Чăваш халăх артистне
Владимир Семёнова
Итле-ха кăтра пуç Семенов!
Сăну чипер, куçу йăл-ял,
Каçак таса, сăмсу кăшт мăнă...
Эс кам тавраш, ăçти, хăш ял?
Эс хăш Семеновсен ратти,
Пулатăн хăшĕн туратти?
Элле, сан таврашран çав Тайăр,
Е çав Семенов — Сементер —
Ĕнер унпа ал вĕçлĕн кайрăр
Ытла ваç-ваçлă та типтер...
Тен, эс Тукташ-Семенов шăллĕ —
Леш ирсерен янраканнин?
Сан кăтруна савса вăл шăлĕ,
Сан пек çын уншăн чун пахи!
Нивушлĕ эсĕ çав йăхран?
Пăртак пăхам-ха лайăхрах.
Демьян Семенов пур-ха пирĕн,
Тата патшалăхçă Элмен,
Вĕсен пулма сан çук-ха ирĕк,
Вĕсен ентешлĕхне кĕмен.
Хушма яту та çук, мăнтарăн!
Хаяр çав Яковлев — памасть!
Леш Кушкă Еккĕмĕ пултарнă:
Ят панă та — чăваш манмасть!
Парне, Катнуй, Серте, Ырсем —
Ĕмĕр манми чипер ятсем!
Тăхта! Çĕньял Пукрав ачи вĕт!
Леш Пикилтей Паташ ватти.
Тутар-монголсене пит çивĕч
Хирĕç çапакансен ратти!
Шупашкартан Ункă çине
Куçса кайса вăл ял ларттарнă.
Çавна сан йăх манмассине
Эп çакă сăмаха вакларăм.
Çапла, çапла. Маттур йăхран,
Çавна картса хур лайăхрах!
Ăх-хă! Семеновсем çапла вăл —
пĕри теприсенчен маттур!
Сирĕн йăха тивеймĕ явăл:
Семенов пулнă, пултăр, пур!
1999, ака, 16.
Чăваш тĕп уявхӳшĕ.