Юрий Анисимова, Якаел чăвашне,
«Татмелиоряци» ертӳçине
Кашни çĕршыврах пур сăрт-ту, путăк-лакăм,
Пур шурлăх, ахратлăх, пурах лачаки те...
Тăван çăлкуçсен таппине тасататăн
Уйчӳк ĕçĕсен авалхи маçакки пек!
Сăвар çĕрĕнчи çăлкуçсем таса шывлă,
Шерпет пек çиçет умма лартнă тумламĕ.
Тăван тăвана тăварпа чыса хывнă,
Кам тӳснĕ, кам сиснĕ — вилсессĕн те манмĕ.
Тумлам çуттинче ĕмĕтсем шутсăр аслă,
Асамлă тивлет ăрăмне те кӳреççĕ...
Чăваш çăлкуçне кам упранă, кам каснă —
Çавна ачаран эс пĕлетĕн, тӳреçĕм.
Тутар çĕрĕнчи чăвашсен чунĕ анлă,
Çăлкуç пек тулли вĕсен кăмал турамĕ.
Тăван пек картса тăварпа çăкăр патăн —
Пин ылтăн чуну нихăçан та хуралмĕ!
1995, чӳк, 29.
Хусан.