл пулсан та, «гражданка» тумне хывса салтак тумне тăхăнсан та, чукун çул вокзалĕнчи пуйăсра халь-халь тапранса каясла тĕтĕм-сĕрĕм кăларса ларакан пуйăсри вакунра вырнаçса ларсан та ӳкĕнӳ таврашĕ пулмарĕ чунĕнче. Амăшне кăна шеллерĕ. Ара, хăй самаях арçын ĕçĕсене хăнăхса пынăччĕ, ялта вара кил-терĕшре, хуçалăхра арçын алли кирлех çав, кирлех...
Псков хулине илсе каяççĕ иккен вĕсене. Малтан — Мускава, унтан — лере. Тĕрĕссипе, малашнехи çинчен пуç ватма вăхăт пулмарĕ. Вакунра, çамрăклăх хăйĕннех тăвать, питĕ шавлă. «Тавар туянма» килнĕ капитан йĕркене пăсмалла маррине аса илтерчĕ те хăй ĕçĕсемпе кайса çухалчĕ. Каччăсене çакă кирлĕ те! Чылайăшĕ килĕсенчен парса янă апат-çимĕçе пĕр çĕре кăларса хучĕ, ак хайхи! — эрехĕ тата ăçтан тупăнчĕ? Сĕтел хатĕр те. Çапла вара туслашсах кайрĕç çамрăксем, гражданкăри пурнăçа аса илчĕç, юрă та янраттарса илчĕç, кăмăлĕсем уçăлнă май хĕрĕсем çинчен те каласа пама именмерĕç. Ирпе-ирех пĕр пуйăсран анса тепĕрин çине куçса ларчĕç.
Псков... Авалхи пысăках мар хула, тесе каласа пачĕ вĕсене илме пынă капитан. 5-6 çар чаçĕ. Кремль те пур иккен. Хăйсене чукун çул вокзалне илме пынă автобус чӳречинчен хулари вырăнсене тимлесе пăхрĕç каччăсем. «Пирĕн Шупашкартан та пĕчĕкрех пулас ку хула. Таса мар тата...» — сасăпах каларĕ пĕри чăвашла. Чăн та, июль уйăхĕн вĕçĕ тăрать пулин те, урамсенче унта та кунта çӳп-çап выртать, çиллĕ пулас та урамра, хут таткисем вĕлтĕр те вĕлтĕр çавăрăнни, тусан вĕçни курăнать.
Хулана сăнанă май вырăна çитни сисĕнмерĕ. Хула варринчех иккен часть. Хăйсен пурнăçĕ çак самантран улшăнасса ăнланса автобусран тухрĕç çамрăксем. «76-я гвардейская Черниговская Краснознаменная десантно-штурмовая дивизия» тесе çырни курăнать. Самолет шавĕ уççăн илтĕнет. Тахăшĕ юнашарах аэродром тесе пĕлтерчĕ.
76-мĕш дивизи... Кĕнеке вулама юратаканскер, Валери çак дивизин 104-мĕш полкĕн 2-мĕш батальонне кĕрекен 6-мĕш рота пирки тĕлĕнсе кайса вуланине аса илчĕ. 2000-мĕш çулхи мартăн 1-мĕшĕнче десантниксем Аргун варĕпе Дагестана тарса тухма тăнă чечен боевикĕсемпе тан мар çапăçура тĕл пулнă. 90 çынран тăракан десантниксен ротинчен 6 çын кăна чĕрĕ юлнă. 84 салтак, вĕсем хушшинче 13 офицер, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Çакăн çинчен чаçри клуба пуçтарнă çамрăксем умĕнче полк командирĕ тата тепĕр хутчен аса илтерчĕ. Çапла историре паллă йĕр хăварнă дивизие лекрĕ пулса тухать Валери. «Эх, хамăн та муттуррисенчен ретĕнче пуласчĕ», — тесе ĕмĕтленчĕ чăваш каччи.
Анчах... Тĕрĕссипе, малтан йĕркеллех пекчĕ. Общежитири (ĕлĕкхи пек барак-казармăсенче пурăнмаççĕ халĕ салтаксем, вĕсене валли ятарласа пилĕк хутлă çуртсем — общежитисем хăпартнă чаçре) пӳлĕме, кунта ăна кубрик теççĕ иккен, сакăр çамрăка пĕрле вырнаçтарчĕç. Тĕрлĕ регионтан: Питĕртен те пур, Хусантан та, Калининградран... Валери, ак, Чăвашран. Пĕччен. Юриех, пĕр-пĕрне хăвăртрах хăнăхчăр, тени пулчĕ ĕнтĕ ку командирсем енчен. Юрĕ-ха, ял ачи — ял ачи те, хулара ӳснĕскерсемпе те аптрамĕ-ха. Çитменнине пĕр этажрах, юнашар кубриксенче, чăваш ачисем тата пур. Мĕн те пулсан сиксе тухсан пĕр-пĕрне пулăшма шантарчĕç вĕсем пуйăсрах.
Кравачĕсем икĕ яруслă. Чăваш сăпайлăхĕ-ши, ыттисем вырăнсене йышăнса пĕтерессе лăпкăн сăнаса тăчĕ, унтан тин хăйне валли çӳлти ярусра юлнă вырăн çине япалисене хучĕ. Шавлă кубрикра. Пурте йăва çавăраççĕ тейĕн. Кулаççĕ, пĕр-пĕрне йĕплесе илме те ĕлкĕреççĕ мурилешшĕсем. Систермесĕр сăнать Валери çĕнĕ юлташĕсене. Туслашмаллах ĕнтĕ, апла-тăк çулталăк пĕр-пĕрне епле чăтмалла тет? Пĕри ав, Питĕр каччи, ытлашши сăмахламасть, хăйне питĕ интеллигентлă тытать. Хусан ачи, вырăс пулас вăл та, Гера ятлă, вĕçкĕнрех, çăмăлттайрах пек... Мĕнех, вăхăт кăтартĕ...
Присяга тепĕр уйăхран иккен. Питĕ хăвăрт. Вăхăт сахаллине курах-тăр, хăвалаççĕ кăна çамрăксене. Валери ял ачи те, ирех вăранать, «Рота, подъем!!!» — тесе кăшкăрнă тĕле пуçĕ янкăр таса, тăма хатĕр. Команда илтĕннĕ-илтĕнмен вара ура çинче, портянкине сырса салтак аттине, берцы теççĕ-ха ăна, йăпăр-япăр тăхăнса ыттисемпе пĕрле строя тăрать, унтан — стадиона... Çапла кашни кун... Кун хыççăн кун... Хăйне чăн-чăн рядовой салтак пек тытать халь Валери. Амăшне çыру çырсах тăрать-ха, ан кулянтăр, тет. Амăш чĕри пурпĕрех лăпкă мар çав. Ывăлне карас телефонне парса ячĕ те, пуринне те пуçтарса илчĕç, унпа эрнере пĕрре — вырсарникун кăна калаçтараççĕ. Присяга хыççăн салатса пама шантарчĕç-ха. Эрне вĕçĕнче — мунча. Мĕне-мĕне те, салтак мунчине чăн мунчара мар (ара, шывĕ те лĕпĕскер çеç те унта, ах! ăçта-ши чăн-чăн чăваш мунчи!), плацра стройпа утнă-чупнă чухне туйрĕ Валери. Çанталăкĕ шăрăх — урамра август, урисем тарласа аманса-сĕвĕнсе пĕтрĕç — укахласан та стройра пулмалла, ыттисенчен юлмалла мар, алă-пӳрне сыпписем какайланса-юнланса хытрĕç — плацри асфальт çинченех отжимани тенине палăртнă чухлĕ тумасан, командир атти айне те лекме пулать...
«Салтак пăттине» присягăчченех самай астивме тиврĕ çамрăк салтаксен. Йывăр пулсан та пĕчĕккĕн хăнăхса пычĕç салтак пурнăçне. Пĕрремĕш хутчен АН-2 самолетран парашютпа сикнине ĕмĕрлĕхех астуса юлĕ Валери — присяга умĕн пурин те пĕр хутчен те пулсан çакăн витĕр тухмалла иккен. Тренировкăсенче пĕтĕмпех вĕренсе çитнĕ тумелле те, пурпĕрех чĕринче шиклĕх туйăмĕ хуçаланчĕ — парашют уçăлмасан? Акă самолет палăртнă вырăна çитрĕ, командир салтаксене хатĕрленме команда пачĕ. Пĕрин хыççăн тепри сикеççĕ десантниксем вĕçсĕрлĕхе. Чĕри тухса тарасла, читлĕхри кайăк пек тапăлтатрĕ пулин те, хăранине кăтартмарĕ Валери. Аллисем самолет алăкĕнчен хăпсан çĕр çинелле чул пекех ӳкме тытăннă пек туйăнчĕ, парашют хаплатса уçăлнă сасса илтсен тинех лăпланчĕ, аллисене сарса пĕчĕк ача пек кăшкăрашрĕ, ахăлтатса кулса ячĕ... Алла сенкер тӳпе тĕслĕ берет пуçласа тытнине аса илет акă госпиталь палатинче выртакан Валери. Еплерех мăнаçланчĕ вăл ун чухне! Чĕри савăнăç туйăмĕпе тулса ларнă пек пулчĕ. Беретне пуçĕ çине еплерех лартмаллине пĕри те йĕркеллĕ пĕлмест те, ротăри салтаксем тăраничченех ахăлтатрĕç пĕр-пĕрин çине пăхса. Ротнăй та, ăнланчĕ пулас вĕсен кăмăлне, шавламарĕ, тарăхмарĕ, десантник беретне пуç çине еплерех вырнаçтармаллине кăтартса пачĕ.
Йĕркеллех пыратчĕ вĕт-ха салтак хĕсмечĕ, йĕркеллех. Присяга та чаплă уяв пек иртсе кайрĕ. Амăшĕ çитеймерĕ паллах. Ăçта унта, Чăваш çĕршывĕнчен Пскова Канаша е Шупашкара каясси мар çав. Амăшĕ килеймесси çинчен çырупа пĕлтернĕччĕ пулин те, ыттисем çине, вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрремĕш увольненине тухнине кăштах ăмсанарах та пăхрĕ Валери.
Ученире, хирте, пуçланчĕ пулас çав хăй те ăнлансах пĕтереймен туйăм. Иртен пуçласа каçчен хăвалаççĕ салтаксене: чуптараççĕ, окоп чавтараççĕ, автоматран пертереççĕ... Шăрăх çанталăкĕ те хăйĕнне тăвать — варпа аптраççĕ салтаксем, мозоль таврашне пула урисене аттисене — берцы тăхăнайми пулчĕç, хăçан çăвăннине манса кайнă... Ученине ВДВ çарĕсен главнокомандующийĕ Шаманов хăй килет текен сас-хура тухсан вара ахăрсамана пуçланчĕ тейĕн — çăвăнасси, апат çиесси çинчен мар, палаткăсене çитсе пуçа матрацсем çине хурасси çинчен кăна шухăшлатчĕç салтаксем, пурпĕрех çывăрса тăранасси çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлатчĕ. Темĕн хуçăлнă пек пулчĕ çак лару-тăрура Валери чĕринче. Пурăнас килми пулса çитрĕ. Ротнăй кăна мар, ыттисем те асăрхарĕç çакна. Малтанах ăнланма, пулăшма тăрăшрĕç, каярах, салтак ниепле те хăйне алла илме пултарайманнине кура, тарăхма пуçларĕç. «Арçын-и эс, арçын мар-и? Пĕччен пĕтĕм ротăна каялла туртатăн! Девиза аса ил: пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн. Мĕн хăтланатăн? Эс пирĕнпе е пĕччен?..» — çакăн пек кӳренмелле сăмахсем те илтрĕ Валери. «Юрĕ, чаçе яратпăр сана, Павлов рядовой. Таврăнсан мерăсем йышăнăпăр...» — нумай калаçмарĕ рота командирĕ. Халиччен ку салтака лайăх енчен кăна курнăччĕ-ха вăл, халĕ акă мĕн пулса иртнине ăнланмарĕ, шаларах кĕрсе тĕпчеме, ăнланма вара вăхăт пачах та çук, ыран-паян питĕ яваплă вăхăт çитет. «Ученирен таврăнсан Павловпа ларса калаçмаллах, темĕн пулса иртет ку чăваш каччипе, пулăшмаллах ăна...» — тесе тĕв турĕ ăшĕнче Соловьев майор.
Çитсенех хăйне госпитале кайма приказ пани çинчен манса, Валери кубрикра пĕчченех юлчĕ. Общежитире шăп — пурте хирте, ученире. Куç умне салтакченхи вăхăт тухать: амăшĕ, пĕрле вĕреннĕ ачасем, ял урамĕ, Çеруш... «Тавлашатпăр-и?» Ак, амак, каллех аса килчĕç Çеруш сăмахĕсем. Кубрикри япаласем çине тĕлсĕррĕн пăхкаларĕ — нимĕн те тăвас та, шухăшлас та килмест. Акă куçĕсемпе алăк патĕнче вырнаçтарнă шкап патне çитрĕ, уçă алăк çинче çакăна тăракан салтак ременьне курчĕ. Хăй мĕн тунине ăнланмарĕ те пулас Валери, тăрса ремене аллине илчĕ, темле вăйă вылянăн кравате пӳлĕм варрине туртса кăларчĕ, çăмăллăн, хавасланса та темелле-ши, ун çине хăпарса тăчĕ, аллинчи ремене мăйкăчларĕ, мăйне тăхăнтартрĕ, маччари светильнике çакса янă çекĕл патнелле кармашрĕ...
«Мĕн туса хутăм эп? Мĕн пулчĕ манпа? Çавăн пек çемçешкеленмелле пулчĕ-и вара манăн? Аннене пĕлтерсен?!» — куçне ялтах уçса ячĕ Валери. «Тинех! Ну, мур ачи, хăратрăн та эс пире. Ну, мĕн çитмерĕ сана? Кам кӳрентерчĕ? Ĕлĕкхи пек дедовщина та çук ĕнтĕ пирĕн чаçре, мĕн хăтланатăн?!.» — ятлама тытăнчĕ ăна шурă халатлă хĕрарăм-тухтăр. Валери ахаль те çĕр тĕпне анса кайма хатĕр, чунĕ кӳтсе килчĕ, куçӳсем сутăнчăкла куççульпе тулса ялтăртатма тытăнчĕç — вăртах çавăрчĕ вăл пуçне стена енне. Çакна кура тухтăр шăпланчĕ, аллине Валери пуçĕ хучĕ, чунĕ хăйĕн те, хăрарăм мар-и ара, тăван ачишĕнни пек ыратрĕ. Кун пеккине тӳсеймерĕ вара салтак, юхрĕ те юхрĕ тăварлă куççуль минтер çине. «Атя тавлашатпăр...» — таçта аякран илтĕнчĕç каллех ачалăхри сăмахсем.