Юратура тӳр йĕр кукрăлнă,
Юратура каска мăкланнă,
Юрату ик чунра çуралнă:
Хутшăнăва татах йывăрлатма.
Ют çын йăнăшĕ маншăн мĕн вăл,
Ют çын савăнăçĕ маншăн мĕн вăл,
Маншăн мĕн вăл чунри çил-тăвăл;
Шăпа санах пӳрнĕ пулсăн савма!
Мĕскер ку, телей-и? Пĕлместĕп,
Алла кăкру çинчен илместĕп,
Ан чĕн, илтмĕстĕп те чĕнместĕп:
Паян пуян çын — ыран эп чухăн!
Эс — манăн. Эп — санăн. Куратăп,
Кăкру çине пуçа хуратăп,
Пĕр вăранмасăр юрататăп:
Çак туйăма пит йывăр ăнланма!