Юрат мана, чуп ту мана ялан,
Ялан манпа эс пул.
Юрату туйăмĕ — кĕрхи палан,
Юрату — йӳçĕ пыл.
Юрат мана, чуп ту мана часрах,
Тархасшăн, ытала!
Аван-и эп, начар-и — ан пăрах,
Чунна ан ултала.
Юрат мана, чуп ту мана, хăтар,
Путатăп авăра!
Вилсен те хăв çумна мана пытар,
Ан ютшăн, ан хăра.