Вилемрен хăрамастăп, —
Пур пĕрех вилмелле.
Хам ята эп ямастăп, —
Чысăм çук-и элле?
Çылăхлă эп, тунмастăп,
Пытармастăп çакна.
Элеке йышăнмастăп, —
Ман сăмах çак кăна.
Сутăнчăк çын каяшĕ
Варалать тăнăма.
Ыран тапăнĕ хăшĕ
Пăлханан чунăма?
Чĕлхе чул та касать вăл,
Çын — çынах пулмалла.
Ма стакан çинче тăвăл
Кăлăх кăлармалла?
Чыс-тăванлăх управĕ
Хамăртан çеç килет.
Тинĕсре ун утравĕ,
Сисмесен — шыв илет.
Вилĕмрен хăрамастăп,
Пур пĕрех вилмелле.
Хам ята эп ямастăп,
Ырă çул çеç пилле.